Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехет те 38 минутра Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче троллейбус ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ еннелле пынӑ, «Больница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар ҫутӑ юпи ҫине пырса кӗнӗ. Авари вӑхӑтӗнче троллейбусра 50-50 ҫын пулнӑ. 15 сехет те 36 минут тӗлне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 ҫын аманнӑ, ҫав шутра – 7 ача. Тепӗртакран, 16 сехет те 12 минут тӗлне, аманнисен йышӗ 25-е ҫитнӗ, вӗсенчен 7-шӗ – ачасем. Вӗсене пурне те пульницӑна тӗрӗслеме илсе ҫитернӗ. Тепӗр ҫур сехетрен аманнисен йышӗ хушӑннӑ: 26 ҫын. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 1997 ҫулта ҫуралнӑ водитель пулнӑ. Халӗ авари сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() http://ru.esosedi.org сайтри сӑнӳкерчӗк Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен Федерацин пассажир компанийӗ Мускавран Петрозаводска хутлакан ҫӗнӗ маршрут уҫӗ. Унта пуйӑс Питӗр тата Сортавалу урлӑ кайӗ. Хальхи вӑхӑтра «Карели» фирма пуйӑсӗ «Мускав—Петрозаводск» маршрутӑа хутлать-ха. Кӑҫалхи раштавӑн 3-мӗшӗнчен унта икӗ хутлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Раштавӑн 2-мӗшӗнчен уҫӑлакан рейс Мускаври Ленинград вокзалӗнчен 16:00 сехетре хускалӗ, Петрозаводска тепӗр кунхине 12:10 сехете ҫитӗ. Карелин тӗп хулинчен пуйӑс 14:10 сехетре хускалса ҫӗршывӑн тӗп хулине 10:16 сехетре ҫитӗ. Пуйӑс Тверь, Чудово, Питӗр (Ладога вокзалӗ), Белоостров, Зеленогорск, Выборг чарӑнусенче, Хийтола, Элисенваар, Яккима, Сортавала, Хелюля, Маткаселькя, Янисъярви, Суоярви, Новые Пески, Эссойла, Чална станцисенче чарӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти ачасем васкавлӑ пулӑшу музейӗнче пулнӑ, васкавлӑ пулӑшу бригадисен ӗҫне йӗркелесе тӑракан оперативлӑ пай ӗҫӗпе паллашнӑ. Реаниматологсем Симуляци центрӗнче ӑсталӑх сехечӗсем ирттернӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинипе те ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ. «Республикӑн синкер медицини тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ» хысна учрежденийӗнче нумаях пулмасть шкул ачисен икӗ ушкӑнӗ пулнӑ. Тӑваттӑмӗш тата ҫиччӗмӗш классенче вӗренекенсем музея та кӗрсе курнӑ, хальхи вӑхӑтри оборудованипе те паллашнӑ. Вӗсене дефибрилляторсем те, Жане тимӗр шприц та, йывӑҫ тонометр та, унчченхи пысӑк раци те кӑсӑклантарнӑ. Экскурсие, сӑмах май, кирек кам та каяйрать. Анчах маларах систерсе хумалла. Телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 23-55-95, 23-55-72. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Победа» лоукостер ют ҫӗршывсенчен вӗҫекен рейссенче билет хакне 40 процент ӳстерӗ. Е 25 евро. Хак хӗллехи навигаци пуҫлансан, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ хыҫҫӑн, хӑпарӗ. «Победа» компани ют ҫӗршывсенчи аэропортсенче клиентсене регистрациленӗшӗн малтан уйрӑм тӳлеттернӗ. Мускаври транспорт прокуратури авиакомпани тӗлӗшпе суда ҫитнӗ. Лоукостера вӑл ют ҫӗршывсенчи стойкӑра регистрациленнишӗн пассажирсене тӳлеттерме чарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ют ҫӗршывсенчи аэропортсем пассажирсем регистрациленнишӗн авиакомпанисене илеҫҫӗ. Вӑтамран 25 евро (паянхи курспа 1800 тенкӗ). Ҫавна май авиакомпани ҫав тӑкака билет хакне кӗртӗ. Пӗлтӗрхи хӗлле авиабилет хакӗ вӑтамран 4500 тенкӗ тӑнӑ. Апла хак 40 процент ӳсӗ. Халӗ «Победа» 28 направленипе вӗҫет: иккӗ – Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫне, пӗрре – Армение (Гюмри), ыттисем – Европӑпа Турцие. «Победа» билечӗсем йӳннине кура ытти авиакомпани те хака чакарма тӑрӑшать. Авиабилетсене лоукостер хаклатнине кура ытти авиакомпани те хака ӳстерессине тавҫӑрма йывӑр мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Вечерняя Москва» хаҫатра Михаил Ефремов актерпа интервью пичетленнӗ. Унта вӑл тем пирки те хуравланӑ. Ҫав шутра чӑвашран тухни ҫинчен те. «Миҫере чухне Миша Ефремов хӑй вырӑс маррине пӗлнӗ?» — ыйтнӑ унран журналист. «Эп хама вырӑс тесе нихӑҫан та питех шухӑшламан. Эп хама ҫын тесе шухӑшланӑ. Эп хам чӑваш пулнине 11 ҫула ҫитиччен пӗлнӗ», — хуравланӑ актер. Хӑйне журналист мӑкшӑ-ирҫе йӑхӗнчен те тесен Михаил Ефремов ашшӗ енчен тесе уҫӑмлатнӑ. «Анне енӗпе — чӑваш. Унран та ытларах, Библие чӑвашла куҫарнӑ Иван Яковлев йӑхӗнчен. Вӑл Илья Ульяновӑн, Ленин ашшӗн, ҫумӗ пулнӑ. Ку вӑл пирӗн ҫемье мӑнаҫлӑхӗ», — тивӗҫлипе хуравланӑ актер. Эсир чӑвашсем еплерех, чӑваш маррисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑратӑр ыйту хуравӗпе те паллашма кӑсӑклӑ. «Ну, пӗрремӗшӗнчен, эпир тӗне кӗнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, эпир пысӑк пит ҫӑмартиллӗ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, эпир ырӑ. Пӗтӗмӗшле, эпир чи лайӑххисем», — ҫирӗппӗн хуравланӑ актер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар хулин прокурорӗ пулма Андрей Бельские ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑн пирки Раҫҫей генпрокурорӗ ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хушу алӑ пуснӑ. Андрей Бельский — юстицин аслӑ канашҫи. Вӑл 1969 ҫулта Сарту облаҫӗнче ҫуралнӑ. 1987—1989 ҫулсенче хӗсметре пулнӑ. Сартури патшалӑхӑн право академийӗнче вӗреннӗ. 1994 ҫулта ӑна Чӑваш Ен прокуратурин тытӑмне ӗҫе вырнаҫнӑ. Ун чухне вӑл Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокуратурӑра следовательте тӑрӑшма тытӑннӑ. Каярах унта прокурор пулӑшуҫи, аслӑ пулӑшуҫи, ҫумӗ пулнӑ. Пӑрачкав район, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин прокурорӗ пулса ӗҫленӗ. 2015 ҫултанпа вӑл Шупашкарти Калинин район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ. Аса илтерер: маларах Шупашкар хулин прокуратурине йӗркелеме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш патшалӑх филармонине юсамалли конкурса пӗтӗмлетнине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта пурӗ 3 компани хутшӑннӑччӗ. Вӗсенчен ҫӗнтерӳҫӗ тесе «Просперити» тулли мар обществӑна йышӑннӑччӗ. Контракт хакӗ — 213 миллион тенкӗ. «Просперити» тулли мар яваплӑ общество контракт хакне 215 миллион тенкӗрен 2 миллион тенкӗ чакарнӑ. Ӗҫе конкурс ҫӗнтерӳҫин 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемеллеччӗ. Халӗ Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ аукциона пӑрахӑҫланӑ. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе «Стройиндустрия» тулли мар яваплӑ общество килӗшмен. Аса илтерер: аукцион саккасҫи — Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци музейӗ «Амазонки поколения Z» (чӑв. Z ӑрури амазонкӑсем) сӑнӳкерчӗксен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Музейҫӑсем ӑна «Амазонки донских степей» (чӑв. Дон тӑрӑхӗнчи ҫеҫенхирхсенчи амазонкӑсем) курав иртнӗ май йӗркеленӗ. Конкурса хутшӑнакансен курав экспоначӗсем тӗлӗнче ӳкерӗнмелле пулнӑ. Сӑнӳкерчӗке музейӑн тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнӗнчи фотоальбомра вырнаҫтарма тивнӗ. Ӳкерӗннӗ чух бутафори хӗҫ-пӑшалӗпе: сӑнӑллӑ ухӑпа, авалхи салтаксен хӗҫӗпе тата сӑнӑпа — усӑ курма ирӗк панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗне тӗнче тетелӗнчи сасӑлав урлӑ палӑртнӑ. Мария Самделова 102 сасӑ пухса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, 55 сасӑллӑ Анна Казакова – иккӗмӗш, 41 сасӑллӑ Людмила Чулахова — виҫҫӗмӗш. «Ҫамрӑк амазонка» — Елизавета Мершина, «Амазонкӑсен тусӗ» — Илья Мершин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта халиччен йӗркелемен «ЭРЕШ» орнамент-фест пуҫласа иртӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 18-19-мӗшӗсенче пулӗ. Культура мероприятине «РОДИНА. НАСЛЕДИЕ» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв. Эткерлӗх) фондпа Чӑваш наци музейӗ РФ Культура министерстви, Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствисем пулӑшнипе йӗркелӗҫ. «ЭРЕШ» орнамент-феста халӑх промыслисене тата ремёслисене сарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта тӗрӗ ӑстисем, тӑмран тӗрлӗ япала хатӗрлекенсем, художниксем, дизайнерсем тата ыттисем пухӑнӗҫ. Чӑваш Енрен кӑна мар. Ют регионсенчен те. Хӑнасем Чӑваш наци музейӗн эсконачӗсемпе те паллашайӗҫ. Орнамент-фест вӑхӑтӗнче фольклор ушкӑнӗсем те хӑйсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев прессӑра ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ. Ҫакна эпир республикӑри ятлӑ-сумлӑ журналист Александр Белов Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Вӑл вара — Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнинчен. Чӑн та, «Михаил Игнатьев регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен журналистсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Уҫӑ тӗлпулӑва паян регионти МИХсенче тӑрӑшакан 20 ҫын пуҫтарӑннӑ. Журналистсем тӗрлӗ актуаллӑ ыйтусене хускатнӑ, вӗсене республика Пуҫлӑхӗ тӗплӗ хуравсем панӑ», — ӗнентернӗ Элтеперӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче. Ҫак хыпарӑн вырӑсла версийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, тӗлпулӑва «ертсе пыракан» МИХсенче тӑрӑшакансем хутшӑннӑ. Александр Белов хӑй ӗҫлекен «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата йыхравламаннине пӗлтернӗ. Журналист хайхи МИХсем тӗлпулу пирки ӗнерех хыпарламаннинчен тӗлӗннӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК ҫеҫ кӗске репортаж кӑтартнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |