Культура
![]() «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине кӑшӑлвирус саманинче унччен (нарӑс е пуш уйӑхӗсӗнче) планланӑ пек ирттерме пултараймӑпӑр», – терӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян иртнӗ пресс-конференцире. Автономи юбилейне халалланӑ уяв пулӗ, анчах санитарипе эпидемиологи нормисене пӑхӑнма тивӗ. «Мӗн тума пултарнине пурне те онлайн-режимра ирттерӗпӗр. Дистанци формачӗпе те йӗркелӗпӗр. Мӗн тума пултарайманнине, ахӑртнех, каярах вӑхӑта куҫарӑпӑр», – терӗ Олег Николаев. Сӑмахран, республикӑри пултарулӑх коллективӗсем юбилея халалланӑ концертсемпе Чӑваш Ен тулашне тата чикӗ леш енне тухса каяймӗҫ. Аса илтерер: сумлӑ уява Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай районӗнче ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Ача пахчисене хӑҫан уҫасси паллӑ мар. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каларӗ. «Шел пулин те, вӑхӑт пирки татса калама йывӑр, мӗншӗн тесен лару-тӑру тӑнӑҫланса ҫитмен. Пӗтӗм тӗнчери институтсенчен чылайӑшӗ хӑйсен унчченхи прогнозӗсене пӑрахӑҫланине куратпӑр. Мӗншӗн тесен вӗсем малтан каланисем пурнӑҫланса пымаҫҫӗ», – терӗ паянхи пресс-конференцире регион ертӳҫи. Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисене виҫӗ тапхӑрпа ҫемҫетсе пырассине аса илтерчӗ вӑл. Хальлӗхе эпир пӗрремӗш тапхӑр шайӗнчине палӑртрӗ. Апла пулсан мерӑсене ҫемҫетме иртерех. Ача пахчисене пур ҫӗрлӗ уҫасси кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗнчен тӳрремӗнех килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх Олег Николаев паян ирттернӗ пысӑк пресс-конференцире чӑваш чӗлхипе культурине упраса хӑварас ыйту та пулчӗ. Чӑваш чӗлхине упрас тата аталантарас тӗллевпе йышӑнма палӑртнӑ программӑна (ӑна Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттернӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче Олег Николаев палӑртнӑччӗ) туса хатӗрлесси мӗнле пынипе, программӑшӑн кам яваплипе кӑсӑкланчӗҫ. Олег Николаев программӑна туса хатӗрлессишӗн виҫӗ ведомство: Вӗренӳ, Информополитика, Культура министерствисем – яваплине пӗлтерчӗ. Республикӑри районсемпе хуласен администрацийӗсене те ҫак ӗҫе явӑҫтарнӑ. «Халӑхӑн тӗрлӗ социаллӑ сийне кӑсӑклантаракан программа пулмалла вӑл», – тенӗ май утӑ уйӑхӗнче хатӗрлесе ҫитермеллине палӑртрӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() filippinki.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре малашне Ашшӗн кунне те паллӑ тӑвӗҫ. Хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Анне кунне чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ашшӗсен уявӗ вара пӗр уйӑх маларах, юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче, пулӗ. Ку уява паллӑ тума Чӑваш Енре ахальтен йышӑнман. Вӑл ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани панӑ ҫӗрте ашшӗн тивӗҫӗ те пысӑк пулнине кӑтартать. Районсен тата хуласен администрацийӗсене Ашшӗн кунне халалланӑ мероприятисем ирттерме сӗннӗ. Организацисем те, хӑш харпӑрлӑхрине пӑхмасӑрах, уява хутшӑнни лайӑх пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moi-portal.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1936 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 76 ҫын хушӑннӑ. Паян валли тепӗр 40 ҫын сывалнӑ. Вилнисем ҫук, кӑтарту унчченхи пекех - 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ – Шупашкарта (596 ҫын). Етӗрне районӗнче – 154, Канаш районӗнче (Канаш хули те кӗрет) – 120, Шупашкар районӗнче – 99, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 97, Ҫӗмӗрле районӗнче – 91, Патӑрьел районӗнче 77, Муркаш районӗнче 69, Вӑрмар районӗнче – 68, Тӑвай районӗнче 62 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет. Ытти районта инфекциленнисен йышӗ 50 ҫынран сахалрах. Чи юлашки вырӑнта – Куславкка районӗ. Унта 6 ҫын чирленӗ. Ун умӗн – Красноармейски районӗ. Ку тӑрӑхра 7 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кузьма Краснов архивӗнчи сӑн Шупашкарта пӗр арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл пирӗн патри ҫын мар, кӳршӗ регионтан. Анчах тӑванӗсем пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Чӑваш Енре ҫухалнӑ. Краснов Кузьма Константинович, 28 ҫултискер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мускавран Чӗмпӗр облаҫне таврӑннӑ. Пиччӗшӗ мӗн пӗлнине каласа кӑтартнӑ: тӑванӗ Шупашкарта автобусран аннӑ, киле ҫитмен. Вӗсем ун патне шӑнкӑравланӑ – сӳнсе ларнӑ. Тепӗр кунхине, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, тӑванӗсем Шупашкара килсе полицие кайнӑ, вӑл ҫухални пирки заявлени ҫырнӑ. Кузьма Краснов 172 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ҫухалнӑ кунхине хаки тӗслӗ ветровка, кӑвак джинс шӑлавар, кӑвак кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан, ун пирки мӗн те пулин пӗлсен полицие е пиччӗшӗ патне (89278241543) шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче тӑлӑхсене тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене хваттер уҫҫи тыттарнӑ. Виҫӗ ҫамрӑк кӗтеслӗ пулнӑ, ҫӗнӗ хваттере кӗрсе курнӑ. Хӗрлӗ Чутай район пуҫлӑхӗ Иван Михопаров вӗсене пурӑнмалли кӗтеслӗ пулнӑ ятпа саламланӑ, ҫӗнӗ вырӑнта лайӑх кун кунлама суннӑ. Тӑлӑхсем тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасем хваттер уҫҫине алла тытса шала кӗрсе курнӑ. Патшалӑх туса панӑ кӗтес вӗсене килӗшнӗ, куншӑн вӗсем савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре «Таса сывлӑш» экотехнопарк тӑвасшӑн. Кластер йышши экотехнопарк пирки, чӑннипе, 2018 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Халӗ ку тӗллевпе федераци хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти промышленноҫ зонинче тата Шупашкар агломерацийӗнче вырнаҫӗ. Унӑн йышне халӗ ӗҫлекен «Управление отходами» АУ /ҫӳп-ҫап уйӑрать/ кӗрӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, резин, полиэтилен япаласене, пленкӑна, йывӑҫ каяшӗсене, Tetra Pak упаковкӑсене тепӗр хутчен хута ярасшӑн. Вӗсенчен тротуар тата мачча плиткисем, ӑшӑ тытакан хатӗрсем, полимер тарӑсем тата ытти япала туса кӑларасшӑн. Ку проект 2020-2024 ҫулсенче Чӑваш Енри социаллӑ экономикӑна аталантармалли проекта кӗнӗ. Раҫҫей правительстви кун вали ака уйӑхӗнче 5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ, ҫак укҫан пӗр пайӗ шӑпах экотехнопарк тунӑ ҫӗре кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «Чувашская Республика: летопись столетия» (чӑв. Чӑваш Республики: ҫӗрҫуллӑх летопиҫӗ) виртуаллӑ сайт-проект ӗҫлеттерсе янӑ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Сайтра Чӑваш Республики пуҫланса кайнипе, унӑн аталанӑвӗн тӗрлӗ тапхӑрӗпе паллаштарнӑ. Ҫав вӑхӑтра пурте пулнӑ: хавхалануллӑ самантсем те, экономикӑри йывӑрлӑха ҫӗнме тивнисем те. Республикӑра пӗлтерӗшлӗ пысӑк стройкӑсем пуҫарнӑ. Хӑшӗсене халӑх хапӑлласа йышӑннӑ, хӑшӗсене – шикленсе те шанмасӑртарах. Сӑмахран, ГЭС хӑпартни хӑех мӗне тӑрать. Культура, ӳнер, вӗренӳ учрежденийӗсем те 100 ҫулта самай уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче ӗнер кӑнтӑр кунӗнче инкек пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах Ленин проспектӗнче сиксе тухнӑ. ҪЙХПИ инкеке кӑтартакан видеокадр вырнаҫтарнӑ. Ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма хура тӗслӗ ҫӑмӑл автомашина ҫапса хӑварать. Хӗрарӑм асфальт ҫине ӳкет. Машина инкек вырӑнӗнчен тапса сикмест. Темиҫе метртанах вӑл чарӑнса ларать. Инкекӗн чӑн сӑлтавне пакунлисем палӑртӗҫ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫуннӑ чух ҫул урлӑ каҫма васканӑ. Ҫакӑн пирки Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗ куракансем пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ май ҫулта-йӗрте тимлӗ пулмаллине чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |