Культура
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри виртуаллӑ концерт залӗ уҫӑлӗ. Вӑл аслӑ шкулӑн вӗренӳ театрӗнче уҫӑлӗ. Вӑл зал Раҫҫейӗн Культура министерствин пррекчӗ тесе пӗлтерет республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви. Виртуаллӑ концерт залне 15 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Унта республикӑн Культура министерствин специалисчӗсем, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем хутшӑнӗҫ. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти вӑхӑтӗнче Олег Лундстрем ячӗллӗ Патшалӑх камера оркестрӗн джаз концертне онлайн меслетпе кӑтартӗҫ. Унта кирек кам та ҫитсе курма пултарать. Тӳлевсӗрех кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ видео скринӗ Супермаркетсенче япала вӑрланӑ арҫынна полицейскисем тытса чарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. 31 ҫулти арҫын Раҫҫейри хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ, лавккасене кӗрсе апат-ҫимӗҫ вӑрланӑ. Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти лавккасенчен япала вӑрлани пирки полицие хыпар ҫитнӗ. Хайхи арҫын 9 лавккаран йӑкӑртма ӗлкӗрнӗ. Тытса чарнӑ чухне унӑн машининче 300 банка кофе, 100 флакон шампунь тупнӑ. Арҫын хӑйӗн тӑван хулинче кунашкал хура ӗҫпе аппаланнӑ, куншӑн ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хальхинче вара ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() gornovosti.ru сайтри сӑн Паян Чӑваш Енре самаях вӑйлӑ ҫил пулчӗ. Ыран тата вӑйланӗ, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хӑрушлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулнине пӗлтернӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран республикӑра ҫил ҫеккунтра 23 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ, ӳкме пултаракан конструкцисенчен аякккарах ҫӳремелле. Электричество линийӗсем, реклама ҫичӗсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултараҫҫӗ. Сывлӑш температури 7-12 градус пулӗ, каҫ енне 2 градус ҫеҫ ӑшӑ юлӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Атӑл леш енче ҫӗтсе кайнӑ хӗрарӑма ҫӗрӗпе шыранӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ. Хӗрарӑм «Заволжье» пахча юлташлӑхӗ тӗлӗнче ҫӗтсе кайнӑ. Дачӑран таврӑнакан арӑмӗ ҫухални ҫинчен унӑн упӑшки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Йӑлӑмри вӑрмана Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, вӗсен йышӗнче виҫӗ кинолог пулнӑ, тухса кайнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче тӑрӑшакансем, ҫавӑн пекех «Лиза Алерт» шырав организацийӗн хастарӗсем те хӗрарӑма шыранӑ. Дачӑран таврӑнакан хӗрарӑм карас телефонӗсӗр пулнӑ. Ӑна, ҫӗтсе кайнӑскерне, ҫӗрӗпе шыранӑ. Вӑрманта, Атӑл ҫыранӗ хӗрринче. Ирхи пиллӗкре ӑна волонтерсем тупнӑ. ЧР Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пенси ҫулӗнчи хӗрарӑм таса сывах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://21.xn--b1aew.xn--p1ai/news/item/18745476/ Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 19 сехет те 40 минутра «Атӑл» М-7 федераци ҫулӗ ҫинче пилӗк машина инкеке лекнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗ-3009А1 автофургон водителӗ ҫула май каякан ГАЗ-2705 машинӑпа ҫапӑннӑ. Лешӗ «Лада-111730» маркӑллӑ автомобиле пырса тӑрӑннӑ. Унтан микроавтобус хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «Шевроле-Круз» машинӑпа ҫапӑннӑ. «Калина» «Ман» фура ҫине пырса тӑрӑннӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, автофургон рулӗ умӗнчи 61 ҫулти Шупашкар арҫынни пӗр машинӑпа тепӗр машина хушшинчи инҫӗше тытса пыман. Сурана пула вӑл вырӑнтах вилнӗ. Микроавтобусӑн суранланнӑ водительне васкавлӑ пулӑшу машини пульницӑна илсе кайнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем тӗплӗн тишкерсе палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 11–20-мӗшӗсенче Шупашкарти театр форумӗ иртӗ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пулӗ. 2019 ҫулти форум вӑхӑтӗнче ҫамрӑк куракансен наци театрӗсен «Атӑл юмахӗ» пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ (Волжская сказка) тата ачӑ-пӑча наци драматургийӗн «От чистого истока в прекрасное далёко» (чӑв. Таса ҫӑлкуҫран хӳхӗм инҫете) пӗтӗм тӗнчери лабораторийӗ ӗҫлӗ. Фестивале Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври 10 театр хутшӑнӗ. Ҫав шутра — Казахстанри Акмолинскри облаҫри драма театрӗ Кокшетау хулинчен килсе ҫитӗ. Казах халӑх юмахӗсем тӑрӑх лартнӑ «Канбак-шал» ӗҫпе паллаштарӗ ушкӑн. Пушкӑртстанран тӑватӑ театр килӗ. Тулӑри, Мордвари, Мари Элти театрсем те Шупашкарта хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле хулинче юпа уйӑхӗн 26-мӗш каҫхине полицейскисем лӑпкӑ ыйхӑпа ҫывӑракан ҫынна ҫӗр хута вӑратса лартнӑ. Куншӑн арҫын питех те савӑннӑ, пакунлисене тав тунӑ. Ҫав каҫхине, ҫурҫӗр иртни икӗ сехет тӗлӗнче, ШӖМӗн ҫул-йӗр инспекцийӗн ятарлӑ батальонӗн ӗҫченӗсем: полицин аслӑ лейтенанчӗ Василий Григорьев тата полицин лейтенанчӗ Сергей Ядранский — Ҫӗмӗрле хули тӑрӑх патрульпе ҫӳренӗ. Джержинский урамӗнче вӗсем пӗр ҫуртран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Полицейскисем алӑкран тата чӳречесенчен шаккама тытӑннӑ. Вӗсем унта шалта ҫын пур пуль тесе шухӑшланӑ. Чӑн та, йӑнӑшман. 59 ҫулти арҫын пулнӑ. Часах ҫулӑм пурӑнмалли пӳрте ярса илнӗ. Полицейскисем кӳршӗсене те вӑратнӑ. Пушарпа кӗрешекенсене те вырӑна чӗнсе илнӗ. Вӗсем «хӗрлӗ автана» алхасма паман. Кил хуҫи мунча хутнӑ иккен, хӑй ҫывӑрса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫак эрнере Шупашкарта тепӗр ача пахчи уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, РФ Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Леонид Черкесов тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. «Планета детства» (чӑв. Ачалӑх планети) ят панӑ 207-мӗш номерлӗ ача пахчине. Вӑл Шупашкарти Сад микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, унти Чаломей академик урамӗнче. Ҫӗнӗ микрорайонта пурӑнакансем ку учреждение тахҫанах кӗтнӗ. Кӑҫал, сӑмах май, пирӗн республикӑра тӑватӑ ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. 2013 ҫултанпа вара 44 ача пахчи хута янӑ. «Ачалӑх планетине» тума 148 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ. Ку учреждение пурӗ 240 ача ҫӳрӗ. Унта пӗтӗмпе 12 ушкӑн пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче Ҫӗнтерӳ паркне ҫӗнетеҫҫӗ. Ӑна ҫитес ҫул, Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ чух, уҫма палӑртаҫҫӗ. Шӑхасанти парка «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Ку тӗллевпе хыснаран 8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Палӑкпа юнашар Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсен ячӗсене ҫырна стена лартасшӑн. Ҫуркунне парка чечексем лартса илемлетесшӗн. Палӑртмалла: Чӑваш Енре пӗтӗмпе 1382 асӑну объекчӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() НТВ тунӑ видео скринӗ НТВ федераци телеканалӗпе Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм пирки сюжет кӑтартнӑ. Вӑл Чернобыльти аварие пӗтернӗ ҫӗрте ӗҫленӗ арҫыннӑн мӑшӑрӗ, халӗ тӑлӑх арӑм. Хайхискер пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн 2016 ҫулта регионти влаҫран пулӑшӑва, укҫа-тенке, тивӗҫнӗ. Каярахпа, 2 ҫултан, тӳре-шара унӑн мӑшӑрӗ аварие пӗтернӗ ҫӗрте ӗҫлемен тесе укҫана, 1,5 миллион тенке, каялла илме шутланӑ. Следстви комитечӗ халӗ ҫакӑ саккунпа килӗшсе тӑнипе тӑманнине тӗрӗслет. НТВ телеканалпа шӑпах ҫакӑн пирки каласа кӑтартнӑ. Сюжет ӗнер, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, эфира тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |