Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен Нина Сретенская ҫӗркаҫ Турцинчи пульницӑра пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна паян, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, операци тумалла пулнӑ. Аса илтерер: пике пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Мускаври Блохин ячӗллӗ Онкологи центрӗнче сипленнӗ, анчах унта тек пулӑшайман. Нинӑна ҫывӑх ҫыннисем Турцинчи клиникӑна илсе кайнӑ. Унта хӗре сиплеме, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартма пулнӑ. Анчах 16 ҫулти хӗр операцие кӗтсе илеймен. Кӑҫал кӗркунне Нина Сретенскаяна сиплеме ҫынсем укҫа пухма тытӑннӑ. Турцире сипленме 7 миллион тенкӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗччӗ Чӑваш халӑх сайчӗ маларах. Ҫак тӑкаксен шутне сиплев, донор шырани, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартни, реабилитаци кӗнӗ. Шупашкар пики валли донора та тупнӑ пулнӑ — 29 ҫулти турккӑ хӗрарӑмне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() https://espana.edp.com сайтри сӑнӳкерчӗк Ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене палӑртнӑ. Кун пек конкурс пирӗн республикӑра саккӑрмӗш хут ӗнтӗ иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-ӗҫсене килес ҫул пичетлӗҫ. Ун валли хыснаран укҫа уйӑрӗҫ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн тата массӑллӑ коммуникаци министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс комиссийӗ ӗҫсене 4 уйӑх хушшинче тӗплӗн тишкернӗ. «Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли ҫырнӑ чи лайӑх хайлав» ята М,Ф. Карягинӑн «Чӗвӗлти чӗкеҫ чӗппи» алҫырӑвӗ тивӗҫнӗ. «Вӑтам шкул ҫулӗнчисем валли ҫырнӑ чи лайӑх хайлав» — В.Д. Николаевӑн «Пьесӑсем, сценкӑсем, шӳтсем» алҫырӑвӗ, «Аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ чи лайӑх хайлав» — «Пӗрремӗш учитель» (авторӗ – Н.И. Сидоров). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Ен тӗп хули «Раҫҫейри сывӑ хуласем» конкурсра мала тухнӑ. Хӑйне евӗр конкурса ирттерекенни — «Здоровые города, районы и посёлки» (чӑв. Сывӑ хуласем, районсем тата посёлоксем) халӑх сывлӑхне тата пурнӑҫне лайӑхлатас енӗпе ӗҫлекен ассоциаци. Конкурса ассоциаци РФ Сывлӑх сыхлав министерствипе тата Сывлӑх сыхлавӗн пӗтӗм тӗнчери организацийӗн Раҫҫейри элчӗлӗхӗпе пӗрле йӗркеленӗ. Шупашкар хули «Чи лайӑх сывӑ апатлану проекчӗ» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Конкурс комиссийӗ пирӗн республикӑн тӗп хулин «Сывӑ ачасем — телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ» проектне чи лайӑххисен шутне кӗртнӗ. Шупашкарӑн тепӗр проекчӗ вара «Халӑх хушшинче физкультурӑна аталантарасси» номинацире ҫӗнтернӗ. Унта «Тӗрлӗ ӑру ҫыннисене Сывлӑх тата спорт кунӗсем урлӑ физкультурӑпа тата спортпа туслаштарасси» проекта пысӑка хурса хакланӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс ҫӗнтерӳҫисене чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Мускавра чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Микулай Павловский архивӗнчи сӑнӳкерчӗк «Пӗр эрне ҪЫН пулса ҫӳрерӗм!» — тесе ҫырнӑ Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Микулай Павловский чӑваш Фейсбукри «Тӗнчери чӑвашсем» ушкӑнра. Вӑл Европӑра пулнӑ иккен. Йӑхташӑмӑр пӗлтернӗ тӑрӑх, Европӑра вӑл «тахҫанах, ҫамрӑк чухнех пулса курнӑ». «Тепре, 39 ҫултан кайсан та, ҫавнах куртӑм. Хальхинче эпӗ унта пӗр эрне пултӑм, ҫав кӗске вӑхӑтрах хама «пӗчӗк халӑх» ҫынни пек мар, тӗнчери ытти халӑхсемпе пӗртан ЧӐВАШ ЭТЕММИ пек туйса сывларӑм, савӑнса ҫӳрерӗм. Акӑ ирӗклӗ, уҫӑ сывлӑшлӑ Европӑ ҫынна мӗнле ҫӗклет!» — пӗтӗмлетнӗ Микулай Павловский Европӑра пулнӑ хыҫҫӑн. Анчах хӑш ҫӗршыва ҫитнине, мӗн-мӗн курнине, шел те, асӑнман. Микулай Павловский чӑваш, сӑмах май, Хусанти авиаци институтӗнче вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шӑтӑк-ҫурӑка хаҫатпа та хуплаймӑн. Colourbox.com сайтри сӑнӳкерчӗк Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Беккер «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата пӗр ватӑшӑн пӑшӑрханать. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Антонина Родионова ҫурчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пушарта шар курнӑ. 2012 ҫулта ӑна вӑхӑтлӑх тесе Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Лазо урамӗнчи 82-мӗш ҫуртра пӳлӗм панӑ. Фронтовик хӗрӗн пурӑнмашкӑн урӑх кӗтес ҫук. Депутатран хӗрарӑм 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчех пулӑшу ыйтнӑ. Ун хыҫҫӑн Сергей Беккер район прокурорӗ Владимир Соловьёв ячӗпе ыйту ҫырнӑ. Надзор органӗнчен кинемей пӳлӗмӗ хӑтлӑ, унта ҫутӑ, сивӗ шыв пур, пӳрте хутса тӑраҫҫӗ тесе хуравланӑ. Анчах пенсионер пӳлӗмре пурӑнма май ҫуккине паян та ӗнентерет иккен. Антонина Николаевна каланӑ тӑрӑх, чӳречесемпе алӑксене хаҫат чикет. Район прокуратуринче хӗрарӑма район администрацийӗнче хваттер черетне тӑма сӗннӗ. Хӗрарӑм вара хӗл мӗнле каҫмаллинчен шикленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Смелова Александра Дмитриевна – икӗ ача амӑшӗ. Хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18-21 сехетсенче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа ун пирки хыпар ҫук. Ӑна вара килте 1,5 ҫулти хӗрӗ тата 17-ри ывӑлӗ кӗтеҫҫӗ. Упӑшки арӑмӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Александра ниҫта та ӗҫлемест, унччен вӑл кун пек ҫухалман. Вӑл 160 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫутӑ, кӗске, куҫӗ хӑмӑр. Икӗ ача амӑшӗ пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк полицие шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Иван Яковлев проспектӗнчи юсав. Gov.cap.ru сӑнӳкерчӗк Шупашкарти тӳре-шара килес ҫул хӑш ҫула юсассине палӑртнӑ. Йышӑнӑва тӑвиччен вӗсем халӑх сӗнӗвне шута илнӗ. Ун валли кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ятарласа ыйтӑм ирттернӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче сӗнсе ҫырнисене те шута илнӗ. Ҫакӑн пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра Ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх управленийӗн пуҫлӑхӗ Олег Белов пӗлтернӗ. Иван Яковлев проспектӗнчи автоҫула юсассин 3-мӗш тапхӑрне 2020 ҫулта вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Сӑкӑт кӗперне те килес ҫул юсаса пӗтересшӗн. Килес ҫул Граждан урамне, И. Яковлев проспектӗнчен Канаш шосси таран ҫӗнетесшӗн, Лапсар проездне юсаса ҫӗнетесшӗн. 1-мӗш Кӑнтӑр урамне тума палӑртнӑ, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи кӗпере тӗплӗн юсасшӑн. Тукташ, Илпек, Ленин (Николаев урамӗнчен тытӑнса Вокзалҫум урам таран), Воробьев композиторсен, Кооператив, Игнатьев, Яноушек урамӗсене, Мусков проспекчӗ патне пыракан ҫула, Вӑрнар шоссине, Бабушкин тӑкӑрлӑкне, База проездне, Н. Никольский проспектне юсама шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм калаҫма тесе телефон илнӗ те... йӗп пек ҫухалнӑ. Йӗрке хуралҫисенчен Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, телефонсӑр тата банк картти ҫинчи 34 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Телефона пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма усӑ курма панӑ иккен. Лешӗ вара — Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан хӑйӗн пӗлӗшне. Лешӗ шӑнкӑравласшӑн тесе каланӑ та. Кӳршӗ регионти хӑна ют ҫыннӑн смартфонӗ-мӗнӗ ҫухалнӑ. Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӑл федераци шыравӗнчискер пулнӑ. 29 ҫултискере вӑрӑ тунӑ тесе йӗрке хуралҫисем шыранӑ. Хӗрарӑм судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ. Вӑл ытти ҫынна та шар кӑтартма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫак арҫын тӗнче тетелӗнче сӗтел-пукан сутни пирки пӗлтерӳсем тупнӑ та сутуҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ, укҫа тӳлесе хума шантарса лешсен банк карттин ревизичӗсене пӗлнӗ. Ӑна тытса чарас тесе Чӑваш Енри полицейскисем Хусана кайнӑ. 38 ҫулти арҫынна пирӗн республикӑна конвойпа илсе ҫитернӗ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса лартнӑ. Вӑл ытти ҫакнашкал преступленисемпе те ҫыхӑнма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ ҫын ҫак ултавҫӑн аллине лекнӗ. Вӗсем ӑна 16500 тата 12500 тенкӗ куҫарса панӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Канашра хӗрарӑм канализации шӑтӑкне кӗрсе ӳкни пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Ватӑрах хӗрарӑм урампа пынӑ чухне канализаци люкне кӗрсе ӳкнӗ. Унран инҫех мар – лавкка. Халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, канализаци люкне ҫӗнӗ тротуар ҫинче тунӑ. Хӗрарӑм урине самаях амантнӑ. Ӑна шӑтӑкран хӗр тата арҫын тухма пулӑшнӑ. Сурана тухтӑрсем ҫӗлесе лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |