Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Шупашкар районӗнчи Апашра ӗҫлесе пурӑнакан усламҫӑ-хӗрарӑм шалу тӳлесшӗн пулман. Ҫавӑншӑн суд приставӗсем унӑн телевизорне, карас телефонне тата машинине арестленӗ.

46 ҫулти хӗрарӑм патӗнче пӗр арҫын строительство ӗҫӗпе аппаланнӑ. 177 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ вӑл. Кун хыҫҫӑн кун иртнӗ. Хӗрарӑм-усламҫӑ шалу тӳлеме васкаман. Аптӑранӑ енне арҫын суда ҫитнӗ.

Тӳре арҫынна майлӑ пулнӑ. Ара, ӗҫшӗн тӳлемеллех-ҫке. Суд йышӑнӑвне кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче суд приставӗсем патне ярса панӑ.

Усламҫӑн «Great Wall» машинине суд приставӗсем Кӳкеҫре ҫул-йӗр инспекторӗсемпе ирттернӗ рейд вӑхӑтӗнче асӑрханӑ. Парӑм пысӑккине кура автотранспорта арестленӗ.

Хӗрарӑмӑн шалу парӑмне татма 10 кун пур. Ахальлӗн суд приставӗсем машинӑна сутса ярӗҫ, парӑма ҫав укҫа шучӗпе саплаштарӗҫ.

 

Культура
chgign.ru сайтри сӑн
chgign.ru сайтри сӑн

Чӑваш кӗнеке издательстви регионсен хушшинче иртекен «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурса хутшӑнма йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен иртет.

Конкурса вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансем кӑна мар, чӑваш кӗнекине юратакансем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пултаруллисен ҫак номинацисенче палӑртӗҫ: «Юратнӑ хайлав» темӑпа тунӑ чи лайӑх ӳкерчӗк», «Ача аллипе тунӑ чи лайӑх кӗнеке», «Эпӗ Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекине суйлатӑп».

Ӗҫсене конкурсҫӑн пурнӑҫламалла, вӗсене Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ кӗнекесем тӑрӑх ҫес хатӗрлемелле. Ӗҫсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, 820-мӗш пӳлӗм.

 

Ҫурт-йӗр
mkset.ru сайтри сӑн
mkset.ru сайтри сӑн

Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунизм урамӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакансем ҫурта авариллисен йышне кӗртес тесе ятарлӑ комисси чӗнсе илнӗ. Лешсем вырӑна ҫитсен ҫурт конструкцине куҫпа пӑхса тухнӑ та вӑл авариллисен йышне кӗме тивӗҫ маррине палӑртнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче комисси пайташӗсем нимӗн те виҫмен, нимӗнле хатӗрпе те усӑ курман.

Кун хыҫҫӑн ҫав ҫуртри пӗр ҫын прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ведомство йӗркене пӑснине тупса палӑртнине ҫирӗплетме суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та кунашкал шухӑша ҫирӗплетнӗ, комисси тунӑ йышӑну саккунлӑ мар, ҫавна май ҫурта тепӗр хутчен тӗрӗслеме хушнӑ.

 

Политика
moygorod-online.ru сайтри сӑн
moygorod-online.ru сайтри сӑн

«Медиалоги» информаципе аналитика тытӑмӗ Атӑлҫи федерацийӗнчи субъектсенчи тӗп хуласен администрацийӗсен ертӳҫисен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Пуҫлӑхсен кӑҫалхи юпа уйӑхӗнчи ӗҫӗ-хӗлне тишкернӗ.

Иртнӗ танлаштарӑмра Шупашкар хула администрацийӗн ертӳҫи Алексей Ладыков 6-мӗш вырӑнта пулнӑ. Хальхинче вӑл пӗр йӗрке хӑпарнӑ, 5-мӗш вырӑна куҫнӑ.

Иртнӗ уйӑхра федераци тата регион шайӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкернине пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ 5 пинпе танлашнӑ.

 

Республикӑра

Ҫывӑх вӑхӑтра, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа, Чӑваш Енӗн Наци телекуравне Раҫҫейӗн общество телекуравӗ (ОТР) трансляцилеме тытӑнӗ. Кунӗпех мар тата пӗтӗм передачӑна мар. Ҫапах та аван.

Регионсенчи телеканалсене 21-мӗш кнопка парасси пирки унчченех калаҫатчӗҫ. Чӑваш Енре ҫав кнопкӑна Наци телекуравӗ тивӗҫнӗ. Ӑна цифра эфирӗнче уйрӑммӑн кӑтартмӗҫ. ОТР кӑларӑмсене кунне икӗ хутчен трансляцилӗ. Пӗрре — ирхине: 6 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен, тепре — каҫхине: 18 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен.

Чӑваш Енӗн Информполитика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн общество телекуравӗ регионсенчи телеканалсене кунсерен 5 сехет таран уйӑрӗ. Пирӗн республикӑра — 2 сехет. Наци телекуравӗ ОТР эфирӗнче ҫӗнӗ хыпарсемпе информаципе тишкерӳ программисене кӑтартма палӑртать.

Цифра эфирне улшӑну кӗртнӗ май чӳк уйӑхӗн 21 тата 22-мӗшӗсенче специалистсем ятарлӑ ӗҫсем туса ирттерӗҫ. Ҫавна май цифра телекуравне, тен, ҫӗнӗрен йӗркелеме те тивӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8-800-220-20-02.

 

Апат-ҫимӗҫ
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури Россельхознадзор специалисчӗсемпе пӗрле «Хевешски» суту-илӳ комплексӗнчи лавккасене тӗрӗсленӗ.

Тӗрӗслевре йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Хӑш-пӗр усламҫӑ карантинри апат-ҫимӗҫе упранӑ, сутнӑ: панулми (Молдова), груша (Армени), абрикос (Турци), персик (Турци), апельсин (Египет), слива (Узбекситан), арпус (Дагестан), ҫӗрулми (Астрахань). Ҫак ҫимӗҫсен кирлӗ документсемпе сертификатсем пулман.

Усламҫӑсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене штраф тӳлеттерме е ӗҫне 90 талӑклӑха чарса лартма пултараҫҫӗ.

 

Хулара

Паян Шупашкар хулин урамӗсемпе ретро-троллейбус тата «мӑйракасӑр» троллейбус ҫӳренӗ.

Троллейбус управленийӗ 55 ҫул тултарнӑ тӗле 1-мӗш номерпе пуҫласа ҫула тухнӑ троллейбуса юсаса ҫӗнетессине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Троллейбус управленийӗнче хӑйсен шантарнине пурнӑҫланӑ. Ретро-транспортпа Шупашкар ҫыннисене тӳлевсӗр ярӑнтарнӑ. 55 ҫул каяллахи троллейбус унчченхи 1-мӗш маршрутпа ҫӳренӗ — чукун ҫул вокзалӗнчен тытӑнса Хӗрлӗ лапама ҫитсе ҫаврӑннӑ. Водительне Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи тумтир тӑхӑнтартнӑ. «ЗиУ-5» маркӑллӑ троллейбусӑн ӑшчиккине те малтанхиллех упраса хӑварнӑ.

Паянах Шупашкар урамӗпе автономлӑ мелпе ҫӳрекен троллейбус ҫӳренӗ. Вӑл Шупашкарта пӗр уйӑх ӗҫлӗ. Ӑна Епхӳри троллейбус управленийӗ уйӑрнӑ.

 

Раҫҫейре
НТВ телеканал тунӑ видео скринӗ
НТВ телеканал тунӑ видео скринӗ

Никита Тӗнчен ҫемйине федераци каналӗпе, НТВпа, кӑтартнӑ. «Чрезвычайное происшествие» кӑларӑмри сюжетра вӗсен ҫулҫӳревне экстремаллӑ, ачан условийӗсене «спартанла» тесе хакланӑ. Сюжет чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче эфира тухнӑ.

Аса илтерер: Тӗнчесем пӗчӗк хӗрӗпе Аяпа Европӑра пулнӑ, кайран Африкӑна ҫитнӗ. Халӗ вӗсем Мароккӑра. Вӗсем НТВ журналисчӗсемпе шӑпах ҫавӑнтан дистанци мелӗпе ҫыхӑннӑ.

Тӗнчесенчен ҫапла ыйтнӑ: «Айӑн экзотика чирӗсенчен прививка пур-и?» Никитӑпа Настя каланӑ тӑрӑх, вӗсем хальлӗхе хӗрне прививка тутармаҫҫӗ, кун пирки вӗсен педиатрӗ пӗлет. Вӗсен хӗрӗ тантӑшӗсенчен маларах аталанса пырать-мӗн.

Кӗҫех Тӗнчесем АПШна вӗҫӗҫ, виза туса парасса кӗтеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60701
 

Республикӑра
Гугл. карт скринӗ
Гугл. карт скринӗ

Тӗп офисӗ Шупашкарти Мускав проспектӗнче вырнаҫнӑ «Чӑвашкредитпромбанк» лицензисӗр юлнӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн банкӗ паян пӗлтернӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ҫапла йышӑнӑва банк паян кӑларнӑ.

«Чӑвашкредитпромбанк» актив виҫипе 258-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Раҫҫей банкӗ лицензи илнин сӑлтавӗ кредит учрежденийӗ саккуна пӑснипе ҫыхӑ иккен. Ют ҫӗршыв валютине сутнӑ чух иккӗленӳллӗ операцисем туса ирттернӗ-мӗн.

Халӗ «Чӑвашкредитпромбанкра» вӑхӑтлӑх управляющисене ҫирӗплетнӗ. Вӗсем конкурс управляющине палӑртиччен ӗҫлӗҫ. Банка хупасси пирки те калаҫаҫҫӗ.

Асӑннӑ кредит учрежденийӗнче вклад пуррисем 1,4 миллион тенкӗ таран укҫана ҫӑмӑллӑнах каялла илӗҫ. Пенсие унта илнисен вара РФ Пенси фончӗн республикӑри управленийӗсене кайса заявлени ҫырмалла. Унта укҫана малашне ӑҫтан илсе тӑрас шухӑшлине пӗлтермелле.

 

Культура

Ҫывӑх вӑхӑтра Самар облаҫӗнче Чӑваш Республикин кунӗсем иртӗҫ. Ӑна Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫавна май унта Чӑваш Енри профессионал коллективсен концерчӗсем те пулӗҫ.

Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 18 сехетре, Самар хулинчи «Нефтяник» культура ҫуртӗнче, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 18 сехетре, Тольятти хулинчи «Автоград» культура центрӗнче концерт кӑтартӗҫ.

Концерта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗн коллективӗсем хутшӑнӗҫ.

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне Раҫсей Федерацийӗн халӑх артисчӗ Юрий Васильев ертсе пырать. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн коллективӗсем пирки каласан, Самар тӑрӑхӗнче концертпа «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗ, «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗ тата «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ пулӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1633, 1634, 1635, 1636, 1637, 1638, 1639, 1640, 1641, 1642, [1643], 1644, 1645, 1646, 1647, 1648, 1649, 1650, 1651, 1652, 1653, ... 3878
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...