Тӗнчере
![]() Никита Тӗнче Инстаграма вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Паллӑ чӑваш велоҫулҫӳревҫин, Никита Тӗнчен, ҫемйи Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене кайма хатӗр. Никита Тӗнче Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьене АПШна кайма виза панӑ. Халӗ вӗсем меллӗ вариантсене тишкереҫҫӗ. Африкӑра вырнаҫнӑ Мароккӑран (Тӗнчесем халӗ унта) АПШна вӗҫмелли чи йӳнӗ авиабилет 100 пин тенке яхӑн тӑрать иккен. Аса илтерер: ҫул ҫӳреве Никита хӑй, мӑшӑрӗ Анастасия тата вӗсен пӗчӗк хӗрӗ Ая тухса кайнӑччӗ. Ҫемье икӗ велосипедпа пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳрет. Унсӑр пуҫне вӗсен ача валли велокӳме пур. Тепӗр майлӑ каласан, самолета мӗнпур багажа вырнаҫтармалла. Мароккӑри Касабланка хулинчен Нью-Йорка тӳррӗн вӗҫес тесен 120 пин тенкӗ тӳлемелле. Ҫынсем укҫа пухнипе ҫемье 80 пин тенкӗпе билет туяннӑ ӗнтӗ. Кунсӑр пуҫне багажшӑн тӳлеме тивӗ. |
Хулара
![]() Следстви комитечӗн сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 11 ҫулти арҫын ачана самокатпа пенӗшӗн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнчен, Мир проспектӗнчи пӗр ҫуртран, тухнӑ та подъезд умӗнче сӑлтавсӑрах арҫын ачана самокатпа пенӗ. Япала лешӗн пуҫӗнчен лекнӗ. Ача кӳршӗ подъездра пурӑнать. Арҫын хӑйӗн ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Роман Андреев архивӗнчи сӑн Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти ҫулҫӳревҫӗ байдаркӑпа Каспи тинӗсне кайнӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Роман Андреев Шупашкара таврӑннӑ. Ҫапла майпа вӑл шывра 127 кун ишнӗ. Роман Чӑваш Енрен Астрахань облаҫӗ еннелле ишнӗ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл 16 пин тенкӗ илнӗ. Ҫулҫӳревҫӗ шывра йывӑрлӑхсем сиксе тухнине пытармасть. Пӗрре мар вӑл каялла таврӑнма та шутланӑ, анчах тӗллевне пурнӑҫланах. Палӑртмалла: Роман ҫула тухма юратать. Ку унӑн пӗрремӗш ҫулҫӳревӗ мар. Вӑл малашне те ҫула тухма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви ҫынсен пысӑк ушкӑнӗ пухӑнакан, пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнман объектсен ҫӗнетнӗ «хура списокне» пичетленӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правлисене пӑхӑнманнипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка пӗтерме вӑхӑт панӑ, унччен ҫав организацисене ӗҫлеттерме чарнӑ. «Хура списока» «Побег из лабиринта» (чӑв. Лабиринтран тарни) и «Лазерные сети» (чӑв. Лазер сечӗсем) квест-пӳлӗмсем (Шупашкар, Строительсен урамӗ, 6-мӗш ҫурт) тата «Георгий» суту-илӳ ҫурчӗ» тулли мар яваплӑ общество (Шупашкар, Айзман урамӗ, 86а ҫурт). Юлашкинчен каланӑ ҫуртра кафе тата сауна вырнаҫнӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ даннӑйсене министерство юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне илсе кӑтартнӑ. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче списокра ултӑ объект пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Тӗлӗнмелле!!! Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Чӑвашсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацине йӗркеленӗ», — ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра пӗлтернӗ. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Чӑвашсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн президенчӗ пулма Майяминче пурӑнакан Валерия Лукьянова суйланӑ. «Чӑн-чӑн чӑваш ниҫта та пӗтмест! Надежда Николаевна Сандркина, Валерий Николаевич Лукьянов, тав сире ҫавӑн пек чӑваш чунӗллӗ пулнӑшан, халӑха пӗрлештернӗшӗн», — тесе ҫырнӑ Лидия Филиппова. Надежда Сандркина — марафонка. СССРӑн пӗрлештернӗ командинче пулнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑвашкассинче ҫуралнӑ. |
Хулара
![]() КПРФӑн Чӑваш Енри рескомӗ Шупашкарта Иосиф Виссарионович Сталинӑн барельефне лартасшӑн. Ку тӗллевпе укҫа-тенкӗ пухма тытӑннӑ. Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Сталин ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитет. Барельефа шӑпах ҫак пулӑма халалласа вырнаҫтарасшӑн. Палӑк макетне ӳнерҫӗ хатӗрленӗ ӗнтӗ. Барельефа пӑхӑртан тӑвӗҫ. Кун валли 250 пин тенкӗ кирлӗ. Чӑваш коммунисчӗсем 100 пин тенкӗ пухнӑ. Районсемпе хуласенче вырӑнти парти уйрӑмӗсен пӗрремӗш секретарӗсем ку ӗҫе малалла пурнӑҫлӗҫ. Палӑртмалла: Сталина халалланӑ палӑк Мари Элти Звенигово районӗнчи Шелангер поселокӗнче пур. Ӑна 2015 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "За рулем" порталти сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта маршрутка тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ку 14 сехетсенче Пичет ҫурчӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Мерседес пынӑ чухнех хыпса илнӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра салонра пассажирсем пулман. 501-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микравтобус Чулхулана рейс хутланӑ. Ҫулӑма ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫав вӑхӑталла маршрутка тӗппепех ҫунса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ачасене наци чӗлхипе вӗрентесси пирки мӗн шухӑшланине каланӑ. Ҫакӑн пирки «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗлтернӗ. Владимир Путин шухӑшланӑ тӑрӑх, ачасене наци чӗлхине вӗрентни вӗсене вырӑс чӗлхи пӗлмелле мар туса хӑвармалла мар. Вырӑс чӗлхи ачана ӳлӗмрен, сӑмахран, Раҫҫейӗн урӑх регионӗнче вӗреннӗ чухне кирлӗ пулӗ. Ҫак шухӑша ҫӗршыв ертӳҫи Вырӑс чӗлхи енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче каланӑ. Кирлӗлӗх хушшинчи шайлашӑва тупмалла. Наци чӗлхине ачана вӗрентмеллех. Унсӑрӑн наци культури пулаймӗ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑс чӗлхине те вӗрентмеллех. Шкул ачи е студент пӗлӗве Раҫҫейӗн урӑх регионӗнче малалла тӑсас тесен, унта вара программа вырӑсла пулсан ҫыннӑн йывӑрлӑх сиксе тухма пултарать тесе шухӑшлать Владимир Путин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче автомашинӑсен хуҫисене хӗллехи йӗрке ҫине куҫарнӑ. Ҫакна эпир республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пресс-служби хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Хӑш-пӗр урамра ҫул-йӗр правилисене ҫӗннисене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем автомашинӑсен чарӑнма тата транспорта лартса хума юраманнине кӑтартаҫҫӗ. Эвакуаторсем ӗҫленине асӑрхаттараканнисем те пур. Тепӗр майлӑ каласан, автомобиле ҫул айккине лартма юрамӗ. Юр тасатакан машинӑна кансӗрлекен транспорта штраф стоянкине тиесе кайӗҫ. Асӑрхаттару паллисене пурӗ 99 вырӑнта вырнаҫтарнӑ. Ятарлӑ парковка ҫук тӗлте машинӑсене ирхи 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен лартса хӑварма юрамӗ. Шупашкарти кӗперсем ҫинче машинӑсен сехетре 40 километр хӑвӑртлӑхпа каҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн (вӑл Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ) специалисчӗсем хӑйсен квалификацине пӗрмаях ӳстереҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче унти травматолог-ортопедсем «Особенности коррекции деформаций позвоночника. Кровесберегающие технологии в хирургии деформаций позвоночника» (чӑв. Ҫурӑм шӑммин форми улшӑннине тӳрлетессин хӑйне евӗрлӗхӗсем. Ҫурӑм шӑммин деформацийӗн хирургийӗнчи юн перекетлекен технологисем) ӑсталӑх сехетӗнче пултарулӑха туптанӑ. Виҫӗ кунлӑх пӗлӳ марафонне ют ҫӗршывсенчи пысӑк квалификациллӗ специалистсем ирттернӗ. Вӗсем — Казахстанри Нурбек Надиров тата Марат Джетписов (Казахстан), Монголинчи Жадамбаа Оюунтегс Джадамбаа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |