Апат-ҫимӗҫ
![]() www.pinterest.ru сайтри сӑн Чӗмпӗрте туса кӑларнӑ чӑкӑтри выльӑх ҫӑвне ӳсен-тӑран ҫӑвӗпе улӑштарнине тупса палӑртнӑ. Чӑкӑтсене Канашри тата Шупашкарти суту-илӳ точкисенче тӗрӗсленӗ. Россельхознадзорӑн Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑкӑтра маркировкӑра палӑртман япаласем тупнӑ. Вӗсене ҫак сырсенче тупнӑ: «Пашехонский», «Российский», «Голландский». Вӗсенче фитостеринсем пур-мӗн. Чӑкӑта туса кӑларакан предприяти патне предписани янӑ – унӑн чӑкӑтӑн ҫак тӗсӗсене кӑларма пӑрахмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() pol23.spb.ru сайтри сӑн Ыран, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, республикӑри пульницӑсенче Пӗрлехи диспансеризаци кунӗ иртӗ. Ҫак кун кӑмӑл пур тӑк – участковӑй тухтӑр патне ҫитӗр, сывлӑха тӗрӗслеттерӗр. Диспансеризаци вӑхӑтӗнче тухтӑр сывлӑх тӗлӗшӗнчен кӑлтӑксем тупса палӑртать тӗк пациента тӗплӗнрех тӗрӗсленме ярать. Эсир ҫуралнӑ ҫула кура вӑхӑтра диспансеризаци тухаймарӑр-и? Апла профилактика медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма пултаратӑр. ЧР Сывлӑх сухлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран тухтӑрсем пациентсене иртен пуҫласа кӑнтӑрлаччен йышӑнӗҫ. Каласа хӑварар: Пӗрлехи диспансеризаци кунӗ чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тата раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 59.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан амӑшӗ суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна 18 ҫул тултарман хӗрне хӗненӗшӗн айӑпласшӑн. Ӗҫе Улатӑр районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, амӑшӗ хӗрне пӗрре мар хӗненӗ. Хӗрача халӗ 14 ҫулта. Пуҫиле ӗҫре вара ӑна 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче, 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче, кӑҫал ҫу уйӑхӗнче хӗненине палӑртнисем пур. Ҫакна ача хӑй калани, кӳнтеленсем пӗлтерни, судмедэкспертиза ҫирӗплетеҫҫӗ. Палӑртмалла: ачан ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлнӑ, хӗрача халӗ ашшӗпе пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти Чайкин тата Лермонтов урамӗсенче пурӑнакансем Мускав район администрацине пӗлтӗрех пӗлтернӗ: ҫула юсамалла. Халӗ Октябрь ҫулӗнчен пуҫласа Кошевой урамӗ таран хытӑ сийлӗ ҫул сараҫҫӗ. Ӑна пуҫаруллӑ бюджетировани мелӗпе пурнӑҫлаҫҫӗ. Укҫа-тенкӗн пӗр пайне ҫынсем хӑйсем пухнӑ. Ӗҫ хакӗн смети 2 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Ҫак урамсенчи харпӑр ҫуртсене пурӑнакансем вара пӗр пайне – 213 пин тенке – хӑйсем пухнӑ. Ку программӑпа усӑ курма йывӑр мар. Халӑх малтан пуху ирттерсе мӗнле ӗҫсем пурнӑҫламаллине сӳтсе явать. Ҫынсем ӗҫ хакӗн 10-15 процентне хӑйсем пухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Анна Быстрова сумлӑ юбилейне – 100 ҫулне – паллӑ тунӑ. Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ юбиляра саламлама килнӗ, РФ Президенчӗ Владимир Путин янӑ саламлӑ ҫырӑва тыттарнӑ. Анна Быстрова Тверь облаҫӗнче 1919 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкулта 5 класс вӗренсен вӑл Ржев хулине тухса кайнӑ, унта ҫар савутне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан савута Улатӑра куҫарса килнӗ. Ҫапла майпа Анна Быстрова Чӑваш Ене лекнӗ. Кинемей – тыл ӗҫченӗ. Ӑна «1941-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ лапама юсанипе пуҫлӑхсем вырӑна тухса паллашнӑ. Хӗрлӗ лапама тата Шупашкарти кӳлмеке «Чувашия – сердце Волги» (чӑв. Чӑваш Ен — Атӑл чӗри) кластера тунӑ май юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Вырӑна тухса ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Елена Чернова, Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов, подряд организацийӗсемпе структура подразделенийӗсен пайташӗсем пуҫтарӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра подрядчик ҫул сарать. Асфальт вырӑнне гранит плитки хуртарнӑ. Лапамра ҫывӑх вӑхӑтра ҫутӑ музыка фонтанӗ тата велосипедпа ҫӳремелли меллӗ ҫулсем пулӗҫ. Ачасемпе аслисене канмалли вырӑнсем йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн йышӑнӑвӗпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткине Валентина Ивановӑна ҫӗршыв ертӳҫин Тав хучӗпе чыслӗҫ. Ӑна культурӑпа ӳнере аталантарнӑшӑн хавхалантарас тенӗ. Валентина Иванова 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Валентина Иванова паян та унта ӗҫлет. Утӑм хыҫҫӑн вӑл пултарулӑхне туптанӑ. 1991 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки», 2003 ҫулта «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ятсем панӑ. Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви Валентина Ивановӑна пысӑк чыса тивӗҫнӗ ятпа саламлать. Артисткӑн мӑшӑрӗ Иван Иванов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче артистра тата режиссерта ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Пилӗк пӑтлӑ юрату» премьерӑна йыхравлать. Спектакле Антон Чеховӑн «Чайка» пьеси тӑрӑх лартнӑ. Режиссер-постановщикӗ, сценографӗ тата тумтирсен художникӗ, хайлава чӑвашла куҫараканӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Спектакльти ӗҫсем Петр Сорин (рольте — Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Сергеев) килӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ирина Аркадина (Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Елизавета Хрисанфова) — актриса. Вӑл хӑйӗн тӑванӗ патӗнче ывӑлӗпе, Константин Треплевпа (Василий Иванов) тата Борис Тригорин беллетристпа (Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Петр Садовников). Константин Треплев хайлавсем ҫырать. Улпутсен ҫуртӗнче пуҫтарӑннисем Константин пьесине пӑхасшӑн. Унта Нина Заречная (Оксана Драгунова) вылямалла. Вӑл — пуян помещиксен хӗрӗ. Константин ӑна юратать. Анчах вӗсен шӑпи телейлӗ пулӗ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() biz.liga.net сӑнӳкерчӗкӗ Кӗвӗҫнипе ҫын вӗлернӗ хӗр тӗлӗшпе Шупашкарта приговор вуланӑ. Шупашкарти Калинин район сучӗ 17 ҫулти хӗре РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пике Шупашкарти Гастелло урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче тепӗр хӗре вӗлернӗ. 1993 ҫулта ҫуралнӑскере вӑл чӗри тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Сурана пула хӗр вилнӗ. Айӑпланакан хӗр хӑй йӑнӑшне йышӑннӑ. Приговор кӑларнӑ чух суд хӗрӗн ҫулӗ ҫитменнине, кӳнӗ сӑтӑрӑн пӗр пайне саплаштарнине, айӑплава йывӑрлатмалли сӑлтавсем пулманнине кура ӑна юсанмалли колоние 6 ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Патшалӑх енчен айӑплавҫӑ пулса Чӑваш Енӗн прокурорӗн ҫумӗ Александр Кондратьев хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх художество музейӗ «Сын Чувашии Андриян Николаев» (чӑв. Чӑваш Ен ывӑлӗ Андриян Николаев) курав йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Экспозицие паллӑ художниксен, скульпторсен: Николай Овчинниковӑн, Александр Лактионовӑн, Никита Сверчковӑн, Лев Кербелӗн тата Юрий Ксенофонтовӑн, Элли Юрьевӑн — ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Унтах графика ӑстисен: Станислав Ивановӑн, Виктор Ступинӑн, Анна Бубнован, Николай Карачарсковӑн — пултарулӑхӗпе паллашма май пур. Андриян Николаева пула пӗтӗм тӗнче Чӑваш Енпе чӑвашсем ҫинчен пӗлнӗ. Экспозиципе Шупашкарти 10-мӗш вӑтам шкулта (вӗренӳ учрежденийӗ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗпе хисепленет) вӗренекенсем паллашнӑ та ӗнтӗ. Экспозици раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |