Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кун пек сивӗ ҫанталӑк савӑнтармасть-и? Кулянма тӑхтӑр-ха, ҫулла пӗтмен! Тинех пирӗн пата 30 градус шӑрӑх таврӑнӗ. Паян ҫӗрле самай сивӗ пулӗ-ха, 4-9 градус ҫеҫ ӑшӑ. Тепӗр тесен, кӑнтӑрла та сивӗрехчӗ, ҫил вӑйлӑччӗ. Ытларикун хӗвел савӑнтарӗ, кӑнтӑрла 15-20 градус ӑшӑтӗ. Юнкун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникун чӑн-чӑн ҫулла пекех пулӗ: сывлӑш температури 22-27 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Хальлӗхе синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнен иккӗмӗш ҫурринче шӑрӑх ҫанталӑк тӑма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Куславкка хулинче кире пуканӗн спорчӗн ветеранне Бронислав Чернова халалласа палӑк уҫнӑ. Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Куславкка хулин ҫуралнӑ кунӗнче, иртнӗ. Палӑка Бронислав Черновӑн мӑнукӗ пуҫарнипе уҫнӑ. Паттӑр ҫак спортсмен Кавал ялӗнче ҫуралнӑ, Куславккари интернат шкулта вӗреннӗ. Бронислав Чернов 1998, 2000, 2010 ҫулсенче ветерансен хушшинче кире пуканӗ йӑтас енӗпе иртнӗ ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. 1999 ҫулта вара вӑл иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗн учредителӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе заявлени панӑ. Ку предприяти панкрута тухнипе ҫыхӑннӑ. Ҫав учредительсенчен пӗри – Владимир Ермолаев. «Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, заявлени «субсидиарлӑ яваплӑх» тытассипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ЧР Арбитраж сучӗ Владимир Ермолаевран 71 миллион та 841 пин те 552 тенкӗ шыраса илесшӗн. Суд ларӑвӗ хӑҫан пулассине хальлӗхе палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Соляное» микрорайонти ача пахчи. Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура ача пахчисемпе шкулсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленнине сӳтсе явнӑ. ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 5 шкул тума 924,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫаран 600 миллион тенкине — федераци хыснинчен. Шкулсене Етӗрнере тата Куславкка районӗнчи Куснарта тӑваҫҫӗ. Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫӗнче шкул ҫумне спортзалпа столовӑй тума пуҫланӑ. Шупашкарта «Волжский-3» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче ҫӗнӗ шкулсем тӑваҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Канашра ача пахчи ҫӗкленет. Анчах вӑл хальлӗхе 88% ҫеҫ хатӗр, Шупашкарти Б. Хмельницкий урамӗнчи ача пахчи — 95%, «Ҫӗнӗ хулари» 240 вырӑнлӑх ача пахчи — 99%, асӑннӑ микрорайонти 16) вырӑнлӑх ача пахчи — 87%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() R21.fssprus.ru cӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулин Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакан хӗрарӑм ют ҫӗр ҫине кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл кирпӗчрен хуралтӑ купаласа лартнӑ. Ют ҫӗр ҫинчи пурлӑха тимӗр карта тытса ҫавӑрсах хӑйӗн туса хунӑ. 28-ти кил хуҫи ют ҫӗрпе хуҫаланнӑ пӑтӑрмах суда ҫитнӗ. Тӳресем хӗрарӑмӑн пурлӑхне сӳтме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне суд приставӗсем патне ҫитернӗ. Кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, анчах тимӗр карта унчченхи вырӑнтах пулнӑ. Суд йышӑнӑвне хӑй кӑмӑлӗпе пурнӑҫламан хӗрарӑмпа приставсем телефонпа ҫыхӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл Шупашкарта пулман. Мускавра пурӑнать иккен. Ҫавӑн пирки суд приставӗсене хӗрарӑмӑн кӳршисем систернӗ. Суд йышӑнӑвне кӑмӑлпа пурнӑҫламанни мӗнпе вӗҫленессине асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм рабочисем тытса картана та, хуралтӑна та сӳттернӗ. Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, суд пулнине вӑл пӗлмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Культура министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ автобус туянасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: автобус илесси пирки Патшалӑх закупкисен порталӗнче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче хыпарланӑччӗ. Автобус хакӗ 3,5 миллион тенкӗрен иртмелле маррине каланӑччӗ. Аукцион документацийӗнче автобуса 10 ҫынтан кая мар вырнаҫмаллине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара театр 30 вырӑнлӑх автобуслӑ пулса тӑнӑ. Паян Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн труппи пухӑннӑ. Пухура культура учрежденин пуҫлӑхне Елена Николаевӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри секретарӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Юрий Кислов автобус уҫҫине панӑ. Республикӑн Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ПАЗ-4234» автобуса «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури» програмине пурнӑҫа кӗртнӗ май уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Иван Моторин. Sovch.chuvashia.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев черетлӗ канӑва кайнӑ. ЧР Конституцийӗн 76-мӗш статйинче пӑхса хӑварнине шута илсе республика пуҫлӑхӗн тивӗҫне Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин (сӑнӳкерчӗкре) пурнӑҫлӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен канӗ. Апла пулсан вӑл республикӑн тӗп хули 550 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисене хутшӑнасси иккӗленӳллӗ. Михаил Игнатьев Элтепер унччен нихӑҫан та ҫулла канман. Кӑҫал вӑл хӗллеччен тӑхтас темен. Аса илтерер: Питӗрти пульницӑра сипленнӗ хыҫҫӑн Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗннӗччӗ. Ӗҫе тухиччен вӑл Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренине, иртен-ҫӳренпе калаҫнине Инстаграмра пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() http://dlyaribakov.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан арҫыннӑн саккуна пӑсса пулӑ тытнӑшӑн явап тытма тивнӗ. Кун пирки Чулхула облаҫӗн прокуратурин сайтӗнче хыпарланӑ. Кӑҫал ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 31 ҫулти арҫын пӗлӗшӗпе шӑпах ҫак кӳршӗ региона пулла кайнӑ. Хайхискерсем Прорва пӗвере 90 метр сарлакӑш, 1,5 метр ҫӳллӗш таната лартнӑ. Анчах кӑштахран Чӑваш Ен ҫыннисене чӗрчунсен тӗнчине хӳтӗлекен центр ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Танатасене кӑларсан унта пулӑ пулман. Арҫынсене суд тунӑ. Судья барконьерсем айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӗсене тӗрмене хупмасӑр 2 ҫул та 3 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Енрен кайнӑ автобус Сызрань хули ҫывӑхӗнче аварие лекнӗ. Самар облаҫӗнчи Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, салонра 30 ҫын пулнӑ. Ку 14 сехет те 50 минутра М-5 автоҫул ҫинче пулнӑ. «Хендай» автобуспа «Лада Приора» ҫапӑннӑ. Юрать, автобус салонӗнчи пӗр пассажир та аманман. Кӑштахран транспорт малалла кайнӑ. Вӑл Шупашкартан Геленджика кайма тухнӑ пулнӑ. «Лада Приорӑри» 61 ҫулти хӗрарӑма вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ӑна Сызраньти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Вести.ру сайтри сӑн Вести.ру сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳлти Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсене вӑйлӑ ҫумӑрсем ҫитме пултараҫҫӗ. Япӑх ҫанталӑк Чӑваш Енрен те пӑрӑнмӗ ахӑртнех. Ку эрнере ҫанталӑк питех савӑнтармарӗ: Раҫҫейри темиҫе регионта вӑйлӑ ҫумар ҫунӑ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра пӗр талӑкра пӗр уйӑхри норма чухлӗ ҫумӑр ӳкнӗ. Халӗ циклон Чулхула, Киров облаҫӗсем, Чӑваш Республики еннелле каять. Ҫитменнине, сывлӑш температури самаях анӗ: 10-12 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ регионсенче халӗ тавралӑха йӗркене кӗртеҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра пахчасем шыва кайнӑ, ҫулсем юхӑннӑ, машинӑсем сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |