Раҫҫейре
![]() iz.ru сайтри сӑн Новосибирскри коллекторсем Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм патне шӑнкӑравласа халтан янӑ. 34 ҫулти хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ. Унӑн ӗҫтешӗ кредит илнӗ пулнӑ-мӗн. Анчах вӑл вӑхӑтра тӳлесе пыман, парӑма кӗнӗ. Коллекторсем вара ун патне те, ӗҫтешӗ патне те шӑнкӑравалама тытӑннӑ. Палӑртмалла: Новосибирскри «Сибирь консалтинг групп» компани унччен те явап тытнӑ-мӗн. Хальхинче суд компание 55 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Арбитраж сучӗн приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Pravdapfo.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Раҫҫейри кӗнеке кӑларакансен ассоциацийӗ «Лучшие книги года» (чӑв. Ҫулталӑкри чи лайӑх кӗнеке) конкурса пӗтӗмлетнӗ. Издательство ӑмӑртӑвӗ кӑҫал 28-мӗш хут иртнӗ. Унта 153 издательство хутшӑннӑ. Конкурса вӗсем 700 ытла кӗнеке тӑратнӑ. Экспертсем Чӑваш Енри виҫӗ кӗнекене Раҫҫейри чи лайӑх 50 кӑларӑм йышне кӗртнӗ. Вӗсен шутӗнче — Ю.В. Викторовӑн «Чувашская станковая живопись» монографийӗ, КВ. Ивановӑн «Нарспи» поэми, чӑваш халӑх юмахӗсен «Золотая сумка» пуххи. «Чувашская станковая живопись» кӗнекене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн фондӗнчи фоторепродукцисемпе капӑрлатнӑ. «Нарспи» вара пӗлтӗр пичетленнӗ. Поэмӑна унта чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла кун ҫути кӑтартнӑ. Ӳкерчӗксемпе ӳкерчӗксен фрагменчӗн авторӗ — Анатолий Миттов живопись ӑсти тата график. «Золотая сумка» юмахсен пуххине Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Виктор Бритвин илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() nur.kz сайтри сӑн Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр каччӑна сӑпса сӑхнӑ. Хайхискерӗн ҫакна пула анафилактика шокӗ пулнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшӑвӑн служби пӗлтерет. Ҫак каччӑ сӑпса сӑхни пирки ытти ҫынна каланӑ. Кайран вӑл тӑнсӑр кайса ӳкнӗ. Тӑванӗсем часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем яла 13 минутран ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑталла каччӑ мӗн пулса иртнине япӑх ӑнланнӑ. Тухтӑр унӑн анафилактика шокӗ пулнине палӑртнӑ. Анестезистсем венӑран эмел ямашкӑн катетер лартнӑ. Пациента машинӑна хурса пульницӑна кайнӑ. Юрать, васкавлӑ медпулӑшу вӑхӑтра ҫитнӗ, ку каччӑн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Питӗр хулинче Чӑваш культурин кунӗсем иртнӗ. Ӑна йӗркелеме асӑннӑ хулари Нацисем хушшинчи хутшӑнусем тата миграци политикине аталантарассипе ӗҫлекен комитет, Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата ытти хӑш-пӗр ведомство хутшӑннӑ. Ҫав шутра Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗ те. Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ май унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольпе пулассине эпир хыпарланӑччӗ-ха. Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен обществи хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Чӑваш культурин кунне юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. «Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗ ирттерекен мероприятисене пула нумай енлӗ чӑваш культури хула ҫыннисемшӗн ҫывӑхланать», – тенӗ Нацисем хушшинчи хутшӑнусем тата миграци политикине аталантарассипе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Сергей Репкин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Zen.yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти 1-мӗш колонин пуҫлӑхӗн ҫумӗ хӑйне пӑхӑнакансене килӗнче ӗҫлеттерсе пурӑннӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ҫавӑншӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн. 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗччен ун патӗнче хӑйне пӑхӑнакан 16 ҫын ӗҫ вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ. Вӗсем хуҫалӑх ӗҫӗпе тӑрмашнӑ, строительство енӗпе пулӑшнӑ. Ҫавсем колони пуҫлӑхӗн ҫумӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Сӗнтӗрвӑрри хулисенчи хваттерӗсенче, ҫавӑн пекех унӑн паллаканӗсен Шупашкарта тата Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ ҫурчӗсенче тимленӗ. Айӑпа тӗрме пуҫлӑхӗн ҫумӗ йышӑннӑ, кӳнтеленсем те, ытти материал та ҫирӗплетнӗ. Пуҫлӑх ҫумӗ унччен судпа айӑпланманнине, шута илме тивӗҫ тата ытти сӑлтава шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ӑна 45 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Коммерсантъ» хаҫат кӑҫал кӗркунне отставкӑна яма пултаракан регионсен ертӳҫисене тишкернӗ. Кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче хӑш-пӗр кӗпӗрнаттӑр ӗҫсӗр юлма пултарать. Ку вӑл 2020 ҫулта суйлав иртмелли регионсен ертӳҫисене пырса тивмелле. «Коммерсантъ» шухӑшланӑ тӑрӑх, Кремль кӗпӗрнаттӑрсен рейтингне тата вӗсене хирӗҫле рейтингне, влаҫа ылмаштарма ыйтнине, регионсенчи элита тӗрлӗ шухӑшлӑхне, экономика ҫитӗнӗвӗсене шута илӗ. Юлашки темиҫе ҫулта регионсен пуҫлӑхӗсемпе ҫуркунне тата кӗркунне сывпуллашаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ «Ъ» пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Ҫитес ҫул ҫӗршывӑн 17 регионӗнче ертӳҫӗсене суйламалла. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев отставкӑна кайма пултаракан ертӳҫӗсен шутӗнче тесе пӗтӗмлетнӗ «Ъ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫи пулнӑ Надежда Белова Ямал-Ненецк автономи округӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта вӑл Шалти политика департаментӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ҫыхӑну тытакан управлени ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑнӑ. Михаил Игнатьева пулӑшнӑ чух та вӑл МИХсемпе ҫыхӑну тытассишӗн яваплӑ пулнӑ. Аса илтерер: Надежда Беловӑна пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн пулӑшуҫине ҫирӗплетнӗччӗ. Надежда Белова И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче, Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи академийӗн патшалӑх тата муниципалитет ертӳлӗхӗн факультетӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти телевиденире, Мускавра проектсен ертӳҫинче вӑй хунӑ. Тӑван хулана 2014 ҫулта таврӑнсан патшалӑх тытӑмӗнче, коммерци предприятийӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр пӗтӗм ҫӗршыври «Раҫҫей лидерӗсем» конкурса хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() youtube.com/VASya VASilich/ скриншочӗ Туту.ру сервис чи хаваслӑ ятлӑ ялсене палӑртать. Халӗ конкурсӑн 6-мӗш раунчӗ пырать. Танлаштарӑма пирӗн ҫӗршыври 10 ял ячӗ кӗнӗ, ҫав шутра — Шупашкар районӗнчи Ишек те (вырӑсла вӑл Ишаки пулать. Ӑна ҫапла каланине илтсен хӑшӗсем ашаксем тесе тӑрӑхлама юратаҫҫӗ. Тӳрккес, хӑлӑхсӑр ҫынна та ҫапла калаҫҫӗ ). Туту.ру сервис сасӑлавӗ 10 раундпа иртӗ. Хаваслӑ ятлӑ 10 ял конкурсӗнче чи хӑйне евӗррисем кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑрӗҫ. Шупашкар районӗнчи Ишекре 653 ҫын пурӑнать. Ял калӑпӑшӗ – 1,46 тӑваткал километр. Ашак тесе вырӑсла куҫакан Чӑваш Енри тепӗр ял Патӑрьел районӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл – Чӑваш Ишекӗ. Унта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче ӗҫленӗ Лев Кураков ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() echokirova.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Куславкка хулин тӗрлӗ кӗтесӗнче йӑлари хытӑ каяша пухмалли контейнерсем вырнаҫтарса тухнӑ. «Вӗсене курсанах эпӗ ӑнланмарӑм тата кӑмӑлсӑрлантӑм…», — тесе ҫырнӑ Марат Волгин. «2014 ҫулта ялти пуху хыҫҫӑн Пучинкере ҫавӑн пек 4 контейнер (кашни урамра икшер) вырнаҫтарчӗҫ. Ҫавӑн пек вӗсем 5 ҫул ларчӗҫ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче пире ҫӳп-ҫап вырӑнӗсем туса париччен. Куславккасем ун пек урнӑсене хирӗҫ пулнине лайӑх ӑнланатӑп. Пучинкере каяш вырӑнӗсене виҫӗ хут та ылмаштарчӗҫ. Хӑш чух — ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансем кӑмӑлсӑрланнӑран, хӑш чухне — урнӑсем патне хӗлле машинӑсем кӗрейменрен. Каяша вӑхӑтра турттарманран вӑл тулса каятчӗ. Ҫӳп-ҫап миххисене юнашар лартатчӗҫ. Ҫилпе ҫӳп-ҫап сапаланатчӗ. Ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене карта тытса ҫавӑрмалла», — ҫырнӑ Волгин тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Хӑйсен ӗмӗрӗнче хӗрарӑмсен 90 проценчӗ чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑрас хӑрушлӑха лекет. Ҫапла пӗлтернӗ Кардиологсен Америкӑри ассоциацийӗ. Ҫавах тухтӑрсем лӑплантараҫҫӗ. Чиртен 80 процент тӗслӗхре асӑрханма пулать. Ҫулталӑкра пӗр хут тӗрӗсленмелле профилактика тӗллевпе. Ҫывӑрмалла талӑкра сакӑр сехет. Пӑшӑрханмалла мар. Йӗркеллӗ ҫывӑрса канмалла тата апат йӗркеллӗ ҫимелле. Йывӑр ҫын пулнӑ чух мӗнпе аптӑранине каламалла тухтӑрсене. Уйӑрма тата сисме пӗлмелле чир паллисене. «Чӗрере тем канӑҫсӑрлантарине, сывлӑш пӳлӗннине кӗртмелле», — асӑрхаттараҫҫӗ чӗре тухтӑрӗсем. Хӗрарӑмсем тепӗр чухне хырӑм тулса ларнине сисеҫҫӗ, ӑш пӑтранать вӗсен ҫав вӑхӑтра теҫҫӗ кардиологсем. Ҫурӑм тата хул ыратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |