Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑма шыраҫҫӗ. 32 ҫулти Ольга Лаврентьева килтен ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа тӑванӗсем вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Ольга Сергеевна Лаврентьева 164 сантиметр ҫӳллӗш, кӑвак куҫлӑ, тӗттӗм ҫӳҫлӗ. Хӗрарӑм киле виҫӗ эрне килсе курӑнман. Тӑванӗсем пӑшӑрханаҫҫӗ, ӑна тупмашкӑн пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Эсир ҫак хӗрарӑм пирки мӗн те пулин пӗлетӗр, ӑна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе пӗр тӑхтамасӑр шӑнкӑравлӑр: (8352) 39-40-94 или 102.. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх надзорӗн Чӑваш Республикинчи тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ ҫӗр улми ракӗ пирки асӑрхаттарать. Унпа чирлӗ тымар ҫимӗҫе асӑрхасан специалистсене пӗлтерме сӗнет. Ҫӗр улми ракӗ хӑрушӑ карантин объекчӗ шутланать иккен. Ӑна Synchytrium endobioticum (Schilbersky) Percival текен кӑмпа пуҫарать. Рак ҫӗр улмин мӗнпур пайне сиенлетет. Ҫав шутра — ҫулҫине, чечекне. Вӑл тымара кӑна лекмест-мӗн. Рак палли — чечеклӗ купӑста евӗр кӑтрашка ӳссе ларни. Мӑкӑль виҫи тӗрлӗрен пулать. Пӗчӗк пӑрҫа евӗрлинчен пуҫласа тымар ҫимӗҫрен иртекенни таранах. Ҫӗр айӗнче ӳснӗ мӑкӑль шурӑ тӗслӗ, ҫӗр ҫинче аталанни — симӗс. Юлашкинчен ҫавсем хуралса ҫӗрсе каяҫҫӗ. Ракпа чирлӗ ҫӗр улмине асӑрхасан специалистсене пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() agroinfo.kz сайтран илнӗ сӑн Вӑрнар районӗнчи Кӗҫӗн Кипек ялӗнчи вӑльӑх-чӗрлӗхе пусмалли пункта суд приставӗсем хупса лартнӑ. Унта Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн специалисчӗсем тӗрӗслев ирттернӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупнӑ. Ведомство ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ выльӑх-чӗрлӗхе ветеринарипе санитари экспертизисӗрех пустарнӑ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫламалли ятарлӑ пӳлӗме йӗркелессипе те вӑл федераци саккунне пӑснӑ. Ҫак пункт ҫынсен сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине палӑртнӑ, ҫавна май ӑна приставсем 60 талӑклӑха ӗҫлеме чарнӑ. Пуҫлӑх йӑнӑшне тунман, малашне ку ӗҫпе аппаланмассине систернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем Шупашкарта вырнаҫнӑ «Николаевски» суту-илӳ комплексне тӗрӗсленӗ. Ҫак пасарта пӗр ҫын таҫтан кӳрсе килнӗ нектарин сутнине тупса палӑртнӑ. Ҫимӗҫ ҫинче маркировка ярлӑкӗ, фитосанитари тата ытти кирлӗ документсем пулман. Ведомство ӗҫченӗсем Раҫҫее кӳрсе килме чарнӑ улма-ҫырлана туртса илесси пирки актсем ҫырнӑ. Нектарин хуҫи те хирӗҫлесе тӑман. Ҫапла майпа Россельхознадзор ӗҫченӗсем 703,3 килограмм нектарин туртса илнӗ, ӑна тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрта фелинотерапи мелӗпе усӑ курма тытӑннӑ. Мӗн-ха ку? Ҫыннӑн чир-чӗрне кушак пулӑшнипе сиплени е профилактика туни. Ку ӗҫре центрта Василий ятлӑ кушак аҫи пулӑшать. Унти ӗҫченсем каланӑ тӑрӑх, Василий – ватӑ ҫынсен юратнӑ чӗрчунӗ. Ӑна ачашлани, вӑл мӑрлатни е ҫумра пулни лӑплантарать. Депрессипе аптӑракансем те кушак аҫи пулӑшнипе лӑпланаҫҫӗ, ҫынсемпе калаҫма тытӑнаҫҫӗ-мӗн. Каласа хӑвармалла: фелинотерапи шизофренипе, депрессипе тата ҫакнашкал ытти чирпе нушаланакансене сиплемелли чи лайӑх мелсенчен пӗри шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Тӑрук телефон сӳнсе ларчӗ-и? Ҫумра вара зарядник ҫук-и? Апла «Ҫӗнӗ хула» микрорайона ҫул тытмалла. Ку Шупашкарта пурӑнакансене пырса тивет. Ку микрорайонта кӗсье телефонне заряд тумалли велотренажер вырнаҫтарнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ хула урамӗнчи 40-мӗш ҫурт патӗнчен ҫул урлӑ каҫсан лартнӑ. Велотренажерта USB-разъем пур, шнура хӑвӑрпа пӗрле илсе килмелле. «Чи интересли – телефона кӑштах зарядка тумашкӑн педале нумай ҫавӑрмалла. Ку йывӑр, анчах усӑллӑ», - ҫапла ҫырнӑ халӑх тетелӗсенчи «Ҫӗнӗ хулари пурнӑҫ» аккаунтра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫлекен педагогсенчен пӗри «Дом для учителя» (чӑв. Вӗрентекен валли ҫурт) программӑпа усӑ курса хваттерлӗ пуласшӑн. Строительство организацине вӑл пайҫӑ пулса укҫа хывнӑ. Анчах предприяти унӑн «кӗмӗлӗпе» халех усӑ кураймӗ. Малтан лешӗн ҫурта хута ямалла, кайран ҫеҫ пайҫӑсен нухратне илейӗ. Ҫапла-ҫапла. Кӑҫалхи ҫулла ҫӗнӗ йӗрке вӑя кӗнӗ. Пайҫӑсем хӑйсен укҫине эксроу-счет ҫине хураҫҫӗ. ЧППУн ӗҫченӗ те ҫав меслетпе усӑ курнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацийӗ пӗлтерни тӑрӑх Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Эпир маларах асӑннӑ «Дом для учителя» (чӑв. Вӗрентекен валли ҫурт) программӑна Чӑваш Енри педагогсене пулӑшас тӗллевпе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑрккине ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та вӑл кӗҫех пуҫланӗ. Ярмӑрккӑ авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ. Яланхи пекех унта пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, фермерсен продукцине туянма май пулӗ. Ярмӑрккӑра ял хуҫалӑх предприятийӗсем хӑйсен продукцине Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене кӑтартма пултараҫҫӗ, сутаҫҫӗ. Ҫынсем вара пахалӑхлӑ ҫимӗҫе йӳнӗрех хакма туянма пултараҫҫӗ. Ярмӑрккӑ «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗнче, «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗнче, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Шупашкар» универмаг хыҫӗнчи пасарта ӗҫлӗ. Ял хуҫалӑх продукцине юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗччен туянма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри икӗ вулавӑш Мускав укҫипе тӗслӗхлӗ пулса тӑрӗ. Ҫав тӗллевпе 2020 ҫулта нухрата кама парассине конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне пирӗн тӑрӑхран икӗ учреждени лекнӗ. Конкурса ҫӗршывӑн 75 субъектӗнчен ҫур пин ытла заявка пухӑннӑ. Вӗсенчен 52 регионти 110 вулавӑша суйласа илнӗ. Пирӗн республикӑран конкурса Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри районсенчи 9; Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшри, Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти вулавӑшсем тата Шупашкарти В. Чаплина ячӗллӗ ача-пӑча информаци центрӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен иккӗшне: Мӑн Сӗнтӗртине тата Кӑшавӑшрине — суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-вулавӑшсене федераци хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Вӑл пулӑшнипе вулавӑшсене хальхи вӑхӑтри учрежденисене ҫавӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://ussurmedia.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Шупашкарти строительство организацийӗсенчен пӗрин ертӳҫи хӑйӗн ӗҫченӗ пулнӑ ҫынна шалу тӳлемен. Парӑм чылайранпа татӑлман енне ку пӑтӑрмах РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленинех ҫитнӗ. Директор тӗлӗшпе унта пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шалӑва пуҫлӑх 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗччен тӳлемесӗр пурӑннӑ. Ҫав хушӑра юрист умӗнчи парӑм 310 тенкӗрен иртнӗ. Халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче РФ Пуҫиле кодексӗнче улшӑнусем пулса иртнине аса илтереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн шалӑва тата унпа вӑхӑтра татӑлманшӑн пухӑннӑ компенсацие икӗ уйӑхра тӳлесен ӗҫе чарса лартма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |