Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӳре-шара патне people@cap.ru электрон адреспа малашне ҫыру яраймӑн. Ҫакна ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ҫынсен ҫырӑвӗсемпе ӗҫлекен пайрисем уйрӑм ҫын пирки пӗлтерме юраманни ҫинчен калакан саккунпа сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫапах та ҫыру ҫырма малашне те май килӗ. Апла пулсан, евитлеме, ыйтса ҫырма, пӑшӑрхантараканнине пӗлтерме чармӗҫ. Электрон ыйтусене интерактивлӑ йышӑну пӳлӗмӗ урлӑ ӑсатмалла. Вӑл ҫак адреспа вырнаҫнӑ. Электрон ҫырусене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин, мӗнпур министерствӑна ӑсатма май пур. Маларах эпир кӑтартнӑ каҫӑпа иртсен, сӑмах май каласан, районсемпе хуласен администрацийӗсене те ҫыру яма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Самолетпа ҫул ҫӳреме юратакансем валли ырӑ хыпар пӗлтерер. Шупашкартан Питӗр хулине авиарейссен шучӗ ҫывӑх вӑхӑтра хушӑнмалла. Савӑнӑҫлӑ хыпара А.Г. Николаев ячӗллӗ Шупашкарти аэропортра пӗлтереҫҫӗ. Ҫурҫӗр енчи ҫав хулана хальхи вӑхӑтра самолетсем эрнере икӗ хутчен хутлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ навигаци тапхӑрӗ пуҫлансан (вӑл юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен тытӑнӗ) самолетсем эрнере виҫӗ хут вӗҫӗҫ. Шупашкарпа Питӗр хулине «Победа» авиакомпани ҫыхантарать. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче самолетсем ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен вӗҫӗҫ. Шупашкартан самолет 15 сехет те 35 минутра хускалӗ, Питӗрти Пулково аэропортран Чӑваш Ен тӗп хулине — 12 сехет те 55 минутра. Авиапассажирсене «B-738» самолет турттарать. Шупашкартан Питӗр хулине вӑл 2 сехет те 10 минут вӗҫет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енри тӳре-шара канашлать. gazeta1931.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тӳре-шара шучӗ сахалланнӑ тесе ӗнентерет ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗ. 2010 ҫултан пуҫласа пирӗн республикӑри служащисен йыш 401 ҫын таран чакнӑ иккен. Регионта пурӑнакан 1000 ҫын пуҫне пирӗн тӑрӑхра 1,12 тӳре-шара тивет. Ку кӑтарту Раҫҫей Федерацийӗн Атӑлҫи округӗсенчи чи пӗчӗк цифрӑсенчен пӗри-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах опытлӑ тӳре-шара шучӗ ӳснине палӑртаҫҫӗ. 10 тата унран ытларах стажлисем хисепӗ 2015 ҫулта 8,4 процент пулнӑ пулсан, хале вӗсен йышӗ 50 процента ҫитнӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗнче ҫакна тӳре-шарана профессионализма тӗпе хурса суйланипе сӑлтавлаҫҫӗ. Сӑмах май, пирӗн ҫӗршывра килес ҫултан пуҫласа тӳре-шара йышне чакарма йышӑннӑ. Федерацин ӗҫ тӑвакансен органӗсенче — 10%, территори органӗсенче — 5%. 2021 ҫул тӗлне федерацин влаҫ органӗсенчи тӳре-шара йышне 15% чакарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() kilroy.net сӑнӳкерчӗкӗ «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи пуйӑс расписанийӗ пирки пассажирсене СМС-ҫырупа систерме шантарать. Пур чухне те мар-ха. Инҫе ҫула каякан пуйӑссенне тата вӗсен расписанийӗ ылмашсан. «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществин Чулхулари чукун ҫулӗн корпораци коммуникацийӗсен пайтаҫи Алена Чернышева пӗлтернӗ тӑрӑх, телефон номерне пассажир билета сайт е ятарлӑ приложени урлӑ туяннӑ чух кӑтартма пултарать. СМС-ҫырушӑн укҫа тӳлемелле мар. Тепӗр компанисем рекламӑсемпе тӗрлӗ акци пирки хыпарласа халтан яраҫҫӗ те, «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи апла хӑтланмасса шантарать. Инҫе ҫула каякан пуйӑс расписанийӗнче кӗтменлӗх сиксе тухса расписани ылмашни ҫинчен ҫеҫ систерессине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хваттерсене ӑшӑ парас ыйтупа канашлу ирттернине пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев @mihail_ignatiev_chuvashiya Инстаграмра. Ҫав хыпара вуланисенчен пӗри, @svetlana_lyallina, «Патӑрьелсем мӗншӗн ӑшӑсӑр, шывсӑр тата газсӑр 12 ҫул пурӑнаҫҫӗ?» тесе ҫырса хунӑ. Хӗрарӑм Патӑрьел ял администрацийӗ суд йышӑнӑвне пӑхӑнманни пирки пӗлтернӗ. Вӑл ҫырни тӑрӑх хакласан, суд хваттерсене шыв тата газ кӗртмелле йышӑну кӑларнӑ. Тарӑхса ҫыракан пост авторӗ Чӑваш Ен Элтеперне ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене мӗншӗн витӗм кӳрейместӗр тесе ӳпкеленӗ. «Ачасене, пенсионерсене тата сусӑрсене йӗркеллӗ, этемле пурӑнма май парӑр! Мӗншӗн коммуналлӑ пулӑшу парассине саккуна пӑсса чарса лартма ирӗк панӑ? Намӑс мар-и?» — кӑмӑлсӑрланнӑ пост авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш Енри чӗрчунсем. Животные Чувашии» карточкӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ. Любовь Левацкая пӗлтернӗ тӑрӑх, «карточкӑсен пуххи – паха дидактика материалӗ. Унта килти тата тискер чӗрчунсен ҫирӗм ӳкерчӗкне кӗртнӗ. Карточкӑн пӗр енче – чӗрчунӑн ӳкерчӗкӗ, тепӗр енче – ун ҫинчен калакан тупмалли юмах тата кӗске информаци. Паллашу кӑсӑклӑрах пултӑр тесен малтан тупмалли юмах тупсӑмне пӗлсен аван, ун хыҫҫӑн ачана чӗрчунпа тӗплӗнрех паллаштарма пулать». Кашки ӳкерчӗк ҫинче чӗрчун тата вӗсен «ачисен» ячӗсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ. Проект авторӗ – Светлана Каликова (вӑл — Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ), пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Дмитрий Литаврин. |
Республикӑра
![]() cheb.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрле арҫыннине кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Анчах ӑна пульницӑна хирурги уйрӑмне сиплеме хунӑ. Вӑл ан тартӑр тесе конвой сыхланӑ. Анчах конвой та уншӑн пӑтӑрмах кӑларса тӑратман – вӑл пульницӑран тухса тарнӑ. Хайхискер пӗр кунхине туалета кайма ирӗк ыйтнӑ. Унта пӗччен тӑрса юлсан пациент чӳречерен тухса тарнӑ. Анчах ирӗкре нумай пурӑнайман вӑл – ӑна ҫав кунах тытса чарнӑ. Арҫынна Пушкин урамӗнчи пӗр ҫурт чартакӗ ҫинче тупнӑ. Халӗ унӑн йӗплӗ пралук леш енче тата нумайрах ларма тивӗ: суд ӑна 3,9 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн 41 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашсан романтика ӑшне путнӑ. Ҫапла, юрату авӑрне лексен пуҫа ҫухатма та пулать. 41 ҫулти хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ уйӑх каялла вӑл халӑх тетелӗнче Томскра пурӑнакан тесе каланӑ арҫынпа паллашнӑ. Ку таранччен вӗсем ҫырӑннӑ, сӑнӳкерчӗксем пӗр-пӗрне ярса панӑ. Арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн автосалон пур иккен. Кӑштахран усламра пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ иккен – укҫа кирлӗ. Вӑл 41 ҫулти хӗрарӑмран кивҫен ыйтнӑ. Лешӗ кредит картти илсех савнине пулӑшнӑ. Арҫын укҫана авӑнӑн 26-мӗшӗнче, Шупашкара килсен, тавӑрса пама шантарнӑ. Анчах хӗрарӑм укҫа куҫарса парсанах савни ҫухалнӑ, тек ҫыхӑнӑва тухман. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Лапсарта ача люка кӗрсе ӳкнӗ. Шӑпӑрлан ирхи 6 сехет ҫурӑра ача пахчи ҫумӗпе амӑшӗпе тата унӑн тусӗпе иртсе пынӑ. Унччен те пулман – 3 ҫулти ача «Теплосеть» предприятин люкне кӗрсе ӳкнӗ. Ашшӗ каланӑ тӑрӑх, люка кӑштах ҫеҫ хупнӑ пулнӑ. Ача хуппи ҫине ӑнсӑртран пуснӑ та аялалла чӑмнӑ. Амӑшӗ ачана туртса кӑларнӑ. Шӑпӑрлан суранланнӑ, ҫурӑмӗ чӗрмекленнӗ. Предприяти ӗҫченӗсем вара люк уҫӑ пулман тесе ӗнентереҫҫӗ. «Люк халӗ те кӑштах уҫӑ, хуппи ҫине кирпӗч хурса янӑ. Авӑнӑн 26-мӗшӗнче 123-мӗш ача пахчи ӗҫлеме пуҫланӑ, люка ытти ача та ӳкме пултарать вӗт. Предприяти ӗҫченӗсем хӑнк та туманни тӗлӗнтерет. Эпир полицирен пулӑшу ыйтӑпӑр», - тенӗ ашшӗ «Про Город» хаҫата. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сирена сассине илтсен хӑраса ан ӳкӗр: ку вӗренӳ ҫеҫ пулӗ. «Республикӑра пурӑнакансене лӑпкӑ пулма, ӗҫ вырӑнӗнчех ларма ыйтатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре автоматизациленӗ пӗлтерӳ тытӑмне планпа килӗшӳллӗн тӗрӗслӗҫ. Граждан хӳтӗлевӗн тренировки пуҫланни пирки урамри сиренӑсем тата громкоговорительсем пӗлтерӗҫ. «Внимание всем!» (чӑв. «Пурне те тимлӗ пулма ыйтатпӑр!») тени икӗ хутчен янӑрӗ: 10 тата 10.30 сехетсенче. Палӑртмалла: кунашкал тӗрӗслевсене ҫулсеренех Граждан хӳтӗлевӗн кунӗ умӗн ирттереҫҫӗ. Уява юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |