Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре
http://www.pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
http://www.pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ район прокурорӗ пулнӑ ҫын Раҫҫей прокуратурин тытӑмне ӗҫлеме пуҫланӑ. Сӑмах Дмитрий Теллин пирки пырать. Ҫӗрпӳ район прокурорӗ пулма ӑна пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ. Халӗ вӑл Раҫҫей прокуратурин федерацин Атӑлҫи округӗнчи управленине куҫнӑ.

Ҫӗрпӳ район прокурорӗн тивӗҫне Чӑваш Ен прокуратуринче право статистикин пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ Антон Бабаев пурнӑҫлать.

Маларах асӑннӑ Дмитрий Теллина Раҫҫей прокуратурин федерацин Атӑлҫи округӗнчи управленине куҫарасси ҫинчен калакан приказа Раҫҫей тӗп прокурорӗ алӑ пуснӑ.

Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн прокурорӗн ҫумне Игорь Сахарова урӑх ӗҫе куҫараҫҫӗ текен сӑмах та ҫӳрет-мӗн. Анчах ведомствӑра вӑл хыпара ҫирӗплетмен.

 

Пӑтӑрмахсем
Zen.yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Zen.yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм алимент тӳлессинчен пӑрӑннӑ. Ҫавӑншӑн ӑна ӗҫлеттерсе юсанмалла тунӑ.

Хӗрарӑмӑн 11 ҫулти ывӑл пур-мӗн. Анчах амӑшӗ ун пирки маннӑ тейӗн. Ачан хырӑм та выҫать, ҫипуҫ та кирлӗ. Явапсӑр хӗрарӑм ҫавӑн пирки шухӑшламан курӑнать. Алимент парӑмӗ унӑн 500 пин тенке ҫывхарнӑ.

Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма унччен те явап тыттарнӑ. Ун чухне те — алимент тӳлеменшӗн. 2014 ҫулта ӑна малтан ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне пӑхӑнманнине кура 2 уйӑх та 20 кунлӑха колони-поселение ӑсатнӑ. Хальхинче суд парӑмлӑ амӑшне 1 ҫул ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑӑрӑх, ҫав вӑхӑтра ӗҫлесе илнӗ тупӑшӑн 10 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ.

 

Республикӑра

Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусанта «WorldSkills» 45-мӗш тӗнче чемпионачӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта Шупашкарти Евгений Краснов медальона тивӗҫнӗччӗ.

Каччӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра саламланӑччӗ. «Евгения саламлатӑп тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе педагогӗсене профессионал хатӗрленӗшӗн тав тӑватӑп!», — тесе ҫырнӑччӗ вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче.

Халӗ Михаил Игнатьев Элтепер Евгений Краснова 40 пин тенкӗ преми пама йышӑннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи паян алӑ пуснӑ. Документа ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Евгений Краснов — Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерцин техникумӗн производство вӗрентӗвӗн мастерӗ. Чемпионта вӑл Раҫҫейӗн наци командин йышӗнче, «Кондитер ӗҫӗ» компетенцире, хутшӑннӑ. Ку енӗпе 23 ҫын тупӑшнӑ. Конкурссенче Евгений 700 ытла балл пухнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Саранск хулинче «Атӑл тӑрӑхӗнче ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс фестиваль иртнӗ. Унта Атӑл тӑрӑхӗнчи пур регионтан та хутшӑннӑ – пӗтӗмпе нумай ачаллӑ 14 ҫемье.

Чӑваш Ен чысне Элӗк районӗнчи Тӑвӑш Юнтапа ялӗнче пурӑнакан Александровсем хӳтӗленӗ. Вӗсем хӑйсен виҫӗ пепкине тата опекӑна илнӗ ултӑ ачине воспитани параҫҫӗ, ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Вӗсем ҫемье пирки чӑваш наци костюмне тӑхӑнса каласа кӑтартнӑ, пушӑ вӑхӑтра мӗн тума юратни ҫинчен те пӗлтернӗ. Ҫемье ачисене ӗҫе мӗн ачаран хӑнӑхтарать, алисене хисеплеме вӗрентет.

Палӑртма кӑмӑллӑ: Александровсем «Ӗҫ династийӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.

 

Культура

Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта наци культурисен «Семицветик» регионсем хушшинчи фестивалӗ иртӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут пулӗ. Мероприятие Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен этнокультура йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратас тата аталантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Чӑваш Енре иртекен фестивале Пушкӑртстанран, Мари Элтан, Мӑкшӑ Республикинчен, Тутарстанран, Удмурт Республикинчен, Чулхула облаҫӗнчен килсе ҫитмелле. Юлашки виҫӗ ҫулта унта 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

Фестиваль юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 15 сехетре Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче уҫӑлӗ.

Мероприятие Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ йӗркелеҫҫӗ.

 

Статистика
ria.ru сайтри сӑн
ria.ru сайтри сӑн

Раҫҫейри регионсенче шалу мӗнле ӳснӗ? Специалистсем ҫакна тишкернӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра пур регионта та шалу ӳснӗ. Анчах вӑл мӗнле хӑвӑртлӑхпа ӳсни кашни тӑрӑхра уйрӑлса тӑрать.

Чӑваш Ен танлаштарӑмра ку енӗпе 18-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн регионта вӑтам шалу 25 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Шалу ӳснипе Кострома облаҫӗ мухтанма пултарать. Вӑл танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Тыва Республики. Чи аялти йӗркесенче - Питӗр тата Ямал-Ненецк автономи округӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59775
 

Хулара
moika78.ru сайтри сӑн
moika78.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти арҫын сӗтев панӑшӑн явап тытнӑ. Вӑл хӑйӗн ачине шкула яма хатӗрленнӗ, ӑна унта пӗр пӑтӑрмахсӑрах илччӗр тесе директора сӗтев сӗннӗ.

ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти пӗр шкул директорне 60 пин тенкӗ сӗтев панӑ. Куншӑн вӑл ачине шкула ҫӑмӑллӑнах илеҫҫӗ тесе шутланӑ. Анчах арҫыннӑн судра явап тытма тивнӗ.

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59777
 

Раҫҫейре
Наталия Колыванова (сулахайри) тата Татьяна Вашуркина (сылтӑмри)
Наталия Колыванова (сулахайри) тата Татьяна Вашуркина (сылтӑмри)

Авӑн уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче Сочи хулинче «Вся Россия-2019» (чӑв. Пӗтӗм Раҫҫей-2019) хальхи вӑхӑтри журналистика форумӗ иртет. Унта Чӑваш ен делегацийӗ те тухса кайнӑ. Чӑваш Ен информаци политикин министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, медиафорума хутшӑнакан йыша Чӑваш Ен Журналистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Валерий Комиссаров, «Хыпар» тата «Грани» издательство ҫурчӗсен пуҫлӑхӗсем Татьяна Вашуркинӑпа Наталия Колыванова хутшӑнаҫҫӗ.

«Пӗтӗм Раҫҫей» медиафорум – асӑннӑ отрасльте иртекен чи пысӑк мероприятисенчен пӗри. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи пин ытла ҫын пухӑннӑ.

Форум программинче — 100 ытла мероприяти: ӑсталӑх сехечӗсем, калаҫусем, хӑтлавсем, конференцисем...

Паян, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, «СМИ и власть» (чӑв. МИХсем тата влаҫ) лапам ӗҫленӗ. Ӑна РФ Патшалӑх Думин Информаци политики, информаци технологийӗсем тата ҫыхӑну енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Леонид Левин ертсе пынӑ. Регионсенчи журналистсем «Земский журналист» (чӑв. Земство журналисчӗ) программӑна йышӑнас, федераци каналӗсене наци чӗлхиллӗ кӑларӑмсене кӗртес ыйтусене хускатнӑ.

 

Республикӑра
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗрен йышӑнма палӑртнӑ документ сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, культурӑна, спорта, общество инфраструктурине пырса тивӗ.

2020 ҫулта сывлӑх сыхлавне хушма укҫа 1 млрд тенкӗ яма палӑртаҫҫӗ. Вӑл тухтӑр ҫурчӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетме кайӗ.

Республикӑри шкулсене ҫитес пилӗк ҫулта тӗпрен юсасшӑн. Отрасле 2020 ҫулта 1,2 миллиард тенкӗ хушма укҫа кайӗ.

Муниципалитетсен архивӗсем, вулавӑшсем, культурӑпа кану учрежденийӗсем валли 500 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Спорт лапамӗсене тума тата юсаса ҫӗнетме те палӑртнӑ. Ун валли килес ҫул 500 миллион тенкӗ пӑхса хӑварасшӑн.

Ял ҫыннисене паха шывпа тивӗҫтерме килес ҫул 200 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн.

 

Культура
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре тӗпчевпе таврапӗлӳлӗх ӗҫӗсен конкурсӗ иртӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ.

«История в архивных документах» (чӑв. Архив ӗҫӗсенчи истори) конкурса пичет тата электрон ӗҫсем хушшинче хаклӗҫ. Вӗсен авторӗсен 18 ҫултан аслӑрах пулмалла. Хальтерех пичетленнисем кирлӗ.

Пичет ӗҫӗсене виҫӗ номинаципе: Чӑваш Ен тата чӑваш халӑхӗн историйӗ (монографи кӑларӑмӗсем, истори материалӗсем); пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв историйӗ (уйрӑм ял-хулана халалланӑ краеведени кӑларӑмӗсем, республикӑри, районсемпе хуласенчи хаҫатсенче пичетленнӗ ярӑмсем); Чӑваш тӑрӑхӗн паллӑ ҫыннисем (монографи, краеведени кӑларӑмӗсем, районсемпе хуласенчи хаҫатсенче пичетленнӗ ярӑмсем) — хаклӗҫ.

Электрон кӑларӑмсене икӗ номинаципе: Чӑваш Енпе чӑваш халӑхӗн историйӗ тата Чӑваш тӑрӑхӗн паллӑ ҫыннисем — тишкерӗҫ.

Конкурс материалӗсене ЧР Культура министерстви кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1672, 1673, 1674, 1675, 1676, 1677, 1678, 1679, 1680, 1681, [1682], 1683, 1684, 1685, 1686, 1687, 1688, 1689, 1690, 1691, 1692, ... 3878
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 23

1917
108
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...