Раҫҫейре
![]() Lifeonphoto.com сайтри сӑн Кӑҫал Ҫӗнтерӳ парачӗ ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртет. РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу кун пирки канашлура пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех «Вилӗмсӗр полк» та пулӗ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме сӗннӗ. Ҫак кун Тинӗс ҫар флочӗн уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Владимир Путин президент Ҫӗнтерӳ ячӗпе иртекен парада ирттерме хатӗрленме хушнӑ. Ҫӗртмен 24-мӗшне ахальтен суйламан-мӗн. 1945 ҫулта ҫак кун Хӗрлӗ лапампа Мускав ҫывӑхӗнче ҫапӑҫнӑ, Ленинграда тата Сталинграда хӳтӗленӗ, Европӑна ирӗке кӑларнӑ салтаксем парада тухнӑ. Анчах Владимир Путин кӑшӑлвирус сарӑлнӑ вӑхӑтра питӗ асӑрхануллӑ пулмаллине каланӑ, Шойгуна кун пирки тӗплӗн шутлама хушнӑ. Парадра куракансем пулӗҫ-и е ҫук-и - хальлӗхе паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Sm-news.ru сайтри сӑн Ҫанталӑк ӑшӑтать, ҫынсем чӳречесене москитлӑ сеткӑсем караҫҫӗ. Канмалли кунсенче Чӑваш Енре икӗ ҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Пӗр тӗслӗхӗ ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче пулнӑ. Унта чӳречерен 3 ҫулти ача тухса ӳкнӗ. Юрать, пӗрремӗш хутран ҫеҫ персе аннӑ. Ача кӑштах аманнӑ, ӑна тӗрӗслеме пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта 4-мӗш хутран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Вӑл чӳрече янахӗ ҫинче москитлӑ сетка ҫине чавсаланса ларнӑ. Анчах сетка чӑтайманнипе хӗрарӑм аялалла вирхӗннӗ. Реанимаци бригади вырӑна 6 минутранах ҫитнӗ. Ӑна тӳрех суранӗсене ҫыхнӑ, ыратнине чакаракан эмел панӑ, шина хунӑ. Халӗ хӗрарӑм реанимацире выртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Красноармейски районӗнчи Ямайкасси ялӗнче ӗнер, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пушар тухнӑ. Ҫулӑм ачасен айӑпӗпе алхаснӑ. Пушар 64 ҫулти арҫыннӑн кил хуҫалӑхӗнче алхаснӑ. Унӑн 6-ри тата 10-ри ывӑлӗсем шӑрпӑкпа вылянӑ. Вӗсем пӳртре шӑрпӑк тупнӑ та хӑмаран ҫапса тунӑ сарая чӗртсе янӑ. Унта вара михӗсене тултарнӑ пӑчкӑ кӗрпи упраннӑ. Пушара сӳнтерме икӗ автоцистерна кирлӗ пулнӑ. Ҫулӑма часах сӳнтернӗ. Сӑмах май, кӑҫал ачасен алхасӑвне пула республикӑра 11 пушар тухнӑ. Инкек ан тухтӑр тесен шӑрпӑка шӑпӑрлансем курмалли вырӑна ан хурӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Улатӑрти ача ҫуратмалли уйрӑма хупма йышӑннӑ. Анчах вӑхӑтлӑха. Кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗ лайӑхлансанах ӑна каллех уҫӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче. Ача ҫуратмалли уйрӑмра ковид центрӗ пулӗ. Улатӑрти пульницӑн ача ҫуратмалли уйрӑмӗнче эрнесерен 3-4 хӗрарӑм ҫеҫ ҫӑмӑлланать иккен. Ҫав вӑхӑтрах кӑшӑлвиурспа чирлекенсем йышлӑ. Хӗрарӑмсен консультацине хупмӗҫ. Йывӑр хӗрарӑмсене вӑл унчченхиллех йышӑнӗ. Ача кӗтекенсене васкавлӑ пулӑшу кирлӗ пулсан хирурги уйрӑмӗнче йышӑнӗҫ. Унта вӗсем валли икӗ койка-вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Гинекологи чирӗпе аптӑракансене валли те унтах йышӑнӗҫ. Вӗсем валли 4 койка-вырӑн пур. Ача ҫуратакансене Ҫӗмӗрлене пульницӑн транспорчӗпе илсе кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ӗнер Мускава Италирен тӑватӑ ентешӗмӗр — Чӑваш Ен ҫыннисем — килсе ҫитнӗ. Вӗсене тата самолетри ытти пассажира ятарлӑ рейспа таврӑнма пулӑшнӑ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра Раҫсейрен ют ҫӗршывсене самолетсем вӗҫмеҫҫӗ. Ӗнерхи рейсра 2 ачапа икӗ ҫын пулнӑ. Вӗсене самолет Мускаври «Шереметьево» аэропорта ҫитернӗ. Паянхи куна ют ҫӗршывсенче Чӑваш Енри тата тепӗр 260 ҫын тӑрса юлнӑ. Вӗсен шутӗнче 33 ача пур. Ытларахӑшӗ — Таиландра, АПШра, Индире. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн ятарлӑ авиарейссемпе пирӗн республикӑри 78 ҫынна таврӑнма пулӑшнӑ: 20-шне – Индирен, 15-шне – Таиландран, 9-шне – АПШран, 5-шне – Узбекистанран, 5-шне — Испанирен, 4-шар ҫынна – Италии, Германирен, Турцирен, Индонезирен, 2-шер ҫынна – Грецирен, Кипртан, рӗрер ҫынна – Латвирен, Португалирен, Таджикистанран, Шри-Ланкӑран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ldpr.ru сайтри сӑн Етӗрне тӑрӑхӗнче кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ нумай пулнӑран ыран унта оперштаб ҫумӗнче йӗркеленӗ ӗҫ ушкӑнӗ ҫитӗ. Вӑл хулара крантин йышӑнмаллипе йышӑнмалла маррине палӑртӗ, мӗн тумалли пирки сӗнӳ парӗ. Етӗрне районӗнче кӑшӑлвируспа чирлекен нумай. Ку енӗпе вӑл республикӑра – пӗрремӗш. Етӗрне хулинче 81 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку – унта пурӑнакан халӑхӑн 1 проценчӗ. Канмалли кунсенче чирлекенсен йышӗ тата ӳснӗ. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫакна вырӑнти тӳре-шара ӗҫлесе ҫитерейменнипе сӑлтавлать. Паян ҫак тӑрӑха дезинфекци хатӗрӗсем янӑ. Ыран хулана карантина хупас ыйтӑва татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР промышленноҫ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Лекарев кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Халӗ вӑл больничнӑй илнӗ-мӗн. Ҫакна портала ЧР Пуҫлӑхӗн администрацийӗн пресс-служби ҫирӗплетнӗ. Ведомствӑра тӑрӑшакансем 2-3 кун каялла анализ панӑ. Пӗтӗмлетӗве паллӑ: вӗсен кӑшӑлвирус ҫук. Сӑмах май, Чӑваш Енри граждан хӳтӗлевӗпе инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн пуҫлӑхӗн Вениамин Петровӑн та кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑччӗ. Вӑл килте сипленнӗ. Иртнӗ эрнере ӗҫ вырӑнне таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cbr.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Кӑҫал пирӗн Чӑваш Енӗмӗр хӑйӗ сумлӑ юбилейне уявлама хатӗрленет. Чи кӑмӑлли — ҫак датӑна Раҫҫей банкӗ те шута илни. Унта Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалласа паян 3 тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа кӑларнӑ. Тимӗр укҫан пиччӗн енне Раҫҫей гербне ӳкерсе хунӑ, Питӗрти укҫа картишӗн тавар паллине тата хаклӑ металӑн виҫине, ӑна кӑҫал кӑларнине ҫырса хунӑ. Кӗмӗл укҫан тӳнтер енне Чӑваш Республикин гербне тата хулпуҫҫи ҫине кӗвентепе витре ҫакнӑ наци тумӗллӗ чӑваш хӗрне ӳкернӗ. Вӑл йывӑҫ ҫумӗнче тӑрать. Пике хыҫӗнче юханшыв, хальхи вӑхӑтри хула курӑнать. Аялта ҫурма ҫаврака ҫине «Чӑваш Республики» тесе вырӑсла ҫырнӑ, сулахай енне икӗ йӗркепе «100 ҫул» тесе шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан, кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ тата тепӗр ҫын вилнӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ ун пеккисен йышӗ 10 ҫын тесе хыпарланӑччӗ-ха. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӗре тата пӳре чирӗпе нушаланакан 74 ҫулти арҫын Йӗпреҫ район пульницинче пурнӑҫран уйрӑлнӑччӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне тата тепӗр ҫын вилнине ӗнер пӗлтернӗ. Ҫапла вара пирӗн регионта кӑшӑлвирус диагнозне ҫирӗплетнисем 11-ӗн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хальхи пациент та ҫамрӑк мар. Вӑл 81 ҫулта пулнӑ. Ӑна Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вырттарнӑ. Арҫын виҫҫӗмӗш стадири юн пусӑмӗн тата пуҫ мимин чирӗсемпе чирленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Софронова ӗҫрен кӑларӗҫ. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл заявлени ҫырнӑ та-мӗн. Ӑна ҫапла тума Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хистенӗ имӗш. Чӑваш Енри паллӑ журналист хыпарланӑ тӑрӑх, Андрей Софроновӑн ӗҫрен кайма тивни вӑл тӑрӑхра кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ. Етӗрне хулинче, ав, кашни ҫӗрмӗш ҫынна ку вирус ернӗ. Амак алхаснине асӑннӑ район Чулхула облаҫӗпе юнашар пулнипе те (унта вара чирлекенсем йышлӑ теҫҫӗ), яваплисем ӗҫлесе ҫитерейменнипе те сӑлтавлаҫҫӗ. Район ертӳҫисене тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнманшӑн республика шайӗнче сӑмах лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская хулара ҫирӗп мерӑсем (карантин) йышӑнма сӗннӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |