Спорт
![]() news.sportbox.ru сайтран илнӗ сӑн Паян, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, «Матч!» сайтра ырӑ хыпар тупӑннӑ: Татьяна Акимова биатлонистка амӑшӗ пулса тӑнӑ. ЧР Элтеперӗн Михаи Игнатьевӑн пресс-секретарӗнче ӗҫленӗ Михаил Вансяцкий те Чӑваш Ен спортменкине саламланӑ. «Славӑпа Таня Акимовсене хӗр ҫуралнӑ ятпа саламлатӑп! Вӗсене ҫирӗп сывлӑх, юрату, ҫемье телейӗ сунатӑп!» - ҫапла ҫырнӑ вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче. Татьяна Акимова пӗлтӗрхи сезона шӑпах та ача кӗтнӗрен хутшӑнман. Палӑртмалла: вӑл Тӗнче кубокӗн тапхӑрӗсен ҫӗнтерӳҫи тата призерӗ, 2017 ҫулта иртнӗ тӗнче чемпионачӗ призерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта классика музыкин «Берег классики» (чӑв. Классика ҫыранӗ) Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртӗ. Ӑна уҫӑ пӗлӗт айӗнче йӗркелессине пӗлтереҫҫӗ. «Культура +» коммерци мар автономи учрежденийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, фестиваль ҫурла уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пулӗ. Унта инструмент тата хор ушкӑнӗсем, ят-сум ҫӗнче илнӗ ӑстасемпе пӗтӗм тӗнчери конкурссенче палӑрнӑ ҫамрӑк лауреатсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем Мускавран, Питӗртен, Екатеринбургран, Чулхуларан, Ҫӗнҫӗпӗртен, Чӗмпӗртен, ҫӗршывӑн ытти регионӗнчен килсе ҫитмелле. Ку проекта музыка ӳнерӗнчи Раҫҫейӗн аслӑ йӑли-йӗркине упраса хӑварас, ҫамрӑк ӑстасене тупса палӑртас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Классика музыкин фестивальне Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Пултаруллӑ ҫамрӑксене ҫулсеренех стипенди параҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Документсене хальхинче ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен йышӑнма тытӑнӗҫ. 14 ҫултан пуҫласа 30 ҫулчченхи пултаруллӑ ҫамрӑксемпе студентсен ыттисенчен вӗренӳри, тӗпчеври, ӑслӑлӑхри, пултарулӑхри, ӗҫри, спортри, ытти сферӑри ҫитӗнӳсемпе уйрӑлса тӑмалла. Студентсемпе аспирантсен, производство вӗрентӗвӗн преподавателӗсемпе мастерӗсен, ҫамрӑксен общество организацийӗн лидерӗсен, ҫамрӑксем енӗпе ӗҫлекен специалистсен хутсене Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрне (Шупашкар, Максим Горький урамӗ, 5-мӗш ҫурт, телефон номерӗсем (8352) 43-78-90, 45-13-88) ҫитермелле. Хушма пӗлӳ илекен организацисенче вӗренекенсемпе педагогсем, ача-пӑча организацийӗсен ертӳҫисем, коррекци учрежденийӗсенче вӗренекенсемпе унта ӗҫлекен педагогсен, тӑлӑхсен ҫурчӗсенче пурӑнакансен, хушма пӗлӳ паракан организацисенче ӗҫлекенсен «Эткер» центра (Шупашкар, Афанасьев урамӗ, 13-мӗш ҫурт, телефон номерӗсем: (8352) 58-08-33, 58-56-20) ҫитермелле. Ытти сферӑра тӑрӑшакансен хучӗсене профиль министерствӑсенче йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() gusev-online.ru сайри сӑн Кӑҫал «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсене аталантарасси» программӑпа килӗшӳллӗн 7,5 ҫухрӑм газ пайлакан сеть тӑвӗҫ. Газопровод туни Комсомольскинчи 70 ҫурта, Йӗпреҫ районӗнчич Кӗлӗмкассинчи 56 пӳрте, Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗнчи 30 ҫурта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнчи 21 пӳрте газпа тивӗҫтерме пулӑшӗ. Паянхи кун тӗлне Йӗпреҫ, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ районӗсенче строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Ҫак программӑпа килӗшӳллӗн халӑха пахалӑхлӑ таса шывпа тивӗҫтерес енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ – 8,2 ҫухрӑм тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хута яраҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче 140 ҫынна таса шывпа тивӗҫтерӗҫ, Элӗк районӗнчи Юнтапа тата Ҫӗнкас ялӗсенче – 208 ҫын таса шывлӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() pravo.ru сайтри сӑн Парӑм нумай пухӑнсан мӗн пулать? Хваттерсӗр те тӑрса юлма пулать. Суд приставӗсем Шупашкарта Алькеш поселокӗнче пурӑнакан арҫыннӑн куҫман пурлӑхне арестленӗ. 42 ҫултискер кредит илнӗ те вӑхӑтра тӳлесе пыман. Парӑмӗ самаях пухӑннӑ: 1,5 миллион тенкӗ. Приставсем унӑн хваттерне арестленӗ. Анчах кун хыҫҫӑн та арҫын парӑма тӳлеме васкаман. Ҫакна кура приставсем хваттере суту-илӗвӗ тӑратса сутса янӑ. Куҫман пурлӑх сутӑннӑ укҫа-тенкӗ кредит паракан организацие куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сӑнӳкерчӗк хуҫи https://ru.sport.korupciya.com/imenno-etot-vid-dopinga-myi-ispolzuem-kazhdyiy-den-dazhe-ne-podozrevaya-ob-etom/ Пирӗн республикӑра споросменсем допинг правилисене пӑсма пултарнипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле тӗпчекен комисси туса хунӑ. Ҫакӑн пирки эпир Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи йышӑнуран пӗлтӗмӗр. Чӑваш Республикин спортсменӗсем тата вӗсен персоналӗ 2017 ҫулта допинг правилисене пӑсма май пама пултарнӑ условисене тӗпчекен никама пӑхӑнман (Иван Моторин премьер-министр хушӑвӗнче ҫапла каланӑ) ӗҫлӗ ушкӑн йӗркелесси ҫинчен калакан документа ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснине тупса палӑртнӑ хыпар Раҫҫей МИХӗсенче ҫӗртме уйӑхӗнче _/news/22473.html|сарӑлнӑччӗ__. Ҫавӑн хыҫҫӑнах пирӗн республикӑна ҫӗршыври экспертсен сумлӑ ушкӑнӗ тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() «Правда ПФО» сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗн ҫуртне юсакан тупӑнман. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, тендера никам та хутшӑнман. Культура учрежденине юсама строительство организацине шырасси ҫинчен хыпарланӑ аукционта контрактӑн пуҫламӑш хакне 215 миллион та 400 пин тенкӗпе хакланӑ. Тендер ирттерекенсем юсав ӗҫне 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне вӗҫлемеллине палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен порталӗнче аукцион пӗтӗмлетӗвӗн протоколне вырнаҫтарнӑ. Комисси тендерта ҫӗнтерӳҫӗ организацие суйласа илме май килменнине пӗлтернӗ. Аукциона хутшӑнас текенсенчен пӗр заявка та тупӑнман. Сӑмах май каласан, ҫуртӑн юсав ӗҫне строительсем унччен пуҫӑнса ӗлкӗрнӗ-ха. Урам енчен ӗҫсем тытӑнни аякранах курӑнса ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Раҫҫейре, чикӗ леш енче вӗлле хурчӗсем нумай вилни пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра вӗсем нумай пӗтмен-ха, ҫапах йышӗ 20 процент чакнӑ. «Агентство по пчеловодству» (чӑв. «Вӗлле хурчӗсене ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен агентство») акционерсен уҫӑ обществин тӗп директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗлле хурчӗсем ытларах чухне хурт-хӑмӑр тытакансене уй-хире удобренисемпе тата гербицидсемпе сапнине маларах пӗлтерменшӗн вилеҫҫӗ. Ҫак ҫитменлӗхе пӗтерес тӗллевпе ЧР ял хуҫалӑх министрӗ ЧР Патшалӑх ветеринари службине министерствӑпа пӗрле республикӑри утарсен даннӑйсен базине тума, ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсен паспортизацине хатӗрлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cheb.media сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ. Ку мероприятие Элтепер яланах хутшӑннӑ. Анчах хальхинче вӑл унта курӑнман. Кун пирки «Правда ПФО» сайт ҫырать. «Мероприятире пӗртен-пӗр кӗтменлӗх Михаил Игнатьев ҫукки пулчӗ», - ҫапла ҫырнӑ сайт. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, Элтепер ҫитес эрнерен каллех отпуска каять. Вӑл каннӑ чухне сывлӑхне малалла ҫирӗплетет-мӗн. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Михаил Игнатьев Питӗрти пульницӑра кардиологи уйрӑмӗнче сипленнӗ. Унтан вӑл утӑн 27-мӗшӗнче таврӑннӑ, Михаил Васильевич кун пирки Инстаграмри хӑйӗн страницинче те пӗлтернӗ. Пульницӑран таврӑнсан Элтепер ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫав кунах вӑл Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренӗ, иртен-ҫӳренпе калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Республикӑри хӑш-пӗр ЗАГС пайӗсенче электронлӑ черет ӗҫлеме пуҫланӑ. Шупашкарти, Шупашкар районӗнчи, тӗп хулари Калинин, Ленин тата Мускав районӗсенче терминал вырнаҫтарнӑ. Ку черетсене кӗскетме пулӑшать. Ҫынсен черет кӗтсе тӑмалла мар пулӗ. Терминалпа усӑ курса ача ҫуралнине, ҫын вилнине, ҫемье ҫавӑрнине, уйрӑлнине, ашшӗ ятне илнине, ята улӑштарнине, свидетельствӑпа справкӑсем тепер хутчен панине, ЗАГСа улшӑнусем кӗртнине регистрацилеме пулать. Сӑмах май, Патшалӑх услугин порталӗ урлӑ заявлени панӑ чухне документа илмешкӗн хӑвӑра килӗшекен кунпа вӑхӑта суйлама май пур Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |