Раҫҫейре
![]() gosnovosti.com сайтри сӑн Чӑваш Ен урлӑ иртсе каякан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ автоҫула ҫитес ҫулта тума тытӑнасшӑн. РИА «Новости» пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫичӗ ҫултан хута ярасшӑн. Автуҫул Мускавран Хусана ҫитӗ. Чӑваш Енре вӑл Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Йӗпреҫ, Тӑвай районӗсем урлӑ иртӗ. Ҫула 2027 ҫулта уҫма палӑртнӑ. «2020 ҫул пуҫламӑшӗнче ӗҫлеме пуҫлӑпӑр, Мускавран пуҫласа Владимир таран, 145 ҫухрӑм, тума тытӑнӑпӑр», - РИА «Новости» Раҫҫей вице-премьерӗ Михаил Акимов пресс-конференцире каланӑ сӑмахсене илсе кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() tvzvezda.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗнче пурӑнакан арҫын кӗҫех ҫынна вӗлернӗшӗн суд сакки ҫине ларӗ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫынна тапӑннӑшӑн (ҫавна май лешӗ вилнӗ) айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫак ӳсӗр арҫын, 45 ҫултискер, Кувакино ялӗнче савнийӗн килӗнче пулнӑ. Ҫавӑнтах хӗрарӑмӑн 69 ҫулти амӑшӗ пурӑнать. Ватӑскер чирленипе вырӑнпах выртнӑ. Кравать ҫинче выртакан ватӑ хӗрарӑм пӳрте кӗнӗ арҫынна пӗр стакан шыв пама ыйтнӑ. Лешӗ ҫакна илтсен ӑна хӗнесе тӑкнӑ. Ватӑскер сурансене пула вилнӗ. Арҫын следовательсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл тарӑхса кайнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗн судне пӑхса тухма янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Канаш районӗнче юр хыракан машина электричкӑпа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнмасӑр чукун ҫул урлӑ каҫмалли ҫул ҫине тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпах электричка пынӑ, юр тасатакан машина каҫса ӗлкӗреймен. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, КамАЗ водителӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра электричкӑра пассажирсем пулман. Палӑртса хӑварар: юлашки кунсенче республикӑра юр хыракан машинӑсем ӗҫе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() pinterest.at сайтри сӑн Шарль Перро, Гримм пиччӗшӗпе шӑллӗсен юмахӗсене ача чухне вулама кӑмӑлланӑ-и? Ҫапла, унта Золушка (чӑв. Кӗлчечек) сӑнарӗ пур. Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье ачине шӑпах ун ятне панӑ. Хӑйне евӗр ят паракансем татах пур. Тӗслӗхрен, ачасене Эра-Мария, Агнесса тесе чӗнеҫҫӗ. Ҫак йыша кусене те кӗртме пулать: Белослав, Марсель, Демьян, Алмаз, Алия, Амелия, Марк, Есения, Рашит, Нихан, Радмила, Дана, Марьяна, Филипп, Яков, Игнат. Чи анлӑ сарӑлнисен йышне вара ҫаксем лекнӗ: Михаил, Илья, Артем. Хӗрсене ытларах Виктория, Дарья, Анна ятсем хураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри виҫӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ. Сӑмах май, кунашкал наградӑна тӑватӑ е ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесем тивӗҫеҫҫӗ. Орден медальне Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Мешковсем илнӗ. Александрпа Валентина 17 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, ултӑ ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Ачисем маттур: конкурссене, олимпиадӑсене хутшӑнаҫҫӗ, кружоксемпе секцисене ҫӳреҫҫӗ. Мешковсем республикӑри конкурсра та палӑрнӑ. Ҫавӑн пекех «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне Чӑваш Енре пурӑнакан Виктор тата Наталия Кротовсем, Алексей тата Наталия Шиловсем тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Чылай арҫын сывлӑха вӑхӑтра тӗрӗслеттермест», — теҫҫӗ Республикӑн онкологи диспансерӗнче. Ҫулталӑкра ҫулсерен 200-е яхӑн ҫыннӑнне простата ракне тупса палӑртаҫҫӗ. Усал шыҫӑ малтанхи вӑхӑтра хӑйӗн пирки нимӗн те систермест. Республикӑн клиника диспансерӗ 45 ҫултан аслӑрах арҫынсене анализ тӳлевсӗр пама йыхравлать. Ҫакӑ чире малтанхи тапхӑрта палӑртма май парать. Асӑннӑ пульницӑра юна профилактика тӗллевӗпе чӳк уйӑхӗн 14 тата 15-мӗшӗсенче 10 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен 308-мӗш пӳлӗмре илӗҫ. Онкодиспансер поликлиники Шупашкарти Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫав кун 9 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен онколог-уролог йышӑнӗ. 11 сехетре 225-мӗш пӳлӗмре простата ракӗнчен сыхланмалли тата ӑна вӑхӑтра палӑртмалли ҫинчен ӑнлантарса паракан шкула чӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енри мӗнпур районта этнографи диктантне ҫырассине Чӑваш халӑх сайчӗ https://www.chuvash.org/news/23374.html|пӗлтернӗччӗ__. Аса илтерер: ку акци Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем пирки мӗн пӗлнине тӗрӗслеме май парать. Пирӗн тӑрӑхра унта 3179 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем 53 лапамра диктант ҫырнӑ. Регионти вӑтам балл 57,8-пе танлашнӑ. Диктант ҫырнисен вӑтам ҫулӗ — 27. Чи асли 81 ҫулта, чи кӗҫӗнни 8-та пулнӑ. Диктант 30 ыйтуран тӑнӑ: 20-шӗ — федерацин пур субъекчӗ валли пӗр йышшисем, тепӗр 10-шне регионсен хӑйне евӗрлӗхне шута илсе хатӗрленӗ. Пӗлӗве тӗрӗслеме 45 минут панӑ. Хуравсемпе 100 балл пухма май килнӗ. Хӑйсен пӗлӗвне хаклас тесен диктант авторӗсем Пысӑк этнографи диктанчӗн официаллӑ сайтӗнче www.miretno.ru онлайн-мелпе ҫырма пултараҫҫӗ. Тӗрӗслев чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Юпа уйӑхӗ вӗҫленнӗ май Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн вӑл уйӑхри ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Самай вӑй хурса малтанхи уйӑхӑн рекордне тата та ҫӗнетрӗмӗр. Авӑн уйӑхӗнче 30 пин ытла чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗ кӗртейрӗмӗр пулсан — юпа уйӑхӗнче вара 40 пин ытла! Тӗплӗнрех чарӑнса тӑрар. Иртнӗ уйӑхра «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» чылай хайлавсемпе пуянланчӗ. Иван Гончаровӑн «Обломовӗ», А. Мусатовӑн «Стожарӗ», Антон Чеховӑн калавӗсем тата ытти хайлава эпир чӑвашла та вырӑсла та хамӑр корпуса кӗртрӗмӗр. Ҫапла май паянхи кун кунта 165 126 мӑшӑр шутланать. Иртнӗ уйӑхрипе танлаштарсан ку 40 пин те 308 пуплевӗш ытларах. Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ черетлӗ ҫӗнетӳсем кӗтет — юпа уйӑхӗнче ӗнтӗ эпир Николай Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» 5-мӗш томне юсаса ҫитертӗмӗр. Ку ӗҫе Алина Ивановӑпа Михаил Саркӑмӑл турӗҫ. Юсанӑ текст сайта кӗме хатӗрленет — уйӑх вӗҫнелле туса ҫитернӗ май ӗлкӗреймерӗмӗр-ха. Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫин кӑтартӑвӗсене илсе парар. Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра 1 428 (+63) текст, 204 733 (+38 859) пулевӗш, 2 396 853 (+389 752) сӑмах. |
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Васка-васка пурнать чӑваш. Ӑна тумалла, кӑна тумалла... Ҫак васкавра вара хӑйӗн пирки шухӑшлама та вӑхӑт ҫук. Чи малтан йӗри-тавра ҫавнашкалах чупса та хӑшкӑлса ҫӳрекен халӑх кӑмӑлне тивӗҫтермелле. Кайран тин вара хӑй пирки те шухӑшлама вӑхӑт тупӑнасса шанать пулас. Ҫапла май чупса та васкаса ҫӳрет ӗнтӗ. Ҫамрӑксен театрӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫаҫҫӗ. Хитре те илемлӗ. Мӗншӗн-ха эсир вара, Ҫеҫпӗл ячӗпе хисепленсе тӑракансем, вырӑсла кӑна ҫырса хунӑ-ха тесен — хуравӗ питӗ ансат иккен: вӑхӑт пулман. Вырӑсла ятне, туллин ҫырса хума кунӗ-ҫӗрӗпех шухӑшланӑ пулать пулас та чӑвашла, тӑван чӗлхепе те ҫырмалли пирки пуҫа кӗмен пулас. Уҫнӑ хыҫҫӑн тин, ҫынсем асӑрхаса тӗлленӗ хыҫҫӑн, «вӑхӑт ҫитмен» тесе тӳрре тухма хӑтланаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине республикӑра ҫӳп-ҫап вырӑнне хуни пирки мӗн чухлӗ шавламаҫҫӗ, мӗн чухлӗ сӑмах хускатмаҫҫӗ — ӗҫӗ-пуҫӗ вара пӗрре те вырӑнтан хускалмасть. «Тен, асӑрхамӗҫ те» тесе ӗҫлеҫҫӗ-ши? Этем текенни йӑнӑш ҫинче вӗренмелле пек те, анчах ҫак ӗҫре вара темшӗн пӗрре те вӗренесшӗн мар. Кашнинчех ҫав «кӗрепле» ҫине пусса, авринчен ҫамккисене ҫаптараҫҫӗ (мазохистсем тейӗн! |
Пӑтӑрмахсем
![]() https://crimea.sm-news.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнче суд приставӗнче ӗҫленӗ ҫынна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе малтанласа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах каярах ӑна суд штрафӗ панипех ҫырлахас тенӗ. Ӑна 55 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Суд приставӗнче ӗҫленӗ ҫын руль умне ӳсӗрле ларма юратнӑ. Ҫавӑншӑн вӑл пӗрре ҫакланнӑ-ха. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Апла пулин те вӑл пӗрех рулех умне кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӳсӗрле ларнӑ. Ҫавна ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ. Арҫын ун чухне «Лада-211440» автомобильпе пынӑ. Приставӗ пулнӑ ҫын унччен судпа айӑпланманнине, йывӑр преступлени туманнине кура суд пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, штраф панипе ҫырлахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |