Республикӑра
![]() pvt31.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри социаллӑ учрежденисенче ӗҫлекенсене кӑшӑлвирус тапхӑрӗнче укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Унӑн виҫи должноҫрен тата ӗҫленӗ тапхӑрта кӑщӑлвирус тупӑннипе тупӑнманнинчен килет. Тӳлеве ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен 14-шар кунран кая мар сменӑпа ӗҫленисене парӗҫ. Врачсене чир тупӑнмасан 40 пин лекӗ, кӑшӑлвирус пулсан — 60 пин тенкӗ; вӑтам медицина персоналне тата социаллӑ ӗҫченсене — учрежденире кӑӑлвируспа чирлекенсем пулмасан 25 пин тенкӗ, чир тупӑнсан 35 пин тенкӗ; кӗҫӗн медперсонала — чир тупӑнмасан 15 пин тенкӗ, тупӑнсан 20 пин тенкӗ; техперсонала чир тупӑнмасан 10 пин тенкӗ, тупӑнсан 15 пин тенкӗ. Смена вӑхӑтӗнче социллӑ организаци ӗҫченӗ чирлесе ӳксен те ӑна укҫа тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Юрий Арлашкин йышӑннӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Министерство сайтӗнче министр ҫумӗн биографийӗ ҫак самантра ҫукчӗ. «Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, 2006 ҫулта Юрий Арлашкин Чӑвашавтотранс гендиректорӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, 2010 ҫулта – пуҫлӑхӑн ҫумӗнче. 2011 ҫулта ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе явап тыттарасшӑн пулнӑ. Анчах вӑл преступлени туман тесе ӗҫе чарса лартнӑ. Хӑйне пустуйран «турткаланӑшӑн» патшалӑхран 10 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Кайран Юрий Арлашкина РФ Ял хуҫалӑх министерствин автобазин пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ. Юлашки вӑхӑтра ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн Владимир Осиповӑн пулӑшуҫи пулса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() checkintime.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧӑваштЕнре пурӑнакансем ӗнер харӑсах виҫӗ ҫӗршывран Мускава вӗҫсе килнӗ. Паян вӗсем республика правительстви уйӑрна машинӑпа Чӑваш Ене ҫитнӗ. Ентешӗмӗрсене ют ҫӗршывран ятарлӑ авиарейссемпе илсе килнӗ. Ӗнер килнӗ йышра — пӗр ҫын Шри-Ланкӑран таврӑннӑскер, тепри – Грецирен, виҫҫӗн – Индирен. Мускаври «Шереметьево» аэропортран тӑван тӑрӑха илсе килме Чӑваш Ен правительстви машина уйӑрнӑ. Еӗтешсене Муркаш районӗнчи «Алые паруса» санаторире йӗркеленӗ обсерватора ӑсатнӑ. Унта вӗсен икӗ эрне карантинта пулма тивӗ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енри 262 ҫын чикӗ леш енче тӑрса юлнӑ. Ҫав шутра ачасем те пур. Пурӗ 33-ӗн. Вӗсенчен чылайӑшӗ – Таиландра, АПШра, Индире. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн республикӑри 74 ҫынна тӑван тӑрӑха илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 16 сехет те 50 минутра Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта арҫын виллине тупнӑ. Вилене Шупашкар проспектӗнчи 25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, кантӑк ванчӑкӗсем выртнӑ. Арҫын ҫӳллӗ хутри чӳречерен тухса ӳкме пултарнӑ. Хальлӗхе вӑл мӗншӗн, мӗнле майпа вилни паллӑ мар. Следстви комитечӗ ҫакна уҫӑмлатать. Арҫын 40 ҫулти пек курӑнать. Инкек пулсанах вырӑна полици, Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() ekburg.tv сайтри сӑн Кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, сӑвӑс сахалрах пек. Пӗлтӗр вӗсем ҫын ҫине кӗрсе ларнӑ тӗслӗх те нумайрах пулнӑ. Кӑҫал икӗ уйӑхра, ака тата ҫу уйӑхӗсенче, ӳте сӑвӑс кӗрсе ларнӑран 130 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Кунашкал статистикӑпа Роспотребнадзор паллаштарать. 130 ҫынран 63-шӗ – ачасем. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ку тапхӑрта тухтӑрсенчен 163 ҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем ҫинчен кӑларнӑ 106 сӑвӑса лабораторире тӗпченӗ. Пӗлтӗр вара 610 сӑвӑса лабораторире пӑхнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти «Родина» кинотеатр пулнӑ ҫурт юлашки ҫулсенче арканса та ишӗлсе ларать. 1933 ҫулта хӑпартнӑ ҫурт культура эткерлӗхӗ шутланать. Ҫак эрнере унта республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова, «Культура еткерлӗхне сыхлас енӗпе ӗҫлекен патшалӑх центрӗ» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Александр Ипатьев, Шупашкарти Ӳнер училищин директорӗ Владимир Ануфриев пулнӑ. Тӳре-шара ҫурта пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Лизакова министр тӗп хула варринчи истори пӗлтерӗшлӗ ҫурт усӑсӑр лармалла маррине палӑртнӑ. Ҫурта Ӳнер училищине парас шухӑшлине каланӑ вӑл. Ҫавна май кирлӗ документсене хатӗрлеме хушнӑ. Хӑйӗн харпӑрлӑхне куҫсан унта живопиҫ, графика, дизайн, керамика мастерскойӗсем йӗркелеме май пур. Чӑваш Енӗн Чӳлмек искусствин музейне те унта уҫас шухӑша асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Улатӑрта ачасен поликлиникине тӗплӗн юсанӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен уҫнӑ. Ача-пӑча поликлиники терапевт корпусӗн пӗрремӗш хутӗнче вырнаҫнӑ. Ку ҫурта 1933 ҫулта тунӑ. Тӗплӗ юсав ирттерме пӗлтӗр 18,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унта ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ. Поликлиника 8,5 пин ачана йышӑнать. Унти тухтӑрсем 11 ача пахчине тата 20 шкула ҫӳрекенсен сывлӑхне тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Поликлиникӑра тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Участокри педиатрсем кирлин 50 проценчӗ чухлӗ ҫеҫ, медицина сестрисем — 95,3 процент. Олег Николаев Улатӑра «Земство тухтӑрӗ» программӑпа ӗҫлеме кайнӑ врачсемпе калаҫнӑ. Анна Петрова педиатр ӗҫ кӑткӑс, анчах кӑсӑклӑ тесе каланӑ. Пульницӑна вӑл икӗ ҫул каялла ӗҫе вырнаҫнӑ. Патшалӑх паракан укҫапа ҫурт туяннӑ. Хӑтлӑ килте упӑшкипе тата ачипе пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Почтӑна кайса черет тӑриччен малтаналасах ҫырӑнма, ҫапла вара хӑвӑра меллӗ вӑхӑта палӑртма пулать. Компанин сайтне http://www.pochta.ru кӗрсе е мобильлӗ приложени урлӑ сахалтан та пӗр сехет маларах ҫырӑнса хумалла. Ятарлӑ вӑхӑта пыракан клиентсем валли почта уйрӑмӗсенче пӗр е икӗ специалист уйӑрнӑ. Хӑшӗн патне пымалли заявкӑна йӗркеленӗ чух курӑнать. Кун пирки Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви Раҫҫей почти хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтернӗ. Почтӑна кайиччен ҫырӑнмалли меслете ҫу уйӑхӗнче 11 уйрӑмра тӗрӗслеме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ сервис хальлӗхе Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Улатӑрти хӑш-пӗр уйрӑмра ӗҫлесе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал пирӗн республика Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви те пӗр ӗмӗрхине палӑртӗ. Паллӑ кунсене халалласа издательствӑра «Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Чувашия родная» сӑвӑсен пуххи пичетленнӗ. Ӑна кӗҫӗн тата вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли кӑларнӑ. Кӗнекене Чӑваш Енпе, унӑн халӑхӗпе тата чӗлхипе мӑнаҫланса, тӑван тӑрӑха, яла, тӑван киле мухтаса ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмра Ухсай Яккӑвӗ, Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ, Илле Тукташ, Василий Давыдов-Анатри, Любовь Мартьянова тата ыттисен сӑввисем кун ҫути курнӑ. Ҫамрӑк авторсенчен Олеся Михайлова, Нина Царыгина, Лариса Петрова, Ольга Австрийская хушамачӗсене асӑнма пулать. Вырӑсла ҫыракансенчен Светлана Гордеева, Александр Лукашин, Галина Анисова, Алимпиада Кручинина, Лидия Филиппова, Владимир Васильев-Мишшан, Валерий Голев, Раиса Сарби, Елена Светлая, Валентина Серебряная тата ыттисен сӑввисем пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Маска режимне епле пӑхӑннине ҫак кунсенче пур ҫӗрте те тӗрӗслеҫҫӗ. Ӗнер ун пек рейд Шупашкар район центрӗнче иртнӗ. Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн лавккасемпе парикмахерскисенче, аптекӑсенче транспортра маскӑпа ҫӳремелле хушу тухнӑччӗ. Тӳрех палӑртар: йӗркене пӑхӑнакансем те, пӑхӑнманнисем те пур. Сӑмахран, Шупашкарпа Кӳкеҫе ҫыхӑнтаракан транспортрамаскӑсӑр ларма юрамасть тесе асӑрхаттарнӑ, ҫапах та пурте ӑна пӑхӑнмаҫҫӗ. Хӑш-пӗр водитель сӑнать-ха ҫавна, теприсем чӗмсӗр. Кӳкеҫри апат-ҫимӗҫ лавккисенче ӗнерхи рейд вӑхӑтӗнче кӑлтӑксене тупса палӑртман. Асӑрхаттару паллисем пур, сутуҫӑсем перчетке тата маска тӑхӑннӑ, кӗнӗ ҫӗрте антиспектиксем вырнаҫтарнӑ, дистанцие пӑхӑнмаллине палӑртнӑ йӗрсем чӗрнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Ирхи 9-тан пуҫласа 12 сехетчен лавккасене, париикмахерскисене, аптекӑсене тӗрӗсленӗ, 17 сехет хыҫҫӑн — халӑх ҫӳрекен вырӑнсемпе ача-пӑча лапамӗсене. 5 предприяти тата уйрӑм ҫынсем тӗлӗшпе 21 акт ҫырнӑ. Шупашкар районӗнче, пӗтӗмӗшле илсен, килте лармалли режима пӑхӑнманшӑн 136 акт шӑрҫаланӑ, маскӑсӑр пулнишӗн — 15 акт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |