Культура
![]() Чӑваш Енпе Крым Республики культура тата ӳнер енӗпе килӗштерсе ӗҫлӗҫ. Ҫак хыпара ЧР Культура национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ хута енсем ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пусса йышӑннӑ. Документа икӗ министр алӑ пуснӑ: Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев тата Крым Республикин министрӗ Арина Новосельская. Ҫак кунсенче Крымра Чӑваш Республикин кунӗсем иртеҫҫӗ. Килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн культурӑпа ӳнер учрежденийӗсен, наципе культура центрӗсем туслӑн ӗҫлӗҫ. Сӑмах май каласан, 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче икӗ республика суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑх тата техника, социаллӑ пурнӑҫпа культура енӗпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() razvodprof.ru сайтри сӑн Амӑшӗ эрех-сӑра ӗҫет, ачисене воспитании памасть пулсан ӑна амӑшӗн прависӗр хӑвараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм кунашкаллисен йышне чутах лекмен. Ҫемье шутра тӑрать. Халӗ хӗрарӑм тӳрӗ ҫул ҫине тӑма хӑтланать. Ҫак хӗрарӑм эрехпе айкашнӑ, ниҫта та ӗҫлемен. Вӑл икӗ ачине тивӗҫлӗ воспитани паман. Нумаях пулмасть ун патӗнче тӗрӗслевпе пулнӑ. Хӗрарӑм тӳрӗ ҫул ҫине тӑрасшӑн: ӗҫе вырнаҫнӑ, эрех ӗҫмест, хваттерте таса, ачасем валли ҫывӑрмалли, вылямалли, урок тумалли вырӑнсем пур. Шӑпӑрлансене тӑхӑнмалли те туянса панӑ, апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ. Халӗ ҫемьене шутран илес ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан хастар хӗрарӑм, 87 ҫулти Вера Орлова, фольклор пуххине кӑларма ӗмӗтленет. Чылай ҫул Вера Орлова «Ҫӗньял» фольклор ушкӑнне ҫӳренӗ. Йышпа тӗрлӗ уявсене Мускава та пӗрре кӑна мар ҫитнӗ. Паян вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне Правительство ҫуртне кайнӑ. Ӑна вӑл чӑваш фольклорӗн пуххине кӑларас ӗмӗтлине пӗлтернӗ. 2007 ҫулта «Ай, да наша свадьба…» туй юррисен пуххине пичетленине каланӑ. Михаил Игнатьев ватта мухтанӑ, ӑна ӑшӑ сӑмахпа хавхалантарнӑ. Кӗнекене кӑларма пулӑшма шантарнӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев кинемее спортпа туслӑ пулнишӗн те ырланӑ. 87 ҫулти Вера Орлова тӗрлӗ спорт мероприятине яланах хутшӑнать. Чӑваш тумӗ тӑхӑнса, йӗлтӗр сырса тухать вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсене йышӑннӑ. Правительство ҫуртне тӗрлӗ ыйтупа ҫичӗ ҫын ҫитнӗ. Вӑрмар районӗнче пурӑнакан Надежда Степанова Ямпай ялӗнчи ачасеншӗн чунӗ ыратнипе Шупашкара пынӑ. Михаил Васильевича вӑл Ямпай ачисен Вӑрмарти шкула ҫуран ҫӳреме тивнине кулянса та кӑмӑлсӑрланса пӗлтернӗ. Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, ачасен чукун ҫул тата кӗпер урлӑ каҫма тивет. «Шкул автобусӗ пирӗн яла ҫул япӑх пирки пыраймасть», — тенӗ хастар хӗрарӑм, 2 ача амӑшӗ. Михаил Игнатьев Ямпай ялӗсене лӑплантарнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Ене 15 шкул автобусӗсем тата илсе килмеллине пӗлтернӗ. Пурӗ 15 автобус ҫитӗ. Ҫавсенчен пӗрне Вӑрмар районӗнчи ачасене шкула илсе ҫӳрме уйӑрӗҫ. Ҫула та ҫывӑх вӑхӑтра йӗркелесе ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Ыран, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енре пурӑнакансемпе «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланса 13 сехет ҫурӑра вӗҫленӗ. «Тӳрӗ линие» Наци радиовӗпе тата «Тӑван радиопа» итлеме май пулӗ. Михаил Игнатьева ыйту парас килет-и? Эппин, 8-900-330-77-99 номерпе шӑнкӑравлӑр. Палӑртмалла: Михаил Васильевич кунашкал «тӳрӗ эфира» 2013 ҫулта Наци радиовӗпе ирттерӗ. Ун чухне Элтепер малтанах ҫырса хунӑ тата электронлӑ почтӑна килнӗ ыйтусене 1 сехет ҫурӑра хуравланӑ. Темиҫе радиоитлекен ҫеҫ шӑнкаравласа ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енри мӗнпур районта этнографи диктантне ҫырӗҫ. Ку акци Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем пирки мӗн пӗлнине тӗрӗслеме май парӗ. Диктанта Раҫҫейри субъектсенче тата чикӗ леш енче 11 сехетре ҫырма пуҫлӗҫ. Акцие Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне халаллӗҫ. Палӑртмалла: вӑл Раҫҫейре тӑваттӑмӗш ҫул иртет. Заданире 30 ыйту пулӗ. 20-шӗ – пурин валли те, 10-шӗ кашни субъектра уйрӑлса тӑрӗ. Ҫак задание пурнӑҫлама 45 минут параҫҫӗ. Мӗнпур ыйтӑва хуравласан 100 балл пухма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта тӳре-шара тата полицейскисем саккуна пӑсса суту тӑвакан вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Кунашкаллисем Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫурт умӗнче пуррине тупса палӑртнӑ. Унта сутма тухса тӑнӑ ҫынсен суту тума документсем те, сертификат та пулман. Йӗркене пӑснӑ ҫынсен тӗлӗшпе протоколсем ҫырнӑ. Вӗсене районти административлӑ комиссие пӑхса тухма панӑ. Палӑртмалла: кунашкал административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн граждансене 1-2 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсене 3-7 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсене 30-50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер Шупашкарта «Пульница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑнни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: пӑтӑрмах 14 сехет те 38 минутра пулнӑ. Троллейбусра ун чухне 40-50 ҫын пынӑ. Ӗнер ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 26 ҫын аманни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян суранланнисен йышӗ 31 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен 10-шӗ – ачасем. «Пилӗк аслӑ ӳсӗмри ҫынна тата ҫул ҫитмен 1 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ 16 ҫынна тата 9 ачана амбулатори мелӗпе сиплеҫҫӗ», - ҫапла пӗлтернӗ ведомство пресс-служби. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 19-26-мӗшӗсенче Швецин Мускаври посольстви тата Швед Институчӗ пулӑшнипе «Полигон» культура центрӗ Скандинави кинематографӗн ҫӗнӗлӗхӗсемпе паллаштарӗ. Куракансене юлашки ҫулсенче ӳкернӗ чи лайӑх 8 фильмпа – мелодрамӑсемпе, ҫамрӑксен драмисемпе тата ҫемье киновӗпе - паллаштарӗҫ. Вӗсем пӗтӗм тӗнчери кинофестивальсенче ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енри швед киновӗн уявне Швецин Мускаври посольствин культура енӗпе ӗҫлекен канашҫи Стефан Ингварссон уҫӗ. Чи малтан шведсен паллӑ ҫыравҫин Астрид Линдгренӑн шӑпи пирки ӳкернӗ кинолентӑна кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() saratov24.tv сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкула пневмоние пула карантина хупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата пӗр ачан ашшӗ-амӑшӗ пӗлтернӗ. Малтан ачасене шкулта ирӗклӗ тухса ҫӳреме чарнӑ. Унтан вуҫех карантина хупнӑ. «Малтан пире пӳлемсенче вӗрентрӗҫ. Эпир унчченхи пек шкул тӑрӑх ҫӳремен. Паян вара пурне те киле 10 кунлӑха ячӗҫ», - каласа кӑтартнӑ пӗр ача. Директор пӗлтернӗ тӑрӑх, шкула карантина саккунпа килӗшӳллӗнех хупнӑ. Ҫакна шкул ачисен сывлӑхӗ хӑрушлӑхра ан пултӑр тесе тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |