Сывлӑх
![]() iStock сӑнӳкерчӗкӗ Кӑмпа вӗҫӗм ҫини хӳтӗлет простата ракӗнчен. Кӑмпа аслӑ ҫулхисемшӗн уйрӑмах усӑллӑ. Пӗтӗмлетнӗ кун пек Японири Тохоку университечӗн ӑсчахӗсем. Чылай вӑхӑт сӑнанӑ вӗсем 36,5 пин ытла арҫынна. Сӑнанӑ 40 ҫултан пуҫласа 79 ҫулчченхи арҫынсене. Вӑл ҫынсем Мияга тата Осака префектурисенче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене сӑнама пуҫланӑ 1990-мӗш тата 1994-мӗш ҫулсенче, вӗҫленӗ 2014-мӗш тата 2008-мӗш ҫулсенче. Арҫынсене тултарма ыйтнӑ анкета. Вӗсем кӑмпа ҫинине, хускалнине, сиенлӗ йӑлапа (пирус туртнине, эрех ӗҫнине) айкашнине, пӗлӗвне, ҫемьене, историне шута илсе пынӑ. Сӑнава хутшӑннисенчен 3,3 проценчӗ простата ракӗпе чирленӗ. Кӑмпа эрнере пӗрре е икӗ хутран ытларах ҫиекенсен рак сарӑлас хӑрушлӑх 8 процент пӗчӗкрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Хаклӑ тимӗрсене туянни усӑллӑ. Укҫана хывма пулать сахалтан та виҫӗ мелпе. Кашнин лайӑх енӗ тата тӳнтерлӗхӗ пур. Укҫана ылтӑна е кӗмӗле хывни усӑллӑ-и? Ҫакна тишкернӗ Aif.ru. Ылтӑн, кӗмӗл, паллади тата платина катӑкне туянни парать тупӑш. Халӗ уншӑн хушма хакран илекен налук тӳлемелле. Металӑн номинал хакӗн 20 процентне. 2020-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пӗтерӗҫ вӑл налука. Хаклӑ тимӗре харпӑрлӑхра 3 ҫултан сахалрах тытсан тӳлӗн налук. Сутса тупӑш илнин 13 проценчӗ чухлӗ. 3 ҫултан ытла тытсан налук тӳлеттермӗҫ. Хаклӑ тимӗртен тунӑ укҫана сутнӑ чух та 3 ҫул харпӑрлӑхра пулмалла. Ахальлӗн тӳлӗн налук. Тепӗр мел пур. Ятне палӑртман счет туянма пулать. Ӑна танлаштараҫҫӗ валюта депозичӗпе. Вкладсемпе танлаштарсан вӗсене страхламаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑркки вӗҫленнӗ. Апла, ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт. Аса илтерер: ярмӑрккӑ 4 лапамра ӗҫленӗ, сутуҫӑсене вырӑнпа тӳлевсӗрех тивӗҫтернӗ. Ватӑ ҫынсене нимеҫӗсем пахча ҫимеҫе киле илсе ҫитерме пулӑшнӑ. Ку пулӑшупа 300 ҫын усӑ курнӑ. Пӗтӗмпе 80 студент-нимеҫӗ пулнӑ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче 170,4 тонна пахча ҫимӗҫ сутнӑ. Пӗтӗмпе – 2,56 миллион тенкӗлӗх. Ҫынсем ытларах ҫӗрулми туяннӑ: 104 тонна сутӑннӑ. Ӑна 6-10 тенкӗпе туянма май пулнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр ҫӗрулмине 10-17 тенкӗпе сутнӑ. Кӑҫал сухан – 12-20 тенкӗпе, купӑста 14-20 тенкӗпе сутӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() inkrasnogorsk.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет ҫурӑччен Шупашкарта ЧР Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри экономика диктанчӗ иртӗ, вӑл «Вӑйлӑ экономика – чечекленекен Раҫҫей!» ятпа пулӗ. Диктанта 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем, студентсем, ахаль ҫынсем хутшӑнаяҫҫӗ. Диктант тестировани евӗр иртӗ. Шкул ачисем, професси пӗлӗвӗ паракан организацисенче ӑс пухакансем, студентсем, аслӑраххисем диктанта тӗрлӗ аудиторире ҫырӗҫ. Ҫак кун Наци вулавӑшне ҫитейместӗр-и? Апла диктанта онлайн-мелпе ҫырӑр. Юпан 9-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа 00.00 сехетчен экономика пӗлевне онлайн-мелпе тӗрӗслеме май пур. Ҫак каҫӑпа усӑ курмалла ҫеҫ: https://diktant.org/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kp.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 10 сехетре Канаш хулинче пӗр арҫын хваттер алӑкне уҫайман. Хайхискер пур-пӗрех урама тухма шутланӑ – чӳречерен сикнӗ. Алӑк ҫинчи ҫӑра ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ-мӗн. Ӑна уҫса юсас тесе вӑл чӳречерен, иккӗмӗш хутран, сикнӗ. Анчах ку ӑнӑҫлах пулса тухман – вӑл аманнӑ. Канаш арҫынни иккӗмӗш хутран сиксе урине самаях вӑйлӑ амантнӑ: хуҫӑлсах кайнӑ. Ӑна Канашри пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Чӑваш Ен» ПРТРК тунӑ видео скринӗ Пӑрачкав ялӗнче пурӑнакансене шыв ыйтӑвӗ канӑҫ памасть. Пӗр урамра напор ҫук, тепӗр урамра кранран тутӑх шыв юхать. Ҫынсен нуши «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсене кӑсӑклантарнӑ. Кранран мӗншӗн тутӑх шыв юхать-ха? Сӑлтавӗ нумай. Шывра тимӗр йышӗ 40 хут ытларах-мӗн. Ку ыйтӑва татса парас тесе Пӑрачкавра тимӗртен тасатакан станци тунӑ. Халӗ шыв нормӑпа килӗшсе тӑрать. Анчах тепӗр пӑтӑрмах тупӑннӑ: тасатнӑ шыв 40 ҫул улӑштарман пӑрӑхсене лекет, ҫавна май ҫынсем патне тутӑх шыв ҫитет. Вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ку ыйтӑва та ҫитес вӑхӑтра татса парасшӑн. Халӗ ялта шыв пӑрӑхӗсене, 27 ҫухрӑм, улӑштараҫҫӗ. Ӗҫе ҫитес ҫул вӗҫлеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алексей Кузнецов архивӗнчи сӑн Ҫӗрпӳре пурӑнакан Алексей Кузнецов пӗвесене пулӑсем ярать. Вӑл пӗчӗк пулӑсене хӑйӗн укҫипе туянать те ялсенчи пӗвене ӗрчеме ярать. Арҫын каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре пулӑ тытмалли пӗвесем сахаллансах пыраҫҫӗ. «Пулӑ ҫукпа пӗрех», - тет вӑл. Ку вара ҫынсене ытлах пӑшӑхантармасть, ҫавӑнпа Алексей Кузнецов ҫак ӗҫе хӑй пуҫӑннӑ. «Вӗтӗ пулла хамӑн укҫапа туянатӑп. Хӑш-пӗр пайне, карасе, пулӑ хуҫалӑхӗнче тӳлевсӗрех параҫҫӗ. Карпа, ытти хаклӑ пулла укҫан туянатпӑр. Ыттисем те ҫак пуҫарӑва малалла тӑснӑ пулсан аван пулӗччӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ арҫын «Про Город» хаҫата. Алексей Кузнецов каланӑ тӑрӑх, халӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗвесене 50 килограмм лайӑх пулӑ янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() astv.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗн прокуратури «Поток» аппарат-программа комплексӗ пулӑшнипе ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем ӗҫ машинипе ӑҫталла тухса ҫӳрнине тӗрӗсленӗ. Ертӳҫӗсен хушшинче служба машинипе тӑванӗсем патне кайса ҫӳрекенсем те пур иккен. Кун пирки «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтерет. Янӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ака уйӑхӗн 6, 13, 20 тата 21-мӗшӗсенче Кӳкеҫе тӑванӗсем патне кайнӑ. Апаш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи ҫурлан 25-мӗшӗнче тата авӑнӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарти тӑванӗсем патне кайнӑ. Ҫурлан 25 тата 31-мӗшӗсенче Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ машинипе Шупашкара тӑванӗсем патне ҫитнӗ. Пуҫлӑхсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кашнин 300 тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ эрнере Ставрополь тӑрӑхӗнче ҫынсене ҫыртнӑ кашкӑрсем. Инкек Нефтекумск районӗнчи Каясула ялӗнче пулнӑ. «Российская газета» хаҫата Ставрополь тӑрӑхӗнчи ветеринари управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Трегубов ҫапла пӗлтернӗ. Ҫынсене пӗр ялтах тӗрлӗ ҫӗрте ҫыртнӑ кашкӑрсем. Сунарҫӑсем тата Ҫутҫанталӑк министерствин специалисчӗсем кашкӑрсене персе пӑрахнӑ. Йыша чакарас тенипе. «Пӗр кашкӑра тытнӑ, ик кашкӑра суранлатнӑ», — палӑртнӑ Трегубов. Пуҫтарнӑ материалсене федераци лабораторине ярса панӑ. Кашкӑрсем суранлатнӑ виҫӗ арҫынна тата пӗр хӗрарӑма. Вӗсем ҫынсене ҫыртса пӗтернӗ чӗркуҫҫирен, ураран, хулран. Халӗ хӑйсене япӑх мар туяҫҫӗ. Суранланнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсене урнӑ чиртен прививка тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сергей Лисицын Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулӗ. Хушӑва алӑ пуснӑ регионти Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен сайтӗнче пичетленӗ. Премьер-министр юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче Сергей Лисицын Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ тесе ҫырнӑ. 1980 ҫулта. Хусанти патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ. Ӗҫе Тутарстанра пуҫланӑ. «Канаш» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче. Унта пулнӑ тӗп агроном. 2008 ҫултанпа ӗҫленӗ «Россельхозцентр» предприятире, федерацин Ял хуҫалӑх министерствин Ӳсентӑран департаментӗнче, «Госсорткомиссия» учрежденире. Ҫамрӑкскерӗн тӗрлӗ награда пур. «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн II степень» орден медальне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |