Культура
![]() Авӑн уйӑхне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ачасене халалланӑ. Унта уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен ача-пӑча спектаклӗсен «Для вас, дети!» (чӑв. Сире валли, ачасем!) фестивалӗ иртӗ. Ҫав тапхӑрта тӗрлӗ жанрлӑ ӗҫе пӑхса савӑнма май килӗ. Программӑра — музыка юмахӗсем, балет, мюзикл. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 12 сехетре А. Галкинӑн «Дюймовочка» музыка юмахне кӑтартӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 12 сехетре «Дитя и волшебство» (М. Равель) лирикӑлла фантазине курма пулать. Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 12 сехетре театр «Кентервильское привидение» мюзикла йыхравлать. Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 12 сехетре П. Чайковскин икӗ пайлӑ «Щелкунчик» балетне кӑтартӗҫ. Театрта пурне те кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() spzh.news/ru сайтран илнӗ сӑн Красноармейски районӗнчи Алманч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суд 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хайхискер хыснана 150 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак пуҫлӑх юсаман ҫулшӑн укҫа тӳленӗ. ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Алманч ялӗнчи ҫулӑн пӗр пайӗ пирки пырать. Юсаман ҫулшӑн хысна укҫине тӳленӗшӗн пуҫлӑха явап тыттарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта «Ваттисем валли - ача пахчи» ӗҫлет. Ватӑ ҫынна е сусӑра килте никампа та хӑварма ҫук-и? Эппин, ӑна ача пахчине илсе кайӑр. Вӑл унта кунӗпе тунсӑхласа лармӗ. Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта кун гимнастика тунинчен е уҫӑ сывлӑшра Скандинави мелӗпе утнинчен пуҫланать. Ватӑсем аталанмалли занятисене хутшӑнаҫҫӗ: тӑмран ӑсталаҫҫӗ, квиллингпа кӑсӑкланаҫҫӗ, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеҫҫӗ. Ача пахчинчи пекех вӗсене апат ҫитереҫҫӗ, кӑнтӑрла выртса илме май параҫҫӗ. Ватӑсемпе психолог юнашарах. Кунашкал ача пахчи 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен ӗҫлет. Паянхи кун тӗлне унта 9 ватӑ ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев отпускран тухнӑ. Паян, ҫурлан 31-мӗшӗнче, вӑл Совет Союзӗн Паттӑрӗ А.В.Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗнче пулнӑ. Унта халӗ хаккей центрне, стадион тӑваҫҫӗ. Элтепер строительство ӗҫӗсем мӗнле пынипе кӑсӑкланнӑ. Унта йӑлтах планпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пынине палӑртнӑ. Ҫитес эрнере рабочисем пӳлӗмсене отделка тума пуҫлӗҫ. Ӗҫсене ҫитес ҫул ҫу уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Футбол уйне вара кӗҫех туса пӗтерӗҫ. Ҫанталӑк лайӑх тӑрсан футбол матчӗсем ҫитес эрнере пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gazeta.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енри усламҫа ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Хайхискер тимӗр бетон плитасем илме шутланӑ. Анчах ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. Улатӑр хулинче пурӑнакан арҫын ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнчи сайт урлӑ 13 тимӗр бетон плита саккас панӑ. Ҫав кун 11 сехетре вӑл 65 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах усламҫӑ, фирма ертӳҫи, тавара кӗтсе илеймен. Кӑштахран плитасем сутнине кӑтартакан пӗлтерӳ те ҫухалнӑ, сайт хупӑннӑ. Ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлансан усламҫӑ полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн «Шупашкарти чи лайӑх муниципалитет ӗҫченӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Финала 6 ҫын хутшӑннӑ, жюри вӗсенчен икӗ ҫынна икӗ номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх наставник» тата «35 ҫула ҫитмен чи лайӑх ҫамрӑк специалист». Ҫӗнтерӳҫӗсене собеседовани пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн палӑртнӑ. Аслӑ ӑрурисен хушшинче Ленин район администрацийӗн ҫурт-йӗре шута илекен тата пайлакан пай пуҫлӑхӗ Светлана Строкач чи лайӑххи пулнӑ. Вӑл 21 ҫул ӗҫлет. «35 ҫула ҫитмен чи лайӑх ҫамрӑк специалист» номинацире хула администрацийӗн пайӗн специалист-эксперчӗ Денис Макаров палӑрнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫӗнтерӳҫӗсене саламланӑ. Мала тухнисем республика шайӗнчи конкурса хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() tripadvisor.ru сайтран илнӗ сӑн Ку вырсарникун, Пӗлӳ кунӗнче, Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтес пӗрремӗш класа каякансем валли парне хатӗрленӗ. Ҫак кун вӗсем ачасене зоокӗтесе тӳлевсӗрех кӗртӗҫ. А.Николаев ячӗллӗ парк авӑнӑн 1-мӗшӗпе кану программи хатӗрленӗ. Мероприятисем 12-15 сехетсенче иртӗҫ. Уяв концертпа пуҫланӗ, спорт секцийӗсем ӑсталӑхне кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне парнесем выляттарӗҫ, конкурссемпе лотерейӑсем ирттерӗҫ. 13 сехетре Пуканесен театрӗ «Заяц, лиса и петух» (чӑв. «Мулкач, тилӗ тата автан») музыка спектаклӗ кӑтартӗ. Пӗрремӗш класса каякансене вара (6-7 ҫулсенчи ачасем) «Ковчег» зоокӗтесе тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Анчах малтан ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство кӑтартмалла Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() https://ulanmedia.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ҫӗрпӳри арҫынсен юсанмалли 9-мӗш колонийӗнче ӗҫленӗ 22 ҫулти ҫамрӑка суд тенкелӗ ҫине лартнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: айӑплава асӑннӑ учрежденире ирттерекенсене вӑл карас телефонӗсемпе тивӗҫтернӗ. Халӗ вара унта ӗҫлекен 27 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Айӑпланнисене вӑл та телефонсемпе тивӗҫтернӗ. Тӗрӗсрех, унта ларакан пӗр ҫынна панӑ. Маларах тӑватӑ телефон илсе кӗртсе панине пӗлнӗ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ҫавна тӗпченӗ чух ытти факт ҫиеле тухнӑ. Хальлӗхе шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, колони ӗҫченӗ сакӑр телефон илсе кӗртсе панӑ иккен. Тата пӗр катридер. Уншӑн пурӗ 32 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Пуҫиле ӗҫсене пӗр ҫӗре пухнӑ, тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри пульницӑсен ӗҫне Мускаври экспертсем хакланӑ. Раҫҫей сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Ирина Андреева тата РФ Сывлӑх сыхлав министерствин регионсемпе тата канашламалли органсемпе ӗҫлекен пайӗ пуҫлӑхӗ Олег Филиппов 12 медучрежденире пулнӑ. Вӗсем пирӗн республикӑра ҫурла уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче ӗҫленӗ. Специалистсем Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезированин центрӗнче (сӑнӳкерчӗкре), Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен тытӑмӗн 21-мӗш медсанчаҫӗнче, Федерацин медицинӑпа биологи агентствин 29-мӗш медсанчаҫӗнче, РФ ШӖМӗн медсанчаҫӗнче пулнӑ. Федераци пӗлтерӗшлӗ пульницӑсемсӗр пуҫне экспертсем Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав мнистерствине пӑхӑнакан учрежденисене те: Шӑмӑршӑри, Патӑрьелти, Йӗпреҫри, Элӗкри тата Вӑрнар районӗсенчи пульницӑсене, Республикӑри клиника пульницине, Республикӑри онкодиспансера тата Республикӑн ача-пӑча клиника пульницине ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() astrakhanfm.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан студент общежитири кӳршин укҫи-тенкине 7 уйӑх (2018 ҫулхи юпаран пуҫласа кӑҫалхи акаччен) сӑптӑрнӑ та сӑптӑрнӑ. 18 ҫулти каччӑ кӳршин банк приложенийӗн парольне вӑрттӑн пӑхса астуса юлнӑ. Хайхискер лешӗ ҫук чухне унӑн телефонне тытнӑ та укҫа-тенке хӑйӗн банк карточки ҫине куҫарнӑ. Шар курнӑ каччӑ – тӑлӑх. Ӑна патшалӑх пособисем уйӑхсерен панӑ. 18 ҫулти каччӑ вара ҫакна пӗлнӗ ахӑртнех. Вӑл 7 уйӑхра хӑйӗн банк картти ҫине 300 пин тенкӗ куҫарнӑ. Тӑлӑх кӑҫал ҫуркунне банк операцийӗсен историне пӑхнӑ та укҫа-тенке сӑптӑрнине тинех ӑнланнӑ. Студент тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех ӑна Шупашкарти Калинин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хӑй вӑрланӑ укҫана тӑлӑха тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |