Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын гаражра автобусне юсав тунӑ. Кӗтмен ҫӗртен транспорт ҫунма пуҫланӑ. Юрать, арҫын транспорта гаражран тӗксе каларма ӗлкӗрнӗ. Ку пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 18 сехетре Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, микроавтобус юсав ӗҫӗ вӑхӑтӗнче ҫунма пуҫланӑ. Гаражӗ хыпса ан илтӗр тесе хуҫи ӑна урама тӗксе кӑларнӑ. Вырӑна ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем автобуса ҫӑлса ӗлкӗреймен – вӑл ҫунса кайнӑ. Халӗ транспорт мӗншӗн хыпса илнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл юсавсӑр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Дзен Чувашии» пабликри видео скринӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗнче пурӑнакан Вячеслав Васильев ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне пӗр эрне шӑнкӑраваланӑ. Анчах йышӑну пӳлӗмӗнче ӑна пӗр министерствӑран теприн патне шӑнкӑравлама хушнӑ. Ҫапла вӑл Олег Алексеевичпа ҫыхӑнайман. Вячеслав Васильевӑн вара Олег Николаева каламалли, сӗнмелли пур-мӗн. Халӗ тӗнчене коронавирус сарӑлнӑ, арҫын шӑпах ку енӗпе сыхланмалли мерӑсем пирки каласшӑн иккен. «Алӑ ҫума, маска тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Анчах пушмак пирки никам та нимӗн те каламасть. Пушмака алӑпа е урапа хываҫҫӗ. Ҫавна май алӑ хуралать. Пушмак хывмалли хатӗр пулсан вара алӑ хуралмасть», - тенӗ Вячеслав Васильев. . Палӑртмалла: Вячеслав Васильев – Чӑваш Енри изобретатель. Вӑл шухӑшаса кӑларнӑ хатӗрсем пирки федераци каналӗсем те кӑтартнӑ. Арҫын пушмак хывмалли хатӗр шутласа кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() "Лиза Алерт" сӑнӳкерчӗкӗ Кӳршӗ республикӑра, Мари Элта, пуҫа вырнаҫман япала пулса иртнӗ. Паян кӑнтӑрла Йошкар-Олари Пепкелӗх центрӗнчен тин ҫуралнӑ ачана вӑрланӑ. Хӗрача паян, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, кун ҫути курнӑ. Вӑл 48 сантиметр ҫӳллӗш ҫуралнӑ. Вӑрласа кайнӑ вӑхӑтра пепкене сирень тӗслӗ чечексем ӳкернӗ шурӑ распашонка тӑхӑнтартнӑ пулнӑ. РФ Следстви комитечӗ тӳрех икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ: ачана вӑрланӑшӑн тата тухтӑрсем тимлесе ҫитерейменшӗн. Ачана йӗрке хуралҫисемпе пӗрле «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян каҫхине Чӑваш Ене циклон килет, юр ҫӑвать. Кун пирки «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтерет. Ытлах куянса ан ӳкӗр – хӗл пулмасть. Юр ҫунӑ хыҫҫӑнах ҫанталӑк ӑшӑтса ярӗ. Ыран ир енне 10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫуса лартма пултарать, ҫулсем пӑрлак пулӗҫ. Сывлӑш температури 0-5 градус пулӗ. Сивӗ нумайлӑха килмӗ. Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫил лӑпланӗ, хӗвел тухӗ. Ӑшӑ пулнӑ май юр та ирӗлӗ. Эрнекунччен ирӗлсе пӗтмелле. Пушӑн 26-мӗшӗнчен хӗвеллӗ кунсем пуҫланӗҫ. Кӑнтӑрла термометр 10-12 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ку кӑтарту – ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи пек. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news.rambler.ru сайтри сӑн Етӗрне районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Хайхискер наркотиклӑ ӳсен-тӑран ҫитӗнтернӗшӗн явап тытнӑ. Пӗлтӗрхи ҫуркунне тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм хӑйӗн пахчинче наркотиклӑ ӳсен-тӑран шӑтнине асӑрханӑ, анчах ӑна тӑпӑлтарса пӑрахман. Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисем хӗрарӑмӑн пахчинче мӑкӑнь ӳснине курнӑ та ӑна туртса илнӗ. 58 ҫулти хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл мӑкӑне булка пӗҫернӗ чухне усӑ курма ҫитӗнтернӗ. Суд вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Мокрушин (сӑнӳкерчӗкре сылтӑмра). Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Коронавирус чирӗ каччӑсене хӗсмете ӑсатассине те витӗм кӳрӗ. Салтака илсе кайӗҫ. Анчах каярах. Ытти чухнехи пек ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн мар. Ҫӗнтерӳ уявне паллӑ тунӑ хыҫҫӑн. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура республикӑн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин тухса калаҫнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫурхи призыв вӑхӑчӗ ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчех пуҫланӗ, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пырӗ. Канашлура тухса калаҫнӑ ҫар ӗҫ комиссарӗ сбор пунктне коронавирусран хӳтӗлеме тухтӑрсеиэм, республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пулӑшасса шаннине пӗлтернӗ. Тата вӑл ҫав пунктра 100 каччӑран ытла пухмассине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн сӑнӳкерчӗкӗсенчен хатӗрленӗ коллаж Шупашкарти Ехрем хуҫа бульварӗнчи Пионерсен ҫуртне ҫуталӑкра юсамалла. Ҫакӑн пирки Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регинти уйрӑмӗн пресс-служби пӗлтерет. Вӗсем хыпарланӑ тӑрӑх, культура эткерлӗхӗ шутланакан ҫурт япӑхнине МИХсенче пӗлтернӗ хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн надзор органӗ суда тавӑҫ тӑратнӑ. Судра культура эткерлӗхне юсамалли ҫинчен калакан йышӑну кӑларнӑ. Ехрем хуҫа бульварӗнчи 6-мӗш ҫуртра 2014 ҫулта пушар тухнӑ. Ҫурт ҫивиттисӗр тенӗ пек тӑрса юлнӑ. Малтан ҫуртпа Шупашкар хула администрацийӗ хуҫаланнӑ. Халӗ унта — ҫӗнӗ хуҫа. 1890 ҫулта хута янӑ икӗ хутлӑ ҫуртра унччен складсем пулнӑ, совет саманинче унпа ӗҫ клубӗ, инженерипе техника ӗҫченӗсен ҫурчӗ, Пионерсен ҫурчӗ евӗр усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() versiya.info сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр ҫуртра пушар тухнине, унта 2 тата 4 ҫулсенчи икӗ ачапа ватӑ ҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Аса илтерер: пушар Иккӗмӗш Путепровод урамӗнчи ҫуртра алхаснӑ. Ҫулӑм алхасма тытӑнсан ҫӑлавҫӑсем, тухтӑрсем ҫитнӗ. Кинемейпе мӑнукӗсене ҫӑлма май килмен. Чӑваш Ен прокурорӗн пресс-службине ҫак йӗркесен авторне паян пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Надзор органӗ ҫемьен пурнӑҫ условине те хаклӗ. Ҫапла пӗлтерчӗ надзор органӗн пресс-службинче ӗҫлекен Алексей Якушевич. Тӗрӗслевшӗн Шупашкар хулин Калинин районӗнчи прокуратура яваплӑ. Прокуратура пушар сӑлтавне палӑртассипе ӗҫлекен тӗпчевҫӗсен ӗҫне те тӗрӗслӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри тата тепӗр ҫемьене Пӗрремӗш каналпа пыракан «Мужское/Женское» телекӑларӑмра кӑтартнӑ. «Терпила» ят панӑ кӑларӑм паян эфира тухнӑ. Пӗрремӗш канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне районӗнчи Тури Ирҫери 39 ҫулти Матлюба Юнусова тӑхӑр уйӑх каялла килтен тухса кайнӑ. Килӗнче вӑл ҫул ҫитмен виҫӗ ачана пӑрахса хӑварнӑ. Унтанпа 15 ҫулти Костя, 11 ҫулти Никита тата саккӑрти Валерия ашшӗпе, Сергей Барановпа, пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем амӑшӗнчен вӑтанаҫҫӗ, унпа тӗл пуласшӑн мар. Вӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ачисене хӗненӗ. Хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен килӗшӳсӗр тытнӑ. Тарса ҫӳрекен мӑшӑрне Сергей тавӑрма пӑхнӑ, вӑл килтен тухса кайсан та йышӑнас тенӗ. Халӗ арҫын хӗрарӑма амӑш прависӗр хӑварасшӑн. Матлюба кун пек каланипе килӗшесшӗн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧПГӐИ сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ паянтан, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен, ют ҫынсене учреждение кӗртме пӑрахнӑ. Кун пирки институтӑн сайтӗнче паян ирпе пӗлтернӗ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекенсем коронавирусран хӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем учреждение килен-каян кӗртес мар тесе йышӑннӑ. Институтра ӗҫлекенсем вара унчченхилех ӗҫлӗҫ. Ҫакӑн пирки те пӗлтернӗ кӗске хыпарта. Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫынсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, Роспотребнадзор сӗннине, Раҫҫей Ӑслӑлӑх тата аслӑ вӗрентӳ министрӗн приказне, коронавирус сарӑласран йӗркеленӗ ятарлӑ ушкӑнсем хушнине пӑхӑнаҫҫӗ. Килен-каяна хӑҫан тепре хапӑл пулассине хальлӗхе хыпарламан, сайтра ҫырнине сӑнаса тӑма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |