Республикӑра
![]() vosnews.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкар районӗнче арҫын кӑмпана кайсан ҫухалса кайнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ ку. Ҫав кун 19 сехетре унран, 1963 ҫулта ҫуралнӑскертен, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав килнӗ. Хайхискер ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗ-ха, анчах ҫӑлавҫӑсем пулӑшма килессине каласан хирӗҫленӗ. Арҫын вӑрмантах ҫӗркаҫасшӑн пулнӑ-мӗн, хӑй тӗллӗнех ҫул тупассине каланӑ. Вӑл ҫӗркаҫипех ҫӑлавҫӑсемпе телефонпа ҫыхӑну тытнӑ, вӑрмантах выртса ҫывӑрнӑ, ирхине Ҫурҫӗр поселокӗ патне тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн вӑрманта ҫӗркаҫмашкӑн пӗтӗм условисем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() "За рулем" порталти сӑн «Нурӑс – Елчӗк – Патӑрьел» ҫул водительсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ: вӑл арканнӑ, паллӑсем ҫителӗклӗ мар. Шӑтӑк-путӑк тӑршшӗ 2,65 метра ҫитнӗ, сарлакӑшӗ – 1,9 метра, тарӑнӑшӗ – 15 сантиметра. Пӗтӗмпе 24 пин тӑваткал метр ҫул сиенленнӗ. Ҫак ҫитменлӗхсене прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче шута илнӗ те суда ярса панӑ. Суд Чӑвашупрдора ҫула юсаттарма йышӑннӑ. Пӗр водитель «За рулем» порталӑн «Контактра» ушкӑнӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, япӑх ҫул 8 ҫухрӑма яхӑн, унта сехетре 20 ҫухрӑм хӑвӑтлӑхпа ҫеҫ кайма тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 24smi.org сайтран илнӗ сӑн Раҫҫей эстрада юрӑҫи Жанна Фриске усал шыҫӑпа чирленӗ чухне ун валли укҫа-тенкӗ пухнӑ. Анчах, шел те, пӗтӗм нухрат сиплев валли кирлӗ пулман – юрӑҫ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫав юлнӑ укҫапа онкологипе чирлӗ пилӗк ачана сиплӗҫ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Енри шӑпӑрлан та пур. Ҫав ачасем 3-14 ҫулсенче. Вӗсем Чӑваш Енрен, Самар облаҫӗнчен, Сочирен тата Питӗртен. Ачасене сиплеме пӗтӗмпе 13 миллион та 653 пин те 214 тенкӗ кайӗ. Палӑртмалла: Жанна Фриске валли ҫак пухнӑ укҫа унӑн еткерҫисенче пулнӑ. 2017 ҫулта суд ӑна шыраса илме йышӑну тунӑ, ҫапла майпа нухрат «Русфонда» таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулин администрацийӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар ҫыннисем флайбордистсен пултарулӑхӗпе киленме пултарӗҫ. Республикӑн тӗп хули 550 ҫул тултарнине халалласа ирттерекен тем тӗрлӗ мероприятисен шутӗнче флайбордистсен «Летающие люди» (чӑв. Вӗҫекен ҫынсем) шоу-ушкӑнӗн трюкӗсене те кӗртмелле. Шыв тата пиротехника асамлӑхӗ, шыв ҫинчи акробатсем — ҫапларах пулӗ программа. Пилотсем 15 метра ҫӗкленсе илсе шыв авӑрне путӗҫ. Вӗсен хусканӑвне ҫутӑ вылявӗ илемлетӗ, пуянлатӗ, асамлатӗ. Программӑна икӗ пая уйӑрӗҫ: кӑнтӑрлахине тата каҫхине. Куракансене шоу-ушкӑн ҫурла уйӑхӗн 204-мӗшӗнче кӑнтӑрла 10 сехет те 30 минутра савӑнтарӗ, каҫхине — 20 сехетре. Шоу-программа Шупашкарӑн Атӑл кӳлмекӗнче, Юрӑ хирӗ патӗнче, иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче концертпа кану программине йыхравлаҫҫӗ. Мероприятине Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗпе Шупашкарти Концертпа вӗрсе каламалли оркестр (ертӳҫи — Владимир Петров) йӗркелӗҫ. «Поздравление любимому городу» (чӑв. Юратнӑ хулана саламлани) музыка марафонӗ иртӗ, вулавӑш вара тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗ йӗркелӗ. Музыка марафонне тӑватӑ темӑпа ирттерме палӑртнӑ: тӑван кӗтеспе ҫӗршыв ҫинчен ҫырнӑ юрра-кӗвве РФ Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ; тӗрлӗ ҫӗршыври тата халӑхсен джаз композицийӗсем; пурте пӗлекен юрра вокалистсем шӑрантарӗҫ тата ҫамрӑксем юратакан хальхи вӑхӑтри музыка. Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти И.Я. Яковлев скверӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() https://www.opera21.ru/ сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Нарспи» оперӑна ҫӗнетсе сцена ҫине кӑларӗ. Ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хаклама май килӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗпе Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ оперӑна ҫӗнетсе хатӗрленӗ. Ӑна унччен курнисем малтанхи ӗҫпе танлаштарма пултарӗҫ. Оперӑра Нарспи сӑнарне Надежда Степанова артист калӑплӗ, Сетнер сӑнарне — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Семкин. Театр ӳнерне кӑмӑллакансен пултаруллӑ ытти артист ӗҫӗпе те киленме май килӗ. Режиссер-постановщикӗ — Раҫҫей искусство тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Борис Марков. Оперӑна Елена Лемешевская режиссер тата балетмейстер ҫӗнетнӗ. «Нарспи» опера — чӑвашсен паллӑ композиторӗн Григорий Хирбюн вилӗмсӗр ӗҫӗ. Композитор пурӑннӑ ҫулсенчех ӑна ӳнер ӑстисем пысӑка хурса хакланӑ. Ҫавна май часах вӑл чӑваш опера классики пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӑҫал кӑмпа нумай. Ӑна ҫиме юратакансем вӑрмана час-часах ҫӳреҫҫӗ. Анчах унта асӑрханулӑх пирки манмалла мар – ҫынсем ҫухалса кайнӑ тӗслӗхсем сахал мар. Ав Ҫӗрпӳ районӗнче виҫӗ хӗрарӑм вӑрманта аташса кайнӑ. Юрать, вӗсене полицейскисем пулӑшнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 20 сехетре йӗрке хуралҫисем патне виҫӗ хӗрарӑм ҫухалса кайни пирки хыпар ҫитнӗ. Полицин аслӑ лейтенанчӗ Денис Антонов тата полици лейтенанчӗ Сергей Владимиров ҫак района пулӑшма кайнӑ. Йӗрке хуралҫисем хӗрарӑмсене хунарсемпе шыранӑ, вӗсемпе телефонпа ҫыхӑну тытса тӑнӑ. Ку 2 сехете тӑсӑлнӑ. Полицейскисем вӑрмана 3 ҫухрӑм кӗнӗ, шӑпах унта хӗрарӑмсене тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Макаровсен ҫемйинче йыш палӑрмаллах хушӑннӑ: виҫӗреш ҫуралнӑ! Ачасем Президент амӑшлӑх центрӗнче кун ҫути курнӑ. Макаровсен халӗ пилӗк ача. Виҫӗреш ҫӗртме уйӑхӗнче, срокран маларах, ҫуралнӑ. Пӗчӗскерсене нумаях пулмасть ҫеҫ киле илсе кайма ирӗк панӑ. Ачасем малтан реанимаци тата интенсивлӑ терапи уйрӑмӗнче пулнӑ, унтан тепӗр уйӑх амӑшӗ пӗрле выртнӑ. Пепкесем вӑй илсен киле илсе кайма ирӗк панӑ. Амӑшӗ Оксана каланӑ тӑрӑх, тухтӑр виҫӗреш пулассине пӗлтерсен тӗлӗннӗ, анчах савӑннӑ. Палӑртмалла: кӑҫал пӗтӗмпе икӗ виҫӗреш кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа ҫырнӑ гимнсен конкурсне ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Пурӗ 116 заявка пулнӑ. Хайлава каярах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) ушкӑнра халӑхпа суйларӗҫ. Тӗнче тетелӗнче сасӑлакансем 10-мӗш номерлӗ хайлава килӗштернӗ. Унӑн авторӗ — Роман Сакулин. Ҫӗнтернӗшӗн ӑна 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Роман — профессилле музыкант, композитор тата аранжировщик. Унӑн хайлавне тӗнче тетелӗнчисем пысӑка хурса хакланӑ: «Чунтан хатӗрленӗ ӗҫ. Итлерӗм, пӑхрӑм, питрен йӑл кулӑ каймарӗ!))»; «Ром, юрӑ супер! Геленджик саншӑн сасӑлать!» т.ыт.те. Юрра ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Юрӑ уйӗнче пуҫласа шӑрантарӗҫ. Ӑна «Русское радио» ирттернӗ «ХаРРошая премия» финалисчӗсем Турецкий хорӗпе юрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР ШӖМ сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви Шупашкарта пурӑннӑ ҫынна шыранине пӗлтерет. Ҫакӑн пирки ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хыпарланӑ. Ҫухалнӑ ҫын Николай Никанорович Одинцов ятлӑ, 1968 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви Уголовлӑ шырав управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 176 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫутӑ ҫырӑ ҫӳҫлӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, кӑвак куҫлӑ. Килтен тухса кайнӑ чух арҫын хура тӗслӗ футболкӑпа, тӗксӗм кӑвак джинс шӑлаварпа, ҫутӑ пушмакпа пулнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫухалнӑ Николай Одинцов куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳрет. Ҫухалнӑ ҫын ҫинчен мӗн те пулин пӗлекенсене е ӑна курнисене (8352) 39-40-94 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |