Хулара
![]() Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ «Ярмӑрккӑ» пасара пысӑклатасшӑн. Ҫакна нумаях пулмасть Шупашкар хулин Архитектура тата градостроительство управленийӗн Градостроительство канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, лару иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех иртнӗ. «Проект перспективного развития центрального района г. Чебоксары (рынок «Ярмарка», Лакреевский лес, жилой микрорайон ул. Гладкова)» ҫапларах янӑрать вӑл вырӑсла. Чӑвашла куҫарсан сӑмах хулан тӗп пайӗ пирки пынине тавҫӑрма йывӑр мар. «Чувашпроект» предприятин тӗп архитекторӗ Николай Данилов ларурисене пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах 75 гектар ытларах ҫӗр ҫинчен пырать. Президент бульварӗнчен пуҫласа Трусиха юханшыв ҫыранӗ таран автоҫул тӑвасшӑн. Пурӗ 1250 метр тӑршшӗ пулӗ вӑл. Тата ҫӗнӗ микрорайонсене пасарпа ҫыхӑнтарма ӗмӗтленеҫҫӗ. Ларура проекта хулан, республикӑн тата ҫынсен интересӗсене шута илсе хатӗрлемеллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Мускавра пурӑнакан ҫын тӗнче шайӗнчи посылкӑна илмелли плана тӗплӗ шухӑшласа хатӗрленӗ. Наркотик Перу йӑли-йӗркине, «аяхуаски» ятлине, ирттерме кирлӗ пулнӑ. Анчах унӑн чее планне Атӑлҫи таможнин тата ФСБ ӗҫченӗсем пӑчлантарнӑ. Авӑн уйӑхӗнче арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ Перуран посылка саккас тунӑ, ӑна вилнӗ Грузи ҫынни ячӗпе ҫыртарнӑ, посылкӑна пурӑнман ҫурта (вӑл Чӑваш Енри пӗр ялта вырнаҫнӑ) илсе килмелле пулнӑ. Юпан 31-мӗшӗнче посылкӑна илме унӑн пӗлӗшӗ почтӑна пынӑ. Вӑл Мускав ҫынни, халӗ Чӑваш Енре пурӑнать. Ӑна тытса чарнӑ, 1467,67 грамм наркотике туртса илнӗ. Ҫакӑ паллӑ: саккасҫӑ Мускавра пурӑнать, хӑйне шаман тет, Перури «аяхуаски» йӑла-йӗркене ирттерет-мӗн. Унта вара наркотикпе усӑ курать. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() banki.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм Севастопольте хваттер туянма палӑртнӑ. Анчах ӗмӗчӗ пурнӑҫланайман. Ултавҫӑсен аллине лекнӗскер полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Хӗрарӑм пӗлтерӳсен сайтӗнче Севастопольте хваттер сутни пирки вуланӑ, сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ хваттершӗн залог 200 пин тенкӗ пама ыйтнӑ. Ку ӗненнӗ. Анчах укҫа-тенке куҫарсан сутуҫӑ ҫухалнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, карттӑпа пӑтӑрмахсем сиксе тухнине пӗлтернӗ. Ҫавна май хайхи ҫын укҫана урӑх счет ҫине куҫарма ыйтнӑ. Хӗрарӑм карточка ҫинчен 148 пин тенкӗ илнӗ те лешӗ кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ЧР Арбитраж сучӗ Шупашкарти агрегат савучӗ панкрута тухнӑ тесе йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе предприяти тӗлӗшпе сӑнав процедури пулнине йышӑннӑ, вӑхӑтлӑх управляющине палӑртнӑ. Кӑҫалхи юпан 24-мӗшӗнче кредиторсен пӗрремӗш пысӑк пухӑвӗ пулнӑ, унта чылайӑшӗ Арбитраж судне савута пункрута кӑлармашкӑн тавӑҫпа тухассишӗн сасӑланӑ. Вӑхӑтлӑх управляющи савутӑн финанс лару-тӑрӑвне тишкернӗ те пӗтӗмлетӳ тунӑ: парӑмсене татма ҫук. Арбитраж сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкарти агрегат савучӗ тӗлӗшпе конкурс производстви 6 уйӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен, уҫӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ Никита Тӗнче килӗнче нумаях пулмасть Иранти ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ. Ҫакӑн пирки Никита Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Тӗнчесем патӗнче Джафар хӑналаннӑ. Вӑл Мускава Шупашкар урлӑ кайма тухнӑ. Шел те, Никита ҫав вӑхӑтра килте пулман. Аса илтерер: Тӗнчесем тӗнче курма велосипедпа кайнӑ. Малтан вӗсем Финляндинчен Европӑна ҫитнӗ. Виҫӗ уйӑхлӑх виза вӑхӑчӗпе усӑ курса ҫемье темиҫе ҫӗршывра пулнӑ. Кайран Барселонӑран паромпа Африкӑри Марокко ҫӗршывне ишсе каҫнӑ. Ҫемье Америкӑна самолетпа кайма укҫа пухнине пӗлтернӗччӗ. Ҫапла, ҫемье. Ҫулҫӳреве Никита Настя мӑшӑрӗпе тата ҫулталӑкри Ая хӗрӗпе тухса кайнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ҫемье Мароккӑна Чӑваш Енрен кайнӑ ҫынпа тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Иркутск хулинче вырӑнти наципе культура пӗрлешӗвӗсем шахмат ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, автономисем футболла та вылянӑ-ха. Анчах шахмат енӗпе чӑвашсене ҫитекен пулман. «Глагол. Иркутское обозрение | Байкал24» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, футбол енӗпе Байкал тӑрӑхӗнчи кӑркӑссем ҫӗнтернӗ. Шахмат енӗпе ӑмӑртакансем Иркутскри шахмат клубне пухӑннӑ. Унта пуҫтарӑннисем — пӗрремӗш разрядлӑ шахматҫӑсем. Турнира тӑхӑр наципе культура автономийӗн 13 ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Юлташ» автономийӗн шахматҫисем профессионалсем хушшинче те, шахматла выляма юратакансем хушшинче те мала тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — вырӑссем, виҫҫӗмӗшӗнче — белоруссем. Пӗрремӗш лигӑра (шахматла выляма юратакансем) иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене бурятсемпе азербайджансем йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫак кунсенче, юр ҫунӑ чухне, Шупашкарта вырнаҫнӑ Ыркӑмӑллӑх ҫуртне урамран пӗр кинемее илсе кӗнӗ. Вӑл ҫуллахи кроссовкӑпа /шнурокӗ те ҫук/ пулнӑ. Унта ун валли ӑшӑ тум тупса панӑ. Ҫапла каласа кӑтартнӑ «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсене. Ыркӑмӑллӑх ҫурчӗ Автозаправка проездӗнчи 19-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ҫынсем пулӑшу ыйтса унта ҫитеҫҫӗ. Нумаях пулмасть Ыркӑмӑллӑх ҫуртӗнче тумтир центрӗ уҫӑлнӑ. Тума ырӑ чунлӑ ҫынсем пырса параҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрин тумтир туянма май сахалрах, ҫавӑнпа вӗсем ҫав центра ҫитме пултараҫҫӗ. «Сивӗтет, сахал тупӑшлӑ чылай ҫемьене ӑшӑ тум, пушмак кирлӗ. Эпир кашнине уйрӑммӑн, тӳлевсӗр пулӑшатпӑр. Халӗ пирӗн вешалкӑсем тата стеллажсем ҫитмеҫҫӗ», - ҫапла пӗлтернӗ Ыркӑмӑллӑх ҫуртӗнче тӑрӑшакансем. Ыркӑмӑллӑх ҫуртне тумтир илсе пырас кӑмӑл пур тӑк ҫӳлерех кӑтартнӑ адреспа 10-18 сехетсенче ҫитмелле. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8-919-655-05-25 (Сергей). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ki-news.ru сайтри сӑн Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче пушар тухнӑ. Ку инкек паян ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Совет урамӗнче вырнаҫнӑ кирпӗч ҫуртра икӗ пӳлӗм – пӗтӗмпе 150 тӑваткал метр – ҫуннӑ. Телее, пушарта шар курнисем пулман. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ҫуртӗнче лавкка, Раҫҫей почтин тата Ростелекомӑн офисӗсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() https://forum.na-svyazi.ru/ сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви тата уполномоченнӑйсен аппарачӗсем ҫӗнӗ ҫурта куҫӗҫ. Ҫӗнӗ ҫуртах мар-ха. Ҫӗнӗ вырӑна. Вӗсем наркотӗрӗслев вырнаҫнӑ ҫуртра пулӗҫ. Пӗлменнисене пӗлтерер: тытӑма федераци шайӗнче пӗтерсе Шалти ӗҫсен министерствине куҫариччен ҫав ведомство Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑччӗ. Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ унта 2017 ҫулччен ӗҫлерӗ. Тытӑма 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пӗтерчӗҫ. 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче наркополицейскисем Шупашкарти Дзержинский урамӗнчи 4-мӗш ҫурта куҫрӗҫ. Пушӑ пӳлӗмсене 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тесе ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине тата Этем правине хӳтӗлекен уполномоченнай аппаратне (вӑл Чӑваш Наци вулавӑшӗнче вырнаҫнӑ) тата Усламҫасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй аппаратне (вӑл Республика лапамӗнче вырнаҫнӑ) пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин концерчӗ иртӗ. «Симфоническая музыка Чувашии: вехи истории» (чӑв. Чӑваш Енӗн симфони музыки: истори маякӗ) ят панӑ концерта Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе хатӗрленӗ. Программа валли симфони музыкин тӗрлӗ жанрӗллӗ музыкине суйласа илнӗ. Концертра Владимир Иванишинӑн «Чувашская симфония» (чӑв. Чӑваш симфонийӗ); Александр Васильев «Чувашские напевы» (чӑв. Чӑваш ҫемми); Юрий Григорьев, Симфония си-минор с колоколом (чӑв. Си-минор симфонийӗ чанпа) янӑрӗҫ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, проект тӗллевӗ — наци культурине упраса хӑварасси тата аталантарасси, Чӑваш Енӗн культура пурнӑҫне пуянлатасси, академи кӗвви-ҫеммине итлекенсен йышне ӳстересси. Концерт К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |