Сывлӑх
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енри онколог «Россия 24» (чӑв. Раҫҫей 24) телеканал эфирӗнче хӑнара пулӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, телекӑларӑма ведомствӑн штатра тӑман онкологне, Республикӑн онкологи диспансерӗн кӑкӑр шыҫҫин пайӗн заведующине Сергей Агафонкина йыхравланӑ. Хӑна «Вести. Интервью» (чӑв. Хыпарсем. Интервью) кӑларӑмра усал шыҫӑ пирки каласа кӑтартӗ. Сергей Агафонкинпа Татьяна Иванова тележурналист кӑкӑр ракӗнчен сыхланмалли профилактика мелӗсем тата ҫав тӗллевпе туса ирттермелли мероприятисем ҫинчен калаҫӗ. Интервьюна Кӑкӑр ракӗпе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери куна халалланӑ. Онколога телеэфира чӗннӗ кӑларӑм 21 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ptzgovorit.ru сайтри сӑн Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче пурӑнакан 61 ҫулти арҫын Патӑрьелне кайнӑ. Вӑл банкомат урлӑ кредит тӳлеме тӑнӑ та унта тӑракан хӗрарӑмсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хайхи арҫын ӗҫӗсене вӗҫлесен банкоматран пӑрӑннӑ чухне пӗр хӗрарӑмӑн кӗсйинчен енчӗк тухса ӳкнине асӑрханӑ. Вӑл ӑна хуҫине (хӗрарӑм ӑна банкоматра операцисем тума та пулӑшнӑ ӗнтӗ) тавӑрса парас вырӑнне илнӗ те пӗрле йӑтса тухнӑ. Енчӗкре 5450 тенкӗ пулнӑ. Куншӑн арҫыннӑн явап тытма тивнӗ. Вӑл хӗрарӑма укҫине тавӑрса панӑ. Кунсӑр пуҫне ун 6 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Уильям Кэлин, Грэг Семенца американсем тата Аслӑ Британири Питер Рэтклифф кӑҫал Нобель премине тивӗҫнӗ. Вӗсем Чӑваш Енри тӗп халӑхӑн ӑруран ӑрӑва куҫакан чирне тӗпченӗ. Ӑсчахсем клеткӑсем юнри кислород шайне мӗнле витӗм кӳнине тӗпченӗ. Вӗсене ҫак ӗҫе туса ирттерме чӑвашсен полицитемийӗ (кӗлетке ытлашши нумай хӗрлӗ юн клеткисем кӑларни) пулӑшнӑ. Кунашкал чир чӑвашсен, марисен тата удмуртсен ҫеҫ тӗл пулать. Полицитемие пула ҫынсен час-часах тромбоз пулать, ҫамрӑк чухнех ишеми, геморраги инсульчӗ аталанаҫҫӗ. Ку чире иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Лидия Полякова гематолог тупса палӑртнӑ. 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вара ӑсчахсем ҫакӑ VHL ген мутацине пула пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев Тутарстан Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, ҫыравҫӑпа, журналистпа, Тутарстанри Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫипе Николай Сорокинпа тата Тутарстанри Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫипе Александр Семеновпа тӗл пулнӑ. Икӗ регион пайташӗсен курнӑҫӑвӗ, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, министерствӑра иртнӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, министрпа Тутарстан хӑнисем таврапӗлӳлӗх тата чӑваш культурине упрас енӗпе килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура ҫуртӗнче Чир спорчӗ енӗпе Чӑваш Республикин кубокӗшӗн ӑмӑртӗҫ. Ӑмӑртӑва хамӑр республикӑри тата Тутарстанпа Мари Элти хуласемпе районсенчен 150-а яхӑн спортсмен хутшӑнмалла. Ӑмӑртусен программинче командӑсемпе дуэтсем «чир–фристайл», «чир-джаз» тата «чирлидинг» дисциплинӑсенче тупӑшӗҫ. Спортӑн ҫак енӗпе тинтерех туслашнисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ. ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чир спорчӗ Чӑваш Енре 2015 ҫултанпа аталанать. Юлашки 2 ҫулта пирӗн тӑрӑхри 38 спортсмен «Раҫҫейӗн спорт мастерӗн кандидачӗ» ята тивӗҫнӗ. Чир спорчӗ енӗпе ӑмӑртусем Чӑваш Республикинчӗ тӑтӑшах иртеҫҫӗ. Ыранхи тупӑшу 12 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Владислав Поляшов Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Владислав Поляшова гимнаста тата арҫынсен ҫӗршыври командине 2019 ҫулхи тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ. Владислав Поляшов — олимп резервӗллӗ 6-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗ, Раҫҫей спорт мастерӗ. Вӑл спорт гимнастики енӗпе Раҫҫейӗн командин йышӗнче пулнӑ. Ӑмӑрту Германири Штутгарт хулинче иртнӗ. «Хисеплӗ Никита Владимирович, Артур Грачьевич, Давид Сагитович, Иван Алексеевич, Денис Михайлович и Владислав Сергеевич! Штутгартри тӗнче чемпионатӗнче эсир чӑн-чӑн триумфаторсем, Раҫҫейӗн спорт гимнастикинче многоборье енӗпе эсир пуҫласа пъедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарма пултартӑр. Сире, сирӗн тренерсене тата наставниксене паллӑ пулӑмпа чунтан саламлатӑп», — тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 1gai.ru сайтри сӑн Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсем «Лада-2114» автомашинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр арҫын ларнӑ. Хайхискер суд приставӗнче ӗҫленӗ арҫын пулнӑ иккен. Ҫак аҫын унччен те руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн ҫакланнӑ. Ӑна куншӑн явап тыттарнӑ. Халӗ те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд приставӗнче ӗҫленӗ арҫыннӑн явап тытма тиветех: следовательсем ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ те Канаш районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Ӑҫта? Ҫук, хула ҫывӑхӗнче мар, Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗпрел ялӗнче. Ольга Чепрасова алӑ пуснӑ постановленире палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ ялта пӗтӗмпе 10-11 соткӑллӑ 50 лаптӑк уйӑрнӑ. Палӑртмалла: ку таранччен Спутник хулари нумай ачаллӑ ҫемьесем валли 253 ҫӗр лаптӑкӗ панӑ. Вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫамрӑксен поселокӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӗпрел ялӗ Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫывӑхах мар: 120 ҫухрӑма 1 сехет те 40 минут каймалла. Автобуспа Шупашкарти автовокзалтан каяс тӑк 350 тенкӗ тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ видео скринӗ Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗмӗрле районӗнчи Чӑваш Улхашӗ ялӗнче пурӑнакансем темӗн шаплатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. «Эпир ҫывраттӑмӑр. Вӑйлӑ шаплатнипе вӑранса кайрӑмӑр. Сирпӗтӳ пекех, чӳрече ҫӗмӗрӗлчӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ кинемей. Вӑл ун чухне 6 ҫулти мӑнукӗпе пӳлӗмре ҫывӑрнӑ. Ялта пурӑнакансем икӗ хутчен пенине илтнӗ. Никам та суранланман. Пӗр ҫуртра чӳрече ҫӗмӗрӗлнӗ. Кун пирки полицие пӗлтернӗ. Каҫхи шӑплӑха татнӑ ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӑл – кӳршӗ ялта пурӑнакан 38 ҫулти арҫын. Полицейскисем пынӑ чухне вӑл ҫывӑрнӑ. Пӑшалне унӑн килӗнчех тупнӑ. Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав ҫӗрле вӑл пӗлӗшӗпе тавлашса кайнӑ. Палӑртмалла: арҫын тӗрмерен 2 ҫул каялла тухнӑ. Халӗ полицейскисем сунар пӑшалӗ ӑҫтан тупнӑннине палӑртаҫҫӗ, унччен унашкалли учетра пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри 25 пин ача «День чтения вслух» (чӑв. Сасӑпа вуламалли кун) республикӑри акци иртнӗ. Унта 25 пин ача, ҫул ҫитмен ҫамрӑксем, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ӗҫлекен воспитательсем, вулавӑшра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ. Мероприятие литературӑна тата кӗнекене халалланӑ. Сасӑпа вуламалли пӗтӗм Раҫҫейри кунра ҫынсем хӑйсем илемлӗ вуланине кӑтартма, теприсем вуланине кӑтартма пултараҫҫӗ. Республикӑри акцие ашшӗ-амӑшӗ, ачасем, педагогсем, ӗҫ ветеранӗсемпе вулавӑш ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Вулавӑшсенче ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем, литература марафонӗсем, кӗнеке паттӑрӗсемпе театрализациленнӗ ҫулҫӳревсем, ӑсталӑх сехечӗсем йӗркеленӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсемпе вулакансем В. Бианкин «Лесная газета» тата «Лесные были и небылицы», Л. Воронкован «Девочка из города», В. Драгунскин «Денискины рассказы», М. Зощенкон «Лёлька и Минька», Н. Ишентейӗн «Ырӑ ӗҫсен команди», Л. Каминскин «Удивительные приключения Вити Бровкина», Л. Кассилӗн «Улица младшего сына», В. Катаевӑн «Цветик-семицветик», Н. Мишутинӑн «Пашкин кораблик», Н. Носовӑн «Живая шляпа», В. Осееван «Волшебное слово», «Динка», «Три товарища», А. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |