Раҫҫейре
![]() Уяв кунӗсенче ӗҫленӗшӗн ҫынсене унчченхинчен икӗ хут ытларах тӳлемелле. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Ӗҫ тата ӗҫлӗх федераци служби аса илтернӗ. Укҫашӑн хыпса ҫунманнисем е «кӗмӗл» ытлӑ-ҫитлисем укҫа вырӑнне канмалли кун илме пултараҫҫӗ. Ӗҫлемелле мар уяв кунӗсенче тар тӑкма тивекенсен прави пирки «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗлтернӗ. Канмалли кунсемпе уявсенче ҫынна вӑл хӑй килӗшсе алӑ пуссан ҫеҫ ӗҫлеттерме юрать. Ҫавӑн пирки ятарлӑ хушу е приказ кӑлармалла. Канмалли е уяв кунӗнче ӗҫленӗшӗн ҫын канас тесен ӑна пӗр кун кантармалла. Кун пек чух ҫын миҫе сехет ӗҫленине шута илмелле мар. Канмалли кунсенче е уявра ҫынран ирӗк ыйтмасӑр кӑлармалли кунсем те пур. Кунта инкеклӗ лару-тӑрӑва сирес тӗллевпе ӗҫлеттерни кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви эрех ӗҫнине пула вилекенсен йышӗ сахалланнине ӗнентерет. Специалистсем 2010 ҫулхипе танлаштарнӑ. Эрех ӗҫнине пула тӗрлӗ чире кайса пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ 2010 ҫултинчен 30 процент чакнӑ. 2018 ҫулта кун пеккисем 100 пин ҫын пуҫне вилнин хисепӗ 33,2-пе танлашнӑ. Цифрӑсене Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ведомство цифрисене «РИА Новости» информаци агентстви илсе кӑтартнӑ. Эрех ӗҫнипе чире кайса вилнисен хисепӗ 2016 ҫултанпа 13,5 процент чакнӑ. Тулаш сӑлтава пула пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ те чакнине ӗнентереҫҫӗ. 2010 ҫултанпа ку хисеп 35 процент пӗчӗкленнӗ. Маларах Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви алкоголизма пула чи йышлӑ чирлекен регионсене палӑртнӑ. Ун пек ҫынсем пӗлтӗр Чукотка автономи округӗнче йышлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславкка хулинче федераци сечӗсенчен пӗри лавкка ҫӗклет иккен. Ҫавӑн пирки вырӑнтисем тӗнче тетелӗсенчи ушкӑнсенчен пӗринче видео ӳкерсе вырнаҫтарнӑ. Хыпарпа паллашнисенчен кама мӗн тӗлӗнтернӗ. Александр Артемьев ятлӑ ҫын объект тата строительство организацийӗн, яваплисен ячӗсене, стройкӑна хӑҫан пуҫласа хӑҫан вӗҫлессине кӑтартманнинчен тӗлӗннӗ. Анатолий Тимофеев: «Пирӗн чухӑн хула сутуҫӑсене мӗнпе илӗртет-ши?» — тесе пуҫ ватнӑ. Павел Борисов унччен ял хулана тӑрантарнине, шӑматкунсерен пасар районӗпе кӗрленине аса илнӗ. Маларах ялсерен 100-шер пуҫ выльӑх тытнӑ, халӗ 10 та ҫук пӗтӗмлетнӗ вӑл. «Эсир консервӑланӑ апат-ҫимӗҫ, сӑрӑ, нитрат ытларах ҫиме пуҫларӑр, ҫавна май онкологи аталанать», — палӑртнӑ шухӑшне. Елена Николаева юлашки ҫулсенче Куславккара пӗр предприяти хута кайманнишӗн, ҫав вӑхӑтрах лавкка хыҫҫӑн лавкка уҫнишӗн, ҫынсем пӗчӗк укҫашӑн ӗҫленишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пӗри йытта уҫӑлтарса ҫӳремелли хӑйне май меслет тупнӑ. Ҫавна курни видео ӳкерсе илнӗ, ӑна МИХсенчен пӗрне ярса панӑ. Йытӑ уҫӑлтарма илсе тухнӑ хӗрарӑм тӑватӑ ураллӑ тусӗпе юнашар утман. Хӑй вӑл машина рулӗ умӗнче пулнӑ. Йытта машина ҫумне кӑкарнӑ те лешӗн автомобильтен юлмасӑр чупма тивнӗ. Машина маларах хуллен кайнӑ, унтан вӑл хӑвӑртлӑха ӳстернӗ. Йытта шеллекен ҫын хӗрарӑм-водителе: «Эсир ӑслах-и?» — тесе ыйтнӑ тӳсеймесӗр. Лешӗ хӑнк та туман темелле. «Гринпис-и?» — касса татнӑ вӑл ним пулман пек. Унтан хӗрарӑм-водитель хӑйне видео ӳкерме юрамасть тесе кӑмӑлсӑрланма пуҫланӑ. «Гринпис», сӑмах май, — экологие хӳтӗлессипе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери организаци. Вӑл ҫутҫанталӑкшӑн тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑваш Ен» ПРТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкар районӗнче «Хурланакан амӑшӗ» (выр. «Скорбящая мать») палӑка тӑвас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Скульптурӑна Чӑваш Енре вырнаҫтармӗҫ. Вӑл Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ тӗле Севастопольте вырӑн тупӗ. Ку Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалланӑ палӑк пулӗ. Скульптурӑна Крыма епле илсе ҫитерӗҫ-ха? Ахӑртнех, ӑна хӑйӑр тултарнӑ машинӑпа илсе кайӗҫ. Халӗ вара палӑка хӗл каҫма хатӗрлеҫҫӗ. Палӑртмалла: скульптурӑна пурнӑҫламашкӑн нимелле укҫа пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() miloserdie21.ru сайтри сӑн Шупашкар тата Чӑваш епархийӗ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, пӗччен пурӑнкан ҫынсене тӳлевсӗрех ҫӗрулми леҫсе панӑ. Ҫапла майпа ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттернӗ. Епархи пӗлтернӗ тӑрӑх, ку акцие ватӑ ҫынсем, сусӑрсем, сахал тупӑшлӑ тата нумай ачаллӑ ҫемьесем валли йӗркеленӗ. Вӗсем патне ыркӑмӑллӑх акци йӗркелӳҫисем ҫӗрулми илсе ҫитернӗ. Чылай ҫемье патне епархи ҫыннисем хӑйсем ҫитнӗ. Аякри районсенче пурӑнакансем патне вара ҫӗрулмине социаллӑ пулӑшу паракан центрсем урлӑ илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() bash.news сайтри сӑн Чӑваш Енре икӗ каччӑ лавкка ҫаратнӑ. Вӗсене полицейскисем тытса чарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. Ку пӑтӑрмах Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнче пулнӑ. Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле 18 ҫулти тата 20-ри каччӑсем лавккан чӳречине ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Хайхискерсем кассӑран 20 пин тенкӗ илнӗ, 5 кӗленче эрех, коняьк, пирус хӗстерсе тухнӑ. Ирхине сутуҫӑ ӗҫе килнӗ те чӳрече ҫӗмрӗккине, эрех, укҫа ҫухалнине курнӑ. Вӑл тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ. Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ҫак ӗҫе кам тума пултарнине тупса палӑртнӑ. Каччӑсене тытса чарнӑ, вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Михаил Михайлов тунӑ сӑн Нумаях пулмасть, юпан 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ ачана тапӑннӑ. Чӗрчун ӑна ҫыртма хӑтланнӑ, телее, 11 ҫулти арҫын ача тарма пултарнӑ. Богдан каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, йытӑ нимӗҫ овчарки евӗрскер пулнӑ. Вӑл киле каҫхи 7 сехетре тренировкӑран таврӑннӑ. Ӑнсӑртан йытӑ вӗрме пуҫланӑ. Вӑл ачана уринчен ҫыртма хӑланнӑ, юрать, шӑлаварне ҫеҫ лектернӗ. Йытӑ шӑлавартан ҫаклансан ача ӳкнӗ. Йытӑ татах тапӑннӑ: ҫурӑм ҫине йӑвантарнӑ та питӗнчен ҫыртма тӑнӑ. Арҫын ача ӑна пӗтӗм вӑйран тӗксе янӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫынпа хӗрарӑм иртсе пынӑ, вӗсем ачана йытӑран хӑтӑлма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
«Артист пурнӑҫӗ витӗр чӑваш театрӗн историне сӑнлани» тенӗ кӗнекен хуплашки ҫинчех. Ҫавӑнпа эпӗ ку хулӑн кӗнекене (Надежда Кириллова. Ман поэзи театрӗ — Мой театр поэзии. Чебоксары 2018. Вырӑсла, чӑвашла. — 560 с.) ҫав курӑм витӗрех вуласа тухрӑм. К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче виҫӗ теҫетке ҫул (1983–2013) выляса, Надежда Кириллова халӑх юратакан тава тивӗҫнӗ артистка, Митта Ваҫлей премийӗн лауреачӗ, режиссер, театровед пулса тӑчӗ. Чӑваш хумсасӗпе (радиопа), инҫекурӑмпа (телевиденипе) тата вун-вун шилӗк ҫинче сӑвӑ ӑста каланипе палӑрчӗ вӑл. Чӑваш поэзийӗн театрне турӗ, тӑван сӑмах илемӗпе янӑравлӑхне халӑх киленмелӗх кӑтартма пултарчӗ. Эпир ача чухне сӑвӑ-юрӑ ушкӑнӗсем кашни лайӑх шкултах ӗҫлетчӗҫ, сӑвӑ пӑхмасӑр каласа уявсенче ӑмӑртман ача юлманпа пӗрехчӗ. Халӗ те нумай вӗсем. Вӑтанманраххисем вара «литература кружокӗ» тенипе ҫырлахмаҫҫӗ, хӑйсене «поэзи театрӗ» теҫҫӗ. Маншӑн поэзин чӑн-чӑн театрӗ пекех туйӑнатчӗ Ираклий Андронников вилӗмсӗр Лермонтовпа ун сӑввисем ҫинчен тӗлӗнмелле каласа пани тата хальхи саманара Питӗр хулинчи Светлана Крючкова артистка кӑтартакан вырӑс поэзийӗн концерчӗсем. |
Ҫул-йӗр
![]() Bash.news сӑнӳкерчӗкӗ «Priority Pass» портал ҫул ҫӳрекенсене тӗпчеве хутшӑнтарнӑ. Тишкерӳ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул ҫӳревӗн чи ывӑнтаракан саманчӗ — багаж кӗтсе тӑни. Тӗнче курса ҫӳреме юратакансем аэропортра кутамккасене кӗтсе тӑма юратмаҫҫӗ. Малтан чӑматансемпе сумкӑсене илсе тухакан контейнер ӗҫлесе каяссине кӗтмелле, унтан контейнер ҫаврӑннине пӑхса хӑвӑн багажу килессине сӑнаса тӑмалла. Ыйтӑма 1 700 авиапассажир хутшӑннӑ. Вӗсенчен 49 проценчӗ аэропортра багаж кӗтсе тӑнӑ чух ывӑннине тата кӑмӑлсӑрланнине пӗлтернӗ. Вӗсенчен 61 проценчӗ хӑйсен чӑматанӗ ҫухаласран хӑрать. Хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗсленӗ чух хӑракансем те пур. Каплисен хисепӗ — пассажирсен 47 проценчӗ. Теприсем аэропорта ҫитичченех канӑҫсӑрланма тытӑнаҫҫӗ. Авиапассажирсен 63 проценчӗ ҫул ҫинче «пӑкка» лекесрен тата рейс ҫине ӗлкӗреймесрен хӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |