Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
riafan.ru сайтран илнӗ сӑн
riafan.ru сайтран илнӗ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 4-мӗшӗччен республикӑра 71 ҫын сӑвӑс кӗрсе ларнӑран пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсенчен 18-шӗ – ачасем. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.

Ведомство пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ҫынсенчен кӑларнӑ 178 сӑвӑса тӗпченӗ. Тӑваттӑшӗнче энцефалит вирусне тупнӑ, тӑхӑрӑшӗнче – боррелиоз.

Палӑртмалла: кӑҫал пӗтӗмпе 1872 ҫын сӑвӑс кӗрсе ларсан пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 909-шӗ – Шупашкар ҫыннисем. Асӑрханӑр: сӑвӑссем халӗ те пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59453
 

Республикӑра
mchs-info.ru сайтран илнӗ сӑн
mchs-info.ru сайтран илнӗ сӑн

Чӑваш Енре оперативлӑ службӑсене васкавлӑ чӗнмелли тытӑм ӗҫлесе кайнӑ. Унта «112» номерпе шӑнкӑравламалла. Унччен ку тытӑм тест режимӗнче кӑна ӗҫленӗ.

Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен республикӑра васкавлӑ службӑсене 112 номерпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Шӑнкӑрав кирек мӗнле телефонран та каять: стационарлинчен те, мобильникрен те. Счет ҫинче укҫа ҫук пулсан та, СИМ-карта лартмасан та шӑнкӑрав каять. Ку – тӳлевсӗр.

112 номерпе шӑнкӑравласа ҫитсен операторсем хӑйсемех задачӑна профильлӗ службӑсене ярӗҫ. Шӑнкӑравлакан ҫыннӑн телефон номерне, унӑн даннӑйӗсене, абонент ӑҫтине палӑртаҫҫӗ. Ҫапла майпа ҫынна пулӑшу парас ӗҫ хӑвӑтланать.

Чӑваш Енре шӑнкӑравсене йышӑнма ятарлӑ центр йӗркеленӗ. Специалистсем кунсерен 15-17 пин шӑнкӑрав йышӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59449
 

Чӑвашлӑх

Чӑваш халӑх сайчӗ паян хӑйӗн 14 ҫулне уявлать! Ҫакӑнпа эпир — ҫак пӗрлӗхе йӗркелекенсем тата ӑна аталантарма пулӑшакансем — сире пурсӑра та саламлатпӑр!

Хӑйӗн кун-ҫулне Чӑваш халӑх сайчӗ 2005 ҫулта пуҫланӑ. Авӑнӑн 7-мӗшне вара ҫак пӗрлӗхӗн ҫуралнӑ кунӗ тесе йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑт хушшинче сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ: нумай-нумай сайт хута янӑ, май ҫитнӗ таран чӑваш культурине аталантарма пулӑшнӑ.

Кӑҫалхи чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫсенчен пӗри вӑл — Чӑваш чӗлхи лабораторине йӗркелесе яни. Вӑл та, паллах, Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпех ӗҫлеме пуҫланӑ. Сӑмахсарсене электронлатасси, чӑваш чӗлхине компьютерта аталантарасси — ҫаксене пурне те пӗрлӗхе йӗркеленӗренпех тума пуҫланӑ. Анчах та шӑп та кӑҫал эпир ҫак ӗҫсене уйрӑммӑн проектпа палӑртма пуҫлас терӗмӗр. Сӑмах май, паянхи кунхи тӗп ӗҫсенчен пӗри — икчӗлхеллӗ корпуса пуянлатасси — ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланса пырать. Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ унта 100 пинрен иртрӗ (ку хыпара ҫырнӑ тӗле 101,9 пин)!

Чӑваш халӑх сайтне пулӑшакансене пурне те тепӗр хут пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр! Уяв ячӗпе!

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫитес вӑхӑтра кашни шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 14, 21 тата 28-мӗшӗсенче Шупашкарта «Хула чӗри» туризм маршручӗпе экскурсисем ирттерӗҫ. Унта хутшӑнакансен хулари паллӑ вырӑнсемпе паллаштарӗҫ, вӗсен историне каласа кӑтартӗҫ. Ку йӑлтах - тӳлевсӗр.

Экускурсисене 10 ҫын е ытларах пухӑнсан ирттерӗҫ. Хула тӑрӑх ҫуранах утма тивӗ. Малтан Хӗрлӗ тӳремре Контсантин Иванов палӑкӗ патӗнче пухӑнӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑт: кӑнтӑрлахи 12 сехет.

Экскурсие ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать: (8352) 23-20-30, 23-20-32. Е tic-cheb@mail.ru электрон почтӑна «экскурси» тесе палӑртса заявка ямалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/afisha/59438
 

Хулара
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти аэропорт ӗҫченӗсем иккӗленӳ ҫуратакан сумка асӑрханӑ. Хайхи рюкзак кӗтмелли залра выртнӑ.

Йӗрке хуралҫисем ҫав сумкӑна ҫийӗнчех тӗрӗсленӗ. Юрать, унта нимӗнле хӑрушӑ япала та пулман. Рюкзакра ҫыннӑн харпӑр япалисем, ноутбук тата укҫа выртнӑ. Укҫи вара самаях пулнӑ: 1,5 миллион тенке яхӑн.

Рюкзак хуҫин, ахӑртнех, сехри хӑпнӑ. Хайхи арҫын сумки патне ҫур сехетренех вӗҫтерсе ҫитнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ҫухалнӑ япалана хуҫине тавӑрса панӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Типҫырма ялӗнче пурӑнакансем кӑмӑлсӑр: халӑх шухӑшне ыйтса пӗлмесӗрех вӗсен ялӗнче газ пӑрӑхӗсем хураҫҫӗ-мӗн. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, проект пирки ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе, хута каякан суту-илӳ центрӗн хуҫипе ҫеҫ калаҫнӑ. Кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх митинга тухма шутланӑ.

Газ пӑрӑхне авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хума тытӑннӑ. Тепӗр кунхине ҫынсем митинга пухӑннӑ. Ял тӑрӑхӗн депутачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта суту-илӳ центрӗн хуҫи шухӑшласа кӑларнӑ. Газ пӑрӑхӗсене хунӑ хыҫҫӑн ҫак пуҫлӑх ҫул сарма укҫа уйӑрассине ӗнентереҫҫӗ: 1 уйӑх ҫурӑра вак чул сармалла-мӗн.

Ҫакна пӗлтерсен халӑх тата кӑмӑлсӑрланнӑ: пӑрӑхсене хурсан тӑпра вӑрах вӑхӑт анӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра вара пылчӑк ҫӑрма тивӗ.

«Пирӗн пахчасем хыҫӗнче харпӑр территори пур, газ пӑрӑхӗсене унта хунӑ тӑк влаҫӑн укҫа тӳлеме тивӗччӗ, ялта вара ҫакна вӗсем тӳлевсӗрех тӑваҫҫӗ. Пуху ирттерсе халӑх шухӑшне те пӗлмелле пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ Марина Мартынова.

Халӑха Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн шухӑшӗ килӗшмен, типҫырмасем прокуратурӑран пулӑшу ыйтасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59434
 

Хӗсмет
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

Канашри призывниксен сбор пунктне юсава юрӑхсӑр тесе палӑртнӑ. Кун пирки ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтернӗ. Ҫавна май пункта ишсе антарма йышӑннӑ.

Ҫакна республикӑра «Кӗркунне – 2019» призыв капманине йӗркелес ыйтӑва тишкерекен канашлура пӑхса тухнӑ. Канашри ҫурт юрӑхсӑррине кура канашлу пайташӗсем призывниксем валли Шупашкарта вӑхӑтлӑх пӳлӗм уйӑрма сӗннӗ.

Сӑмах май, унччен Канашри сбор пунктне юсама палӑртнӑ. Укҫа-тенке РФ Хӳтӗлев министерствин уйӑрмалла пулнӑ. Анчах Строительство департаменчӗ тӗп конструкцисем кивелнине, тӑрри япӑхланнине тупса палӑртнӑ.

 

Республикӑра
Филипповсен архивӗнчи сӑн
Филипповсен архивӗнчи сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Эльвира Филиппова ҫухалнӑ. Вӑл нумаях пулмасть, ҫурлан 30-мӗшӗнче, килтен тухса кайнӑ.

Упӑшки пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм «Альцгеймер чирӗпе», ӑс-тӑн арпашӑннипе, аптӑрать. Эльвира Филиппова Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Новинское» сад юлташлӑхӗнчен ҫав кун 11 сехетре тухса кайнӑ. Ку таранччен унран хыпар ҫук.

Упӑшки арӑмӗ ҫухалнӑшӑн питӗ кулянать. Ним тума аптӑранӑ енне арҫын чикансенчен пулӑшу ыйтма кайнӑ-мӗн. Лешсем карт пӑхнӑ: хӗрарӑм чӗрех-мӗн. Чикансем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл темӗнле пӳлӗмрен тухаймасть имӗш.

Ҫак хӗрарама курнисене 8-917-672-37-05 е 02 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59414
 

Чӑваш чӗлхи

Ак, хайхи ҫак самант ҫитрӗ те! Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш (предложени) мӑшӑрӗсен йышӗ 100 пинрен иртрӗ. Ку эрне пуҫламӑшӗнче кӑнаҫ 94 пин ытларахччӗ... Ҫавах та пӗрлехи вӑйпа Чӑваш халӑх сайчӗн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫӗр пин мӑшӑр тӑвайрӑмӑр-тӑвайрӑмӑрах!

Аҫтахар Плотников, Александр Антонов, Светлана Трофимова, Эрбина Портнова, Оксана Антонова, Тихонова Татьяна, Марина Яковлева... Ку списока тата та тӑсма пулать — шӑп вӗсем тӑрӑшнипе ӗнтӗ ҫак корпусри чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ пӗлтерӗшлӗ чикӗ урлӑ каҫрӗ.

Паллах, ку пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Йӗркеллӗ машинлӑ куҫаруҫӑ тума пӗр миллион мӑшӑр кирлӗ. Хальлӗхе пирӗн ҫак тӗллевӗн 10% ҫеҫ-ха. Ҫавах та тӑрӑшса ӗҫлесен — ҫулталӑк иртӗ-и, иккӗ-и, е виҫҫӗ — пӗр миллион мӑшӑр тӑвасси шансах тӑратпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Республикӑра
mosregtoday.ru сайтран илнӗ сӑн
mosregtoday.ru сайтран илнӗ сӑн

Елчӗк районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ суд сакки ҫине ларӗ. Астӑватӑр пулӗ: Елчӗк тӑрӑхӗнче 15-ри хӗр ҫухални пирки, унӑн виллине пӗвере тупни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Кун тӗлӗшпе шӑпах ҫак 18-ти йӗкӗте тытса чарнӑччӗ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерне, суда ярса панӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, преступлени кӑҫал ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. 15-ри хӗр 18 ҫулти ҫак каччӑпа пушӑ ларакан пӳртре тӗл пулнӑ. Вӗсем унта хирӗҫсе кайнӑ. Каччӑ хӗре хӗненӗ, унтан пуртӑпа пуҫӗнчен вилмеллех темиҫе хутчен ҫапнӑ.

Йӗкӗт преступлени йӗрне пӗтерес тесе ашшӗн машинипе вилене хурса кайнӑ та пӗвене пенӗ, хӑй вара ҫав вырӑнтан тарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59407
 

Страницӑсем: 1 ... 1686, 1687, 1688, 1689, 1690, 1691, 1692, 1693, 1694, 1695, [1696], 1697, 1698, 1699, 1700, 1701, 1702, 1703, 1704, 1705, 1706, ... 3879
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 23

1917
108
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...