Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен арҫын ача тусӗсемпе ҫӗнӗ ледникӑн космосри ӳкерчӗкӗсене тӗпченӗ вӑхӑтра Арктикӑра утрав пуррине тупса палӑртнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, утравӑн пӗр пайӗ пӑртан ирӗлнӗ. Ачасем ҫӗнӗ утрав тупса палӑртни пирки Раҫҫей географи обществине пӗлтерӗҫ, ӑна Андриян Николаев космонавт-летчик ятне пама сӗнӗҫ. Палӑртмалла: юпа уйӑхӗн 5-9-мӗшӗсенче «Чӑваш Ен ахахӗ» уйлӑх ҫумӗнче Пӗтӗм тӗнчери космос эрни иртнӗ. Унта республикӑри, Раҫҫейри 15 регионти ҫамрӑк космонавтсемпе вӗсен вӗрентекенӗсем килнӗ. Шӑпах ҫавӑнта Шуршӑл ачисем ҫӗнӗ утрава тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Zen.yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Вакансисен ярмӑркки» иртнӗ. Унти 1-мӗш тата 2-мӗш ҫул вӗренекен ординаторсемпе Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан пульницӑсенче ӗҫлекенсем курнӑҫнӑ. Тӗлпулӑва ЧПУ ректорӗ Андрей Александров, медицина факультечӗн деканӗ Валентина Диомидова, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин кадрсемпе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Анастасия Борисова хутшӑннӑ. Ярмӑрккӑна аккредитациленӗ хатӗр специалистсене — участокри терапевтсене тата педиатрсене — ӗҫе йыхравлас тӗллевпе йӗркеленӗ. Тӗлпулӑва Тӗп клиника центрӗн, Хулари иккӗмӗш пульница, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин, Хулари 1-мӗш клиника пульницин, Хулари ача-пӑча клиника пульницин, Республикӑри инкексен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӑн центрӗн, Етӗрнери тӗп район пульницин, Республикӑри кардиологи диспансерӗн тӗп врачӗсем пынӑ. Сӑмах май каласан, «Земство тухтӑрӗ» программӑпа 451 врач яла ӗҫлеме кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре малашне пластик СНИЛС памӗҫ. Ун вырӑнне электронлӑ е хутлӑ уведомлени пулӗ. Ку ҫӗнӗлӗх юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Малашне анкета даннӑйӗсем улшӑнаҫҫӗ пулсан, унчченхи «пластика» ҫухатнӑ тӑк регистраци туни пирки уведомлени кӑна парӗҫ. Уведомленире пластик СНИЛСри даннӑйсемех: харпӑр счетӑн страхлав номерӗ, хушамат, ят, ашшӗн ячӗ, хӑҫан ҫурални, регистраци хӑҫан туни, арҫын е хӗрарӑм пулнине кӑтартни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Национальная классика на сцене современного театра» (чӑв. Хальхи театрӑн сцени ҫинчи наци классики) семинар-практикум иртнӗ. Ӑна СССР халӑх артисчӗ, режиссер тата педагог Валерий Николаевич Яковлев ертсе пынӑ. Семинар-практикума Антон Чехов пьеси тӑрӑх хатӗрлекен «Пилӗк пӑтлӑ юрату» (Чайка) спектакль репетицине ирттернӗ май йӗркеленӗ. Аса илтерер, сцена ҫине ку спектакль пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухӗ. Ҫав кун Валерий Яковлев режиссерӑн спектаклӗсен фестивалӗ уҫӑлӗ. Семинар-практикумра хальхи театрти режиссура ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Унта режиссерсем, режиссера вӗренекенсем, театр ӗҫӗпе кӑсӑкланакансем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти «Журавлик» 48-мӗш ача пахчинче дефектолог пулса ӗҫлекен Оксана Ильина «Учитель-дефектолог России – 2019» (чӑв. Раҫҫейри учитель-дефектолог — 2019) II Пӗтӗм Раҫҫейри педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗнче лауреат ятне илнӗ. Регионти тапхӑрта мала тухнӑ 59 специалистран 20-шне куҫӑн мар тапхӑр тӑрӑх суйласа илсе куҫӑн ӑмӑртма йыхравланӑ. Конкурс тӗрӗслевӗ ӑсталӑх сехечӗсенчӗн пуҫтарӑннӑ. Унта Оксана Ильина япӑх куракан ачасемпе епле ӗҫленине каласа кӑтартнӑ. Конкурсӑн иккӗмӗш кунӗнче сывлӑх хавшак ачасемпе ушкӑнпа ӗҫленине кӑтартнӑ. Оксана Ильина Мускаври 283-мӗш шкулти куҫ япӑх куракан ачасемпе ӗҫленӗ. Конкурса хутшӑннисемпе РФ вӗренӳ министрӗ Оксана Васильева тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улан-Удэн тата Бурят Республикин митрополичӗ Савватий тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хурлӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ. Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унӑн ашшӗ, Геннадий протоирей, пурнӑҫран уйрӑлнӑ иккен. Виличчен вӑл ывӑлӗпе курнӑҫса ӗлкӗрнӗ. «Эп ун патне пырса ҫитнӗ хыҫҫӑн тепрер сехетрен пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Уншӑн кӗл тунисене пурне те тав тӑватӑп», — тесе ҫырнӑ Бурят Республикин митрополийӗн ертӳҫи. Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн темиҫе сехетрен пачӑшкӑ ашшӗне амӑшӗпе юнашар пытараймассине пӗлнӗ. Савватий амӑшӗн вил тӑприпе юнашар пӗр вырӑн пур иккен. Анчах унта ашшӗне пытарас тесен хайхисем арӑмӗпе упӑшки пулнине хутпа ӗнентермелле. Пытарас енӗпе ӗҫлекен тӳре-шара Чӑваш Енре саккун ҫаплине пӗлтернӗ. 1951 ҫулхи мӑшӑрлану хутне ӑҫтан тупмалла-ши тесе пӑшӑрханать митрополит. Ӑна архива ыйтса ҫырма сӗннӗ иккен. Хупнӑ ҫӑва ҫине пытарас тесен ҫӗршывӗпех ҫавӑн пӑтӑрмахлӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар аэропорчӗ ҫуллахи навигаци тапхӑрӗ вӗҫленнине пӗлтерет. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче аэропорт хӗллехи тапхӑра куҫӗ. Кӑнтӑр енне вӗҫнӗ самолетсем ҫуллахи тапхӑр вӗҫленнӗ хыҫҫӑн кӑнтӑр енне Шупашкартан ҫӳреме пӑрахӗҫ. «Икар» авиакомпани Мускава каякан ирхи рейса каярах вӑхӑта куҫарать. «Победа» авиакомпанин расписанийӗ те самай ылмашӗ. Шупашкарти аэропортӑн кӗрхи-хӗллехи вӑхӑтри расписанийӗпе ҫак каҫӑпа http://aerocheb.ru/passazhiram/zimnee-raspisanie/ иртсе паллашма пулать. Аса илтерер: Питӗре хальхи вӑхӑтра самолетсем эрнере икӗ хутчен хутлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ навигаци тапхӑрӗ пуҫлансан самолетсем эрнере виҫӗ хут вӗҫӗҫ. Шупашкартан самолет 15 сехет те 35 минутра хускалӗ, Питӗрти Пулково аэропортран Чӑваш Ен тӗп хулине — 12 сехет те 55 минутра. Авиапассажирсене «B-738» самолет турттарать. Шупашкартан Питӗр хулине вӑл 2 сехет те 10 минут вӗҫет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем Сӑр юханшывӗнче браконьера тытса чарнӑ. Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫын юраман вӑхӑтра юханшывра рак тытнӑ. Арҫын ятарлӑ хатӗрпе усӑ курнӑ. Ҫапла майпа вӑл 501 рак тытнӑ. Ку патшалӑха 115,2 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнипе танлашать. Транспорт полицийӗ ӳкернӗ видеона пӑхсан ҫакӑ паллӑ: раксене ҫавӑн чухнех каялла Сӑр юханшывне янӑ. Ҫапах арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Палӑртса хӑварар: кунашкал ӗҫшӗн нумайран та 2 ҫулӑха юсанмалли колоние яма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() kommersant.ru сайтри сӑн РИА Рейтинг эксперчӗсем чи пысӑк ӗҫ укҫиллӗ хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Вӗсем кӑҫалхи пӗрремӗш ултӑ уйӑха шута илнӗ. Шалусене потребитель наборӗпе танлаштарнӑ. Кунта 28 тӑваткал метрлӑ хваттерте пурӑнакан пӗр ҫын ҫине 112 тавар (вӗсен йышӗнче - апат-ҫимӗҫ, транспортпа ҫӳрени, коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлени) кӗрет. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫейри 100 хуларан Шупашкар танлаштарӑмра 85-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, Шупашкарта 2019 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче вӑтам ӗҫ укҫи 30,3 тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Следстви комитечӗн видео скринӗ Кӑҫал ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкара васкавлӑ медпулӑшу килни пирки, унта тухтӑрсене ҫамрӑксем тапӑнни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Ҫак кунсенче ӑна суд пӑхса тухнӑ. Суд 26-ри арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 9 уйӑхлӑха, 19 ҫулти каччӑна колони-поселение 11 уйӑх та 20 кунлӑха яма йышӑннӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав кун васкавлӑ медпулӑшу шӑнкӑрав йышӑннӑ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫурт картишне килнӗ. Каччӑсем ун чухне ӳсӗр пулнӑ, машинӑран тухнӑ санитара тапӑннӑ. Хайхискерсем ӑна ачасен, ытти ҫынсен умӗнчех хӗненӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |