Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
Олег Николаев
Олег Николаев

Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсене кашнине 100-шер пин тенкӗ парӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа Раҫҫей Президенчӗ вӗсене 75-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑччӗ-ха. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та ӗнер хушу кӑларнӑ. Асӑннӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ветерансене республика хыснинчен 25-шер пин тенкӗ парӗҫ. Ҫапла вара вӗсене пӗр хутчен 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм категорири гражданӗсене пӗр хутчен тӳлев парасси ҫинчен калакан хушу Чӑваш Енре пурӑнакансене пырса тивет. Ҫав йышра — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин инваличӗсем тата вӑрҫа хутшӑннисем, «Блокадӑри Ленинградра пурӑннисем» палла тивӗҫнисем, концлагерьсенче нушаланнӑ ҫул ҫитмен ҫамрӑксем тата ытти хӑш-пӗр категорири ҫынсем. Тӳлеве ҫу уйӑхӗнче куҫарса парӗҫ.

 

Политика

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, унта йыхравланисем, тӗпрен илсен, — республикӑн политика пурнӑҫне ҫутатакансем. Патшалӑх МИХӗсемпе пӗрлех Чӑваш халӑх сайтне, «ПроГород» хаҫата, ЮТВ телекомпание, федераци кӑларӑмӗсемпе радиостанцисене тата ыттисене йыхравланӑ.

Олег Николаев влаҫра ӗҫлекенсем май килнӗ таран уҫҫӑн ӗҫлеме тӑрӑшнине ӗнентернӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен объективлӑ журналист тӗпчевӗсем кӗтнине пӗлтернӗ вӑл. Тӗлпулӑвӑн тӗллевне Олег Николаев журналистсен пӗрлӗхӗ асӑрхаттарнипе тӗрлӗ ыйтӑва татса парас тенипе сӑлтавланӑ.

МИХсенче ӗҫлекенсем ыйтса ҫырнисене министерствӑсене туллин хуравлама хушнине пӗлтернӗ, пичет кӑларӑмӗсене вулакансем патне ҫитерме пулӑшма, официаллӑ мероприятисене журналистсене ҫӑмӑллӑн кӗртме шантарнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Тутарстанри шкул ачисем тӗп патшалӑх экзаменне тытмалли предметсене суйланӑ. Чӑваш чӗлхипе экзамен тытас кӑмӑллисем те пур.

Кӳршӗллӗ регионта кӑҫал тӑхӑр класс вӗренсе пӗтерекенсенчен 1949 ача тутар чӗлхипе тӗп патшалӑх экзаменне тытма палӑртса хунӑ. Пӗлтӗр кун пеккисен йышӗ 1600 вӗренекен пулнӑ. Ҫак цифрӑсене Тутарстанӑн Вӗренӳ министерствин ӗҫченӗ Марина Алексеева пӗлтернӗ.

Марина Алексеева каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта 100 ача чӑваш чӗлхипе экзамен тытма ӗмӗтленет. Удмурт тата мари чӗлхисене суйланисем те пур.

Тӑван чӗлхене суйлакансен йышӗ ҫапах та сахалтарах. Математика предметне, акӑ, Тутарстанри 405 пин ача суйланӑ. Ҫакӑ вӑл е ку предмет ӳлӗмрен вӗренме кӗнӗ чух кирлӗ пулассипе ҫыхӑннӑ пулинех.

 

Хулара
olant-shop.ru сайтри сӑн
olant-shop.ru сайтри сӑн

Халӗ ашшӗ-амашӗ тин ҫуралнӑ ывӑлӗ-хӗрне хӑйне евӗр ят пани тӗлӗнмелле пулӑм мар ӗнтӗ. Шупашкарта ав Космос ятлӑ арҫын ача та пурӑнать.

Нумаях пулмасть Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче хӑйне евӗр, сайра тӗл пулакан ята регистрациленӗ. Ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗ ывӑлне Адам ят панӑ. Кун пекки пирӗн регионта питӗ сайра тӗл пулать.

Пӗлетӗр ӗнтӗ: Адам – турӑ туса янӑ пӗрремӗш ҫын Адам ятлӑ пулнӑ. Вӑл «ҫын», «хӗрлӗ тӑмран» тенине пӗлтерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63130
 

Республикӑра
mos.ru сайтри сӑн
mos.ru сайтри сӑн

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Тӑвай районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хайхискер уксуспа наркӑмӑшланнӑ.

52 ҫулти хӗрарӑм уксуса ятарласа ӗҫмен-мӗн. Вӑл ӑна урӑх шӗвекпе арпаштарса янӑ. Юрать, ку инкекпе вӗҫленмен.

Хӗрарӑма васкавлӑ медпулӑшу пульницӑна илсе ҫитерсен тухтӑрсем ӑна вӑхӑтра пулӑшу панӑ. Ҫакӑ 52 ҫулти хӗрарӑмӑн пурнӑҫне ҫӑлма май панӑ та ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63132
 

Республикӑра
Хӗрлӗ Чутайӗнчи сӑнӳкерчӗк
Хӗрлӗ Чутайӗнчи сӑнӳкерчӗк

Николай Дроздов профессор, паллӑ телеертӳҫӗ Чӑваш Ене килнӗ. Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнче, ӗнер Патӑрьел районӗнче пулнӑ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Патриотизм как основа духовно – нравственного воспитания молодежи и укрепления единства народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхне ҫирӗплетессинче тата ҫамрӑксене ӑс-хакӑл воспитанийӗ парассинче патриотизм никӗс пулса тӑни) пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Николай Дроздов унта хутшӑннӑ. Патӑрьел районӗнче Алексей Кокель художникӑн музей-ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен уҫнӑ. Художник ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалласа Турхан ялӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта та Николай Дроздов хутшӑннӑ.

 

Персона
https://ru.wikipedia.org/wiki сӑнӳкерчӗкӗ
https://ru.wikipedia.org/wiki сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре Семён Ислюков ятне вилӗмсӗрлетесшӗн. Вӑл парти тата патшалӑх ӗҫченӗ пулнӑ.

Семён Ислюковпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва Патшалӑх Канашӗнче тишкернӗ. Ҫак сӗнӳпе Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен союзӗ республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫитнӗ.

Семён Ислюков Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Чӑваш Таяпи ялӗнче 1915 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Юридици на­укисен кандидачӗ. Хусанти юридици институтӗнче, Партин аслӑ шкулӗнче, Общество ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче вӗреннӗ. Унӑн пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр тапхӑрне ҫиелтен асӑнар. 1932 ҫулта Тутарстанра учительте ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941–1947 ҫулсенче Чӑваш обкомӗн лекторӗ, пропагандӑпа агитаци пайӗн ертӳҫи пулнӑ, Шупашкар хула комитечӗн виҫҫӗмӗш тата иккӗмӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ. 1947 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш обкомӗн виҫҫӗмӗш секретарьне суйланӑ. 1955 ҫулхи нарӑс–чӳк уйӑхӗсенче — Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн председателӗ. 1968–1985 ҫулсенче вӑл ЧАССР Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗ пулнӑ.

 

Ӳнер

Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра, Патшалӑхӑн Третьяков галерейинче, «ЗОЛОТАЯ КАРТА РОССИИ. Живопись веков из собрания Чувашского государственного художественного музея» (чӑв. РАҪҪЕЙӖН ЫЛТӐН КАРТТИ. Чӑваш патшалӑх художество музейӗ пухнӑ XVIII-XX ӗмӗрсенчи живопись) курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Курава савӑнӑҫлӑ луру-тӑрура уҫма Третьяков галерейин пуҫлӑхӗ Зельфира Трегулова, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн ҫумӗ – Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Петр Чекмарев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков, республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова, Чӑваш патшалӑх художество музейӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Козлов тата ыттисем хутшӑннӑ.

Петр Чекмарев курав уҫӑласса Мвскаври ентешӗмӗрсем, тӗп хула ҫыннисемпе хӑнисем чӑтӑмсӑр кӗтнӗ тесе каланӑ. Раҫҫейӗн ӳнерӗн тӗп музейӗнче регионӑн культура эткерлӗхне кӑтартнине вӑл пысӑка хурса хакланӑ. Зельфира Трегулова кураври паха, художниксен пӗлтерӗшлӗ тата сайра тӗл пулакан ӗҫсем Чӑваш Енре упраннинчен специалистсем те тӗлӗннине пӗлтернӗ.

Малалла...

 

Культура

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх художникӗ «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Ревель Федоров 1929 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Вӑрмар районӗнчи Мӑн Чак ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн паллӑ ӗҫӗсем хушшинче Википедире ҫаксене кӑтартнӑ: «40-мӗш ҫулӗсен фотографийӗ» триптих, «Аҫтӑрхан ҫӗрӗ» сери, «Чукотка ҫыннисем», «Пӗлӗтлӗ ҫанталӑк», «Франци тӑрӑхӗ», «Инди тӑрӑхӗ».

Художник «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степень орден медальне, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.

 

Чӑвашлӑх

Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнчи пултаруллӑ ачасем (вӗсене хавхалантарса тӑракан педагогсем пурри пирки эпир иккӗленместпӗр) ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ-ха. Кӑрлач уйӑхӗнче, сӑмахран, унти «Ҫӗнӗ хум» пресс-центр «Морошка» юмаха чӑвашлатнине хыпарланӑччӗ.

Халӗ ачасем пластилинран чӑвашла мультфильм ӳкернӗ. Сӑнарсене пластилинран ачасем хӑйсем ӑсталанӑ. Аслисем мар. Шӑпӑрлансем. 2-мӗш тата 4-мӗш классенче вӗренекенсем. Пластилинран тӗрлӗ япалана вӗсем хаваслансах тунӑ. «Йӑнӑшсене куратпӑр. Тӳрлетӗпӗр. Ытла ҫирӗп ан хаклӑр, вӗренетпӗр ҫеҫ», — тесе ҫырнӑ Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче.

 

Страницӑсем: 1 ... 1526, 1527, 1528, 1529, 1530, 1531, 1532, 1533, 1534, 1535, [1536], 1537, 1538, 1539, 1540, 1541, 1542, 1543, 1544, 1545, 1546, ... 3877
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 21

1925
100
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
100
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
78
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...