Ҫул-йӗр
![]() Лира Нурсаитова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Куславкка районӗнче «Атӑл» М-7 федераци трасси ҫинчи 13 километр лаптӑка юсанӑ. Унта икӗ лаптӑк ҫӗре ҫӗнетнӗ. «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑх ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалисчӗ Лира Нурсаитова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула юсанӑ ҫеҫ мар, ӑна 3 метр та 75 сантиметр таран сарнӑ. Ҫӳрекенсене меллӗ пултӑр тесе ҫутӑ линине 8 километр тӑршшӗ сарнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнсем те пур, общество транспорчӗ валли чарӑнусем те. Мартынкасси, Туканаш, Пӑрмас, Муркар, Тӗрлемес ялӗсем патӗнче 11 чарӑну вырӑнӗ вырнаҫтарнӑ. Пӗр ҫӗрте кану вырӑнӗ йӗркеленӗ. Куславкка районӗнчи асӑннӑ ҫул лаптӑкӗсене тӗплӗ юсав валли федераци хыснинчен 1 миллиард та 300 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() severstolici.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та юмах юптарнӑ: вӑл вклад уҫнӑ банкра ултавҫӑсем пур иккен, вӗсем унӑн ячӗпе кредит илесшӗн имӗш. Хайхискер банкри ултавҫӑсене тупмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Ватӑскер ӗненнӗ. Ҫапла хӗрарӑма 150 пин тенкӗ кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ. Унтан ҫав арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсем тепӗр банкра та ӗҫлеме пултарнине каланӑ, каллех 150 пин тенкӗ кредит илме ыйтнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ҫав укҫа-тенке арҫын кӑтартнӑ счетсем ҫине куҫарнӑ. Ҫав кунах Шупашкарти 51 ҫулти арҫын улталаннӑ. Ун патне «банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ» шӑнкаравланӑ, унӑн счечӗ ҫинчен такам укҫа куҫарма хӑтланнине пӗлтернӗ. Вӑл арҫынна банк уйрӑмне кайса 415 пин тенке илме, «резерв фондне» куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Гагарин урамӗнче вырнаҫнӑ пульница ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Унӑн вилли 12 сехетре йывӑҫсем айӗнче выртнине асӑрханӑ. Унтан инҫех мар – тротуар. Пульница питӗ ҫывӑхра, 20 метр кӑна. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 78 ҫулти арҫын пульницӑна утса ҫитеймен. Анчах Следстви комитечӗ ҫакна ҫирӗплетмен-ха. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Чӑваш Енри кулинарсем Узбекистанран медальсемпе таврӑннӑ. Пылак апат-ҫимӗҫ пӗҫерекенсен ӑмӑртӑвӗ чӳк уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче иртнӗ. Кулинарсен «Вкусный Узбекистан 2019» (чӑв. Тутлӑ Узбекистан 2019) пӗтӗм тӗнчери чемпионатне Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Казахстанран, Румынинчен, Болгаринчен, Азербайджанран, Турцинчен, Алжиртан, АПШри, Индинчи, Пакистанри, Грецинчи, Кӑнтӑр Корейӑри, Монголинчи тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршыври апат пӗҫерекенсем пуҫтарӑннӑ. Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн преподавателӗ Анна Яровая, «Планета» кондитерскин производство заведующийӗ Юрий Сиволюб, Шупашкарти коопераци институчӗн студентки ылтӑн медальсемпе таврӑннӑ. Кулинарсен пултарулӑхне хаклакан 20 тӳре хушшинче Чӑваш Енри икӗ ҫын: Чӑваш енри кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫи Николай Уездный, Шупашкарти коопераци институчӗн проректорӗ Елена Антонова — пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tvrts.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑмӑн элекленӗшӗн судра явап тытма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, кӗҫех приговор янӑрӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче следстви органӗсене хӑйне, хӗнени тата мӑшкӑллани пирки пӗлтернӗ. Ҫак ӗҫе хӑйсен ялӗнчи арҫыннах тунӑ имӗш. Анчах арҫын ҫак хӗрарӑма мӑшкӑллани, хӗнени ҫирӗпленмен. Вӑл айӑпла мар тесе йышӑннӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе вара элекленӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна кӗҫех Ҫӗмӗрле районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Анна Спиридонова архивӗнчи сӑн Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Анна Спиридонова хӑйӗн пулатарулӑхӗпе куравра паллаштарӗ. Унӑн проекчӗ «Нехудожник» (чӑв. «Ӳнерҫӗ мар») ятлӑ. «Кашни кун ӳкеретӗп. Мӗн ачаранпах ӳнерпе кӑсӑкланатӑп. Туса пӑхма хӑрамастӑп. Хампа ӗҫлетӗп. Йӑлтах хамӑн призма витӗр куратӑп. Фирма стилӗ ҫук. Кашни кун улшӑнатӑп. Илем шыратӑп…» - ҫапла ҫырнӑ депутат-ӳнерҫӗ. Курав чӳк уйӑхӗ тӑршшӗпех ӗҫлӗ. Вӑл «Интерьерпа дизайн центрӗнче» (Ярославль урамӗ, 29-мӗш ҫурт) уҫӑлӗ. Куравра 30 ытла картина пулӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗрсе курма май пур. Пухӑннӑ укҫа-тенкӗ «Это Чудо» ыркӑмӑллӑх фондне кайӗ. Курава 18 ҫултан аслӑраххисене кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗ Чӑваш Енре чи хӑтлӑ вырӑнсене палӑртнӑ. Конкурс кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Чи хӑтлӑ территорсенчен пӗрремӗш вырӑна Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул-интернат тухнӑ, иккӗмӗшне – Етӗрне хулинчи «Росинка» ача пахчи; виҫҫӗмӗшне – Шӑмӑршӑри «Аленушка» ача пахчисем. Чечек тата кану вырӑнӗсем йӗркелессипе Елчӗкри Иванов урамӗнчи тӗп лапам чи хитри тесе хакланӑ, иккӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти кану вырӑнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – Ҫӗрпӳ районӗнчи культура тата вулавӑш центрӗ. Урамсенчен Комсомольски районӗнчи Чӗчкен ялӗнчи Бауман урамӗ — пӗрремӗш вырӑнта, Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Шкул урамӗ — иккӗмӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑсри Пахча урамӗ – виҫҫӗмӗшӗнче. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрремӗшӗнче — Куславккари Герцен урамӗнчи 10-мӗш ҫурт, иккӗмӗшӗнче – Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанти Кӑтӑр урамӗнчи 40-мӗш ҫурт, виҫҫӗмӗшӗнче – Ҫӗмӗрлери Урицкий урамӗнчи 6-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ. Уйрӑм ҫуртсенчен пӗрремӗш вырӑнта — Етӗрнери Калинин урамӗнче пурӑнакан В.Г.Курочкин хуҫалӑхӗ, иккӗмӗшӗнче – Куславкка районӗнчи Энтрияльӗнчи В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан Лидия Стекольщикова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унӑн ҫуралнӑ кунӗ чӳкӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Лидия Стекольщикова пурнӑҫӗнче историри чылай пулӑма курнӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ. Юбиляр Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче 30 ҫул ытла вӑй хунӑ, ачасене физика предметне вӗрентнӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне хӗр институтра вӗреннӗ, ун чухнех хапрӑкра ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче окоп чавма кайнӑ. Кайран санитаркӑна вӗреннӗ, 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ, кашни уйӑхра юн панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Алексей Кряжининов журналист нумаях пулмасть Вӑрнарта пулнӑ. Унта ӑна Дача урамӗнче пурӑнакансем йыхравланӑ. Ҫав урам асӑннӑ поселокри «Август» фирминчен 300 метрта вырнаҫнӑ иккен. Ҫынсем нумай ачаллӑ ҫемьесем валли уйӑрнӑ ҫӗр лаптӑкӗсенче унчченхи кивӗ ҫуртсенчен юлнӑ ӑпӑр-тапӑр выртнине пӗлтернӗ. Асӑннӑ лаптӑксем патне газ, шыв тавраш пымасть-мӗн. Вӑрнар хула ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Владимиров ҫынсем тӗрӗс мар калаҫаҫҫӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ журналиста. Унти ҫӗре нумай ачаллӑ ҫемьесене уйӑрса парса ӗлкӗреймен тесе ҫирӗплетнӗ. Журналист 92 ҫулти вӑрҫа ветеранӗн Илья Давыдовӑн (сӑнукерчӗкре) шыв патне ҫӑлкуҫ патне кайма тивет тенине те пуҫлӑх хирӗҫленӗ. Журналист Шупашкара ҫитнӗ-ҫитмен ҫынсем тепӗр хутчен шӑнкӑравланӑ, пуҫлӑх суять тесе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() fishki.net сайтри сӑнӳкерчӗк Паян Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри акцизпа ҫыхӑннӑ. Раҫҫейӗн Бюджет кодексне тӳрлетӳсем кӗртнине пӗлтернӗ май республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина акцизсем пӗтӗмпех республика бюджетне кӗрессине хыпарланӑ. Кунта сӑмах этил спирчӗ тата спиртлӑ шӗвексем сутнинчен илекен налук пирки пырать. Унччен акцизсен 50 проценчӗ регионти хыснана юлнӑ. Ҫӗнӗлӗх вӑя кӗрсен акцизсенчен республика хыснине килекен укҫа виҫи 12 процент хушӑнмалла. Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ҫак темӑна сӳтсе явма хутшӑннӑ. Вӑл килти сӑрана ытларах вӗретме сӗннӗ иккен. Пословский прокурор шухӑшланӑ тӑрӑх, килте вӗретекен сӑра лавккара туянакан эрех-сӑра пек сиенлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |