Раҫҫейре
![]() 24smi.org сайтран илнӗ сӑн Паллӑ блогер Академик иномарка выляттарнӑ. «Шкодӑна» Шупашкарта пурӑнакан ҫын выляса илнӗ! «Шкода» тюнинг автомобильне выляттарнӑ чухне ытти парнесем те пулнӑ. Автомобиле ҫӗнсе илессишӗн 280 пин те 111 ҫын «кӗрешнӗ». Ҫӗнтерӳҫе рандомно суйланӑ. «Шкода» Оленогорскра пропискӑра тӑракан, хӑй Шупашкарта пурӑнакан ҫынна лекрӗ. Ҫитес эрнере ӑна ҫӗнтерӳҫе парӑпӑр!» - ҫапла ҫырнӑ Константин Заруцкий, вӑлах, Академик, блогер. Автомобиле ҫӗнтерӳҫе Питӗрте парӗҫ. Унта кайма тата отельте пурӑнма Академик тӳлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн «Чӑваш Ен» фирма пуйӑсӗн пуҫлӑхне ют ҫын банк карточки ҫинчи укҫа-тенке вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. Кун пирки Атӑлҫи транспорт прокуратури пӗлтерет. Следстви версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускавран Шупашкара ҫӳрекен «Чӑваш Ен» пуйӑс (054Гномерлӗ) пуҫлӑхӗ Мускаври платформӑра такам ҫухатнӑ банк карточкине тупнӑ. Хайхискер ӗҫӗнчи укҫасӑр тӳлемелли терминалпа усӑ курса темиҫе япала туяннӑ – пӗтӗмпе 3,5 пин тенкӗ ытлалӑх. Йӗрке хуралҫисем ют ҫын карточкипе кам усӑ курнине тупса палӑртнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Канаш районӗн судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Максим ЯстранСумлӑ сӑмах
Культура
*Таврапӗлӳҫӗ типтерӗнчен 1916 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас Юнтапа ҫуралса ӳснӗ Максим Ястран 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, колхоз председателӗнче тӑрӑшакан арӑмӗпе пӗчӗк ачисене хӑварса, «Чӑваш коммуни» хаҫат редакцийӗнчен салтака тухса кайнӑ та, авӑнӑн (сентябрӗн) 11-мӗшӗнче Сталинградшӑн пынӑ ҫапӑҫура пуҫне хунӗ. Ку кунсене эпӗ манмастӑп: манӑн атте те ҫара Канашран 42-мӗш ҫулхи мартра хӑпӑл-хапӑл тухса кайнӑ, ҫур ҫултан, авӑн 11-мӗшӗнче, Калуга патӗнче танксемпе ҫапӑҫса «хыпарсӑр» ҫухалнӑ. Сталинград фронтӗнче те, Хӗвеланӑҫ фронтӗнче те хаяр тытӑҫусем йӗп вӗҫӗнчи пек пынӑ. Ку Хӗрлӗ Ҫаршӑн пысӑк та йывӑр ҫухатусен вӑхӑчӗ пулнӑ. Орелпа Калуга патӗнчен Гудерианӑн танк дивизийӗсене Атӑл ҫине (Паульс ҫарне пулӑшма) куҫарассине пӗлсен, пирӗн салтаксен пур-ҫук вӑйпа Жиздра хӗрринче ҫапӑҫӑва тухма тивнӗ. Хаяр та тан мар вӑйсен ҫапӑҫӑвӗнче пирӗн икӗ дивизи пӗтнӗ, ҫапах та вӗсем фашистсен тимӗр лашисене тӑлласа лартма пултарнӑ. Юнлӑ фронтсем пӗр сывлӑшпа сывланӑ, ҫапӑҫури салтаксене пӗр йывӑр шӑпа тивнӗ. | ||
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри пӗр фирма пӗчӗк тоннажлӑ «УАЗ Профи» грузовик кӑларма хутшӑннӑ. Ӑна Чӗмпӗрте туса кӑларнӑ. Ҫавӑн пирки «Pnzdrive» портал пӗлтернӗ. Чӗмпӗрти автомобиль савучӗ «УАЗ Профи» пӗчӗк тоннажлӑ самосвалӑн ҫӗнӗ версине кӑларнӑ. Вӑл унчченхинчен уйрӑлса тӑрать иккен. Ӗҫе Чӑваш Енри «Авто-Фургон» фирма хутшӑннӑ иккен. Тиеве турттармалли ҫирӗплетнӗ платформа тӑршшӗ — 3 метр та 9 сантиметр, сарлакӑшӗ – 2 метр та 6 сантиметр. Платформа 49 градус таран ҫӗкленеет. Ҫӗнетнӗ самосвал мӗн хак тӑнине Чӗмпӗрти савут хальлӗхе пӗлтермен. «Pnzdrive» портал Чӑваш Енри савут чӗмпӗрсене мӗнпе пулӑшнине ҫырса ӑнлантарса тӑман. Ҫакна та палӑртар: маларах эпир каланӑ «Авто-Фургон» фирма, сӑмах май, Ҫӗмӗрлерен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() vechrost.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Шӑмӑршӑ районӗнче полицин стажерӗ пулнӑ ҫынна ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗшӗн явап тыттарӗҫ. Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмахра ҫул ҫитмен ҫамрӑк шар курнӑ. Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке лекнӗ стажер-полицейскипе контракта пӑрахӑҫланӑ. Айӑпланаканни — 33 ҫулти ҫамрӑк арҫын. Вӑл ҫул ҫинчи инкекре ҫынна йывӑр суран кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Шӑмӑршӑра пулнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснине пула «Hyundai Elantra» машина ҫул ҫинчен тухса кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель сехетре 100 километртан кая мар хӑвӑртлӑхпа пынӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Машинӑн хыҫалти ларкӑчӗ ҫинче ларнӑ 14 ҫулти пике йывӑр суранланнӑ. Инкек хыҫҫӑн стажерпа ӗҫ килӗшӗвне татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
![]() cap.ru сайтри сӑн. Патӑрьел районӗнчи 100 ҫул тултарнӑ Анна Агашева Паян – Ватӑ ҫынсен кунӗ. РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗ уяв тӗлне Чӑваш Енре 100 ҫул тултарнӑ миҫе ҫын пурӑннине шутланӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑри 56 ҫын пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ. Вӗсенчен 49-шӗ – хӗрарӑмсем. Статистика та ҫакнах ҫирӗплетет: хӗрарӑмсем ытларах пурӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе республикӑра 80 ҫултан иртнӗ 44,3 пин ҫын пурӑнать, вӗсенчен 77,4 проценчӗ – хӗрарӑмсем. 5216 ҫын 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Танлаштармашкӑн: 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнче республикӑра 100 ҫул тултарнӑ 65 ҫул пурӑннӑ, вӗсенчен 62-шӗ хӗрарӑм пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Сергей Беккер архивӗнче сӑн Ҫӗрпӳсене каллех Китай инвесторӗсем пӑшӑрхантараҫҫӗ. Вырӑнти влаҫ ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене промышленноҫ категорине куҫарма хӑтланаҫҫӗ. Халӑх каланӑ тӑрӑх, Китай инвесторӗсене паракан ҫӗр лаптӑкӗ самай пысӑк. Ҫак ыйту пӑшӑрхантарнӑран ҫынсем пуху ирттернӗ. Унта 120-ӗн ҫитнӗ. Пухӑва Виҫ пӳрт, Кӑшаркасси, Рындино, Красная Горка, Апакасси, Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗсенчи, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи ҫынсем хутшӑннӑ. Сергей Беккер депутат каланӑ тӑрӑх, вырӑнти влаҫ ҫӗре республика влаҫӗ хушнипе промышленноҫ категорине куҫарасшӑн, кайран ӑна китайсене парасшӑн. Кулянса ӳкнӗ ҫынсем вырӑнти депутатран пулӑшу ыйтнӑ. «Халӑха влаҫ илтмесен эпир малалла тӑрӑшӑпӑр», - тене Сергей Беккер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 91 ҫулти Никитин Михаил Никитич ҫухалнӑ. Тӑванӗсем ӑна халӗ те тупаймаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн ӑс-тӑнӗ арпашӑнать, хӑй ӑҫта пулнине пӗлмест. Ватӑ ҫынна полицейскисем те шыраҫҫӗ. Тӑванӗсем вӑл ҫухалнӑ кунах заявлени ҫырнӑ. «Унччен те вӑл ҫухалкаланӑ, анчах ӑна 1-2 кунран тупаттӑмӑрччӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ ветеранӑн мӑнукӗ Наталья. Михаил Никитич 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ хӑмӑр. Ҫухалнӑ кунхине вӑл фуражка, хура пальто, шурӑ ҫӑмран ҫыхнӑ кофта, кӑвак шӑлавар, хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ветеран пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан 02 номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, аван уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче 60 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Сарай таврашне те ҫулӑм сиенлетнӗ. Юрать-ха, пушарта никам та шар курман. Пушар кӑнтӑрла алхаснӑ. Аслисем 2 ҫулти ачана асӑрхаса ӗлкӗреймен – арҫын ача хутса янӑ кӑмака умӗнче япаласем ҫунтарнӑ. Кил хуҫисем пушара хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах – ҫулӑм йывӑҫран тунӑ ҫурта тӗппипех пӗтернӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран 26 пушар тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Спорт
![]() Полина Петухова архивӗнчи сӑн Чӑваш Енри ҫамрӑк спортменка Полина Петухова кикбоксинг енӗпе иртнӗ ӑмӑртура тӗнче гран-прине ҫӗнсе илнӗ. «World Grand Prix WAKO-2019» ӑмӑрту Чехири Прага хулинче иртнӗ. Турнира 17 ҫӗршыври 220 спортмен хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чемпион пиҫиххине панӑ. Полина Петухова 52 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Икӗ кунра вӑл Польша, Австри, Чехи спортсменкисемпе тупӑшнӑ. Пирӗн ентеш виҫӗ тытӑҫура ҫӗнтернӗ, пиҫиххи ҫӗнсе илнӗ. Халӗ Полина Баснипе Герцеговинӑра иртекен ӑмӑртӑва хатӗрленет. Каласа хӑварар: Полина Петухова И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн химипе фармацевтика факультетӗнче ӑс пухать, «Энергия» спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |