Пӑтӑрмахсем
![]() https://zoozel.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри юсанмалли учрежденисенче саккунсене епле пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑракан прокурорта тӑрӑшнӑ ҫынна суд ӗҫе илме килӗшменнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: прокурор Ҫӗрпӳри 2-мӗш изоляторта ларакан хӑйӗн паллаканӗсем патне кайнӑ. Ҫакӑ надзор органӗнче калаҫу ҫуратнӑ. Прокурор сӑмахне тытман тата прокурор ӗҫченӗн ятне янӑ тесе ӑна 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнупа килӗшмесӗр экс-прокурор суда ҫитнӗ. Вӑл хӑйне ӗҫе каялла илме ыйтнӑ, ӗҫре ирӗксӗр пулайман кунсемшӗн вӑтам шалу шыраса илесшӗн пулнӑ. Районти суд хирӗҫленине кура приговора Чӑваш Енӗн Асла судне евитленӗ. Анчах унтисем те прокурор пулнӑ ҫынна хӳтӗлесе йышӑну кӑларман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Виктор Чугаров страницинчи сӑнӳкерчӗк Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Францин тӗп хулинче, Парижра, Никита Тӗнчепе тӗл пулу ирттерӗҫ. Унта асӑннӑ ҫӗршывра пыракан чӑвашсене йыхравлаҫҫӗ. Кун пирки Виктор Чугаров режиссер-документалист Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ, тӗплӗнрех пӗлес тесен хӑйӗнпе ҫыхӑнма сӗннӗ. Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Никита Тӗнче велоҫулҫӳревҫӗ мӑшӑрӗпе Анастасийӑпа тата ҫулталӑка ҫывхаракан хӗрӗпе Айӑпа Финлянди енне тухса кайнӑччӗ. Халӗ вӗсен Европӑри ҫулҫӳревӗ малалла тӑсӑлать. Сӑмах май каласан, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Германинчи чӑвашсен иккӗмӗш тӗл пулӑвӗ иртӗ. Ӑна унччен кӑҫалхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче пухнӑччӗ. Тӗл пулӑва пуҫараканӗ — нимӗҫ журналисчӗ Ян Шредер, мероприятие йӗркелекенӗсем – маларах асӑннӑ Виктор Чугаров тата Ян Шредер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Контактри» «Летняя подкова - 2019» ушкӑнри сӑнӳкерчӗк Ҫурла уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗлӗнмелле фестиваль пулса иртнӗ. Ӑна унти «Олимп» лаша спорчӗн шкулӗнче ирттернӗ. Ҫакӑн пирки Ирина Кривцова «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче хыпарланӑ. Фестивале кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ. «Летняя подкова — 2019» (чӑв. Ҫуллахи такан) фестивале хутшӑнма май пулнӑшӑн тав туса ҫырнисем питех те йышлӑ. «Фестивалӗн ӑш пиллӗ хуҫине Вероникӑна, хӗвел евӗр ҫынна, пирӗн ачасен «амӑшне», пысӑк тав. Кӑмӑл-туйӑма уҫса пама сӑмах ҫитмест», — хавхаланса ҫырнӑ, сӑмахран, Чулхула тӑрӑхӗнчи Марина Лукина. Сӑмах май, вӑл, тӳресенчен пӗри пулнӑ. Мероприяти йӗркелӳҫи — Чӑваш Енри иппотерапи шкулӗн ертӳҫи Вероника Култакова. Фестивале тӗрлӗ регионти ачасем килсе ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Паян, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Андриян Павловӑн пултарулӑх каҫе иртет. Вӑл 18 сехетре пуҫланнӑ. Андриян Николаевич — режиссер, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ комсомол премийӗн лауреачӗ. 70 ҫулти актера уяв каҫӗнче ӗҫтешӗсем, пултарулӑх коллективесем саламлаҫҫӗ. Унтан «Чуххӑм Ванькка авланать – кай, кай, кай…» спектакль кӑтартма палӑртнӑ. Андриян Павлов 1949 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри театр институтӗнче вӗреннӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ театрта 1972-1983 ҫулсенче актер пулса ӗҫленӗ. 1985 ҫулта режиссер курсӗсенчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн режиссер-постановщикра ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енри 8 фермера суд айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Хайхискерсем федераци тата республика хыснисенчен суя мелпе субсиди илнӗ. Суд сакки ҫине Шупашкар хулинчи, Комсомольски, Вӑрмар, Куславкка, Тӑвай тата Етӗрне районӗсенчи ҫынсем ларнӑ. Вӗсенчен 4-шӗ – хресчен-фермер хуҫалӑхӗн (ХФХ) ертӳҫисем, иккӗшӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсен пуҫлӑхӗсем, пӗри ҫак дожноҫра унччен ӗҫленӗ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта ХФХ тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫынпа калаҫса татӑлнӑ та суя документсем хатӗрленӗ. Унта мелиораци хатӗрӗ туяннине кӑтартнӑ, хакне хӑпартса ҫырнӑ. Ҫак документсене вӗсем ЧР Ял хуҫалӑх министерствине субсиди илме тӑратнӑ. Ҫапла майпа вӗсене 128 пинрен пуҫласа 2 миллион тенкӗ таран куҫарса панӑ. Вӗсем федераци тата республика хыснисене 9 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ. Следстви вӑхӑтӗнче иккӗшӗ тӑкака (2,9 миллион тенке) саплаштарнӑ. Ыттисенчен ЧР Ял ухҫалӑх министерстви валли 5 миллион ытла тенкӗ шыраса илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() land-cruiser.ru сайтран илнӗ сӑн Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата интереслӗ хыпар пӗлтернӗ: хайхискер кӑмпана кайнӑ та машина тупнӑ. Ку ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм Шупашкарти «Лента» гипермаркет хыҫӗнчи вӑрмана кӑмпа татма кайнӑ. 15 сехет те 28 минутра хайхискер йывӑҫсен хушшинче машина ларнине асӑрханӑ. «Кӑмпа шырама кайрӑм та машина тупрӑм», - ҫапла каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм корреспондентсене. ЧР ШӖМӗ халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Йӗрке хуралҫисем машина хуҫине палӑртаҫҫӗ. Авто.ру сайтра вара ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак машинӑна сутни пирки пӗлтерӳ тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫулла вӗҫленсе пырать, анчах ҫанталӑк ӑшӑпа савӑнтармасть-ха. Чылайӑшӗ, ахӑртнех, авӑн уйӑхӗ ӑшӑ пуласса шанать. Эппин, синоптиксене итлер-ха. Чӑнах та, авӑн уйӑхӗн лайӑх ҫанталӑкран пуҫланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 4-8-мӗшӗсенче сывлӑш температури 22-27 градус таран ӑшӑнӗ, уяр пулӗ. Ку «карчӑк ӑшши» ӗнтӗ. Анчах ку нумайлӑха тӑсӑлмӗ. Иккӗмӗш декадӑра чӑн-чӑн кӗркунне ҫитӗ: ҫумӑр ҫӑвӗ. Уйӑх варринче сивӗ, ӑмӑр ҫанталӑк тӑрӗ, 8 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра антициклон хуҫаланӗ. Уяр пулсан та сывлӑш температури 8-13 градус ҫеҫ ӑшӑнӗ, ҫӗрлесерен тӑм ӳкӗ. Авӑнӑн 26-27-мӗшӗсенче вара юр ҫума пултарассине систереҫҫӗ синоптиксем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ журналисчӗ, СССР журналисчӗсен пайташӗ, спорт комментаторӗ Юрий Диомидович Плотников пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юрий Диомидович республикӑра тухса тӑракан хаҫатсенче ӗҫленӗ: «Ҫамрӑк коммунист», «Советская Чувашия», «Чӑваш Ен». Шупашкарти телекурав студийӗнче те вӑй хунӑ, Чӑвашрадиора 20 ытла ҫул спорт кун кӗнекине ертсе пынӑ. Вӑл «Хыпар», «Почтовый экспресс» хаҫатсемпе, «Спортивная панорама Чувашии» журналпа, Ҫӗрпӳ районӗн «Цивильский вестник» хаҫачӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Юрий Плотников ҫичӗ кӗнеке кӑларнӑ, 1 пин ытла сӑвӑ ҫырнӑ. Хӑй вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, унтах педагогика училищине пӗтернӗ, каярахпа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ӑс пухнӑ. Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Юрий Плотников 85 ҫул тултармаллаччӗ. Паллӑ журналистпа, спорт комментаторӗпе паян сывпуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инна Емельянова архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Инна Емельянова упӑшкипе ывӑлне шырать. Лешсем шапаша кайнӑ та ҫухалнӑ. 44 ҫулти Андрей тата 22-ри Яков Калининграда ӗҫлеме кайнӑ. Унта вӗсем утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Малтанах ашшӗпе ывӑлӗ хваттер тара тытнӑ, анчах кайран, укҫи-тенки пӗтсе ҫитсен, палаткӑра пурӑнкаланӑ. Амӑшӗ ывӑлӗпе юлашки хутчен ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче калаҫнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫав кунранпа мӑшӑрӗн телефонӗ сӳннӗ. Инна Емельянова тӑванӗсене тупмашкӑн пулӑшу ыйтать. Тен, эсир мӗн те пулин пӗлетӗр вӗсем пирки? Апла Инна патне шӑнкӑравлӑр: 8-919-971-64-77. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gorobzor.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче арҫын хӗрарӑмӑн сӑмсине ҫыртса илнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ хыпарлать. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун 19 сехетре Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн пӗрле пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмпа хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер ҫиллине тытса чарайман – савнине сӑмси вӗҫне ҫыртса илнӗ. Хӗрарӑма тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Кун тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Палӑртмалла: арҫын унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |