Республикӑра
![]() Www.pfrf.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри 369 пин пенсионертан 70-е яхӑн проценчӗ ҫак тӳлеве банксем урлӑ илсе тӑрать. Вӗсенчен 64 проценчӗ банк карттипе усӑ курать. Ку цифрӑсене Раҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пӗлтереҫҫӗ. Пенсие киле ҫитерсе пама Раҫҫей почти тата альтернативлӑ ытти служба пулӑшаҫҫӗ. Маларах банксем терӗмӗр те, пенсионер вӗсенчен кирек хӑшне те суйлама пултарать. Анчах РФ Пенси фончӗ килӗшӳ тунӑ организацие. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче пирӗн республика территорийӗнче «Мособлбанк» уйрӑмӗ хупӑннӑ. Ун урлӑ пенси илнисен апла пулсан урӑх организацисене суйламалла. Банксем йышлӑ. Пирӗн Чӑваш Енре 22 кредит организацийӗ урлӑ пенси илме пулать. Вӗсен йышӗнче ҫаксем: Перекет банкӗ, «Энергобанк», «Промсвязьбанк», «АК БАРС», «Россельхозбанк», «Кузнецкий», «Мегаполис», «ЧУВАШКРЕДИТПРОМБАНК», «Девон — Кредит», «Связь-Банк», «ОБР», «СКБ-банк», «РГС Банк», «Газпромбанк», «ПОЧТА БАНК», «Совкомбанк», «УБРиР», «РОСБАНК», «ВТБ», «Восточный экспресс банк», «Тинькофф Банк», «ФК Открытие». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарта общество транспортӗнче ытларах укҫа тӳлеме тивӗ. Тепӗр икӗ эрнерен 2 тенкӗ ытларах кӑласра хумалла. Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен троллейбусра 22 тенкӗ тӳлемелле, карточкӑпа – 20 тенкӗ. Автобусра вара билет хакӗ 25 тенкӗ пулӗ, карточкӑпа – 21 тенкӗ. Тролейбуспа пӗр уйӑх ҫӳремелли билет 900 тенкӗ тӑрӗ. Вӗренекенсен куншӑн 650 тенкӗ кӑларса хумалла. Каласа хӑвармалла: пӗлтӗр общество транспортӗнче хак икӗ хутчен ӳснӗ – утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата раштавӑн 1-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри врачсен квалификацине ӳстерекен институтра ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива республикӑн Сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов паллаштарнӑ. Ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, врачсен квалификацине ӳстерекен института ертсе пыма Роман Матвеева шаннӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑх унччен ҫав институтра стоматологи кафедрин заведующийӗ пулса тӑрӑшнӑ. Роман Матвеев — профессор. Институтӑн ҫӗнӗ пуҫлӑхне ҫирӗплетиччен ректор тивӗҫне вӑхӑтлӑха Валерий Маленков пурнӑҫланӑ. Институтра вӑл вӗренӳпе методика енӗпе ӗҫлекен проректорта тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулма паян Алексей Гурьева шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн 1994 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкарти Ҫемье планланмалли тата репродукци цетрӗнче ЭКО процедурине пӗрремӗш хут ирттернӗ. 1995 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ҫут тӗнчене 3480 грамм таякан хӗрача килнӗ. Ҫак хӗрача кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хӑй амӑшӗ пулса тӑнӑ. Вӑл ывӑл ҫуратнӑ. Палӑртмалла: Президент пепкелӗх центрӗнче ЭКО мелӗпе 1994 ҫултанпа усӑ кураҫҫӗ. Ку таранччен ку мелпе 3,5 пин ытла ача кун ҫути курнӑ. 2013 ҫултанпа вара ЭКО хӗрарӑмсемшӗн тӳлевлӗ пулса тӑнӑ. Хӗрарӑмӑн гинекологран направлени илмелле ҫеҫ. Президент пепкелӗх центрӗнче «хӗрӳ лини» ӗҫлет: (8352) 58-39-94. ЭКО пирки ыйтусем пур тӑк шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ен Президентне Михаил Игнатьева тата Шупашкарта пурӑнакансене республикӑн тӗп хулин юбилейӗпе саламланӑ. 1469 ҫулхи летопиҫсенче пуҫласа асӑннӑ хула Атӑлҫи тӑрӑхӗнче экономика, культура енӗпе пӗлтерӗшлӗ центрсенчен пӗри пулса тӑнине, пысӑк порт хули пулнине палӑртнӑ. «Эсир хулан мухтавлӑ страницисемпе, литераторсемпе ученӑйсен, ҫар пуҫӗсемпе космонавтсен, артистсемпе спортсменсен ӑрӑвӗпе тивӗҫлипе мӑнаҫланатӑр», — хакланӑ Президент. Шупашкар паян — пысӑк, хитре, хальхи вӑхӑтри хула пулнине те асӑннӑ телеграммӑра. Кунта промышленность, ӑслӑлӑх, вӗренӳ вӑй-хӑвачӗ, социаллӑ пурнӑҫпа транспорт инфраструктури вӑйлӑ аталаннине палӑртса хӑварнӑ. Нумай нациллӗ хулара пурӑнакансем Шупашкар, Чӑваш Республикин, Раҫҫей аталанӑвне ырӑ витӗм кӳнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Правда ПФО» сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче Алексей Гурьев самай пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Алексей Юрьевича министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин Иван Моторин паян, ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. 730-мӗш номерлӗ хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ. Алексей Гурьев маларах Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнчи Шалти политика управленийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. 2012-2015 ҫулсенче вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи пулнӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Алексей Гурьев вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулмалли кандидатсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче акватлон енӗпе ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑрту иртӗ. Ӑна Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ. Кун пек ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн тӗп хулинче кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр унта 200 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫӗршывӑн 12 регионӗнчен виҫӗ теҫетке ытла спортсмен килсе ҫитмелле. Медальсемшӗн ҫула кура тӑватӑ ушкӑнта тупӑшӗҫ: 13-14 тата 15-16 ҫулсенчи яшсемпе хӗрсем, 19 ҫулчченхисем тата 23-чченхисем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗнче, шывра ишессипе, чупассипе тупӑшма тивӗ. Инҫӗшӗ спортсменсен ҫулне кура тӗрлӗрен: 0,75 километртан пуҫласа 2,5 километр таран, шывра ишессипе — 0,3 километртан пуҫласа 1 километрччен. Ӑмӑртма 8 сехетрех пуҫӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче тӳре-шара канашлӑва пухӑннӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин, Чӑваш Ен Элтеперӗн ЧР Патшалӑх Канашӗнчи полпречӗ, Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев, республика Правительствин пайташӗсем, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин чӑваш парламентӗнчи фракцийӗн депутачӗсем пухӑннӑ. Канашлура мӗнле ыйтусене сӳтсе явнипе ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта тӗплӗн паллаштарман. Финанс тата социаллӑ политикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене, патшалӑх программисене пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ самантсене тишкернӗ тенипех ҫырлахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн «Родители 3.0» проектӑн хӑйӗн сайчӗ ӗҫлеме кайнӑ. Вӑл та ҫавӑн пекех ятлӑ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ валли ятарласа йӗркеленӗ, вӗсем психолого-педагогика, методика, консультаци пулӑшӑвӗсемпе усӑ курччӑр. Малашне ашшӗ-амӑшӗ специалистсем патне онлайн мелпе ҫырӑнма пултараҫҫӗ, хӑйсене кирлӗ вӑхӑта, вырӑна суйлаҫҫӗ. Юлашкинчен онлайн пулӑшун пахалӑхне те кӑтартма пултараҫҫӗ. Ку кӑна мар, сайтра «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси» проект пирки те ытларах пӗлме май пур. Унтах ашшӗ-амӑшӗпе ӗҫлекен специалистсем валли материалсем вырнаҫтарӗҫ. Палӑртса хӑвармалла: «Родители 3.0» проект унччен 14 миллион ытла тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() www.veche-pskovinform.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче полицие Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. Хайхискере ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ-мӗн. Темиҫе кун каялла ун патне палламан ҫынсем шӑнкӑрлавланӑ та хӑйсемпе йӗрке хуралӗн органӗсен ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Арҫын хӗрарӑм унччен БАДсем туяннипе туянманни пирки интересленнӗ. Хӗрарӑм чӑнах та туяннӑ иккен, анчах усси пулман имӗш. Лешсем куншӑн компенсаци тӳлеме шантарнӑ. Анчах малтан комиссишӗн укҫа памалла-мӗн, кайран ӑна та тавӑрса парӗҫ. Хайхи ултавҫӑсем тӗрлӗ сӑлтав тупса хӗрарӑмран 250 пин тенкӗ сӑптӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |