Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн те вӗҫленсе пырать. Ҫанталӑк вара халӗ нормӑран 5-7 градус сивӗрех. Анчах кулянмалли сӑлтав ҫук: юпа уйӑхӗ ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланать. Канмалли кунсенче ҫумӑр ытлах ҫумӗ, ҫил лӑпланӗ. Хӗвел те пӑхма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла термометр 6-11 градус кӑтартӗ. Тунтикун вӑрӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил кӑнтӑртан вӗрӗ. Урамра самаях ӑшӑ пек туйӑнӗ. Юпан 1-мӗшӗнче ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӗрӗ. Аслати те авӑтма пултарать. Сывлӑш температури 10-15 градус таран ӑшӑнӗ. Эрне варринче тинех «ылтӑн кӗркунне» ҫитӗ, 20 градус таранах ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 73.rodina.news сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри предприятисем промышленноҫа цифра ҫине куҫарма хыснаран укҫа илме пултараҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци порлитикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтерет. Тупрана федераци хыснинчен уйӑраҫҫӗ. Субсиди цифра платформисемпе программа продукчӗсем хатӗрлесе тӑкакланнин пайне саплаштарма кайӗ. Укҫана пысӑк технологиллӗ промышленность продукцине туса илме хатӗрленӗ проектсем валли уйӑраҫҫӗ. Кунта робот тата сенсорика компоненчӗсемпе, нейтротехнологисемпе, искусствӑлла ӑс-тӑнпа, пӑралуксӑр ҫыхӑнупа, виртуаллӑ тата квант технологийӗсемпе усӑ курнине кӗртме пулать. Субсиди виҫи тӑкаксен 50 процентӗнчен иртмӗ. 2018 кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пурнӑҫланӑ проект пулмалла. Заявкӑсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон: +7 (495) 870-29-21 (хушма номер 22575). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленнине тунтикун Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Михаил Васильевич ӗҫлӗ хута йӗркелесе ҫитермеллине палӑртнӑччӗ. Паян вара Элтепер хушӑва алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗрен йышӑннӑ документ сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, культурӑна, спорта, общество инфраструктурине пырса тивӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хушӑвне пурнӑҫлама ҫитес ҫул республика хыснинчен 3,4 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Хушӑва пурнӑҫа кӗртессишӗн Чӑваш Ен Правительстви тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем яваплӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарти икӗ ача пахчи психологипе педагогика, методика, ачаллӑ ҫемьесене консультативлӑ пулӑшу парас енӗпе пурнӑҫламалли мероприятисене хута ямашкӑн субсидие тивӗҫӗ. Укҫа-тенке 7-мӗш тата 203-мӗш ача пахчисене парӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем субсидие «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнсе илнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ача пахчисене 4,28-шар миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри кӗрешӳҫӗсем Португалинчи Одивелаш хулинче иринӗ тухӑҫ кӗрешӗвӗн тӗнче чемпионатӗнчен тата ӑмӑртӑвӗнчен 4 медальпе таврӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Спорт министерстви пӗлтернӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Чӑваш Енрен тӑватӑ спортсмен: Александр Аввакумов, Александр Максимов, Богдан Авдеев тата Виктор Фомиряков — кӗнӗ. Сетоканӑн чи сумлӑ енӗпе, кумитэ мелӗпе, кӗрешсе Шупашкарти «Будокан» клуб воспитанникӗ Александр Аввакумов ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Уйрӑм зачетра Александр кумитэ енӗпе кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. 16-17 ҫулсенчи каччӑсен йышӗнче Виктор Фомиряков пулнӑ. Асӑннӑ ушкӑн та ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Чи ҫамрӑк ушкӑнра, 14-15 ҫулсенчисем хушшинче, ката енӗпе Александр Максимов мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() shkolazhizni.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пӗр кунра пӗр ялта пурӑнакан икӗ ҫын вӑкӑртан шар курнӑ. Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Элмен Сунар ялӗнче икӗ хӗрарӑм суранланнӑ. Пӗрне вӑкӑр тӗкнӗ. Ҫав кун ирхине уйра 8 сехетре выльӑх хӗрарӑма тапӑнса тӗкнӗ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫав кунах 12 сехет те 35 минутра тепӗр хӗрарӑм, 52 ҫултискер, вӑкӑра вӗренпе ҫавӑтса пынӑ. Вӗрен ӑнсӑртран хуҫине ҫакланнӑ. Выльӑх ӑна ҫӗр тӑрӑх сӗтӗрнӗ. Хӗрарӑман пуҫӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ, тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Берлинта чӑвашсен иккӗмӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Ӑна унччен кӑҫалхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче пухнӑччӗ. Тӗл пулӑва пуҫараканӗ — нимӗҫ журналисчӗ Ян Шредер, мероприятие йӗркелекенӗсем – маларах асӑннӑ Ян Шредер тата Виктор Чугаров. Виктор Чугаров режиссер-документалист Фейбсукра пӗлтернӗ тӑрӑх, курнӑҫу хальхинче килти пек хӑтлӑ иртнӗ. Чӑваш Енӗн Германин тӗп хулинчи штаб-хваттерӗ евӗр туйӑннӑ. Тӗлпулӑва хутшӑннисем хушшинче Германие Шупашкартан куҫса кайнисем те, Ерӗнпур облаҫӗнчен тухса кайнӑ чӑвашсем те пулнӑ. Тӗлпулупа Виктор Чугаров «Чӑваш чӗлхи» ҫӗнӗ фильмра паллаштарма шантарнӑ. Ӑна режиссер-документалист 2020 ҫулта Шупашкарта кӑтартасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Тулӑри Елена Сафиева ӳнерҫӗ Чӑваш патшалӑх художество музейне сивӗ фарфортан хатӗрленӗ керамикӑран хатӗрленӗ чечек ҫыххи парнеленӗ. Сивӗ фарфортан чечексем ӑсталакан керамика флорисчӗн музейра маларах «Диалог цветов» (чӑв. Чечексен пуплевӗ) курав ӗҫленӗ. Курав хупӑнас умӗн художник Левитан натюрмортне тӗпе хурса хатӗрленӗ чечек ҫыххине парнеленӗ. Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, музейра ӗҫлекенсем ӗҫе Левитан художникӑн ӳкерчӗкӗпе юнашар вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ. Анчах хальлӗхе музейри вырӑс тата ют ҫӗршыв ӳнерӗн пайӗнче реконстуркци пырать. Юсав ӗҫӗсене вӗҫлесен Елена Сафиеван парни сумлӑ музейра хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне тупӗ. |
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Тип Тимеш ялӗ ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: авари аванӑн 9-мӗшӗнче пулнӑ, автобус ҫине «Тойота» кӗрсе кайнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн шкул автобусӗ кювета чӑмнӑ. Аварире автобус водителӗ тата салонри икӗ ача шар курнӑ, вӗсене пульницӑра пулӑшу панӑ. Аварире «Тойота» водителӗ, 52 ҫулти арҫын, айӑплӑ тесе палӑртнӑ. Вӑл юраман вырӑнта шкул автобусӗнчен иртсе кайма пуҫланӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн шкул автобусӗн водителӗ те айӑплӑ пулни палӑрнӑ. Вӑл шкул директорӗ ҫирӗплетнӗ маршрутпа кайман-мӗн. Ҫитменнине, автобусра маршрут программи, ачасен списокӗ, вӗсем ӑҫта пурӑннине кӑтартакан хут, вӗсен саккунлӑ представителӗсен телефон номерӗсем пулман. Ҫавна май шкул автобусӗн водителӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Шкул директорӗ тата Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, унта айӑплӑ ҫынсене дисциплинарлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "ПТРК" тунӑ видео скринӗ Шупашкара Мускав хирургӗ Евгений Зорин килнӗ. Вӑл хырӑмлӑха резекци тумалли операципе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ку операци мӑнтӑр ҫынсене кирлӗ, вӗсем начарланаймаҫҫӗ пулсан вӑл шӑпах пулӑшӗ. Пирӗн республикӑра ку таранччен кунашкал операци туман-ха. Ку – пӗрремӗш. Пӗр хӗрарӑм мӑнтӑр, ниепле те начарланайман. Тухтӑрсем ӑна кунашкал операци ирттерме сеннӗ, вӑл килӗшнӗ. Евгений Зорин Шупашкар пульницинче кунашкал икӗ операци тунӑ. Хырӑмлӑха резекци туни мӗн-ха вӑл? Хирург хырӑмлӑхран 1 сантиметр диаметрлӑ ҫӳхе ҫанӑ тӑвать, хырӑмлӑх 10 миллилитр ҫеҫ тӑрса юлать, ыттине касаҫҫӗ. Ҫапла майпа пациент сахалрах ҫиме тытӑнать, начаранать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |