Хулара
![]() vokrugsveta.ru сайтри сӑн Чук уйӑхӗн 19-мӗшӗнче каҫхи 8 сехетре шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ: кушак инкеке лекнӗ-мӗн. Ку ҫапларах пулса иртнӗ: Шупашкарти Мускав проспектӗнчи пӗр лавккара сутуҫӑ алӑка хупса киле кайма тӑнӑ та холодильник хыҫӗнче кушак макӑрнине илтнӗ. Хӗрарӑм хӗсӗк вырӑнтан чӗрчуна хӑй тӗллӗн кӑларайман, ҫӑлавҫӑсене шӑнкӑравласа чӗннӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен «Умелец» хатӗр пулӑшнипе холодильник ҫумӗнчи стенана илнӗ, кушакан ирӗке кӑларнӑ. Чӗрчун унта мӗнле майпа лекнӗ? Паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, каҫхи 10 сехет тлӗнче Шупашкарти Гладков урамӗнчи пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Унти 26-мӗш ҫуртри пурӑнакан хӗрарӑм килӗнче ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Тӑххӑрмӗш хутри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнаканскер патне подъездра асли шутланакан Павел Тихонов тата 8-мӗш хутра пурӑнакан Сергей Ефимов чупса хӑварнӑ. Вӗсем хваттере вирхӗнсе кӗнӗ. Тӗтӗм сарӑлнӑскерте нимӗн те курӑнман. Кил хуҫи хӗрарӑмне хунар ҫутипе шыраса тупнӑ. Вӑл кӑритурта выртнӑ. Хваттертен тухас тенӗ пулинех. Дмитрий Артемьев пулӑшнипе арҫынсем хӗрарӑма пӗрремӗш хута антарнӑ. Унтан ӑна, пиҫсе кайнӑскерне, тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ. Хӗрарӑм пирус туртнӑ чух асӑрханман пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пушарта хваттер сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ӗҫ сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен Чӑваш Енри чи лайӑх специалистсене палӑртнӑ. Конкурса унчченхи тапхӑрта суйланса илнӗ хыҫҫӑн 13 ҫын хутшӑннӑ. Муниципалитет шайӗнче пултарнисем республикӑри конкурсра тупӑшнӑ. Мероприятие Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев хутшӑннӑ. Вӑл производствӑра инкек тӳсесси юлашки ултӑ ҫулта 1,7 хут чакнине пӗлтернӗ. Ӗҫ сыхлавӗн 2019 ҫулти чи лайӑх специалисчӗ ята Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче (Шупашкар хули) тӑрӑшакан Елена Гладкова, Канашри автоагрегат савутӗнчи ӗҫ сыхлавӗ тата техника хӑрушсӑрлӑхӗн ертсе пыракан специалисчӗ Сергей Иванов, Шупашкар хулин теплосечӗн специалисчӗ Роман Смирнов тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() kprf121.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем «Чӑвашавтотранс» шӑпишӗн яваплисене шыраҫҫӗ. Тӗрӗслев материалӗсене Чӑваш Ен прокуратури тӑратнӑ. Ҫавна тӗпе хурса тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви, ЧР Финанс министерстви, ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви предприятин укҫи-тенкипе тата пурлӑхӗпе (предприятин республикӑн унитарлӑ предприятийӗ пулнӑ-ҫке) кирлӗ пек хуҫаланман. Кирлӗ чухлӗ субсиди уйӑрманнине те асӑннӑ. Тӑкаклӑ тарифсем йӗркелесе предприятие тупӑшсӑр хӑварнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ тӗрӗслевҫӗсем. Яваплисем кирлӗ пек тимлеменнине пула предприяти ӗҫлеме чарӑнса ларнӑ, ҫынсене вӑхӑтра шалу тӳлеймен. «Чӑвашавтотранс» ПУПра конкурс управляющийӗ ӗҫе пуҫӑннӑ вӑхӑта шалу виҫин парӑмӗ 40 миллион тенкӗрен иртнӗ. Налуксен парӑмӗ 50 миллион тенкӗрен каҫнӑ. Предприятин кредиторсен умӗнчи парӑмӗ 200 миллион тенкӗрен иртнӗ. Пуҫиле ӗҫе РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 3-мӗш пайӗ «в» пункчӗпе килӗшӳллӗн пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн делегацийӗн Беларуҫ Республикине ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе тухса кайнӑ. Асӑннӑ ҫӗршывра чӳк уйӑхӗн 20-22-мӗшӗсенче виҫӗ кунлӑх лару иртӗ. Унта Чӑваш Республикипе Беларуҫ Республики хушшинче ӑслӑлӑхпа техника, суту-илӳпе экономика тата культура ҫыхӑнӑвӗсене аталантарас ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Павел Иванов каланӑ тӑрӑх, делегаци йышне республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, промышленноҫ тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен, IT-компанисен, вӗренӳ заведенийӗсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем кӗнӗ. Делегацие Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫи Иван Моторин ертсе пырать. Чӑваш Ен пайташӗсем хӑйсен компанийӗсемпе паллаштарӗҫ. Беларуҫ Республикинчи машиностроени, ядл хуҫалӑх тата тирпейлекен предприятисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() severstolici.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм финанс пирамидине укҫа хывнӑ, унтан палламан ҫынна ӗненсе ӑна укҫа панӑ. Хӗрарӑм патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та микрофинанс компанийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Организаци 2018 ҫулта хупӑннӑ, хӗрарӑм вара шӑпах ӑна 180 пин тенкӗ панӑ. Арҫын куншӑн компенсаци пулассине пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, процентсем те тавӑрӗҫ-мӗн – 700 пин тенкӗ ытла. Анчах куншӑн укҫа куҫармалла имӗш – урӑх вкладчиксем валли. Хӗрарӑм ҫакна ӗненсе 451 пин тенкӗ кредит илнӗ. Кун хыҫҫӑн арҫын пач ҫухалнӑ. Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие кун пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() PIXABAY.COM сӑн ӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Арҫынсен пӗтӗм тӗнчери кунне палӑртаҫҫӗ. «Парламентская газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, уява Тринидад тата Тобаго утрав патшалӑхӗ 1999 ҫулта йышӑннӑ. Каярах ҫавна Кариб бассейнне кӗрекен, Астралири, Ҫурҫӗр Америкӑри, Азири, Европӑри ҫӗршывсем ырласа йышӑннӑ, каярах — Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗ. Уява йӗркелекенсем арҫынсемпе арҫын ачасен сывлӑхне, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне, тимлӗх уйӑрма чӗнсе калаҫҫӗ. Сӑмах май, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Арҫынсен пӗтӗм тӗнчреи тата тепӗр кунне палӑртаҫҫӗ. Ӑна йӗркелеме Совет Союзӗн Президенчӗ пулнӑ Михаил Горбачёв 2000 ҫулта сӗннӗ. Чӑн-чӑн арҫын ҫӳлте тытакан арҫынсене ҫав кун лауреат ячӗ парса хавхалантараҫҫӗ. Мӗнех, пӗр уйӑхра икӗ хутчен саламлар арҫынсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑн Вӑрмарти чӑх-чӗп хапрӑкне каллех тӗрӗсленӗ. Унта каллех йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫакӑ палӑрнӑ: унччен асӑрхаттарса хӑварнӑ ҫитменлӗхсене те тӳрлетмен-мӗн. Ҫавна май юридици сӑпачӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Административлӑ ӗҫе Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухнӑ. Юридици сӑпачӗ айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне хапрӑка ҫитменлӗхсене пӗтерме предписани ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Юлашки эрнере ОРВИпе чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ: 27,1 процент. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 8-14-мӗшӗсенче чирленӗ 4 165 ҫынна шута илнӗ. ОРВИпе чирлекенсен 69,9 проценчӗ – 17 ҫула ҫитеймен ачасем. 2 ҫула ҫитеймен ачасем те самай чирленӗ: 19,3 процент. 3-6 ҫулсенчи шӑпӑрлансен хушшинче чирлисен йышӗ – 29,3 процент, 7-14 ҫулсенчи ачасен хушшинче 58 процент, 15-17 ҫулсенчи ҫамрӑксен йышӗнче – 52,6 процент. Пульницӑна ОРВИпе чирлӗ 110 ҫын выртнӑ. Ку, эрне каяллахипе танлаштарсан, 26 ҫын нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() votkinsk.net сайтри сӑн Шупашкарта раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӑнӑҫсӑр ҫемьере пурӑнакан ачасем валли парнесем пухӗҫ. Акци «Юлташа тетте парнеле» ятлӑ. Сирӗн те ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас килсен Шкул умӗнхи вӗренӗве аталантармалли центра ҫитмелле. Вӑл ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Эгер бульварӗ, 6/1-мӗш ҫурт. Теттесене Шупашкарти кирек мӗнле ача пахчине те илсе килме юрать. Акци вӑхӑтӗнче пухӑннӑ теттесене йывӑр лару-тӑрӑва лекне ачасене парӗҫ. Вӗсене шӑпӑрлансене ыркӑмӑллӑх елкисенче те парнелӗҫ. Сӑмах май, кунашкал мероприятисем раштавӑн 21-мӗшӗнчен пуҫланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |