Политика
![]() Олег Николаев тата Николай Малов Чӑваш Енӗн хальхи Элтеперӗ Михаил Игнатьев пирки тӗнче тетелӗнчи хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тем тӗрлӗ ҫыракан та пур. Вӗсенчен пӗринче Андрей Иванов журналист черетлӗ материал пичетленӗ. Унта вӑл республикӑна ертсе пыма черетлӗ тапхӑра кама суйласси пирки пуҫ ватнӑ. Андрей Ивановӑн статйинче ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗнӗ ятсене курмарӗ. Пурте вӗсем — эпир аван пӗлекен политиксем: Олег Николаев, Николай Малов, Анатолий Князев. Малтанхи иккӗшӗ — РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем. Олег Николаев «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, Николай Малов — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин. Анатолий Князев Коми Республикинче ял хуҫалӑх министрӗнче тӑрӑшать. Юлашкинчен асӑнни Виктор Вексельберг миллиардер пулӑшасса шанать имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мотоблок темле пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ транспорт мар-ха. Апла пулин те ун умне ларнӑ чух асӑрхануллӑ пулмалла. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче мотоблокпа пыракан арҫын инкеке лекнӗ. Ун пирки ШӖМӗн Красноармейски районӗнчи полици уйрӑмне тухтӑрсем пӗлтернӗ. Васкавлӑ пуьюлӑшу уйрӑмне арҫын ҫул-йӗр ҫинчи инкеке пула лекнӗ. Арҫын каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче «Шупашкар –.Сурски – Шӑпӑрлӑвар» ҫулпа пынӑ. «Нева» мотоблок прицеппа пулнӑ. Ҫул айккипе пыраканскерӗн транспорчӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умне лариччен кӑшт маларах эрех ӗҫнине арҫын тунман. Хӗрарӑмсем те руль умне ӳсӗрле ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах _ /news/23063.html|пӗлтернӗччӗ__. Аса илтерер: Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм ҫул-йӗр инспекторӗсенчен тарма хӑтланса пульницӑна лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тури чӑвашсен музейӗнче (вӑл Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ) Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗн Инна Лялинан куравӗ уҫӑлнӑ. «Халӑх юррин янравӗ» курава художник халӑх юррисен сюжетне тӗпе хурса ӳкернӗ 28 ӗҫе тӑратнӑ. Инна Лялина Йӗпреҫ районӗнче 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Свердловскри архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Инна Лялина – архитектор тата педагог-художник. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче, Мускаври патшалӑх культура тата ӳнер университетӗнче ӗҫленӗ. Инна Лялина республикӑри, ҫӗршыври куравсене вӗҫӗмех хутшӑнать. Шупашкарта унӑн уйрӑм куравӗсем темиҫе те ӗҫленӗ. Тури чӑвашсен музейӗнче Инна Лялина ӗҫӗсен куравӗ кӑҫал маларах та уҫӑлнӑ. Н.В. Никольский музейӗнче те унӑн ӗҫӗсемпе паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑр районӗнче ҫул-йӗр ҫинче пулса иртнӗ инкекре ГАЗель водителӗ вилнӗ. Инкек ӗнер, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 15 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳрече тиенӗ ГАЗ машинӑна 51 ҫулти водитель тытса пынӑ. Вӑл Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗ енне ҫул тытнӑ. Тахӑш самантра машина ҫул айккине персе аннӑ. Инкек самантне асӑрханисем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй пыракан ҫултан машина кӗтмен ҫӗртен пӑрӑннӑ. Инкек ҫухатупа вӗҫленнӗ. Водитель вырӑнтах вилнӗ. Сӑмах май каласан, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑннӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗ инкек сӑлтавне палӑртассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӳре-шара уяв пирки канашлать Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республикӑн пӗр ӗмӗрхине хатӗрленсе ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Канашлура республикӑн информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов МИХсенче ӗҫлекенсене мероприятисене анлӑ ҫутатма хушнине пӗлтернӗ. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ. Министр мӗнпур уяв пирки сюжетсем ирттерме тӗллев лартнине каланӑ. «Апла пулсан, Чӑваш Республики ҫинчен тӗнчипех ырӑ хыпарсем сарӑласси паллӑ, тӗрлӗ халӑх пирӗн ҫитӗнӳсемпе паллашӗ, ырӑ енсене курса ӗненӗ. Федераци шайӗнче уяв чаплӑ иртесси пӗрре те никама та иккӗлентермӗ», — пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар хулинче авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, вӑл шӑматкуна лекет, ӑшӑ парӗҫ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ. Документа хула мэрийӗн сайтӗнче пичетленр. Унта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсен хваттерсене тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене ӑшӑ хӑҫан ҫитересси пирки каланӑ. Хутса ӑшӑтмалли сезон республикӑн тӗп хулинче авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пуҫланӗ. Ӑшша чи малтанах пульницӑсене, ача пахчисене тата шкулсене ҫитерӗҫ. Аса илтерер: ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра кӗрхи тата хӗллехи тапхӑра епле хатӗрленнине тунтикун Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнчи канашлура тишкернӗччӗ. Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсем ҫуртсене ӑшӑ пама хатӗррине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() http://1ul.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Кӑҫал пирӗн республикӑра пурӑнакан халӑхӑн 48 процентӗнчен кая мар грипран прививка тумалла. Пульницӑсем предприятисемпе килӗшӳсем тӑвассине те йӗркеленӗ. Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне 2542 доза вакцина илме заявка тӑратнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вакцинӑшӑн предприятисем хӑйсем тӳлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне республикӑра прививка тумалли 869 пӳлӗм хута янӑ. Тухтӑрсем предприятисемпе организацисене ҫитсе грипран вакцинаци тума палӑртаҫҫӗ. Ҫав тӗллевпе 160 бригада хатӗрленӗ. Ҫак эрне пуҫламӑшне илсен, планпа пӑхса хӑварнинчен 13 процентне прививка туса ӗлкӗрнӗ. Тухтӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, грипп тата ОРВИ кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче е тата нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ытларах аптӑратма пултарӗ. Пульницӑсенче аслисем валли 143 койка, ачасене валли 265 вырӑн хатӗрленӗ. Халӑх хушшинче чир-чӗр анлӑ сарӑлас пулсан, 1529 хушма вырӑн та йӗркелеме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Тутарстанри Элкел районӗнчи Хусанкай ялӗнче шкул ачисен вӗрентӳ форумӗ иртӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. «Аталан» форума 12-18 ҫулти ачасем тата вӗрентекенсем хутшӑнӗҫ. Форума Тутарстанри мӗнпур муниципалитетран делегацисем пырса ҫитӗҫ. Ҫакӑн пирки пӗлтернӗ мероприятие йӗркелекенсем. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарӗ. Мероприятинче чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, ӑна ӳлӗмрен аталантарас ыйтусене хускатӗҫ. Форума хутшӑнас кӑмӑллӑ чӑваш чунӗллӗ хастарсем валли ыйтса пӗлмелли телефон номерне те кӑтартнӑ: +79083430001. Хыпарта каланӑ тӑрӑх, кӑсӑклантаракан ыйтуллӑ ҫырусене info.atalan@gmail.com электрон адреспа ӑсатма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Малтанах Иван Яковлевич Яковлевӑн палӑкӗ умӗнче чечек кӑшӑлӗсем хуртӑмӑр, музейпа паллашрӑмӑр. И.Я. Яковлев уҫнӑ шкул халӗ те тирпейлӗ, ҫирӗп ларать. Питӗ нумай экспонатсене курса тӗлӗнтӗмӗр», — тесе пӗлтернӗ Муркаш районӗнчи «Сывлӑмпи» ача-пӑча фольклор ушкӑнӗ Тутарстана кайса килни пирки. Тутар Республикинчи Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче «Чӳклеме» уявӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Фольклор уявне Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Кӑнна Кушкисем иккӗмӗш хут ирттернӗ уява пуҫараканӗ, аслӑ режиссерӗ, проектӑн никӗсне хываканӗ — Чӑваш Республикинчи культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Бахмисов. Уява Тутарстанри Теччӗ, Пӑва, Ҫӗпрел районӗсенчи, Хусанти тата Чӑваш Республикинчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Чӑваш Енрен «Чӳклемене» Муркаш районӗнчи Катькасри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сывлӑмпи» ача-пӑча фольклор ушкӑнӗ кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн «Наци кросне» ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртӗ. Мероприяти републикӑри районсемпе хуласенче иртӗ. Чи пысӑк старт Шупашкарта пулӗ. Кӑҫал та, ытти ҫулсенчи пекех, мероприяти кӳлмекре, Юрламалли уйра, иртӗ. Кроса хутшӑнакансене 8 сехет ҫурӑран пуҫласа 11-ччен регистрацилӗҫ. 11 сехет те 45 минутра мероприятие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Чи малтан 3 ҫухрӑм чупакансем старта тухӗҫ. Вӑл 12 сехетре пуҫланӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ӳсӗмрисем тӗрлӗ дистанцие чупӗҫ. Юлашкинчен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |