Хулара
![]() cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарти «Питомник» общество транспорчӗн чарӑнӑвне урӑх ят парасшӑн. Тӳре-шара «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет. Чарӑнӑва «Чӑвашкино» ят пама сӗннӗ. Сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӗве хулари объектсене ят паракан комиссие пӑхса тухма парӗҫ. Чылайӑшӗ «Чӑвашкино» «Кино ҫуртӗнче» вырнаҫнӑ тесе шутлать. Тен, «Питомник» ятне улӑштарсан ку пӑтӑрмах сирӗлӗ. Палӑртмалла: «Чӑвашкино» фильмсем ӳкерет, кинофестивальсем йӗркелет. 2017 ҫултанпа вӑл 20 ытла фильм ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() https://ruj.ru/news/analiz-professii-zhurnalist-na-rossiiskom-rynke-truda-10337 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен журналистсем чи пӗчӗк ӗҫ укҫи илекен виҫӗ регион шутне кӗнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кунти МИХсенче ӗҫлекенсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ илеҫҫӗ. «HeadHunter» компанин тӗпчев служби тата Раҫҫей журналистсен союзӗ «журналист» профессине тишкернӗ. Чӑваш Енре ҫак енӗпе тӑрӑшакансенчен 30 проценчӗ урӑх ҫӗре куҫса кайма хатӗр. Вӗсем Мускавпа Питӗрсӗр пуҫне Хусан пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Маларах асӑннӑ 20 пин тенкӗ шалу журналистсене тивӗҫтермест. Вӗсем вӑтамран 5 пин тенкӗ те пулин нумайрах илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Пӗр МИХра журналистсем вӑтамран 1,9 ҫул тытӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен 90 проценчӗ — аслӑ пӗлӳллӗ. Журналистсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ хушма ӗҫпе аппаланать. Журналистсенчен 71 проценчӗ — хӗрарӑмсем. Ҫав шутран 74 проценчӗ — 34 ҫула ҫитичченхисем. Арҫынсем хушшинче ку ҫулхисем — 60 процент. Ҫак цифрӑсене Чӑваш халӑх сайтне «HeadHunter Атӑлҫи» компанин пресс-секретарӗ Александра Севостьянова пӗлтернӗ. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри чи лайӑх участковӑй Тӑвай районӗнче пурӑнать. Ҫапла палӑртнӑ ЧР Шалти ӗҫсен министерстви ирттернӗ он-лайн сасӑлава хутшӑннисем. Тӑвай районӗнчи Николай Шамбулин «Народный участковый 2019» (чӑв. 2019 ҫулхи халӑх участковӑйӗ) Пӗтӗм Раҫҫейри конукрсӑн Чӑваш Енри тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енри участковӑй Раҫҫерйи конкурса хутшӑнӗ. Николай Шамбулин — полици капитанӗ. Шалти ӗҫсен пайӗнче 14 ҫул тӑрӑшать, ҫав шутран 10 ҫул ытларах — участковӑй пулса. Шамбулин участковӑй 6 ялти йӗркелӗхе тытса тӑрать. Унӑн участокӗнче 4200-е яхӑн ҫын пурӑнать. Пушӑ вӑхӑта вӑл ҫемьепе ирттерме кӑмӑлать. Инна мӑшӑрӗпе вӗсен 3 ҫулхи ывӑла, Димитрие, ӳстереҫҫӗ. Май килсенех Николай Шамбулин пулла каять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пачах урӑх маршрутпа мар-ха. Ҫапах та улшӑну пулӗ. Хула влаҫӗсем ҫакна халӑх йышлӑн ыйтнипе ӑнлантараҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, улшӑну юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пулса иртӗ. Тивӗҫлӗ хушӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссем ҫапла майпа ҫула «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ылмаштарӗҫ. Унта вӑл сӑнавлӑ мелпе ҫапларах кайӗ: Шупашкарӑн тӗп пайӗнчен кайнӑ чух вӗсем Шупашкар проспектӗнчен И.П. Прокопьев урамне сулахаялла пӑрӑнса кӗрӗҫ. Каялла хулан тӗп пайне кайнӑ чухне И.П. Прокопьев урамӗнчен Шупашкар проспектне тухӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, малалла маршрут унчченхиллех юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑра пурӑнакансене йышӑннӑ. Республика пуҫлӑхӗ патне пынисем йышӗнче Шупашкар районӗнчи Валерий Варламов та пулнӑ. Ӑна Мӑнал ялӗнчи урамсене шывпа тивӗҫтерес ыйту хумхантарать. Асӑннӑ ялти виҫӗ урамра ҫав ыйту ҫивӗч тӑрать-мӗн. Шупашкар районӗнчи ял пулнӑ май Мӑнал сарӑлсах пырать. Паян унта 204 ҫурт-мӗн, ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 50 пӳрт хута кайӗ. Мӑналсем Тимӗрҫырмари шыв башнипе усӑ кураҫҫӗ. Халӑх йышлине кура шыв ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑрать. Ҫуллахи вӑхӑтра уйрӑмах сисӗнет ҫакӑ. Республика Элтеперӗ Мӑнал арҫыннине проект-смета документацине тумаллине, экспертиза ирттермеллине ӑнлантарса панӑ. Ун валли вӑхӑт икӗ урама шыв ҫитермелле, 2021-мӗшӗнче — виҫҫӗмӗшне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта троллейбус водителӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӑн 12.24 статйин 2-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Ку статья ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене е транспорта тытса пынӑ чух ҫынсен сывлӑхне вӑтам сиен кӳрекенсене пырса тивет. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта «Пульница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар вырӑнта 1-мӗш маршрут троллейбусӗ ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑччӗ. Пӑтӑрмах 14 сехет те 38 минутра пулнӑччӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви суранланнисен йышӗ 31 ҫынна ҫитнине пӗлтерчӗ ӗнер. Шар курнисенчен 10-шӗ – ачасем. Инкек сӑлтавне прокуратура та тӗрӗслеме тытӑннӑ. Вӑл та тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх тесе калаҫҫӗ. Ҫамрӑксен юн вӗри те, вӗсенчен хӑшӗсем нимрен те хӑрама пӗлмеҫҫӗ, хӑйсене кирлӗ-кирлӗ мар чухне шухӑ тытма юратаҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ хӑйӗн водитель прави ҫуккине пӑхмасӑрах «Жигули» рулӗ умне кӗрсе ларнӑ. Пӗччен пуҫтахлансан юрӗччӗ, пӗрле тусӗ те пулнӑ. Ҫул пӑрӑнчӑкӗсенчен пӗринче машинӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем чарма тӑнӑ. Ҫавна сиссен руль умӗнчи каччӑ малалла «шӑлтарнӑ». Тепӗр ҫул пӑрӑнчӑкӗнче вӑл «Приора» машинӑна пырса ҫапӑннӑ. Инкекре 21-ри каччӑ кӑшт кӑна суранланнӑ. «Приорӑн» 23-ри водителӗ аванах аманнӑ, «Жигулинчи» 18 ҫулти пассажир вара вилмеллех шар курнӑ. Ҫапла вара пуҫтахлӑх ҫын вилӗмӗпе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() «Хальхинче эпир унчченхинчен ытларах хатӗрленнӗччӗ. 2018 ҫулта пире вуннӑмӗш мар, пинмӗш пай ҫитмерӗ. Ҫавӑ пире ҫирӗплетрӗ, Штутгарта эпир ылтӑн илме кайрӑмӑр», – тенӗ Владислав Поляшов ӗнер Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулура. Аса илтерер: арҫынсен Раҫҫейри командин йышӗнче пулнӑ Владислав Поляшов тата ҫав ушкӑн Германире нумаях пулмасть иртнӗ 2019 ҫулхи тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ. Ылтӑн медале тивӗҫнӗ ятпа маларах спортсменсене ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин саламланӑччӗ. «Раҫҫейӗн спорт гимнастикинче многоборье енӗпе эсир пуҫласа пъедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарма пултартӑр», — мухтанӑччӗ Раҫҫей Президенчӗ спортсменсен ячӗпе янӑ саламлӑ телеграммӑра. Ӗнер ЧР Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен спортсменне Михаил Игнатьев Элтепер саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре «Лидер XXI века» (чӑв. XXI ӗмӗрти ертӳҫӗ) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн республика тапхӑрӗнчи ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. «Ҫамрӑксен общество пӗрлешӗвӗсен 18-25 ҫулсенчи лидерӗ» номинацире 1-мӗш вырӑна Анна Кузьмина тухнӑ. Вӑл — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профсоюз организацийӗн пайташӗ. «Ҫамрӑксен общество пӗрлешӗвӗн 26-30 ҫулсенчи лидерӗ» — Раҫҫейри студентсен отрячӗн пайташӗ Олеся Илларионова. «Ҫамрӑксен общество пӗрлешӗвӗн 18-25 ҫулсенчи лидерӗ» — Диляра Вахитова (И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри студентсен конгресӗ). Ҫӗнтерӳҫӗсем Раҫҫейри конкурсӑн куҫӑн тапхӑрне хутшӑнӗҫ. Вӑл кӑҫалхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче иртӗ. Республикӑри конкурсӑн куҫӑн тапхӑрне 10-ӑн хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() rg.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑма унӑн банк счечӗ ҫинчен укҫа «сӑптӑрни» пирки ӗнентернӗ. Паллӑ ӗнтӗ: кун пек юмах ҫаптаракансем – ултавҫӑсем. Анчах хӗрарӑм кун пирки шутламан – суеҫӗсене 1,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫакскер полици уйрӑмне ҫитнӗ. 33 ҫултискер каланӑ тӑрӑх, палламан ҫын ун патне шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ тесе палллаштарнӑ. Хайхискер банк счечӗ ҫинчен такамсем укҫа вӑрлама хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Унтан вӑл хӗрарӑма телефон ҫине ятарлӑ сарӑм лартма, ҫывӑхри банка кайса счет ҫинчен укҫине илме ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫав укҫана арҫын ют счет ҫине хуртарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |