Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑн Икӗ кунра суд приставӗсем парӑмҫӑсен 20 машинине арестленӗ. Ҫак ҫынсен пысӑк парӑм пухӑннӑ. Пӗчӗк парӑма кӗнисенне кӗсье телефонӗсене тата магитолӑсене арестленӗ. Суд приставӗсем авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче рейда тухма пуҫланӑ. Вӗсемпе пӗрле ҪҪХПИ ӗҫченӗсем те ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем «Ҫул-йӗр приставӗ» аппаратлӑ программа комплексӗпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫак хатӗр пулӑшнипе суд приставӗсем парӑмҫӑсен машинисене тупса палӑртнӑ. Пӗрисем штраф тӳлемен, теприсем – налук… Суд приставӗсем парӑма вырӑнтах татма сӗннӗ. Ҫапла майпа вӗсем икӗ кунра 1 миллион ытла тенкӗ пухнӑ. Хӑшӗ-пӗри вара парӑма вырӑнтах тӳлесе татайман. Унашкаллисен машинисене арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() www.kp.ru сайти сӑн Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, А-151 автоҫулӑн 31-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ машина ҫапӑннӑ. Салонри ҫичӗ пассажир шар курнӑ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен пуҫ мими чӗтреннӗ, сурансем пур. «Маздӑри» — икӗ аслӑ ӑрури ҫын тата ача шар курнӑ, «Лада Калинӑн» водителӗ тата виҫӗ пассажирӗ аманнӑ. Авари Канаш районӗнчи Энтриял ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Калина» хӑрушсӑрлӑх дистанцине пӑхӑнман, «Киа Рио» машинӑпа ҫапӑннӑ. Унтан «Лада» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫинелле тухса кайнӑ та «Маздӑпа» ҫапӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Sterhluki.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Пурӑнма кӗтес ҫук тӑлӑхсене патшалӑх хваттерпе тивӗҫтернине пӗлетпӗр-ха. Анчах хваттер уҫҫи тыттарма тӳре-шара пур чухне те васкамасть ҫав... Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те ҫаплах. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ пӗр ҫамрӑк пурӑнма кӗтеслӗ пулас тесе район администрацийӗнче черете тӑнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн кун иртсен те хваттер пама васкаман. Чӑтӑмлӑх пӗтнӗ ҫамрӑк прокуратурӑна васканӑ. Унта вӑл йӑлтах тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, хӑйне хӳтте илме ыйтнӑ. Надзор органӗ суда тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта вӑл район администрацине тӑлӑха пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерме ыйтнӑ. Суд прокуратурӑпа пӗр шухӑшлӑ пулнӑ — тӑлӑха хваттерлӗ тума хистекен йышӑну кӑларнӑ. Ҫапла вара район администрацийӗн тӑлӑх ҫамрӑка хваттер туянса памах тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Cistopol-rt.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта урамра ҫутӑ ҫуккине кура прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ. Арапуҫ ялӗнчи Николаев урамӗнчи 1-мӗш тата 18-мӗш ҫуртсен хушшинче ҫутӑ пулманни пирки надзор органне вырӑнтисем систернӗ. Прокуратурӑн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫне тӗрӗслеме ирӗк пур та, пакунлисем часах вырӑна ҫитсе пӑхнӑ. Чӑн та, маларах асӑннӑ икӗ ҫурт хушши 350 метр ытла иккен. Анчах унта ҫутӑ ҫук. Ял урамӗнче ҫутӑ ҫуккишӗн ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Надзор органӗ хут ҫырса яваплӑх пирки асӑрхаттарсан вырӑнти тӳре-шара вырӑнтан хускалнӑ. Вӗсем маларах асӑннӑ урамри 1-мӗшпе 18-мӗш ҫуртсен тӗлӗнчи юпасем ҫине вӑрах тӑхтамасӑр хунарсем вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Businessman.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Эх, ҫав ӗҫкӗ! Мӗн чухлӗ ҫынна минретсе тӑнран кӑлармасть-ши тульккӑш... Элӗк районӗнчи Писӗп ялӗнче ҫуралнӑ каччӑ та эрехе пула минренӗ. Унччен те судпа айӑпланма ӗлкӗрнӗскер ҫурла уйӑхӗн пӗр кунхине пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Кӗҫех вӑхӑт ҫурҫӗр енне ҫывхарнӑ. Тусӗпе эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн юлташӗ ҫывӑрса кайнӑ. Хӑна кил хуҫин телевизорне куҫ хывнӑ. Ытарайми туйӑннӑ-ши — йӑтса тухса кайнӑ. Пурлӑха 20 пин тенкӗлӗх хакланӑ. Урӑлсан, тен, ӳкӗннӗ пулӗ. Анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук. Вӑрра кӗҫех тытса чарнӑ. Ҫамрӑк ҫын хӑй айӑпне йышӑннӑ. Ют пурлӑха хуҫине тавӑрса панӑ. Судпа унччен те айӑпланнине кура каччӑна ҫирӗп режимлӑ колоние ҫулталӑклӑха ӑсатма йышӑннӑ. Приговор саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Yandex.ua сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре дача хыҫҫӑн дача кӗлленет. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра сад юлташлӑхӗсенчи 42 ҫурт ҫунса кайнӑ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм алхасма тытӑннин тӗп сӑлтавӗ чылай чухне — типӗ курӑк е ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне асӑрханманни. 42 дача ҫуннине пула вӗсен хуҫисем 5 миллиона яхӑн тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пахчана типӗ курӑкран, тӑкӑннӑ ҫулҫӑсенчен, хӑвӑрт хыпса илекен ытти каяшран вӑхӑтра тасатса тӑма сӗнеҫҫӗ. Хуралтӑсен ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртмелле мар. Йӑлари каяша ҫунман материалтан хатӗрленӗ ятарлӑ контейнерта упрамалла тата вӑхӑтра турттарса каймалла. Япӑх электропӑралук та инкек кӑтартать. Мӑрьене те хӑрӑмран тасатсах тӑмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Legal.report сайтри сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫын пӗлӗш хӗрне тавӑрас тесе унӑн сӑнӳкерчӗкне тӗнче тетелӗнчи сайтсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ. Калӑн, сӑнӳкерчӗк. Анчах вӑл интимлӑскер пулнӑ. Ун пек сӑнӳкерчӗке хӗр каччӑна иккӗшӗ туслӑ чухне, халӑх ушкӑнӗсенчен пӗри ҫыру ҫӳретнӗ май, ярса панӑ. Кайран икӗ чун тем пайлайман. Хирӗҫсе кайнӑ. Хӗре тавӑрас тесе 29-ти арҫын унӑн хайхи сӑнӳкерчӗкне тӗнче тетелне кӑларса лартнӑ. Уйрӑм ҫыннӑн пурнӑҫне ҫын ҫине кӑларма юрамасть. Кутӑнла хӑтлансан явап тыттарӗҫ. Ҫавна РФ Пуҫиле кодексӗнче пӑхса хӑварнӑ. Сӑмах май, тӗпчевҫӗсем Шупашкарти ҫамрӑк арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та. Арҫына 200 пин тенкӗ таран штрафлама, 360-а яхӑн сехет таран ӗҫлеттерме, ҫулталӑк таран ӗҫлеттерсе юсантарма е тата 2 ҫуллӑха хупма ирӗк парать саккун. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли ҫак кунсенче Пушкӑртстанра концерт кӑтартать. Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин ертсе пыракан ушкӑн классика тата хальхи вӑхӑтри кӗвӗ ӳнерне сарас енӗпе чылай ӗҫ туса ирттерет. Симфони капелли – К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, тӗнчери фестивальсен дипломанчӗ. Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ушкӑн Ӗпхӳри ача-пӑча филармонийӗнче концерт лартнӑ; 18-мӗшӗнче —Стерлитамак хулинчи культура керменӗнче. Паян, авӑн 19-мӗшӗнче, концерта Пишпӳлекри культура керменӗнче лартӗҫ; ыран, авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, — Пелепейӗнчи тӗп культура керменӗнче. «Тавах сана, кӗвӗ, хавхалантарнӑшӑн» концерт программине уйрӑм юрӑҫсемпе хор артисчӗсен юррисем кӗнӗ. Вӗсене чӑваш, вырӑс тата ют ҫӗршыв композиторӗсем кӗвӗленӗ. Тӗнче шайӗнчи хитсемпе романссем, кинофильмсенчи юрӑсем те пур программӑра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрнар районӗнчи Шуркасси ялӗнче урамри ҫутӑ ламписене ылмаштарнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ялсенче хӑтлӑх кӗртессипе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Энергие перекетлес тата энерги тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗллевпе ял тӑрӑхӗнче урамри ҫутӑ ламписене ҫӗнӗ йышшисемпе ылмаштараҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче специалистсем Шуркасси ялӗнче ӗҫленӗ. Вӗсем ҫутӑ ламписене энергие перекетлекеннисемпе улӑштарса тухнӑ. Унчченхи лампӑсем 250 Вт тӑкакланӑ пулсан, ҫутӑ диодлисем вуншар хут перекетлӗрех. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ йышши лампӑсем энергие перекетлеме тата энерги тухӑҫлӑхне ӳстерме май парӗҫ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫутӑ сахал ҫуннине кура уншӑн тӳлессипе те ял тӑрӑхӗн укҫа самай перекетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнче те чиркӳ пулӗ. Ӑна пушӑ ларакан лавкка ҫуртӗнче хута ярасшӑн. Варнава митрополит лавккана реконструкцилемешкӗн пил панӑ ӗнтӗ. Православи храмне Макарий Желтоводский преподобнӑй ятне парасшӑн. Вӑл XIV-XV ӗмӗрсенче пурӑннӑ, мӑнастирсем уҫнӑ. Православи тӗнне пӑхӑнакансем Макарий тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тума пултарнине ӗненеҫҫӗ. Пушӑ лавккана специалистсем тӗрӗсленӗ, чиркӳ проектне хатӗрленӗ. Ҫак кунсенче ял ҫыннисем лавкка тавра тирпей-илем кӗртнӗ. Строительство ӗҫӗн пӗрремӗш тапхӑрне кӑҫал юпа уйӑхӗнчех вӗҫлеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |