Республикӑра
![]() Вероника Тимофеева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Иркутск тӑрӑхӗнче пурӑнакан хастар чӑвашсем ниме ирттернӗ. Кӳршӗ-арша, тӑван-пускиле, ял-йыша ырӑ кӑмӑлпа, укҫа-тенкӗсӗр пулӑшас йӑла юлашки ҫулсенче, мӗн пытармалли, манӑҫса пырать. Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑрӑн ырӑ йӑли-йӗрки пуррине аса илтернӗ. Ун пирки асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ. Ӳрӗк чӑвашсем нумаях пулмасть «Юлташ» автономин Ваттисен канашӗн ертӳҫи Геннадий Моисеев патӗнче ырӑ ӗҫ тунӑ. Геннадий Моисеевич ҫӗнӗ ҫӗре куҫнӑ иккен. Ҫӗнӗ ҫӗре куҫаканӑн тимлемелли нумай. Япала та куҫармалла, юсавне те ирттермелле. Арҫынсем маччана тата урая ҫӗнетнӗ, хӗрарӑмсем обой ҫыпӑҫтарнӑ, ҫунӑ-тасатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр хваттере ҫӑлавҫӑсем балкон урлӑ кӗнӗ. Вӗсене кӳршисем чӗнсе илнӗ. Ара, хваттерте йытӑсем уланӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку паян Мичман Павлов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. Йытӑсем уланӑран кӳршисем сисчӗвленнӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, хуҫисем чӗрчунсене пӗччен хӑварнӑ. «Йытӑсем ӗнертенпе вӗреҫҫӗ, улаҫҫӗ. Ирхине ҫӑлавҫӑсем тата полици килчӗҫ. Ҫӑлавҫӑсем хваттере балкон урлӑ кӗрсе икӗ йытта апат ҫитернӗ. Хваттерте кушаксем те пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ. Полицейскисем килсен кил хуҫи хӗрарӑмӗ те ҫитнӗ. Чӗрчунсем хваттерте мӗн чухлӗ выҫӑ ларни паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӑрмар районӗнчи Антонина Юнатанова воспитатель «Воспитатель года России» (чӑв. Раҫҫейри ҫулталӑк воспитателӗ) конкурсӑн финалне хутшӑнать. Ӑмӑртӑва чӳк уйӑхӗн 17-сменче Мускав облаҫӗнчи Красногорск хулинчи Примаков ячӗллӗ гимназире савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Конкурсӑн финалне регионсенчи ҫӗнтерӳҫӗсем, пурӗ 79 ҫын, пырса ҫитнӗ. Антонина Юнатанова Вӑрмар районӗнчи «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчинче 2014 ҫултанпа ӗҫлет. 2004 ҫулта вӑл Узбекистанри Ферганӑри ӳнер коллеждӗнчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ куҫӑнсӑр майпа И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи «Шкул ҫулне ҫитменнисен тата коррекци педагогики тата психологи» факультетра ӑс пухать. Виҫӗ ача амӑшӗ фетртан тата тутӑртан пуканесем ӑсталама юратать. Скрипкӑпа калать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӳре-шара «тӳре лини» ирттерессине ҫӗнӗрен йӗркелеме тытӑнӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Халӑхпа чи малтан ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви ҫыхӑнӗ. Вӑл кунне те палӑртса хунӑ ӗнтӗ. «Тӳрӗ линие» асӑннӑ министерство чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче йӗркелӗ. Каярах – ЧР Культура министерстви (чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче), Ӗҫ министерстви (раштавӑн 5-мӗшӗнче), Спорт министерстви (раштавӑн 19-мӗшӗнче). Мӗнпур «тӳрӗ линие» Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен видеохостингӗнче video.cap.ru онлайн-режимпа кӑтартӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви ирттерекен «тӳрӗ лини» 15 сехетре пуҫланӗ. Ыйтусене халех йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене электрон адреспа https://forms.cap.ru/modules/form_builder/published/zdrav.php ӑсатма май пур. Видеоыйтусене «Там-Там» (https://tt.me/Pryamaya_liniya) мессенждерта йышӑнаҫҫӗ. «Тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче (8352) 56-51-00 телефон номерӗпе шӑнкӑравлама май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсем яланхи пекех Хӗрлӗ лапамра мар, урӑх вырӑнта иртӗҫ. Пӗлетӗр пулӗ: Хӗрлӗ лапамра реконструкци пырать, ҫавна май уяв «Шупашкар: 500 ҫул» паркра пулӗ. Унтах пӑр катокӗ тӑвӗҫ, Хӗл Мучи резиденцийӗ ӗҫлӗ. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тӗп хуламӑра илемлетсе пӗтерӗҫ. Кӑҫал Граждан урамӗнче, Эгер бульварӗнче, Мир проспектӗнче, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнче те илем кӳрӗҫ. Чи пысӑк тӑвайкки Лакрей вӑрманӗнче вырнаҫӗ. «Шупашкар: 500 ҫул» парка раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне илемлетсе пӗтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Екатеринӑн архивӗнчи сӑн Шупашкарта кун кунлакан Екатерина мӑшӑрӗпе 70 ҫул ҫума-ҫумӑн кун кунланӑ. Хӗрарӑм халӗ 105 ҫул тултарнӑ. Юбилейне вӑл тӑванӗсемпе паллӑ тунӑ, тӳре-шара та саламлама килнӗ. Екатерина 1914 ҫулта ҫуралнӑ. 5 ҫулта чухне вӑл амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, ҫывӑх ҫынни тифпа чирлесе вилнӗ. 20 тултарсан ашшӗпе ӗмӗрлӗхех сывпуллашнӑ, вӑл вӑрманта сарӑмсӑр вилнӗ. Екатеринӑн мӑшӑрӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Волохов фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Упӑшки 2013 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ, кун хыҫҫӑн Екатерина Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «На-связи» сӑнӳкерчӗкӗ Васкакан вакка сикет теҫҫӗ те, Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ те васкас темен, те хуравламасан та юрӗ тенӗ-ши... Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хуравламанни пирки прокуратурӑна пӗр ҫын евитленӗ. Надзор органӗ ҫыру йӗрӗпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Чӑн та, суймасть. Вырӑнти пӗр ҫын хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнчех пулнӑ. Унпа вӑл хулана хӑтлӑх кӗртес тата ытти ыйтӑва хускатнӑ. Ҫавӑнтанпа ҫурхи шыв та юхса иртнӗ, тепӗр хӗл те ҫывхарнӑ. Пуҫлӑх патӗнче хайхи этем пулнӑранпа уйӑх мар (саккунпа килӗшӳллӗн ҫавӑн пек вӑхӑтра хуравламалла), ҫулталӑк ҫите пуҫланӑ. Васкаман пуҫлӑх тӗлӗшпе вырӑнти прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна май хула администрацийӗн пуҫлӑхне 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. «» Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() kp.ru сайтри сӑн Катастрофа медицина служби Инстаграмри страницинче лайӑх хыпар пӗлтернӗ: тухтӑрсем юн нумай ҫухатнӑ пациента ҫӑлнӑ. Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен ҫӗрле васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ: юн нумай ҫухатнӑран арҫыннӑн юн пусӑмӗ пӗчӗкленсе кайнӑ. Тухтӑрсен тӑхтама вӑхӑт пулман – ҫийӗнчех интенсивлӑ терапи тумалла пулнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, юн пусӑмӗ пӗчӗкленсен венӑсем ҫухалаҫҫӗ, ҫавна май эмел яма май ҫук. Тухтӑрсем пациента шӑмми урлӑ эмел янӑ. Ҫак процедурӑсене туни арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлма май панӑ. Сывлӑхӗ кӑшт лайӑхлансан тухтӑрсем ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Чиркӳпе истори музейӗнче «ФАКТУРА 2.0» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Вырӑс музейӗн тата Президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе йӗркелеме май килнӗ. Курава куҫ курманнисемпе начар куракансем валли уҫнӑ. Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри художникӗсемпе халӑх ӑстисем Патшалӑхан Вырӑс музейӗн архивӗнчи хайлавсен макечӗсене хатӗрленӗ. Сусӑрсене ӑнланса-туйса илме ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе ӗҫсене йывӑҫран, кантӑкран, хурӑн хуппинчен, ҫӑмран, пир-авӑртан, тӑмран, гипсран хатӗрленӗ. Шупашкарти Э. М. Юрьев ячӗллӗ ача-пӑчан 4-мӗш художество шкулӗнче вӗренекенсем А. Венецианов, И. Грабарь, К. Перов-Водкин, И. Репин, И.Левитан ӗҫӗсене курав валли пластилинографи технологийӗпе йӗркеленӗ. ЧППУн художествӑпа графика факультетӗн студенчӗсем тифлокомментарисем хатӗрленӗ. ЧПУн журфакӗн студенчӗсем курав валли хатӗрленӗ комментарисене чӑвашла хатӗрлеме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫитес ҫултан приставсем парӑмҫӑсем патне СМС-ҫырусем ӑсатма тытӑнӗҫ. Анчах ҫакна тума парӑмҫӑн килӗшӗвӗ те кирлӗ. «Исполнительнӑй производство пирки» федераци саккунӗ 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. СМС-ҫырусем ӑсатнисӗр пуҫне приставсем Патшалӑх пулӑшӑвӗ порталӗ урлӑ та пӗлтерӳ яма пултарӗҫ. Организаци е харпӑр усламҫӑ валли извещенисене электронлӑ почтӑна ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |