Республикӑра
![]() Шупашкарти аэропорт ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлӗ. Аса илтерер: ҫав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) авиакомпани самолечӗсем Шупашкара Мускавпа ҫыхӑнтарӗҫ. Малтанхи вунӑ кунта – икӗ кунта пӗрре, каярах, билетсем, лайӑх сутӑнсан, кашни кун вӗҫме тытӑнасса шанаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пирӗн республикӑран Сочине самолетпа кайма май килӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗ хыҫҫӑн – Питӗре. Халӗ вара Крыма та Чӑваш Енрен самолетсем ҫӳреме пуҫлассине пӗлтӗмӗр. Шупашкарти аэропортра хыпарланӑ тӑрӑх, унта икӗ авиакомпани илсе ҫӳрӗ. «Smartavia» авиакомпани Симферополь хулине ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен эрнекунсерен вӗҫме тытӑнӗ, «Nordwind Airlines» – ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен. Юлашкинчен калани авиапассажирсене эрнере икӗ хут: тунтикунпа эрнекун – турттарма палӑртать. Билетсене халех туянма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ «Шупашкарти — Ҫӗнӗ Тутаркасси» автоҫулӑн 27-мӗш километрӗнче инкек пулса иртнӗ. 21 ҫулхи хӗрарӑм-водитель «Форд-Фьюжн» автомобильпе ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса ҫапӑннӑ, унтан хирӗҫ ҫулпа пыракан «Скания» груз турттармалли машинӑпа ҫапӑннӑ. Инкекре ҫамрӑк хӗрарӑм-водителӗн упӑшки шар курнӑ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Машинӑра пулнӑ ҫамрӑк ҫемьен виҫӗ тата пилӗк ҫулти икӗ ачине те пульницӑна ӑсатнӑ. ЧР Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи хыпарта ачасем суранланнине каламан, сывлӑх тӗрӗслеме ӑсатнине пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул йӗпе пулнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи общежитисенчен пӗринче вӑйпитти арҫын хӗрарӑмӑн телефонне тата сумкине вӑрланӑ. Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи каҫхине пулса иртнӗ. 50 ҫулти усал шухӑшлӑ ҫын 63 ҫулхи хӗрарӑм аллинчи телефона асӑрханӑ та ӑна туртса илнӗ. Унтан унӑн сумкине ярса илнӗ. Пенсири хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Таврари вырӑнсене пӑхса тухнӑ май пенсионерка сумки кӳршӗри картишӗнче тупӑннӑ. Ӑна вӑрӑ урамра пӑрахса хӑварнӑ. Сумкӑра ним пахи те пулман. Тен, ҫавӑнпах вӑл унран хӑтӑлас тенӗ курӑнать. Шалти ӗҫсен министерствин уголовлӑ шырав управленийӗн ӗҫченӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкарти полицейскисемпе пӗрле телефона вырнаҫтарма пултарнӑ точкӑна тупса палӑртнӑ. Кайран вӑрра та тупнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа темиҫе хутчен чайӑпланнӑ ҫын пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пӗчӗк акӑшсен ташши» кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна «Эткер» ярӑмпа кун ҫути кӑтартнӑ. «Пӗчӗк акӑшсен ташшине» Василий Игнатьевӑн «Пӗчӗк акӑшсен ташши» калавӗ, Леонид Маяксен «Лива» тата Александр Волковӑн «Пӗчӗк ялӑн пысӑк ҫылӑхӗ» повеҫӗсем кӗнӗ. Асӑннӑ хайлавсем — Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ вулама сӗннӗ 100 кӗнеке списокран. Кӗнекене пухаканӗ тата редакторӗ – О.М. Иванова, художникӗ – А.И. Алексеев. Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӑларӑм 1000 экземпляр тиражпа пичетленнӗ. Кӗнекене аслӑ ҫулхи шкул ачисем валли тесе пичетленӗ. Анчах ӑна кӑларакансем вӑл аслисемшӗн те кӑсӑклӑ пулсса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() polis812.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре паян 76 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ҫапла майпа йыш тата хушӑннӑ – инфекциленнисен йышӗ 1863 ҫынна ҫитнӗ. Шел те, юлашки талӑкра чиртен сывалнисем ҫук. Ку таранччен пӗтӗмпе 559 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Вилнисем унчченхи пекех саккӑрӑн. ЧР Элтеперен тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев чирлисен йышӗ нумайланнине акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: халӗ вируса ытларах чухне малтанхи тапхӑрта тупса палӑртаҫҫӗ. Раҫҫейре пӗр талӑкра 9263 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян «Яхтинг» предприятире пулнӑ. Анатолий Шатиков пуҫлӑх Олег Николаева медицина маскисем туса кӑларас ӗҫ епле пынипе паллаштарнӑ. Виҫӗ сийлӗ медицина маскисене хатӗрлес ӗҫе ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. «Пӗрремӗш партипе 100 пин штук хатӗрлесе кӑларма тӗллев лартнӑ. Паха тавар нефть тытӑмӗнче тӑрӑшакансем патне ҫитӗ», — илсе кӑтартнӑ Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пуҫлӑх сӑмахӗсене. Маскӑна Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Етӗрне хулисенчи лавккасенче сутаҫҫӗ. Пӗр маскӑн хакӗ — 20 тенкӗ. Предприяти уйӑхра 3 млн медицина маски кӑларма пултарать. Анатолий Шатиков ӗнентернӗ тӑрӑх, маскӑсем вирусран 92% хӳтӗлеҫҫӗ. Предприятире ҫывӑх вӑхӑтра респираторсем кӑларма тытӑнас енӗпе ҫине тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӑлав служби тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӑлав службине хӗрарӑм пӑлханса шӑнкӑравланӑ. Вӑл пула кайнӑ пиччӗшне, 1984 ҫулта ҫуралнӑскере, ҫухатнӑ. Лешӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тусӗсемпе пулла кайнӑ та таврӑнман. Йӑмӑкӗ унпа ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗрле юлашки хутчен калаҫнӑ. Унтанпа тӑванӗн телефонӗ сӳнсе ларнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пулӑҫсене шырама пуҫланӑ. Тупнӑ. Лешсем чӗрӗ-сывах, анчах ӳсӗр пулнӑ. Хайхискерсем юханшыв урлӑ кимӗпе каҫнӑ. Вӗсен бензин пӗтнӗ, телефонӗсем сӳнсе ларнӑ. Анчах тунсӑхласа ларман вӗсем – пӗрле эрех пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗнӗ шкул уҫӑлмалла. Строительство ӗҫӗсем мӗнле пыраҫҫӗ? Вӗҫленеҫҫӗ-и? Ӗнер унта ЧР строительство министрӗ Александр Героев, ЧР вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев пулса курнӑ. Шкулти ӗҫсене ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗ валли вӗҫлеме палӑртнӑ. Шкул тӑватӑ блокран пулӗ. Бассейн, акт залӗ, спортзал, футбол уйӗ, хоккей лапамӗ пулӗҫ. Палӑртмалла: шкула 2019 ҫулта ҫӗклеме пуҫланӑ. Вӑл хулара чи пысӑкки – унта 1600 ача ҫӳрӗ. Ҫӗнӗ шкул 65-мӗш номерлӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче кадр йышӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ку документа Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Унта вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулма Наталия Скворцовӑна лариасси пирки каланӑ. Наталия Скворцова Сергей Яковлев министрӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Тата маларах вӑл министерствӑра ресурс тивӗҫтерӗвӗн пайӗн консультатӗнче тӑрӑшнӑ. Министрӑн унчченхи ҫумне Надежда Дмитриевӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫав уйӑхрах, унччен темиҫе кун маларах, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн администрациме хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен проректорне Сергей Яковлева шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() orenburzhie.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм тин кӑна паллашнӑ арҫынна ҫаратнӑ. Халӗ вӑл кӳнӗ тӑкака саплаштарнӑ ӗнтӗ. Ҫак арҫын унпа паллашу сайтӗнче паллашнӑ. Хайхискер хӗрарӑма хӑнана чӗннӗ. Часах кил хуҫи ҫывӑрса кайнӑ. Ҫакӑнпа хӗрарӑм усӑ курнӑ та: 15 пин тенкӗ тӑракан телефонне йӑтса тухса кайнӑ. Арҫын кун пирки полицие пӗлтернӗ. Оперативниксем ҫав хӗрарӑма лартса кайнӑ таксиста шыраса тупнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑйне те тытса чарнӑ. Арҫынна кӳнӗ такакшӑн вӑл укҫа тӳленӗ ӗнтӗ. Ҫак хӗрарӑм – нумай ачалӑ амӑшӗ, унччен судпа айӑпланман. Калинин районӗн сучӗ ӑна 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |