Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш телерадиокомпанин операторӗ Виктор Степанов 50 ҫул тултарнӑ. Юбилей ячӗпе ӑна ӗҫтешӗсем ӑшшӑн саламланӑ. Ҫакӑн пирки Марина Карягина тележурналист Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ. «Витьӑпа 26 ҫул хушшинче чылай кӑларӑм хатӗрлерӗмӗр, нумай тӑвар ҫисе ятӑмӑр. Шупашкарта ҫуралса ӳснӗскер, «Хыпарта» (Коммунизм ялавӗ) ӗҫленӗ Валерьян Степанов журналист ывӑлӗ, хӑйӗн пирки «Эп Элӗк ачи» тет. Чӑвашла пӗлнӗрен унпа ӳкерме пушшех ҫӑмӑл. Ҫуралнӑ кун ячӗпе саламласа ҫӗнӗ ӳсӗмсем сунатпӑр, ӗҫтешӗм!» — тесе шӑрҫаланӑ Марина Карягина. Телеоператорӑн ытти ӗҫтешӗ те юбиляра ырласа Фейсбукра ӑшӑ сӑмахсем ҫырнӑ. Унпа пӗр коллективра ӗҫлеме кӑмӑллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ашмарин урамӗ Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарти Иван Яковлев проспектне юсама пуҫлӗҫ. Хальхинче 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи ҫул ҫавринчен пуҫласа Ашмарин урамӗ таран ҫӗнетмелле. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавна май транспорта ҫав вӑхӑтра урӑх ҫулпа ҫӳретӗҫ. Чару троллейбуссене пырса тивмӗ ҫеҫ. Транспорт ырантан, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен, тавран ҫӳрӗ. Шупашкар хулинчи «Алкеш — Энергетиксен поселокӗ» маршрутпа хутлакан 7-мӗш номерлӗ автобус ҫав вӑхӑтра Иван Яковлев проспектӗнчен 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектне пӑрӑнса кӗрӗ, унтан Эгер бульварӗпе, Ф. Орлов тата Ашмарин урамӗсемпе Иван Яковлев проспектне, Канаш шосси ҫине тухӗ. «Луч» кинотеатр — «Фин долини» микрорайон» маршрутпа ҫӳрекен 44-мӗш маршрут Ашмарин урамӗнчен Иван Яковлев проспектне тухӗ, Канаш шосси патне ҫитсе ҫаврӑнса илсе Ашмарин тата Ф. Орлов урамӗсемпе, Эгер бульварӗпе, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспекчӗпе Иван Яковлев проспектне тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ыран, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта лазер-ран енӗпе тӗнче шайӗнчи хула турӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн тӗп хули 550 ҫул тултарнине халалланӑ. Ӑмӑртӑва 300 ытла спортсмен хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Чӑваш Ен Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртакансен ҫулӗ 7-рен пуҫласа 80-ран иртиччен пулӗ. Вӗсен пултарулӑхне 19 ушкӑна пайласа хаклӗҫ. Ӑмӑрту икӗ тапхӑртан тӑрӗ: пенинчен тата чупнинчен. Перекенсен лазер пистолетран лазер мишене тӗл лектермелле. Кашни пемессерен чупса ӑмӑртма тивӗ. Мишень епле инҫӗшӗнче пуласси тата мӗн чухлӗ чупасси спортсменсен ҫулӗнчен килӗ. Ӑмӑртма пынисене рюкзак, бандана, силикон браслет, хутшӑнни ҫинчен калакан сертификат тата ятран ҫырнӑ старт номерӗ парӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ медальпе тата шыв кӗленчи парса хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t-l.ru сайтри сӑн Самар хулинчи культурӑпа социаллӑ хутшӑнусен центрӗ чӑваш халӑхӗ тта ытти наци пирки видеофильм ӳкерме пуҫланӑ. Нумаях пулмасть вӗсем Канаш тата Комсомольски районӗсенче пулнӑ. Самар журналисчӗсем ҫак проекта Раҫҫей Президенчӗн гранчӗпе пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Енре кӑна мар пулӗҫ, Мари, Пушкӑрт, Удмурт, Мӑкшӑ, Тутарстан республикисене, Киров, Чулхула, Ӗренпур, Пенза, Самар, Сарӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсене тата Пермь тӑрӑхне ҫитме палӑртнӑ. Пирӗн патра вара виҫӗ кун пулнӑ. Культура еткерлӗхӗ пирки видеофильм ӳкерекенсем халӑх хӑйнеевӗрлӗхне упракансемпе, халӑх пултарулӑхне аталантаракансемпе тӗл пулаҫҫӗ. Самар журналисчӗсем юмах-халапри сӑнарсене касса кӑларакан Алевинӑпа Евгений Ларинсемпе, Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти «Сӑр Ен» ансамбльпе тата ыттисемпе курнӑҫнӑ. Журналистсен культура еткерлӗхне упрама пулӑшакан энциклопедире пӗтӗмпе ведофильм пулмалла. Ҫав шутра – чӑваш халӑхӗ пирки те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "СССРта туса кӑларнӑ музей. tripadvisor.ru сайтри сӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Михаил Григорьевич Сорокин Шупашкарти «СССРта туса кӑларнӑ» музей комплексне автомобиль парнеленӗ. 120 пин ҫухрӑм чупнӑ машина - 1974 ҫулта кӑларнӑскер. Ҫак ретро-машинӑпа Сорокинсен виҫӗ йӑхӗ ҫӳренӗ. «Тимӗр урхамах» халӗ те чупать. Халӗ вӑл ав музейре вырӑн тупнӑ. «Москвич 412» автомобиль музейре Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсен канашӗ пулӑшнипе тупӑннӑ. Вӗсем кунта килсе курчӗҫ, вӗсене килӗшрӗ. Анчах музей умне пысӑках мар палӑк лартма сӗнчӗҫ. Тӗслӗхрен, Совет Союзӗнче туса кӑларнӑ автомобиле. Эпир шырарӑмӑр та хӑвӑрт тупрӑмӑр», - ҫапла каласа кӑтартнӑ «СССРта туса кӑларнӑ» музей комплексӗн ертӳҫи Николай Адёр «Чӑваш Ен» ПТРК корреспондентне. Машинӑна пӗр кунра Муркаш районӗнчен илсе килнӗ, сӑрланӑ. Михаил Сорокин вара музейпе паллашнӑ. Унта Совет Союзӗнче туса кӑларнӑ 5 пин ытла япала вырӑн тупнӑ. Ретро-автомобиль вара – чи пысӑккисенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер Чӑваш Енре шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ. Кунашкалли тахҫантанпах пулманччӗ. Малашне ҫанталӑк мӗнпе тӗлӗнтерӗ-ха? Ҫитес кунсенче ҫумӑр ҫукалӗ. Шӑматкун кӑнтӑрла ҫумӑр пулӗ, кӑштах сивӗтӗ: 18-23 градус. Вырсарникун ҫанталӑк лайӑхланма тытӑнӗ, сывлӑш температури 24-29 градус ӑшӑнӗ. Тунтикун кӑштах сивӗтӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ытларикунран тинех ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче 25-30 градус шӑрӑх тӑрӗ, тӳлек ҫил вӗрӗ. Ҫурлан 24-25-мӗшӗсенче кӑштах сивӗтме пултарӗ: 20-25 градус ҫеҫ пулӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() lipetsk.kp.ru сайтри сӑн Паян кӑнтӑрлаччен республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса иртрӗ. Шупашкарта ҫумӑр самаях тӑкнӑ, урамсенче шыв юхнӑ, транспорт чӑрмавлӑ ҫӳренӗ. Ку кӑна мар, нумай хваттерлӗ темиҫе ҫурта аҫа ҫапнӑ. Кун пирки «Про Город» редакцие халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ. 12 сехет тӗлнелле Кадыков урамӗнчи тата Максим Горький проспектӗнчи икӗ ҫурта аҫа ҫапнӑ. Иккӗшӗ ҫинче те аҫа ҫапасран сыхланмалли хатӗр пур, анчах ку та пулӑшман. Ахӑртнех, заземлени япӑх пулнӑ. Аҫа ҫапнӑ хыҫҫӑн домофонсем ӗҫлеме пӑрахнӑ. Специалистсем ку пӑтӑрмаха сирес енӗпе ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Дамир Юсупов. ТАСС сайтӗнчи сӑн Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мускав ҫывӑхӗнче Крыма вӗҫме тухнӑ Airbus A321 куккурус уйне анса ларнӑ. Летчиксем 200 ытла пассажирӑн пурнӑҫне ҫӑлни пирки тӗнчипех калаҫнӑ. «Раҫҫей хаҫачӗ» ҫырнӑ тӑрӑх, «Жуковский – Симферополь» маршрутпа вӗҫнӗ самолет сывлӑша хӑпарнӑ чухне чарлансен ушкӑнӗпе тӗл пулнӑ. Кайӑксем двигателе лекнӗрен пушар тухнӑ, техника ӗҫлеме пӑрахнӑ. Экипаж инструкципе килӗшӳллӗн ӗҫленӗ: двигателе сӳнтернӗ, шассие пуҫтарнӑ та уя анса ларнӑ. Самолетра ҫав вӑхӑтра 233 пассажир пулнӑ. Самолет командирӗ Дамир Юсупов тата иккӗмӗш пилот Георгий Мурзин тӑрӑшнипе самолет куккурус уйне чиперех анса ларнӑ. Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: Дамир Юсупов Шупашкарта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнче куҫӑн мар майпа вӗреннӗ, 2005 ҫулта диплом илнӗ. Хӑй вара Красноярск крайӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей турисчӗ канма кайсан вилнӗ. Бассейнра. Турцинчи Аланья хулинче. Инкек сӑлтавне право тытӑмӗн тӗпчевҫисем палӑртӗҫ. Раҫҫейӗн ют ҫӗршыври пайтаҫисем вилене хамӑр ҫӗршыва епле илсе килесси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Раҫҫейӗн Анталья хулинчи тӗп консульствин пайтаҫи инкек эрнекун пулнӑ тесе пӗлтернӗ. «Эпир страхлакан компанипе тата право органӗсемпе ӗҫлетпӗр халь. Вилене Раҫҫее илсе кайма хутсем хатӗрлетпӗр», — тенӗ вӑл «Новости» Раҫҫей информаци агентствине. Вилнӗ арҫын Сергей Жук ятлӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Екатеринбургри Сергей Цукрук турист тӑн ҫухатнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хурас тенӗ. Анчах арӑмӗ вӑхӑтра асӑрханӑ. Туристсене страхлакан компани арҫын пульницӑра сипленнине саплаштарма килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта транспортӑн пӗрлехи карттине — ЕТКна — аллӑн укҫа хума май килмӗ. Халех мар. 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса. Наци тӳлев тытӑмӗ ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртнине пӗлтернӗ. Тӳрлетӳсем кӗртнӗ чух транспорт карттисене шута илмен тесе пӗлтерет РБК. ЕТКпа Раҫҫейӗн 60 ытла хулинче усӑ кураҫҫӗ. Ҫав шутра Шупашкар та пур. Наци тӳлев тытӑмӗ ҫинчен калакан саккунра пӑхса хӑварнӑ тӳрлетӳсем вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн электрон кошелёксене ята кӑтартмасӑр укҫа хума май килмӗ. ЕТК пирки электрон кошелёк темелле те. «Технезис» компанин пуҫлӑхӗ Дмитрий Пьянковский транспорт картти ҫак тӳлев виҫипе килӗшсе тӑмасан та пултарнине палӑртнӑ. Анчах ун пек пултӑр тесен укҫан малтан организаци счёчӗ ҫине куҫмалла, унтан — карттӑ ҫине. Ун пек меслетпе Питӗрте усӑ кураҫҫӗ иккен. Транспортӑн пӗрлехи карттипе ҫыхӑннӑ ыйтупа «Чӑваш халӑх сайчӗн» редакцийӗ «ЕТК» тулли мар яваплӑ обществӑна ыйтса ҫыру янӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |