Хулара
![]() nevnov.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти зоопаркра пӑши ами вилсе кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Канмалли кунсенче зоопарка кайрӑмӑр. Пӑхатпӑр: пӑши ами пурӑннӑ вольер пушӑ. Вӑл ӑҫта кайса кӗнине ыйтрӑмӑр. Вилнӗ иккен. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех пулас», - ҫапла каласа кӑтартнӑ вӑл. Пӑши ами Галина ятлӑ пулнӑ. 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл килен-каян темӗн ҫитернӗрен чирлесе ӳкнӗ. Ун чухне чӗрчуна ҫӑлса хӑварайнӑ. Халӗ пӑши ами мӗншӗн вилнине ветеринарсем уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Тутарстанри Аксу районӗнчи Мюд поселокӗнче пурӑнакан чӑваша район пуҫлӑхӗ Камиль Гилманов саламланӑ. Ирина Степанова патне пуҫлӑх килнех кайнӑ. Ирина Михайловна тӑван ен историне тӗпченипе паллӑ иккен. «Вӑл районти кашни ял хӑҫан тата мӗнле йӗркеленсе кайнине, вӗсене кам йӗркеленине тата мӗнле аталанса пынине тарӑн тӗпчесе кӗнекесем ҫырса кӑларать», — хыпарланӑ вырӑнти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра. Ирина Степанова тӑрӑшнипе 15 кӗнеке пичетленнӗ. Вӑл малашне те тӗпчев ӗҫӗпе тӑрӑшасшӑн. Ҫакӑн пирки хӗрарӑм район пуҫлӑхне пӗлтернӗ. Пӗлтерӗшлӗ ӗҫшӗн Ирина Степановӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Аксу район ертӳҫи Камиль Гилманов вара Ирина Степановӑна Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() «Сувар» халӑх ташӑ ансамблӗ тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ ҫӗнӗ сезон уҫӗҫ. Кӑҫал ушкӑнсен юбилейлӑ сезон пулӗ. Аслисен — 40 ҫул, пӗчӗккисен — чӗрӗк ӗмӗр. Сезона ушкӑнсем Шупшкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уҫӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. «Сувар» тата «Суварята» халӑхра тахҫанах ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем чӑваш ташшине хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те анлӑ сараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ушкӑнсем чӑваш ташшин асамлӑхне ҫӗнӗ ӑру валли упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ. Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнӑ ятпа йӗркеленӗ программа пуян пуласса шантараҫҫӗ. Вӑл аслисене те, ачасене те кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Программӑна Ирина Музыкантова юрӑҫ та (вӑл — ансамбльсен ертӳҫин Анатолий Музыкантовӑн хӗрӗ) хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Экономика
![]() Шалу виҫи ӳснипе Ҫӗмӗрле хули республикӑра малта пыракан муниципалитетсен шутӗнче. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере хула кунне ирттернӗ. Ҫав ятпа тӗп мероприятисене хулан Тӗп лапамӗнче тата хулари культурӑпа кану паркӗнче йӗркеленӗ. Унта вырӑнти предприятисен ҫитӗнӗвӗпе, ал ӑстисен пултарулӑхӗпе, вырӑнтисен пуҫарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Шалу шайӗ ӳснипе Ҫӗмӗрле хули республикӑри муниципалитетсен хушшинче малтисенчен пӗри. Уйӑхри вӑтам шалу виҫи кӑҫалхи ултӑ уйӑхра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 21 процент ӳснӗ. Хула кунне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ, ҫӗмӗрлесене уявпа саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вӑтам шкулта 640 ача вырӑнне 121-ӗн вӗренеҫҫӗ. Вӗренӳ заведенийӗ проект хӑвачӗпе усӑ курайманнине кура ӑна Михаил Игнатьев Элтепер оптимизацилеме сӗннӗ. Тӳрех палӑртар: хупса мар. Шкула тӗплӗ юсанӑ чух планировкӑна ҫӗнетсе шкулӑн пушӑ пӳлӗмӗсене урӑхла майпа усӑ курма. Вӗренӳ заведенийӗнче Михаил Васильевич авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Шкула юсамалла. Ҫавӑн валли халӗ проектпа смета документацине хатӗрлеҫҫӗ. Чӳречесемпе алӑксене ылмаштарасшӑн, ҫутӑ пӑралукне, ӑшӑ тата шыв пӑрӑхӗсене улӑштарасшӑн. Шкул ҫурри ытла япӑхнине кура ӑна ҫӗнетме республика хыснинчен 20 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Михаил Игнатьев демографи лару-тӑрӑвне те шута илме сӗннӗ. Вӗренӳ заведенийӗн лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курас, коммуналлӑ тӑкаксене чакарас тӗллевпе вӑл пӳлӗмсене оптимизацилеме, тӗплӗ юсав вӑхӑтӗнче шкула ҫӗнӗрен планлама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
(«Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян?» кӗнекерен)
«Литература халӑха туйма, шухӑшлама, критикӑллӑ ӑс-тӑна туптама вӗрентет. Хӑйӗн сӑнне те вӑл литературӑра тупать. Ҫак сӑна вӑл ялан улӑштарма, лайӑхлатма тӑрӑшать. Литература вӑл – Пӳлӗх парни мар. Ӑна ҫынсем тӑваҫҫӗ. Вӗсем литературӑна тата хӑйсене суйлаҫҫӗ. Литература пропаганда е канмалли мел кӑна пулас пулсассӑн халӑх чӗрчун-выльӑх пурнӑҫӗпе пурӑнма пуҫлӗччӗ. Паллах, ку пит пӗлтерӗшлӗ те мар. Тӗнче литературӑсӑр та пулма пултарать. Ҫынсӑр тӗнчене тата та лайӑхрах». Ҫапла вӗҫлет Жан-Поль Сартр хӑйӗн «Мӗн вӑл литература?» (1948) ӗҫне. «Мӗншӗн ҫырать ҫыравҫӑ?» ҫапла ят панӑ вӑл кӗнекен пӗр сыпӑкне. Мӗншӗн ҫырать ҫыравҫӑ? Мӗншӗн эпӗ ҫырмастӑп?.. Е, тӗрӗсрех каласан, мӗншӗн ҫырӑнмасть?.. Пуҫра пин-пин шухӑш хӗвӗшет… Вӗсем апла-и капла-и пурте тенӗ пекех чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ, чӑвашлӑх тавра ҫаврӑнаҫҫӗ... Чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ пур япала-пулӑм та улӑх-ҫаран чечекӗ пек хӑй ҫине пӑхтарасшӑн, хӑйӗн пирки калаттарасшӑн, калаҫтарасшӑн – шухӑшлаттарасшӑн… «Сассуна пар! | ||
Республикӑра
![]() Шупашкарта вырнаҫнӑ юсанмалли 4-мӗш колонире айӑплава ирттерекен тӑватӑ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. «Юратӑвӑн чикки ҫук», — теҫҫӗ ку пулӑм пирки Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче. Йӗплӗ пӑралук хыҫӗнчисем те юратаҫҫӗ, лайӑххине шанаҫҫӗ. Хӑйсен юратӑвне тепӗр чух ҫыру урлӑ тупаҫҫӗ. Килӗшнӗ ҫынна пӗрлешме сӗнеҫҫӗ. Шупашкарти колонире нумаях пулмасть тӑватӑ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем патне хӗрӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе ҫитнӗ. Ҫемье ҫавӑрни ҫинчен калакан регистрацие загс ӗҫченӗ ирттернӗ. Пӗр ҫемьене тӗвӗленме шухӑшланисене тӗрме ӗҫченӗсем те саламланӑ. Вӗсем тата загс ӗҫченӗ ҫӗнӗ мӑшӑрсене телей суннӑ, савӑнса та килӗштерсе пурӑнма ырӑ суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Виктор Родионов (22.07.1924-19.05.1987 ҫҫ.) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ирттерӗҫ. Астӑвӑм каҫӗнче Виктор Родионов пурнӑҫӗпе пултарулӑхне аса илӗҫ. Унтан «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакле кӑтартӗҫ. Спектакле Арсентий Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ. Астӑвӑм каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ. Виктор Родионов Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫуралнӑ. 1941 ҫулта Чӑваш музыка училищинчен, виолончелипе композици класӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1947 ҫулта — А. Луначарский ячӗллӗ Мускаври театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗнчен. Чӑваш театрӗнче музыкант, артист пулса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Авӑнӑн 10-мӗшне Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен тӑван чӗлхине хӳтӗлемелли кун тесе йышӑнма сӗннӗЧӑваш чӗлхи
![]() «Раҫҫей халӑхӗсен демократиллӗ конгресӗ» ятлӑ Мускав хулинчи халӑх юхӑмӗ Альберт Разин хӑйне ҫунтарса янӑ куна уйрӑммӑн палӑртма сӗннӗ. Вӗсен шухӑшӗпе авӑнӑн 10-мӗшне Альберт Разина асӑнмалли кун туса хумалла, ӑна Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен тӑван чӗлхине хӳтӗлемелли кун темелле. Ку пуҫарупа вӗсем ПНО-на (ООН-на) тата Европа Канашне тухасси пирки пӗлтернӗ, паллӑ куна тӗнче шайӗнче ҫирӗплетесси пирки тӑрӑшӑпӑр тенӗ. Чӗнӳ айӗнче Хуснутдинов Ренат, Адельбаев Х.А., Жамниханов Ш.С., Жиганшин Н.Ю., Бикбаев А.Ф., Хафизов Р.М. тата ыттисем алӑ пуснӑ. Аса илтеретпӗр, Альберт Алексеевич Разин тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне хӑй Удмурти парламенчӗ умӗнче авӑнӑн 10-мӗшӗнче ҫунтарса янӑ. Кӗлеткин 90% ытла пиҫсе кайнӑран ҫав кунах пульницӑра вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн видео скринӗ Шупашкарти полицейски канмалли кун лавккана кайнӑ та… темиҫе преступление уҫӑмлатма пултарнӑ. 2-мӗш полици уйрӑмӗн уголовлӑ шырав уйрӑмӗн оперуполномоченнӑйӗ Антон Кубиков Тукташ урамӗнчи пӗр лавккара икӗ каччӑ касса умӗнчен чупса иртнине асӑрханӑ. Вӗсен ҫумӗнче вара апат-ҫимӗҫ пулнӑ, куншӑн тӳлемесӗрех урама тухса тарнӑ. Каччӑсем машинӑна ларса лавкка умӗнчен тарнӑ. Полицейски вара ӑна астуса юлнӑ та кун пирки дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫак автомашинӑна Ярославль урамӗнче чарнӑ. Багажнике уҫнӑ, унта вара – апат-ҫимӗҫ, эрех-сӑра, йӑлара усӑ курмалли хими, косметика. Ҫак каччӑсем Тутарстанран иккен. Унччен вӗсем уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Хальхинче те вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |