Хулара
![]() мояоколица.рф сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Александра Афанасьева лотерея выляса 600 пин тенке тивӗҫнӗ. Александра билета кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче туяннӑ. Лотерея вылявне вӑл телевизорпа пӑхнӑ. Ӑна ӑннӑ – 600 пин тенкӗ выляса илнӗ. Ку ӑнӑҫу хӑйне евӗр кун – 20.02.2020 – пулнӑ. Выляв вӑхӑтӗнче пӗр билет ҫинче пӗр хисеп ҫеҫ тухмасӑр юлнӑ. Александра «59» тухтӑр тесе ӗмӗтленнӗ. Ҫапла пулнӑ та. Вӑл савӑннипе кӑшкӑрсах янӑ. Александра – бухгалтер. Хальлӗхе вӑл декретра, икӗ ывӑлне пӑхать. Лотерея йӗркелӳҫисем ӑна укҫапа автомобиль хушшинче суйлама ыйтса вал пӗрремӗшне илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Михаил Кондратьев искусствовед Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ паян Максим Михайлов пултарулӑхӗпе паллаштаракан онлайн-лекци ирттернӗ. Ӑна, сӑмах май каласан, Ютубра итлеме пулать. «Максим Дормидонтович Михайлов: настоящий русский бас» (чӑв. Максим Дормидонтович Михайлов: чӑн-чӑн вырӑс басӗ) лекцие Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ та паллӑ ҫынсенчен пӗрне, ХХ ӗмӗрти вокал ӳнерӗн ӑстине, СССР халӑх артистне, Пысӑк театр солистне Максим Михайлова халалланӑ. Мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Лекцие Михаил Кондратьев музыковед, фольклорист, искусствоведени докторӗ, профессор, Педагогика пӗлӗвӗн пӗтӗм тӗнчери наукӑсен академийӗн академикӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Композиторсен союзӗн пайташӗ вуланӑ. Михаил Григорьевич — 2019 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ «Максим Михайлов: «Настоящий русский бас» монографи авторӗсенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() rock-cafe.info сайтри сӑн Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ эпидеми пур тытӑма та пырса тивнӗ. Фильм ӳкерес ӗҫ те ӑна пула чарӑнса ларнӑ. Уйрӑмах ку енӗпе Мускавра йывӑр. Ҫавна май РФ Культура министерстви тӗрлӗ вариант пӑхса тухать. Ку тапхӑрта кино мӗнле ӳкермелле? Хӑш-пӗр регион ӳкерӳ ушкӑнӗсене хӑйсем патӗнче йышӑнма хатӗр. Ҫав йышра – Чӑваш Ен те. Паянхи кун тӗлне Адыгея Республики, Иркутск тата Новгород облаҫӗсем. Чӑваш Ен Мускаври пултарулӑх ушкӑнӗсене йышӑнма хатӗр. Мускавра ӳкерӳ ӗҫне пуҫарман-ха. Культура министрӗ Ольга Любимова Мускав мэрӗ патне ҫак ӗҫе пуҫӑнма ирӗк ыйтса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Елена Михайлова тунӑ сӑн Эпидемие пула тумтир сутакан усламҫӑсем шар кураҫҫӗ. Хальлӗхе вӗсене ӗҫлеме ирӗк паман-ха. Лавкка хупӑ, тупӑш ҫук, налук хучӗ вара килет – ӑна тӳлемелле. Шупашкарти «Ярмӑрккӑ» пасарта ӗҫлекенсем ӗнер ирхине забастовкӑна тухнӑ. Вӗсем пуш уйӑхӗн вӗҫнченпе килте лараҫҫӗ. Роспотребнадзор йышӑннӑ мерӑсене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑрта 400 тӑваткал метртан пӗчӗкрех лавккасене ӗҫлеме ирӗк парӗ. Анчах ку йыша пасар кӗмест. «Ярмӑрккӑ» умне пухӑннисене ҫакӑ тӗлӗнтерет, мӗншӗн вӗсене ӗҫлеме ирӗк памӗҫ? Кашни лавккан – хӑйӗн алӑкӗ, санитари нормисене пӑхӑнмалли майсем пур-мӗн. Тунтикун «Ярмӑрккӑ» ӗҫлеме пуҫламасан унта ӗҫлекенсем каллех забастовкӑна тухасшӑн. Вӗсем халӗ хут ҫине алӑ пуснине пухса республика ертӳлӗхӗ патне ҫыру ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнченпе Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ «Вӑрманти юмах» санатори вырӑнне обсерватор йӗркеленӗ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсемпе хутшӑннисене, ют ҫӗршывран таврӑннисене ике эрнелӗхе карантина вырнаҫтарнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Вӑрманти юмах обсерватортан юлашки пациентсем киле кайнӑ. Ӗнер унта дезинфекци тунӑ. Санаторие ачасене йышӑнма хатӗрлеҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче унта ачасем канма пуҫлӗҫ. Тепӗр обсерватор «Кӗрен парӑс» санаторире йӗркеленӗ. Хальлӗхе вӑл ҫаплипех йышӑнӗ. Унта халӗ 12 ҫын карантинра ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ Николай Гаврилов ҫинчен фильм ӳкернӗ. Паттӑр авиатора, генерал-лейтенанта халалланӑ ӗҫе ӳкерессипе Андрей Абросимов режиссер, монтажер, Эдуард Сибарсов видеооператор, Дмитрий Гвоздев сасӑ режиссерӗ, Виктория Баженова продюсер ӗҫленӗ. «Люди-легенды. Николай Федорович Гаврилов» фильма ӳкерме федераци тата республика хыснисенчен укҫа уйӑрнӑ. Ӗҫе «Чӑвашкино» саккасӗпе хатӗрленӗ. Фильма Николай Гавриловӑн тӑван тӑрӑхӗнче — Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче, вӑл вӗреннӗ Сызраньти авиаци училищинче, Мари Элпа Мускавра ӳкернӗ. Архиври документсемпе, кадрсемпе, тӗп сӑнарӗн аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ. Николай Гаврилов Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар район пульницинче тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫакна унта кайса ҫӳрекенсем те аван сисеҫҫӗ пулӗ. Врачсем кирлине паян Врачсен пӗлӗвне ӳстерес енӗпе ӗҫлекен институт тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Республикӑн тӗп хулипе юнашар вырнаҫнӑ Шупашкра район пульницинче участокри терапевтсем валли 3 вырӑн пур, оториноларинголог — 1, анестизиолог-реаниматолог — 2, эндоскопист — 1, ульрасасӑ диагностикин врачӗ — 1, кардиолог — 1, невролог — 1, инфекционист — 1. Тухтӑрсен «Земство тухтӑрӗ» программӑпа та ӗҫе вырнаҫма май пур пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисенчен кӑшӑлвируса пула самайӑшӗ онлайн мелпе иртеҫҫӗ. «Славься, Чувашия!» (чӑв. Чаплӑлан, Чӑваш Ен!) юрӑ марафонӗ ҫак кунсенче малалла пырать. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Комсомольски районӗ те хутшӑннӑ. Марафон ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче пуҫланнӑ, Шупашкарта вӗҫленӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен республикӑри мӗнпур районпа хула хутшӑнмалла. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнчи карттӑ ҫине пуссан районсен видеороликӗсемпе паллашма пулать. Видеороликсенче район-хлуан паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштараҫҫӗ, муниципалитетсен гимнӗсем янӑраҫҫӗ. Флешмоб мӗнпур район-хула Чӑваш Республикин гимне юрланипе вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Антон Чехов чӑвашла» литература ӑмӑртӑвне (эпир ӑна чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне ӳстерес тӗллевпе йӗркелерӗмӗр) хаклама вӑхӑт ҫитрӗ. Пурӗ ҫак конкурса 7 куҫару ярса пачӗҫ. Ӑмӑртӑва Антон Чеховӑн ҫак хайлавӗсем хутшӑнӗҫ: • 75000; • Идеалист асаилӗвӗсенчен (Из воспоминаний идеалиста); • Кӑшкӑру палли (Восклицательный знак); • Кӳршӗсем (Соседи); • Мунчара (В бане); • Тӑван кӗтесре (В родном углу); • Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя (Исповедь, или Оля, Женя, Зоя). Хаклакансен йышӗнче паллӑ ҫыравҫӑсем пулӗҫ: Валери Туркай (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Антон Чеховӑн калавӗсене куҫарса кӗнеке те кӑларнӑ); Борис Чиндыков («Чувашский рассказ» куҫарусен пуххине хатӗрлесеччӗ), Арсений Тарасов. Тӑваттӑмӗш хаклавҫи вара — Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ертӳҫи — Николай (Аҫтахар) Плотников. Аса илтеретпӗр, мала тухнисене эпир пӗчӗк парнесемпе тивӗҫтерӗпӗр: 1-мӗш вырӑншӑн 3 пин тенкӗ, 2-мӗш вырӑншӑн — 2 пин тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 1 пин тенкӗ. Кунашкал литература ӑмӑртӑвӗ пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Валери Туркай та хӑй енчен парнесен пуххине пуянлатас терӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене хӑйӗн ятӗнчен те парнесем пама шантарчӗ. |
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче «Асамат кӗперӗ» тӗнче тетелӗнчи фестиваль ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестиваль тӗллевӗ — республикӑмӑр наци музыка пултарулӑхне сарасси тата 100 пин юрӑллӑ тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн юрӑ-кӗвӗ пуянлӑхне кӑтартасси. Фестивале уйрӑм юрлакансем те, хор коллективӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче йӗркелекен мероприятире хӑйсен пултарулӑхне профессилле ушкӑнсем те, вӗренекенсем те кӑтартайӗҫ. Фестивале тӑратнӑ ӗҫсене виҫӗ енпе хаклӗҫ: академилле юрӑ, халӑх юрри, фольклор юрри. Мероприяти пирки тӗплӗнрех Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн сайтӗнче вуласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |