Персона
![]() Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ ӑсчах, врач-стоматолог, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, медицина историкӗ Григорий Алексеев вилнӗ. Григорий Алексеевич 1927 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче ҫуралнӑ. 1956 ҫулта Мускаври стоматологи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Республикӑн стоматологи пульницинче шӑл тухтӑрӗ, тӗп врачӑн сиплев енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, тӗп врач пулса ӗҫленӗ. 1964 ҫулта Г.А. Алексеев Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче педагог пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Григорий Алексеев Медицина историкӗсен обществине йӗркеленӗ тата ертсе пынӑ. Врачсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра та ӗҫленӗ. Сывлӑх сыхлав отраслӗнче вӑл 66 ҫул тӑрӑшнӑ. Г.А. Алексеев Чӑваш Республикин Патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Ун икӗ томлӑ «Чувашская медицинская энциклопедия» ӗҫне ҫавӑн пек хакланӑ. Клиника стоматологине халалласа вӑл 250 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, медицина историне халалланӑ монографисемпе брошюрӑсен тата 20 вӗренӳ пособийӗн авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара халӑхӑн хӑш-пӗр пайне пӗртте ҫӑмӑл мар. Уйрӑм усламҫӑҫемпе тепӗр пӗчӗк предприятисем хупӑннипе хӑшӗсем ӗҫсӗр юлчӗҫ. Патшалӑх пулӑшасси пирки пӗлтерсен те ыйтусем пӗрех ҫуралаҫҫӗ. Сӑмахран, 16 ҫула ҫитмен ачасене укҫа тӳлеҫҫӗ-ха, ҫав вӑхӑтрах 18 тултарнисем ҫеҫ ҫул ҫитнисем ҫеҫ шутланаҫҫӗ. Уйрӑм усламҫӑсен те патшалӑх пулӑшӑвне илес килет. Ҫак тата ытти нумай ыйтӑва Чӑваш Ен ӗҫ тата социаллӑ министрӗ Алёна Елизарова, РФ Пенси фончӗн, РФ Социаллӑ страховани фончӗн республикӑри управленийӗсен специалисчӗсем хуравлӗҫ. Халӑхӑн ыйтӑвне хуравламалли лапам — «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чувашия без паники» (чӑв. Шикленмен Чӑваш Ен) паблик. Ҫынсен ыйтӑвӗсене ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хуравлӗҫ. Миҫерех тӳрӗ эфира тухассине хальлӗхе уҫӑмлатман. Ыйтусене пабликри пост айӗнче йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче те ыйтма юрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() septem7.ru сайтри сӑн Прокуратура Шупашкарти шкулсене тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр шкулта судпа айӑпланнӑ ҫын ачасене вӗрентнӗ. Сӑмах – 37-мӗш шкул пирки. Ҫитменнине, вӑл 18 ҫул тултарман ачан сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни пирки калакан статьяпа айӑпланнӑ. Саккунра палӑртна тӑрӑх, пурнӑҫа, сывлӑха, ирӗклӗхе, чыса пырса тивекен преступленисемшӗн явап тытнӑ ҫынсен ӗҫлемелле мар. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Директора дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян Чӑваш Енре пӗр талӑкра тата нумай ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ – 83 ҫын! Ку – ҫӗнӗ рекорд. Ҫапах лайӑх хыпар та пур. Иртнӗ талӑкра 61 ҫын инфекцирен сывалса пульницӑран тухнӑ. Ҫапла сывалнисен йышӗ 405 ҫынна ҫитнӗ. Вилнисен йышӗ хушӑнман: ҫаплипех 8 ҫын. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1522 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Раҫҫейре темиҫе кун каялла талӑкра 11 пин ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ пулсан халӗ кӑштах чакнӑ теме те юрать. Паянхи хисеп – 10598. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене виҫӗмкун экран евӗр хӳтлӗх хатӗрӗсем килсе ҫитнӗ. Кун пирки «Фармаци» патшалӑхӑн хысна предприятийӗ хыпарлани тӑрӑх республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви паян пӗлтернӗ. Пластик хӳтлӗх хатӗрсене «Фармаци» предприятин аптека базине кӳрсе килнӗ. Пурӗ 700 экран. Вӗсене Чулхулари уйрӑм ҫын предприятийӗсенчен пӗринче туса кӑлараҫҫӗ. Хӳтлӗх хатӗрӗсене «Фармаци» предприяти республикӑн медицина организацийӗсене валеҫӗ. Пластик хӳтлӗх хатӗрӗсене тухтӑрсене чирлӗ ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑннӑ чух тӑхӑнма парӗҫ. Экрансене антиспектикпа тасатма пулать. Ҫӑмӑл. Вӗсене темиҫе хут та тӑхӑнма май килӗ. Сӑмах май, пирӗн республикӑра та ун пек хатӗрсем туса кӑларма пуҫланине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() day.org.ru сайтри сӑн 17 ҫулти каччӑ тӑванӗн укҫине вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫакна вӑл телефонпа усӑ курса тунӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Ку ӗҫ-пуҫ ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе, ун чухне ҫав каччӑ Канаш хулинче пурӑнакан 43-ри тӑванӗн килӗнче пулнӑ, укҫа-тенке хӑйӗн банк счечӗ ҫине куҫарнӑ. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑкскер тӑванӗн укҫине мӗн чухлӗ вӑрланине Следстви комитечӗн сайтӗнче палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Олег Николаев. www.hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ 2018 ҫулта вӗренӳ ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне (халӗ – Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан) Олег Николаева ӳпкелесе калаҫнине илтме тӳр килчӗ. Саккуна хатӗрлекенӗсенчен пӗри пулнӑ май сӑмах тиврӗ ӑна. «Интерфакс» информаци агентстви республика ертӳҫинчен ӗнер интервью илнӗ. Тӗрлӗ темӑна хускатнӑ май маларах каланӑ ҫав саккуна та аса илтернӗ. Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, саккуна тӗплӗн вуламаннисем ҫеҫ ӳпкелеме пултараҫҫӗ. Ача хӑй вӗренекен тӑван чӗлхене ирӗклӗн суйлама май туса парас тенине палӑртнӑ Олег Николаев. «Эпӗ – чӑваш, тӑван чӗлхене лайӑх пӗлетӗп, ӑна упраса хӑварассишӗн тата хӳтӗлессишӗн йӑлтах тӑватӑп», – ҫирӗплетнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() пользователя Тёма Волк в Янд yandex.kz «Победа» (чӑв. «Ҫӗнтерӳ») авиакомпани Шупашкартан Мускава тата Питӗре вӗҫме каллех билетсем сутма тытӑнасшӑн. Рейссене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӗҫ. Билетсем пӗлтӗрхинчен йӳнӗрех пулассине пӗлтереҫҫӗ – ҫӗртмен 1-мӗшӗнче вӗҫекен рейс ҫине багажсӑр 1999 тенкӗ тӑрать. Питӗре вӗҫме вара 2999 тенкӗ кирлӗ. Вӗсене ӗнертенпе сутма тытӑннӑ. Каласа хӑварар, «Победа» авикомпани самолетсене кӑшӑлвирус сарӑлма пуҫласан вӗҫтерме пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти юханшывсене хӑтлӑх кӳресшӗн. Вӗсем хӑш-пӗр вырӑнта ҫӳп-ҫап айне пулни вӑрттӑнлӑх мар. Чунӗ ыратакан ҫынсем ҫав ыйтӑва хутран-ситрен хускатаҫҫӗ-ха. Анчах лавӗ вырӑнтан хускалмасть. Ӗнер вара ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа сӳтсе явнӑ. Шупашкарти строительсем пӗчӗк юханшывсене хӑтлӑлатасси ҫинчен калакан концепци хатӗрленӗ. «Пӗчӗк юханшывсене тирпейлесен, вӗсене илем кӗртсен асӑннӑ вырӑнсем хула ҫыннисене тата хӑнисене илӗртме тивӗҫ», — тесе каланӑ республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Алексей Мурыгин. Сугутка юханшывӗн хӗррипе, сӑмахран, утма ҫул сарса хулан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районне Шупашкар кӳлмекӗпе ҫыхӑнтарма пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Олег Николаев шухӑша ырласа йышӑннӑ. Хут ҫинче палӑртнине пурнӑҫа кӗртессине республикӑн Стройминне хула администрацийӗпе тата строительство организацийӗсемпе пӗрле тишкерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен Спорт министерстви Сывлӑх кунӗсене чи лайӑх ирттерекен районсене, ял тӑрӑхӗсене, организацисене, микрорайонсене, сооруженисене, асра юлмалли мероприятисене палӑртнӑ. Ӗҫе вӗсем иртнӗ ҫула тишкерсе хакланӑ. Конкурса пурӗ 50-а яхӑн материал тӑратнӑ. Ял тӑрӑхӗсенчен Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ, Красноармейски районӗнчи Красноармейски, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ял тӑрӑхӗ мала тухнӑ. Лауреатсен ятне Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке тата Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗсем, Канашри «БАМ микрорайон», Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ тивӗҫнӗ. Районсенчен Вӑрмар, Елчӗк, Шупашкар районӗсем ҫӗнтернӗ. Патӑрьел районне ЧР Спорт министерствин лауреат тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |