Харпӑр шухӑш
Культура
Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм. Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ. Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар! Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ. |
Персона
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Муркаш районӗнчи Москакасси ялӗнче пурӑнакан Неонила Белова 103 ҫул тултарнӑ. Ӗмӗрӗнче темӗн те курнӑ вӑл: Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи, революци, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи… Апла пулин те шӳтлес ӑсталӑх унра упранса юлнӑ. Хӑнасем ӗмӗр урлӑ каҫнӑ кинемее ҫуралнӑ кунпа йӑх йывӑҫҫине парнеленӗ. Унӑн мӑнукӗ Александр Кононов тӑванӗсене тӑхӑр сыпӑк таран тӗпченӗ. Александр ҫак ӗҫе тунӑ чухне чылай кӑсӑклӑ япала пӗлнӗ: Неонила ҫуралсан ашшӗ ӑна чӗрӗллех чавса чикесшӗн пулнӑ. Вӑл выҫлӑх ҫулӗсенче 8 ачана ура ҫине тӑратма пултараймасран шикленнӗ. Анчах амӑшӗ ҫакна тутарман, хӗрӗ 100 ҫул ытла пурӑнассине каланӑ. Неонила Беловӑн чӳречинчен пӑхсан вӑрман курӑнать. Вӑл ӑна хӑй лартнӑ. Неонила Степановна вӑрман хуҫалӑхӗнче 40 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Вӑл мӑшӑрӗпе ултӑ ача пӑхса ҫитӗнтернӗ. Халӗ вӑл 10 мӑнукӗпе, вӗсен 20 ачипе, кӗҫӗн мӑнукӗсен 3 ачипе савӑнса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() dvorsportinfo.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Пӑрачкав районӗнчи ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗн директорне парӑмшӑн явап тыттарнӑ. Пуҫлӑх муниципалитет контрактне пурнӑҫламаншӑн ята кӗнӗ. Кӑлтӑка вырӑнти прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. «Дельфин» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче уйрӑм усламҫӑ муниципалитет контракчӗпе ӗҫленӗ. Килӗшсе татӑлнине туса пӗтерсен те саккасҫӑ тӳлесе татман. Парӑм 2,1 миллион тенкӗ ытла пулнӑ. Парӑмшӑн спорт шкулӗн директорӗ тӗлӗшпе РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӗн 7.32.5-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна Федерацин монополипе кӗрешекен тытӑмӗн Чӑваш Енри управленине ярса панӑ. Унтисем спорт шкулӗн директорне 30 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() baikal24-sport.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ялта пурӑнакан ҫамрӑк специалистсемпе ҫемьесене ипотекӑна 3 процентпа пама тытӑнасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ялти ипотека килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫакӑн пирки малтанласа РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Иван Лебедев авӑн уйӑхӗнче каланӑччӗ. Шупашкарти Пӑр керменӗнче иртнӗ Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен отрасльте ӗҫлекенсен кунне паллӑ тума хутшӑннӑ Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Оксана Лут та асӑнса хӑварнӑ. Паян вара ҫӗнӗлӗх пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе эрнесерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта ҫурт-йӗр тумалли укҫана 3 миллион тенкӗ таран илме май пулӗ. Унпа 25 ҫул хушшинче татӑлмалли. Кивҫен укҫана ялта ӗҫлекен 21-65 ҫулсенчи ҫынсем илейӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командисен спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн спортсменкине Анжелика Сидоровӑна пӗр хутчен преми пама йышӑннӑ. Пурӗ 120 пин тенкӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗччен уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ тӳлесе тӑрӗҫ. Ҫапла хаклава Анжелика Сидорова Катарӑн тӗп хулинче, Дохӑра, ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту, аса илтерер, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 27-юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗсенче пулнӑччӗ. Анжелика Сидоровӑна укҫан хавхалантарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва паян, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, кӑларнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Тутарстанри Анат Камӑри Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче Пӗрлӗх кунне уявланӑ. «Ытти халӑхпа пӗрле чӑвашсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ», — тесе пӗлтерет Илья Туманов Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче. Уяв концертне 34-мӗш гимнази вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хастар хутшӑннӑ. Вӗсен репертуарӗ куракансене килӗшнӗ. Пӗрлӗх кунне уявланӑ май гимнази директорне, «Духовный взлёт» (чӑв. Ӑс-хакӑл хӑпартланӑвӗ) фондӑн пуҫлӑхне, Анат Камӑри чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫине Галина Ляховӑна Анат Кама район пуҫлӑхӗ Айдар Метшин алӑ пуснӑ Хисеп хучӗпе чысланӑ. «Сувар» ҫырнӑ тӑрӑх, ырӑ хыпара маларах эпир асӑннӑ 34-мӗш гимнази Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ произоводство пӗрлешӗвӗ хӑйӗн черетлӗ кунне уявланӑ. «Ҫавра» датах мар та (савут 78 ҫул тултарнӑ», пӗрех халӑхпах палӑртнӑ ҫав куна. Хальхинче уяв «Салют» культура керменӗнче иртнӗ. Унта предприятире паян ӗҫлекенсемпе пӗрлех ветерансене йыхравланӑ. Хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе кӗтсе илнӗ хӑнасене. Саламлама пынисен хушшинче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ ҫумӗ Инна Антонова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Тимофеев, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Виктор Горубнов пулнӑ. Уява савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Резников уҫнӑ. Савут ӗҫченӗсене тӗрлӗ наградӑпа чысланӑ. Раҫҫейӗн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин Хисеп грамотисене Андрей Максимов электросварщик, Василий Орлов водитель, Надежда Семенова тата Гельсина Шарафутдинова контролерсем, электроснабжени цехӗн пуҫлӑхӗ Виталий Ухватов тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rg.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 31 ҫулти арҫын 10 ҫулти ачишӗн чылай вӑхӑт алимент тӳлемен. Ҫакна кура малтан ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах арҫын хӑнк та туман, алимент парӑмне татман. Вӑл ӗҫе вырнаҫма та тӑрӑшман. Кун хыҫҫӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Нумаях пкулмасть арҫын тӗлӗшпе приговор янӑранӑ. Алимент тӳлемен ашшӗне судья ҫирӗп режимлӑ колоние 5 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре «Шупашкар – Сурски» автоҫул ҫинче молтоблокпа авари пулнӑ. Хайхи транспорт машина ҫине пырса кӗнӗ. ҪҪХПИ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын мотоблок рулӗ умӗн ларнӑ та тӗп ҫулпа пыракан «ВАЗ-2110» машина ҫине пырса тӑрӑннӑ. Мотоблокпа пынӑ арҫын суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Суранӗсем ытлах йывӑр мар – тухтӑрсем пӑхнӑ хыҫҫӑн арҫынна киле янӑ. Йӗрке хуралҫисем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоблок водителӗ ӳсӗр пулнӑ. Палӑртса хӑварар: кӑҫал мотоблокпа ҫыхӑннӑ аварире икӗ ҫын вилнӗ, пӗлтӗр – виҫӗ ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре ача-пӑча скверне хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Ҫав ятпа унта пысӑк пуҫлӑхсем таранах пухӑннӑ. Пӗчӗккисен лапамне «Комфортная городская среда» (чӑв. Хӑтлӑ хула тӑрӑхӗ) программӑпа килӗшӳллӗн тунӑ. Скверта ачасем валли аттракционсем, вылямалли япаласем вырнаҫтарнӑ, тӗмсем лартнӑ. Шупашкар район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе «Дорстройсервис» общество пурнӑҫланӑ. Хамӑр енчен ҫакна палӑртар: сквера чылай вӑхӑт турӗҫ. Сквера уҫнӑ ятпа хӗрлӗ хӑю касма Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев, Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Вершинин хутшӑннӑ. Владимир Вершинин подрядчика ырласа сӑмах каланӑ, сквер поселокӑн мӑнаҫлӑхӗ пулӗ тесе палӑртнӑ, ыттисем патшалӑх тавралӑха хӑтлӑх кӳме укҫа-тенкӗ уйӑрнипе хӑпартланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |