Раҫҫейре
![]() "Лучше всех!" видео скринӗ Ӗнер, юпан 20-мӗшӗнче, «Лучше всех!» (чӑв. «Пуринчен те лайӑхрах!») кӑларӑм черетлӗ хут экран ҫине тухрӗ. Хальхинче унта Шупашкарта пурӑнакан Макар Семенов ҫынсене тӗлӗнтерчӗ. Макар 3 ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл пулӑсем пирки тепӗр ҫынран та ытларах пӗлет. Арҫын ача каланӑ тӑрӑх, вӑл пулӑ тытма юратать. Ашшӗ вара ҫапларах ӑнлантарать: ача ӗметленме кӑна юратать, ку таранччен вӑл пула тытман, шуйсене ҫес пуҫтарнӑ. Макар тӑватӑ чӗлхе пӗлет: акӑлчанла, испанла, малазийла тата финла. Шупашкар ачи куракансене пулӑсем пирки мӗн пӗлнине каласа кӑтартнӑ. Максим Галкин телеертӳҫӗ ӑна тинӗс чӗрчунӗсене сӑнланӑ видео кӑтартнӑ, Макар вара вӗсен ячӗсене каласа пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула юсани чылай ҫыншӑн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Ара, тавран ҫаврӑнса ҫӳреме тивет-ҫке-ха. Аса илтерер: реконструкци авӑн уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Ҫак кунсенче комисси ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ. Унта Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ҫитнӗ. «Иккӗленӳ ҫук: машинсене ку ҫулпа ҫулталӑк вӗҫлениччен ярӑпӑр», - тенӗ сити-менеджер. 2020 ҫулта Ашмарин урамӗнчен пуҫласа Канаш ҫулӗ таран юсӗҫ. Унта полосасен шутне ултта ҫитересшӗн, магистральпе ҫумӑн тротуар тӑвӗҫ, ҫутӑсем лартӗҫ, светофор тата ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сайтри сӑн Китайри Шанхай хулинче ачасен таварӗсен тата теттисен China Toy Expo 2019 куравра Чӑваш Енри теттесем те ҫитнӗ. Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ҫӗнӗ бренд – резин мечӗксем – кӑтартнӑ. Вӗсене трафаретпа сӑрланӑ. Шанхайри курава Китайри тата ют ҫӗршыври пӗрремӗш класлӑ 2500 ытла тетте илсе килнӗ. Шанхайри предприяти ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри мечӗксене Китайри, Аслӑ Британири, Индири, Японири тата Индонезири ҫынсем килсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР ШӖМӗн Улатӑр районӗнчи пайӗн сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑр районӗнчи пайне хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Усал хыпара илсе ҫитерекенни — 62-ри хӗрарӑмӑн хӗрӗ. Хӗрарӑм Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче пурӑнаканскер иккен. Амӑшӗ килте ҫуккине хӗрӗ асӑрханӑ. Кӳршӗ ялта пурӑнаканскер шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 13-18-мӗшӗсенче ҫухалма пултарнӑ. Ял ҫыннисем ӑна юпан 14-мӗшӗнче курнӑ. Хӗрарӑма Улатӑр районӗнчи мӗнпур йӗрке хуралҫисем, сунарҫӑсем, ҫынсем шырама пикеннӗ. Шывсӑр тата апатсӑр халтан кайнӑ хӗрарӑма вӑрманта, Первомайски поселокӗнчен 1,5 километрта, ӗнер асӑрханӑ. Вадим Элюков участковӑй, пуҫиле шырав пайӗн оперуполномоченнӑйӗ Александр Тюгашкин тата полицин лейтенанчӗ Ильдар Маннанов аякран хӗрлӗ тутӑр курнӑ. Хӗрарӑм сивӗ ҫӗр ҫинче выртнӑ. Вӑл хускалайман та. Хӗрарӑма пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Александр Степанов чӑваш чӗлхи ҫинчен каласа парать Паян Шупашкарта XXIV чӗлхе фестивалӗ иртрӗ. Вӑл ҫулсерен иртет. Йӗркелӳҫӗсен йышӗнче педагогика университечӗ (вӗсем патӗнче пухӑнаҫҫӗ), «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхе шкулӗ, «Хавал» пӗрлӗх, Чӑвашри эсперанто ассоциацийӗ. Яланхи пекех чӗлхе фестивалӗ питӗ тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ — хӑнасем нумай-нумай чӗлхесемпе паллашрӗҫ. Лекцисем пӗр харӑс 17 аудиторире иртрӗҫ. Сӑмах май, чӗлхесем тӗрлӗрен пулчӗҫ — чӑвашсемпе юнашар пурӑнакан ҫармӑссемпе ирҫесенчен пуҫласа инҫетри корейсемпе китайсен чӗлхисемпе те паллашма пулатчӗ. Паллах, фестиваль чӗлхесем вӗренмелли вырӑн мар — ун тӗллевӗ: тӗнчен тӗрлӗ енлӗхне кӑтартса парасси. Ҫавӑнпа та лекторсем ытларах чӗлхесенчи кӑсӑк енӗсене кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Чылайӑшӗ вӑл вӑхӑтрах — инҫетрен килнӗ хӑнасем. Сӑмахран китай чӗлхипе паллаштаракансем йышлӑн пулчӗҫ. Чӑваш чӗлхипе Александр Степанов паллӑ вӗрентекен паллаштарчӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарта инкек пулса иртнӗ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, рабочи тӑхӑр хутлӑ ҫурт ҫивиттинчен персе аннӑ. Инкек пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Мускав районӗнчи прокуратурӑра тӗрӗслев пуҫарнӑ. Надзор органӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Рабочисем Эльмен урамӗнчи 22-мӗш ҫурт ҫивиттине юсанӑ. Арҫынсенчен пӗри ҫурт тӑрринчен йӑтӑнса аннӑ. Йывӑр суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Инкек вырӑнне прокуратурӑра ӗҫлекенсем, РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тата полицейскисем пырса ҫитнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Озон» тулли мар яваплӑ общество (вӑл — управляющи компани) уйрӑм усламҫӑпа килӗшӳ тунӑ. Уйрӑм усламҫӑн ҫурт ҫивиттине юсамалла пулнӑ. Ҫав ӗҫре тӑватӑ рабочи тимленӗ, вӗсенчен пӗри шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() bash.news сайтри сӑн Вӑрнар районӗнчи Шӗнер Ишек ялӗнче пурӑнакан Татьяна Краснова виҫӗмкун, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, килтен тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине никам та пӗлмест, ӑна тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Ку таранччен вӑл киле килсе курӑнман. Татьяна Краснова 60 ҫулта. Килтен кайнӑ кун вӑл тӗттӗм кӑвак тӗслӗ фуфайка, ҫавӑн тӗслех джинс шӑлавар, кӑвак атӑ-дутик, калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӗрарӑм 164 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ кӑвак. Татьяна Красновӑна курнӑ ҫынсене 8 (905) 343-50-33, 8 (800) 700-54-52 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() tatar-inform.ru сайтри сӑн Роспотребнадзор апат-ҫимӗҫ лавккисене тӗрӗслевпе тухнӑ. Хальхинче сентресем ҫинчи аш-какай пахалӑхне пӑхнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, сысна тата ӗне какайӗсенчен хатӗрленӗ продукцире (кун пирки маркировкӑра ҫырнӑ) чӑхӑн ДНКине тупса палӑртнӑ. Требованисемпе килӗшсе тӑман продукцие сутуран илнӗ. Пӗтӗмпе 200 ытла килограмм какай сентресем ҫинчен илсе кайнӑ. Палӑртмалла: Роспотребнадзор кӑҫалхи 9 уйӑхра лабораторире аш-какайӑн 900 пробине тӗрӗсленӗ. 64 ҫурмафабрикат гигиена нормативӗсемпе килӗшсе тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн администрацийӗ социологи тӗпчевӗ ирттерме палӑртнӑ. Теми «Чӑваш Енри обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ» ятлӑ. Ҫавна май администраци аукцион ирттерет. Малтанхи хак – 1 миллион та 190 пин те 667 тенкӗ. Аукцион юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчикӑн килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 10 кунра республикӑри ҫынсем патне шӑнкӑравласа ыйтӑм ирттермелле. Вӗсен 75 процент - кӗсье телефонӗ, 25 процент стационар телефонӗн номерӗсемпе усӑ курмалла. Ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӗве ЧР Элтеперӗн администрацине раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗччен памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Наци телевиденийӗ ӳкернӗ видео скринӗ Канашри Симӗс урамӗнчи 9-мӗш «а» ҫуртра пурӑнакансем, амӑшӗпе ачисем тата ватӑ ашшӗ-амӑшӗ, килте пулман. Вӗсем таврӑнсан ҫакӑн пек ӳкерчӗк курнӑ: пӳрте ишсе антарнӑ. Мӗн япали ку? Рабочисем йӑнӑшпа ишсе антарнӑ-мӗн. Чӑннипе вӗсен кӳрши ҫурта сӳтмелле пулнӑ. Ӑна авариллисен йышне кӗртнӗ, пурӑнакансене урӑх ҫӗре куҫарнӑ. Ку пӑтӑрмах пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ: ку ҫурт та пурӑнма юрӑхсӑр иккен. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫемьене черетсӗрех хваттер панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |