Политика
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Анна Спиридонова иномарка рулӗ умӗнче ларнӑ чухне тепӗр машинӑна пырса лекнӗ, хӑй вара авари вырӑнӗнчен кайнӑ. Кун пирки пирки ЧР прокуратури пӗлтерет. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, кӗҫех 32 ҫулти депутата тупнӑ, протокол ҫырнӑ. Анчах ҪҪХПИ ӗҫченӗ административлӑ ӗҫ производствине чарса лартнӑ. Прокуратура вара Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗ ҫапла майпа йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Ӗҫе тепӗр хутчен пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн протокол ҫырнӑ, миравай суд вара Анна Спиридоновӑн водитель правине туртса илме йышӑннӑ. Депутат ӗҫе суда тепӗр хутчен пӑхса тухма панӑ, анчах усси пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене ҫӳп-ҫап пухмалли ҫӗнӗ контейнерсем илсе килме тытӑннӑ. Хальлӗхе республикӑна 2964 контейнер илсе ҫитернӗ. Ку пӗтӗмпе 37 процент кӑна-ха. Кун пирки ЧР Строительство министерстви пӗлтерет. Кунашкал евроконтейнерсем икӗ тӗслӗ. Малашне вӗсене ҫӳп-ҫапа уйӑрас тӗллевпе усӑ курма тытӑнасшӑн. Вӗсене хальлӗхе республикӑри 14 района илсе ҫитернӗ. Палӑртмалла: пӗтӗмпе 7 пин ытла контейнер туяннӑ. Унпа «РГ-ЭКОТЕК» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫтерет. Тепӗр 4258 контейнера авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен илсе килмелле. Сӑмах май, ҫӳп-ҫапа уйӑрса пуҫтармалли контейнерсем Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула», «Университет» микрорайонсенче, Николаев паркӗнче пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин паттӑрӗ, Граждан вӑрҫин ҫар пуҫлӑхӗ Василий Чапаев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл 1919 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче пуҫ хунӑ. Паттӑр ентешӗмӗре асра тытса ҫак кун, кӗҫнерникун, Шупашкарта кӑнтӑрла Чапаев скверӗнчи палӑк патне чечексем хурӗҫ. Унтан Чӑваш наци музейӗнче «Чапаев вилнин версийӗсем» виртуаллӑ экскурси ирттерӗҫ. Каярахпа «Астӑвӑм кӗнекине» хӑтлӗҫ. Курма пыракансене куҫса ҫӳрекен «В.И.Чапаев музейӗ» куравпа паллаштарӗҫ. Мероприяти «Легендарлӑ Калашников» курав хӑтлавӗпе вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан Мария Тимофеевна Галямина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Уява тӑванӗсем йышлӑ пухӑннӑ, администраци ӗҫченӗсем те саламлама ҫитнӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин юбиляр патне саламлӑ открытка янӑ. Мария Тимофеевнӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Ашшӗ вилсен килти чылай ӗҫ ун ҫине тиеннӗ, мӗншӗн тесен вӑл йышлӑ ачаран чи аслӑ хӗр пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан хӗр тракториста вӗреннӗ, кайран уй-хирте арҫынсемпе тан ҫак техникӑпа ӗҫленӗ. Вӑл колхозра чылай ҫул вӑй хунӑ. Мария Галямина ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ. Юбиляр – ӗҫ ветеранӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() https://lgt.su сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри тӑхӑр педагога Раҫҫей Президенчӗ преми пама йышӑннӑ. Ҫак чыса тивӗҫнисем — Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар хулисенчен, Елчӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен. Раҫҫей Президенчӗн премине Шупашкарти 47-мӗш шкулти Ирина Власова, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Альбина Герасимова, Шупашкарти 2-мӗш лицейри Анатолий Лаврентьев, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи вӑтам шкулти Олег Осипов, Хӗрлӗ Чутайӗнчи вӑтам шкулти Эдуард Романов, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулти Лариса Семенова, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Нина Семенова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти Наталия Семушина тата Канашри 7-мӗш шкулти Любовь Тихонова илӗҫ. Ятарлӑ хушӑва Раҫҫей вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() www.kp.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Хайхи арҫынна васкавлӑ медпулӑшу фельдшерне тапӑннӑшӑн айӑплашсӑн. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын, ӳсӗрскер, хӑйех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пульницӑна кайма сӗннӗ. Анчах лешне ҫакӑ килӗшмен пулмалла – фельдшера хырӑмӗнчен урипе тапнӑ. Ҫакӑншӑн арҫын суд сакки ҫине ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта паян инкек пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ. Вырӑна полици ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ку пӑтӑрмах 12 сехет те 50 минутра пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын 35-40 ҫулсенчи пек курӑнать. Вӑл рабочи тумӗпе пулнӑ. Ахӑртнех, хваттерте юсав ӗҫӗсем тунӑ. Шел те, арҫын тӳрех вилнӗ. Сӑмах май, паян кӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта 2 ҫулти арҫын ача виҫҫӗмӗш хутран ӳкни пирки пӗлтернӗччӗ. Телее, ача сывах, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗнче Андриян Николаев космонавта халалласа «Спица ҫинчи хӗвел» велочупу ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал вӑл авӑнӑн 7-мӗшӗнче пулӗ. Шӑпах ҫак кун Индири «Чандраян-2» космос аппарачӗ Уйӑх ҫине анса ларӗ. Чӑваш Енри велосипедҫӑсем ҫак ҫӗршыври «Jammu Cyclists» велосообществӑпа ҫыхӑннӑ, ҫак пулӑма «Чандраян» ятлӑ велочупупа паллӑ тума сӗннӗ. Ҫапла майпа кӑҫал старт икӗ хулара пулӗ: Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Индири Джамму хулинче. Икӗ хулари велосипедҫӑсем пӗр вӑхӑтра тапранса кайӗҫ, пӗрешкел ҫухрӑмсене парӑнтарӗҫ. Пирӗн патрисем Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗ умӗнче 11 сехетре старт илӗҫ. Вӗсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне, Андриян Николаевӑн тӑван тӑрӑхне, ҫитӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Индири велочупӑва «Спица ҫинчи хӗвел» велоюхӑм председателӗ Вячеслав Платонов хутшӑнӗ. Вӑл ҫав ҫӗршывра ӗҫлӗ командировкӑра халӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ngzt.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта ҫуралнӑ ачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Тин ҫуралнӑ пепкене Княгиня тесе ҫыртарнӑ. Кун пирки Шупашкарти Калинин район администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Сайра-хутра тӗл пулакан ятсене суйлакансем питех нумаййӑн та темелле мар. Кунашкал ятсене палӑртса хӑварар: Амир, Авдей, Архип, Макар, Мадина, Марк, Всеволод, Мелания, Алексия, Антонина, Ника, Эмир, Алита, Дария, Княгиня. Чылайӑшӗ халӗ ывӑлне Александр, Илья, Михаил ят парать. Хӗрачасене вара Виктория, Анастасия, Анна ят хуракансем нумай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ki-news.ru сайтран илнӗ сӑн Тин кӑна кунашкал япӑх хыпар пӗлтернӗччӗ. Каллех унашкалли пулнӑ – Ҫӗнӗ Шупашкарта ача ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ. Аса илтерер: Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть хӗрача тӑваттӑмӗш хутран ӳкнӗччӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ. Вӑл ӳкнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пӗчӗкскере пульницӑна илсе кайнӑ. Ӗнер 16 сехет ҫурӑра ҫак хулара каллех пӑтӑрмах пулнӑ: хальхинче Ҫамрӑксен урамӗнчи 11-мӗш ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутӗнчен 2 ҫулти ача ӳкнӗ. Пӗр арҫын каланӑ тӑрӑх, арҫын ача ун чухне килте аппӑшӗпе пулнӑ. Юрать-ха, ача чӗрех, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |