Республикӑра
![]() Шупашкарти «Правопорядок» общество фончӗн ертӳҫине, ЧР Общество палатин пайташне Александр Дельмана ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланине Чӑваш халӑх сайчӗ Республикӑра хисеплӗ шутланакан ҫынсене Правительство ҫуртӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, чысланӑ. Хайхисен йышӗнче маларах асӑннӑ Дельман кӑна мар, пурӗ 32 ҫын. «Эпир сирӗн ҫитӗнӗвӗрсемпе мӑнаҫланатпӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев Элтепер. Вӗсене чыслама Элтеперсӗр пуҫне республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев, Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://penzavzglyad.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Следстви комитечӗн следстви органӗсем Етӗрне районӗнчи Йӑванкасси ялӗнчи пӗр ҫӗрте тӗпленсе ӗҫлемен арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 50 ҫулти арҫына РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (влаҫ ҫыннине хирӗҫ вӑйпа усӑ курни) преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Сӑр юханшывӗ ҫинче Раҫҫей пулӑ хуралӗн ӗҫченӗ виҫӗ арҫын пулӑ сӗрнине асӑрханӑ. Вӑл пулӑҫсем патне хӑйӗн киммипе ишсе пынӑ. Виҫӗ пулӑҫран пӗри инспектор кимми ҫине сиксе каҫнӑ та ӑна шыва тӗксе ӳкерме хӑтланнӑ. Вӑй ҫитейменнине кура вӑл йывӑҫ кӗсмен илсе инспектора пилӗкрен ҫапнӑ. Пулса иртнине специалистсем халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнине прокурор ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() stolicaonego.ru сайтри сӑн «Ялти вӗрентекен» программа 2020 ҫулта вӑя кӗрӗ. Яла ӗҫлеме кайма килӗшекен педагогсене 1 миллион тенкӗ парӗҫ. Чӑваш Енре вӗрентекенсем, пулас педагогсем ку программӑпа усӑ курма хатӗр-и? Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн канашҫипе, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректорӗпе Владимир Ивановпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулура вӗсем шӑпах ҫитес ҫултан вӑя кӗрекен «Ялти вӗрентекен» программа пирки, республикӑри шкулсенче кадр дефицитне пӗтересси ҫинчен калаҫнӑ. Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, программӑпа усӑ курма хатӗр студентсем пур. Программӑна хутшӑнмашкӑн 43 ҫын ҫырӑннӑ та-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Геграфи диктантне ҫырасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал ку акци юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Яланхи пекех унта Шупашкар та хутшӑнӗ. Кунсӑр пуҫне лапамсем Канашра тата Елчӗкре ӗҫлӗҫ. Тӗп лапам И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультетӗнче пулӗ. Унта Вырӑс географи обществин Чӑваш енри уйрӑмӗн штаб-хваттерӗ вырнаҫнӑ. Унта 700 яхӑн ҫын диктант ҫырма пултарӗ. Шупашкарта И.Я.Яковлев ЧППУ ҫумӗнче те лапам ӗҫлӗ (Пирогов урамӗ, 25-мӗш ҫурт). Ҫавӑн пекех диктанта Чӑваш наци музейӗнче тата 24-мӗш шкулта ҫырма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Пӑрачкавра пурӑнакан пӗр ҫемье ҫичӗ ачана воспитани парать. Вӗсем пилӗк ывӑлпа икӗ хӗре ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Нумай ачаллӑскерсем пурӑнмалли условисене лайӑхлатас тесе 2013 ҫулта черете тӑнӑ. Ҫак кунсенче вӗсен килне савӑнӑҫ ҫитнӗ – ҫемьене ҫурт парнеленӗ. Ӗнер, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, нумай ачаллӑ ҫемьене ҫӗнӗ пӳртӗн уҫҫине панӑ. Унта йӑлтах пур: газ, ҫутӑ, шыв. Пӗтӗмпе – 174,7 тӑваткал метр. Ҫурта Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн администрацийӗ 4,2 миллион тенкӗпе хута янӑ. «Пирӗншӗн, нумай ачаллӑ ҫемьешӗн, кун пек ҫурта тивӗҫни – пысӑк телей», - тенӗ ҫемье вучахӗн управҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() primamedia.ru сайтри сӑн Прокуратура Патӑрьел районӗнчи Турхан, Ҫӗньял шкулӗсене, Патӑрьети «Солнышко», «Центральный» ача пахчисене тӗресленӗ. Ведомство сепциалисчӗсем йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Ачасене ҫитермелли апат-ҫимӗҫе йӗркепе килӗшӳллӗн упраман-мӗн. Ҫитменнине, маркировкӑсем пулман. Хӑш-пӗр учрежденире ача ӳсӗмне кура талӑкри рацион калориллӗхне, виҫине (сахалрах хурса панӑ) пӑхӑнман. Ҫавна май ҫӳлерех асаннӑ учрежденисен ертӳҫисене РФ КоАПӗн 6.7-мӗш статйипе килӗшӳллӗн явап тыттарма йышӑннӑ. Постановленисем хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарти «Правопорядок» хула общество фончӗн ертӳҫине, ЧР Общество палатин пайташне Александр Дельмана республика умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев чысласси пирки постановлени кӑларнӑ. Александр Ильича «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ. Вӑл 1944 ҫулта Сызраньте ҫуралнӑ, отставкӑри подполковник. 1980 ҫулта салтака граната ҫурӑласран ҫӑлнӑ чухне аманнӑ, куҫ ҫивӗчлӗхӗ енӗпе пӗрремӗш ушкӑн инваличӗ тӑрса юлнӑ. 1995 ҫулта Александр Дельман «Правопорядок» общество фондне йӗркеленӗ, вӑл унта – председатель. Кунсӑр пуҫне ача ҫурчӗсене, интернатсене, общество организацийӗсене ача пахчисене, шкулсене, сусӑрсемпе ветерансене пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() oligarh.media сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви органӗсем пуҫтарнӑ ӗҫсем тӑрӑх Елчӗк районӗнчи арҫына присяга заседателӗсем суд тунӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальте пурӑнакан 51 ҫулти арҫын тӗпленсе ниҫта та ӗҫлемен. Ӑна 8,5 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ямалла тунӑ. Следстви тата Елчӗк район сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче арҫын Ҫирӗклӗ Шӑхальте 41 ҫулти пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма хытӑ хӗненӗ. Алӑпа ҫапнӑ, урапа тапнӑ. Кайран ӑна киле илсе кайнӑ. Сурана пула хӗрарӑм тепӗр кун ирхине вилнӗ. Арҫын хӗненине ҫынсем тата суд экспертизисем ҫирӗплетнӗ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() kianewes.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви органӗсем пуҫтарнӑ ӗҫсем тӑрӑх Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне айӑпланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе суд тунӑ. Тӗпчевҫӗсем тата Йӗпреҫ районӗн сучӗ ҫирӗплетсе панӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пӗр ҫынна Ҫирӗклӗре ҫӗр пур тесе суя хут хатӗрлесе панӑ. Вӑл хута тӑванӗ валли ҫырнӑ. Ҫывӑх ҫынни ҫӗре Росреестрта регистрацилеттернӗ. Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫӗр тӑванӗн маррине лайӑх пӗлнӗ. Пурлӑх район администрацийӗн пулнӑ. Улталанине РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тата Шалти ӗҫсен министерствин Йӗпреҫ районӗнчи пайӗн ӗҫченӗсем палӑртнӑ. Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 130 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() spbdnevnit.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш Республикинчи Следстви комитечӗн следстви органӗсем юсанмалли колони ӗҫченӗсем сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан колони ӗҫченӗсем Шупашкарта ӗҫлеҫҫӗ. Юсанмалли 1-мӗш колонире. Тӗрмере ӗҫлекен икӗ ҫынна сӗтев илнӗ тесе Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. 2019 ҫулхи ҫулла вӗсем колонире ларакана карас телефонӗсем тата пӗр заряд хатӗрӗ кӗртсе панӑ. Малтан калаҫса татӑлнипе. Уншӑн вӗсене 20 пин тата 50 пин тенкӗ укҫа панӑ. Тав тумалла. Колонире ӗҫлекенсем саккуна пӑснине Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен службӑн регионти управленийӗн шалти хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗсем тата РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисемпе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |