Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар юбилейӗ умӗн тӳре-шарана хула администрацийӗ тата Элтепер администрацийӗ наградӑсем панӑ. Наградӑна тивӗҫлисен списокне Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ хатӗрленӗ. Унта пилӗк ҫын кӗнӗ.

Вӗсен йышӗнче – Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, экс-мэр Николай Емельянов, экс-вице-мэр Наталия Партасова, Шупашкарти В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Резников. Вӗсене «Шупашкар умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе чысланӑ.

Ҫавӑн пекех 22 ҫынна «Шупашкар 550 ҫул тултарнине асра тытса» награда панӑ. Вӗсен йышӗнче Патшалӑх Думин, ЧР Патшалӑх Канашӗн, Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем, министрсем, общество ӗҫченӗсем пулнӑ.

 

Хулара
nta-nn.ru сайтран илнӗ сӑн
nta-nn.ru сайтран илнӗ сӑн

Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне хулара пурӑнакансем тата хӑнасем автобуспа тӳлевсӗр ҫӳреме пултарӗҫ. Анчах пуринпе те мар.

Уявра тӳлевсӗр вӑхӑтлӑх маршрут ярӗҫ. Тӳре-шара маршрута уҫмашкӑн ҪҪХПИпе калаҫса татӑлнӑ. Тӳлевсӗр автобуссем «Каскад» суту-илӳ центрӗ патӗнчен 30-мӗш ҫулпа Уруков урамне ҫитӗҫ, унтан «Республика пульници» чарӑнуран Оперӑпа балет театрӗ, Филармони, Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ патне ҫитӗҫ. Транспорт ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетрен пуҫласа ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗ. Автобуссен нумай кӗтмелле мар – кашни 3-5 минутрах пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59090
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ашшӗпе ывӑлӗ Шупашкар районӗнчи Ярӑска ялӗ ҫывӑхӗнче кӗтӳ пӑхнӑ. Кӗтӳ кӗртме вӑхӑт ҫитсен, 19 сехетре, 63 ҫулти арҫын шуса кайнӑ та пӗвене кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.

Ашшӗ шыва ӳкнине курсан ывӑлӗ хыҫран чӑмнӑ. Анчах вӑл арҫынна пулӑшайман. 19 сехет те 7 минутра ывӑлӗ ашшӗн сывламан кӗлеткине шывран кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59106
 

Республикӑра

Раҫҫей почти Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа 250 пин конверт кӑларнӑ. Унта Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ тӗп хуламӑра сӑнланӑ, уяв эмблемине вырнаҫтарнӑ.

Ҫурлан 24-мӗшӗнче Тӗп почта умӗнче (Ленин проспекчӗ) ятарлӑ гашени уявӗ иртет. Почта тӳлевӗн паллин гашенийӗ – пысӑк пулӑм. Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ штемпель пӗр кун ҫеҫ вӑйра (ҫурлан 24-мӗшӗ), кайран ӑна тӗп тӑваҫҫӗ.

Юбилейлӑ конвертсем мӗнпур почта уйрӑмне ҫитнӗ.

 

Политика
Этеперӗн Инстаграмри страницинчи сӑн
Этеперӗн Инстаграмри страницинчи сӑн

Паян «Шалта-Балтай» телеграм-каналта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӳршӗ Чулхула облаҫӗнчи кардиологи центрӗнче сипленни пирки пост тухнӑ. Михаил Васильевич чӑнах та каллех пульницӑра выртать-им?

Телеграмм-каналта кунашкал хыпар тухсан Элтеперӗн пресс-секретарӗ Олег Сидоров акӑ мӗнле пӗлтернӗ: «Элтепер 31-мӗшӗччен отпускра. Вӑл хӑйне чиперех туять, ӗнер унпа калаҫрӑм. Вӑл отпускра кӑна, вӑл канать кӑна».

Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче федераци МИХӗсенче Элтепер Питӗрти мероприятирен пульницӑна кардиологи уйрӑмне лекни пирки ҫырчӗҫ. Ун чухне унӑн пресс-секретарӗ Михаил Игнатьев плана кӗртнӗ отпускра пулни пирки, сывлӑхне тӗрӗслеттерни ҫинчен ӗнентернӗччӗ. Элтепер ӗҫе ҫурлан 5-мӗшӗнче тухнӑ, тепӗртакран, ҫурлан 12-мӗшӗнче, каллех отпуска кайнӑ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче Александр Артемьевӑн хайлавӗсен кӗнеки пичетленнӗ. «Пӗрле тӳснӗ тантӑшсем» кӑларӑма Чӑвваш Ен Информаци политикин министерствинче пысӑка хурса хакланӑ. «Тӑван чӗлхе илемӗ, ҫивӗч сюжетсем, вӑйлӑ геройсем, философи темисем – ҫӗнӗ кӗнекере пурте пур», — тесе хыпарланӑ ведомство хӑйӗн сайтӗнче.

Александр Артемьев хайлавӗсем лиризмпа тата этем психологине аван пӗлнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ахальтен мар унӑн ӗҫӗсене литература критикӗсемпе литературоведсем пысӑка хурса хакланӑ.

«Пӗрле тӳснӗ тантӑшсем» кӑларӑма «Алтӑр ҫӑлтӑр (Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ)», «Симӗс ылтӑн (Пӗрле тӳснӗ тантӑшсем)», «Юлашки юрӑ» повеҫсем кӗнӗ. Геннадий Хлебников критикӑн «Ҫутӑ талант» тишкерӗвӗ тата Василий Кервен кӗнекене пӗтӗмлетсе хакланӑ «Тӳрлетӗвӗсем питӗ пӗлтерӗшлӗ» материалсемпе те паллашма кӑсӑклӑ.

Кӗнекене Василий Кервен пухса хатӗрленӗ, художникӗ – Ирина Калентьева. Ҫӗнӗ кӑларӑма 1000 экземпляр тиражпа пичетленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
https://fromua.news сайтри сӑнӳкерчӗк
https://fromua.news сайтри сӑнӳкерчӗк

Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын тӑван хӗрӗ ҫумне ҫулӑхнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӑл хӑйне пуҫласа ирӗке янӑ. Киревсӗрлӗх пирки кама та пулсан пӗлтерсен вӗлерессипе хӑратнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче вӑл тата тепӗр виҫӗ хутчен ҫулӑхнӑ. 12 ҫулти ача ҫавӑн хыҫҫӑн текех чӑтайман — амӑшне каласа кӑтартнӑ. Амӑшӗ право хуралҫисене евитленӗ.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ача унччен те ырӑ курса пурӑнман. Арҫын ӑна текех хӗненӗ. Йӗркеллӗ воспитани парасси ҫинчен калаҫу та пулма пултарайман. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ашшӗ 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа ҫапла иртӗхсе пурӑннӑ.

43-ри арҫынна суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 8 ҫӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.

 

Республикӑра

Шупашкарта пурӑнакан, Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнма пилӗк хутчен тивӗҫ пулнӑ ветерана Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 95 ҫулхи юбилейпа саламланӑ. Унӑн салам открыткине Леонид Егоров патне Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче ӗҫлекенсем ҫитернӗ.

Парнепе тата открыткӑпа ветеран патне кайма физкультура енӗпе ӗҫлекен тӗп специалиста Юрий Васильева шаннӑ. Ватӑ ҫынна вӑл юбилей ячӗпе саламласа сывлӑх суннӑ.

Леонид Егоров — подполковник. Мари Эл Республикинчи Княжна ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. В.В. Куйбышев ячӗллӗ ҫарпа инженери академийӗнче вӗреннӗ. Мирлӗ пурнӑҫра вӑл самолетсене вӗҫсе хӑпармалли полосасем тунӑ ҫӗрте тӗрлӗ хулара ӗҫленӗ. 1971 ҫулта пенсие кайнӑ.

 

Сывлӑх
http://mk103.med.cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
http://mk103.med.cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта автобуспа троллейбус ҫапӑннӑ. Инкек вырӑнне Катастрофа тата васкавлӑ пулӑшӑвӑн республикӑри центрӗн 5 бригади пырса ҫитнӗ. Пилӗк ҫын суранланнӑ. Ку хыпара ҫӗршыври тӗрлӗ МИХ сайтӗнче хыпарланӑ. Инкек Иван Яковлев проспектӗнче ирпе пулса иртнӗ.

Васкавлӑ пулӑшу паракансем пирки каласан, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи велосипедистпа пулӑшнӑ. Ӑна машина ҫапса хӑварнине 112 номерпе 20 сехет те 19 минутра хыпарланӑ. Инкек хыҫҫӑн 12 минутран бригада вырӑна васканӑ. Велосипедиста Шупашкара васкавлӑн илсе килнӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинине хирӗҫ анестезиологипе реанимаци бригади тухса кайнӑ. Унтан арҫынна Шупашкарти тухтӑрсем йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ria.ru/20190821/1557741585.html
 

ҪУР
22

Халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ ывӑл-хӗрне манас марччӗ
 Виталий Родионов | 22.08.2019 16:17 |

Сумлӑ сӑмах Культура

Ярухха Витти ҫырнӑ «Куншӑн намӑс пулмалла, е Никифор Мраннька ҫыравҫӑ вил тӑприйӗ ҫинче» статьяна (Тӑван Атӑл. 2017. №) вуланӑ хыҫҫӑн чунӑм хытах пӑлханса илнӗччӗ. Ҫыравҫа хӑй вӑхӑтӗнче аванах пӗлнӗрен (1970 ҫулта эпир, пӗрремӗш курс студенчӗсем, унпа Куславкка районӗнчи Муркар ял клубӗнче тӗл пултӑмӑр, ун чухне ӑна халалласа эпӗ сӑвӑ та хайланӑччӗ), ҫыравҫӑмӑр вил тӑпри юхӑнса кайнишӗн хама та айӑплӑн туйрӑм. Эпир астумасан, вӑл ҫырнӑ, ҫуралнӑ е пурӑннӑ вырӑнсене упрамасан камах тутӑр-ха ҫак сӑваплӑ ӗҫсене?

Мранькка йышши мухтавлӑ йӑхташӑмӑрсем, тӑван сӑмахӑмӑра унӑн лаҫҫинче шӑратса ӗмӗрне ӗмӗрленӗ паттӑрсем сахал мар чӑвашӑн. Тивӗҫлипе упратпӑр-ши эпир вӗсен ячӗсене чӗремӗрсенче, халӑхӑмӑра мӑнаҫланма пулӑшакан тӑванӑмӑрсене манса каймастпӑр-ши? Кунта пирӗншӗн тӗслӗх вырӑнне Андриан Николаев космосҫӑн тӑван ялӗнчи вил тӑприйӗ тата музейӗ пулса тӑрать. Ҫыравҫӑсем те тӑван сӑмах космосне уҫакансем пулнине манмалла мар. Вӗсем чӗлхемӗре хӑват кӗртекенсем-ҫке, малашлӑха ҫул уҫса пыракансем. Чӗлхемӗр аталанни вара халӑхӑмӑр малаллах утнине пӗлтерет.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 1697, 1698, 1699, 1700, 1701, 1702, 1703, 1704, 1705, 1706, [1707], 1708, 1709, 1710, 1711, 1712, 1713, 1714, 1715, 1716, 1717, ... 3879
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 23

1917
108
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...