Ял хуҫалӑхӗ
![]() Паян Шупашкарти Пӑр керменӗнче Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен отрасльте ӗҫлекенсен кунне паллӑ тунӑ. Унччен вара Правительство ҫуртне агпопромышленность комплексӗнче тӑрӑшакансенчен пӗрисене йыхравланӑ. Вӗсене ҫӗршыв тата республика шайӗнчи наградӑсемпе чысланӑ. Паянах Шупашкар районӗнчи Котеркасси ялӗнче (вӑл Тутаркасси ял тӑрӑхне кӗрет) теплица комплексӗ уҫӑлнӑ. Ӑна «Новочебоксарский» ят панӑ. Объекта уҫма Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Оксана Лут та хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне — Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев тата ыттисем хутшӑннӑ. Теплица комплексӗн пуҫлӑхӗ — Алексей Захаров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Ҫӗмӗрле районӗнчи Уйпуҫ Ялтӑра ялӗнче пурӑнакансем йытӑсенчен хӑраҫҫӗ. Лешсем сурӑхсене хӑвалаҫҫӗ, темиҫешне туртса ҫурнӑ. Ачасем вара шкула ҫӳреме шикленеҫҫӗ. Йытӑсем ҫулларанпах хӑратаҫҫӗ. Вӗсем пӗр хӗрарӑм патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ял ҫыннисем хуҫине йыттисене сӑнчӑрлама темиҫе хутчен те ыйтнӑ, анчах кӑлӑхах. «Пирӗн ачасем уй, вӑрман урлӑ ҫӳреҫҫӗ. Уй варринче пирӗн ачасене тапӑнаҫҫӗ. Пирӗн хӗр ӳсет, вӑл 10-мӗш класа ҫӳрет. Вӑл пысӑк ӗнтӗ, ҫапах йытӑсенчен хӑрать, ара, лешсем виҫҫӗн вӗт. Кашнинчех ман пата шӑнкӑравлать те кӗтсе илме ыйтать. Йытӑсем ӑна тапӑннӑ. Кӳршӗсен ачисем пӗчӗкрех, вӗсене те тапӑннӑ. Вӗсене те ашшӗ-амӑшӗ кӗтсе илет», - ҫапла каласа кӑтартнӑ Лилия журналистсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() "Про Город" сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи колони-поселенирен Канашра ҫуралнӑ арҫын Сергей Колоколов тухса тарни пирки хыпарланӑччӗ. Ӑна «преступлени тӗнчинче» Колокольчик ятпа пӗлеҫҫӗ. 49 ҫулти арҫынна колони-посление 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха ӑсатнӑ пулнӑ. Преступник ирӗкре шӑп та лӑп 10 кун пулнӑ, ӑна юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Арҫынна Чулхула облаҫӗнчи Сухобезводное поселокӗнче 16 сехет те 20 минутра ярса илнӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе колонирен тарнӑшӑн тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Палӑртмалла: Сергей Колоколов пӗрре мар судпа айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Николай Воробьев ӑсчах ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Сарту облаҫне (ун чухне кӗпӗрне пулнӑ) кӗрекен Хвалынск хулинче 1894 ҫулта ҫуралнӑ. Николай Воробьев этнограф, географ, истори наукисен докторӗ, профессор пулнӑ. Хусанти университетӑн географи факультетӗнче вӗреннӗ. Ҫурҫӗр-Хӗвелтухӑҫ археологи тата этнографи институтӗнче, Тутар АССРӗн патшалӑх музейӗнче ӗҫленӗ, Хусанти пединститутӑн географи факультечӗн деканӗ, Хусанти университет профессорӗ пулнӑ, СССР Наукӑсен академийӗн Чӗлхе, литература тата истори институчӗ Хусанти филиалӗнче тӑрӑшнӑ. Николай Воробьев ертсе пыракан экспедици 1949–1951 ҫулсенче чӑваш халӑхӗн культурипе йӑлине тӗпченӗ. Вӑл ертсе пынипе каярах автор коллективӗ чӑвашсен пурлӑх культурин аталанӑвӗ пирки ӗҫ пичетленӗ. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче лару иртӗ. Истори наукисен кандидачӗ Георгий Матвеев ӑсчахӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Самана" кӑларӑм скриншочӗ Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Наци телекуравӗпеАлександр Магаринӑн «Самана» ятлӑ кӑларӑмӗ черетлӗ хут экран ҫине тухнӑ. Хальхинче хӑна Виталий Станьял пулнӑ. Виталий Петрович малтан «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ пулнӑ, Александр Магарин «Сувар» хаҫатӑн яваплӑ серетарӗнче ӗҫленӗ. Икӗ журналист тӗлпулура Чӑваш наци конгресӗ, наци вӗренӗвӗпе ӑслӑлӑхӗн пуласлӑхӗ, республикӑри чӗлхе ыйтӑвӗ тата ытти пирки калаҫнӑ. Эсир кӑларӑма курман тӑк унпа тӗнче тетелӗнче паллашма пултаратӑр: http://www.ntrk21.ru/video/43341. Ӑна Наци телекуравӗпе тепӗр хутчен кӑтартӗҫ, вӑл ыран, чӳкӗн 2-мӗшӗнче, 18 сехетре эфира тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрсен театрӗнче 87-мӗш сезон уҫӑлнӑ. Ҫав ятпа унта «За синими туманами» спектакль кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнине тата ӳнер учрежденийӗ юсав хыҫҫӑн ҫӗнелнине театр хӑйӗн Фейсбукри страницинче хыпарланӑ. Кинотеатр пулнӑ ҫурт урамран халӗ, чӑн та, хитреленнӗ. «Чувашский государственный ордена Дружбы народов ТЕАТР ЮНОГО ЗРИТЕЛЯ имени М. Сеспеля» тесе аякран курӑнмалла ҫырса хунӑ. Ҫавна курнисенчен хӑшӗсем театр ятне чӑвашла ҫырманнине асӑрханӑ. Александр Блинов чӑваш хастарӗ те ҫавна палӑртнӑ, Чӗмпӗрти Николай Ларионов ҫыравҫӑ та. «Аван, анчах Чӑваш Республикинче чӑвашла та ҫырмалла!», — тенӗ, тӗслӗхрен, Чӗмпӗрти йӑхташӑмӑр. Театр пуҫлӑхӗ Елена Николаева чӑвашла пулатех тесе шантарнӑ, хальлӗхе вӑхӑт ҫитменнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2019 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан автобиографипе характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2019 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле. Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси. Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, республикӑмӑрти тата районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ. Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗн масарӗнче Ҫемен Элкерӗн асӑну палӑкне (кенотафне) вырнаҫтарчӗҫ. Чӑваш халӑх сӑвӑҫин пысӑк ӗмӗчӗ тинех пурнӑҫланчӗ: вилес умӗн вӑл хӑйне тӑван ялӗн масарӗнче пытарма каласа хӑварнӑ-ҫке! Палӑка вырнаҫтарма ялти таванӗсем хастар хутшӑнчӗҫ, сӑвӑҫӑмӑра асӑнмалли вырӑна сӑваплӑ шывпа тасатрӗҫ, унта вилтӑпри ҫинчен илсе килнӗ ҫӗре те хучӗҫ. Ку вырӑнта малашне хӑйсен ентешне кашни ҫимӗкрех асӑнма килӗшсе татӑлчӗҫ. |
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем, тата тӗрӗсрех каласан, тыр-пул туса илекенсем, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра хытах нушаланни вӑрттӑнлӑх мар. Тар такса ӳстернӗ тыр-пула тӗшӗлӗсе кӗртнипех ӗҫ вӗҫленмест-ҫке. Ӑна типӗтмелле. Сушилкӑсем вара пур хуҫалӑхра та ҫук. Канаш районӗнчи «Родина» хуҫалӑхра кӑҫал конвейер йышши сушилкӑна хута янӑ. Унпа халӗ усӑ кураҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫӗнӗлле сушилкӑпа паллаштарас тесе республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисене маларах каланӑ хуҫалӑха пухнӑ. Асӑннӑ оборудование Воронежра туса кӑлараҫҫӗ иккен. Хальхи вӑхӑтра ытти хуҫалӑхра шахта, бункер тата каруҫҫел йышшисемпе усӑ кураҫҫӗ. Конвейерли хӑвӑрт, пӗр пек тата хӑвӑрт типӗтет, энергие те перекетлӗ тӑкаклать тесе ӗнентереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче ӗнер «RailPro» компани тата Чукун ҫул техникин тӗп савучӗн пайташӗсем пулнӑ. Вӗсем Сергей Артамонов министрпа хӑмла туса илес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. «RailPro» компанин укҫа-тенкӗ енӗпе ӗҫлекен пуҫлӑхӗ Алексей Ванюшин хӑйсен предприятийӗ крафт сӑрине туса илессипе тимленине пӗлтернӗ. Вӗсем Раҫҫейре туса кӑларнӑ хӑмлапа усӑ курасшӑн иккен. Компани ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи хӑмлаҫӑсен опытне тишкернӗ. Чӑваш Енри вӗсене килӗшнӗ. Компани пирӗн республикӑра хӑмла туса илме ӗмӗтленет. Хальхи вӑхӑтра бизнес-плана сӳтсе яваҫҫӗ, ытти ыйтӑва тишкереҫҫӗ. Хӑнасене Сергей Артамонов министр хӑмла отрасльне республикӑра пулӑшнине, килӗштерсе ӗҫлеме кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |