Пӑтӑрмахсем
![]() pikabu.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ача ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ. Ку инкек 5 ҫулти хӗрачапа пулнӑ. Химиксен урамӗнче 4-мӗш хутран ӳкнӗ хӗрачана асӑрхасан иртен-ҫӳрен васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра хваттерте унӑ шӑллӗ те пулнӑ. Ӳкнӗ хӗрачана – васкавлӑ медпулӑшу, шӑллӗне йӗрке хуралҫисем илсе кайнӑ. Хӗрача чӗрех, пульницӑра выртать. Следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() http://cardiobook.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри тухтӑрсем 99 ҫулти кинемее операци тунӑ. Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ ҫынна «03» тытӑм пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Кинемейӗн чӗри хытӑ ыратнӑ, вӑйӗ пӗтнӗ. Тухтӑрсем васкавлӑн диагноз лартнӑ та кинемее операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ. Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 99 ҫулти ҫынна коронарографи туса ирттернӗ. Ку меслет юн тымарӗ хӑш тӗлте хӗсӗннине палӑртма май парать иккен. Кинемей чӗринчи хӗсӗк юн тымарне стент лартнӑ. Операцие вырӑнти анестезипе (ыратми тунипе) ирттернӗ. Кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем операци ӑнӑҫлӑ вӗҫленнине, операци тума ҫул ҫул кансӗрлеменнине ӗнентереҫҫӗ. Халӗ кинемей хӑйне япӑх мар туять, ӑна киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Самар облаҫӗнче пурӑнакан чӑваш хӗрӗ Катя тӑван чӗлхене пӗлменшӗн пӑшӑрханса «Idel.Реалии» сайтра ҫырнӑ. «Раҫҫей территорийӗнче астӑвӑмсӑр ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен юнӗ тӑрӑх мар, культурине ҫухатнипе хӑйсене вырӑссем теҫҫӗ. Е Раҫҫей ҫыннисем теҫҫӗ. Апла каласан та, капла каласан та уйрӑмлӑх ҫук, анчах трагеди пур», — ҫырнӑ хӗр. Унтан вӑл Раҫҫейре вак халӑхсен чӗлхисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫухалаҫҫӗ тесе пӑшӑрханнӑ. Катя хӑйне хӑш наци ҫынни теме те пӗлмест. Вырӑс тесшӗн мар. Мӗншӗн тесен унӑн амӑшӗ тата амӑшӗн йӑмӑкӗ-аппӑшӗ — чӑвашсем. Кукамӑшӗ те — чӑваш. Анчах хӗр «Кукамай» тенисӗр пуҫне чӑвашла пӗлмест. Мӗншӗн тесен пӗчӗк чухне ӑна никам чӑвашла вӗрентмен. Амӑшне те чӑвашла вӗрентмен. Ашшӗ вырӑсла хитре калаҫма пӗлменрен хӗрӗсем те нушаланасран, вӗсенчен тӑрӑхласран хӑранӑ. Эс хӑш наци ҫынни тесе ыйтсан Катя халӗ ялан аптӑрать: амӑшӗ — чӑваш, ашшӗ — вырӑс темелле, ват аслашшӗ — чикан. «Эпӗ вара кам-ши?» — пуҫ ватать чӑвашла пӗлмен чӑваш хӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() ЧР Спорт министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Ҫак канмалли кунсенче Францире сӗтелҫи теннисӗ енӗпе Европа чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Унта Шупашкар пики хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ кӑна мар, ӑмӑртуран маттур хӗрача ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Ӑмӑрту Страсбург хулинче иртнӗ. Ҫамрӑк спортсменсем хӑйсен пултарулӑхне виҫӗ кун хушши тӗрӗсленӗ. Унта Европӑри мӗнпур ҫӗршывран тенӗ пек хутшӑннӑ. Пурӗ 356 спортсмен ӑмӑртнӑ. Японири яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ та пулнӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Анастасия Иванова (унӑн тренерӗ — Артем Уточкин) Японири Рин Менде спорстменкӑна 3:0 шутпа выляса илнӗ. Бронза медале Румынири Мэй Россу тивӗҫнӗ. Пӗлтӗрхи ҫавӑн пек ӑмӑртӑва та хутшӑннӑ вӑл. Ун чух бронза медале ҫӗнсе илнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче пӗлтӗр ҫавӑн пекех Шупашкарти Юлия Пуговкина та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР ШӖМ сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти кинемей ҫак уйӑхӑн пӗр кунӗнче Шупашкарти право хуралҫисем патне персе ҫитнӗ. Вӗсене вӑл 20 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнине евитленӗ. Ҫав кун вӑл Шупашкарти банксенчен пӗринчи банкоматра укҫа илнӗ. Урама тухса ун патне пӗр арҫын утса пынӑ. Алӑри укҫа тӗркине кӑтартса мул тупнине ӗнентернӗ. Укҫана кинемее те пама хирӗҫ мар-мӗн. Ватӑ ҫын ӗненнӗ те савӑннӑ курӑнать. Палламан арҫынпа вӗсем ҫын ҫӳремен вырӑна пӑрӑннӑ. Ҫав самантра вӗсем патне тепӗр арҫын персе ҫитнӗ. Ҫухалнӑ укҫа унӑн-мӗн. Паллӑ тунӑскер. Кинемее вӑл сумккине кӑтартма ыйтнӑ. Ватти турткалашса тӑман. Палламан арҫынсенчен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн кинемей 20 пин тенкӗ ҫухалнине асӑрханӑ. Ватӑ шухӑшланӑ тӑрӑх, сумкӑна ухтарнӑ хушӑра вӑрӑсенчен пӗри укҫана кӗсьерен кӑларса илме пултарнӑ. Нумаях пулмасть преступниксене Тутарстанра тытса чарнӑ. Вӗсем ҫывӑхри ют ҫӗршывсенчен пӗринчен иккен. Ҫынсене унччен те ултанланӑскерсем маларах судпа айӑпланнӑскерсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() tayniymir.com сайтри сӑн Нумаях пулмасть, иртнӗ уйӑхра, Шупашкарта ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне хӑйне евӗр ят панӑ. Пепкен асламӑшне Жозефина тесе чӗнеҫҫӗ, вӑл 70 ҫулта, Итали ҫынни. Кукашшӗ вара – Александр. Ашшӗ-амӑшӗ аслӑ ӑрури тӑванӗсен ячӗсене тӗпе хурса хӗрачана ят панӑ: Александра-Жозефина. Палӑртмалла: Жозефина – хрантсуссен Джозеф ята «хӗрарӑмлатни». Вӑл вара – авалхи еврейсен Иосиф ятран пулса кайнӑ. Александр – грек ячӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 21 сехет ҫурӑра А-151 автоҫулӑн 108-мӗш ҫухрӑмӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай-Шӑмӑршӑ ялӗ ҫывӑхӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ – унта тӳрех пилӗк ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» рулӗ умӗнче ларнӑ 23-ри каччӑ Чӗмпӗр еннелле кайнӑ чухне хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та «Лада Вестӑпа» ҫапӑннӑ. Лешӗн рулӗ умӗнче Самар облаҫӗнчи 51 ҫулти арҫын пулнӑ. Аварире «Тайотӑри» 31 ҫулти хӗрарӑм, «Лада» водителӗ тата унти 3 пассажир (41-ри тата 47 ҫулсенчи арҫынсем) вилнӗ. «Тойота» водительне тата 27 ҫулти пассажира пульницӑна илсе ҫитернӗ. Иномаркӑра Чӗмпӗр облаҫӗн ҫыннисем пулнӑ, «Ладӑра» - Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи ҫынсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() ЧР Спорт министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Маунтинбайк енӗпе иртекен чемпионата тата тӗнче ӑмӑртӑвне Ирина Калентьевӑпа пӗрлех Евгений Евграфов та хутшӑнӗ. Аса илтерер: тупӑшу ҫурла уйӑхӗн 28-31-мӗшӗсенче Канадӑра пулӗ. Унта спорстменсем «кросс-кантри» тата эстафета дисципилинӑсенче ӑмӑртӗҫ. Чӑваш Ен Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш велоспорчӗн воспитанникӗсем «кросс-кантри» дисциплинӑра тупӑшӗҫ. Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен командине тӗнчен икӗ хут чемпионки, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Ирина Калентьева кӗнӗ, 19-22 ҫулсенчи юниорсенне – Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Евгений Евграфов. Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи 700 ытла спорстмен хутшӑнӗ. Ӑмӑрту Монт-Сант-Анне хулари кӑткӑс трасса ҫинче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫурла уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Мускавра «Частные музеи России. Самородки России» (чӑв. Раҫҫейӗн уйрӑм ҫын музейӗсем. Раҫсей самородокӗсем) ятпа хальччен пулман курав ӗҫлӗ. Ӑна «Сокольники»музейпа ҫутӗҫ комплексӗнче уҫӗҫ. Курава Раҫҫейри уйрӑм ҫын музейӗсен ассоциацийӗ, Каллиграфин хальхи музейӗ, Мускаври «Сокольники» комплекс йӗркелӗҫ. Унта уйрӑм ҫынсен 100 ытла музейӗ хӑйӗн экспоначӗсене тӑратӗ. Вӗсем историпе, ӳнерпе, ӑслӑлӑхпа тата культурӑпа паллаштарӗҫ. Чӑваш Енрен курава виҫӗ учреждени хутшӑнӗ: Чиркӳпе истори музейӗ, Трактор историйӗн музейӗ, «Паха тӗрӗ». Юлашкинчен асӑннӑ музей ӗҫченӗсем Е.И. Ефремова, М.В. Симакова, Т.И. Петрова, А.В. Андреева ӗҫӗсемпе хутшӑнма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем чӑваш арҫыннин тата хӗрарӑмӗн тумӗсене, сувенир продукцине илсе кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суд приставӗсен сайтӗнчи сӑн Афганистан ҫынни миграци сакунне пӑснӑ. Чӑваш Енри суд приставӗсем ӑна патшалӑх чикки урлӑ каҫмалли пункт таран илсе ҫитернӗ. Ют ҫӗршыв арҫынни, 32 ҫултискер, Раҫҫейре 10 ҫула яхӑн миграци саккуне пӑсса пурӑннӑ. Вӑл ҫак тапхӑрта Мускавра кун кунланӑ. Нумаях пулмасть Шупашкара тусӗ патне килнӗ. Шӑпах кунта вӑл миграци саккунне пӑсни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Судра арҫын айӑпне йышӑнман, хӑйне тӳрре кӑларнӑ: вӑл ӗҫленӗ, ҫавӑнпа тӑван ҫӗршывне кайман. Суд вара айӑплӑ тесе йышӑннӑ: 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, Раҫҫейрен каймалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |