Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнчи Успенский-3 поселокра асӑннӑ регионти чӑвашсем Акатуй ирттерӗҫ. Уяв программи чӑннипех те пуян. Унта кӑҫал ҫӗнӗлӗхсем те кӗртнӗ. Акатуй ярмӑркки чӑваш халӑхӗн декораципе прикладной ӳнерӗн ӑстисен хатӗр-хӗтӗрӗпе паллаштарӗ. «Акатуй сӑри» фестивальте чӑваш сӑрине вӗретес тата тӑван халӑхӑмӑрӑн ытти апат-ҫимӗҫне хатӗрлес вӑрттӑнлӑхпа паллаштарнипе пӗрлех вӗсене астивсе пӑхма май килӗ. «Акатуйӑн чи лайӑх сувенирӗ», «Акатуйри чи лайӑх сӑра вӗретекенӗ», «Акатуйри чи лайӑх хушма хуҫалӑх» конкурссем вара пултаруллисене хавхалантарма пулӑшӗҫ. «Сӑмах ӑсти» ача-пӑча лапамӗнче чӑвашла тата вырӑти поэтсен сӑввисене вулӗҫ. «Умники и умницы» (чӑв. Ӑслӑ арҫын ачасемпе ӑслӑ хӗрачасем) викторинӑра чӑваш халӑхӗн историне лайӑх пӗлекенсене палӑртӗҫ. Чӑваш ташшисемпе юррисене те вӗрентӗҫ. «Шакки-шакла», «Чулла», «Чушкӑлла» чӑваш халӑх вӑййисене ӑмӑртмалла выляттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян Шупашкарти 38-мӗш шкула экзамен тытма пынӑ ача вилнӗ. Инкек пирки Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчех хыпарланӑ. Инкек пирки хӗрачан ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле хурланнине пӗлтернӗ. Хулари 27-мӗш шкулта 11-мӗш класра вӗренекенскер ачаран сусӑр пулнӑ иккен. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзамена пынӑ чухнех вӑл хӑйне япӑх туйнине шкулти тухтӑрсем тата экзамена йӗркелекенсем сиснӗ имӗш. Вӗсем ӑна экзамена кӗме сӗнмен иккен. Кун пирки ашшӗ-амӑшӗпе те калаҫнӑ имӗш. Анчах пике экзамена ыттисемпе пӗр кунах тытас тенӗ курӑнать. Пӗр сехет хушшинче вӑл ӗҫе пурнӑҫланӑ. Унтан вӑл ыйтса пӳлӗмрен тухнӑ. Коридорта ачана япӑх пулса кайнӑ. ЧР Сывлӑхс ыхлав министертсив пӗлтернӗ тӑрӑх, экзамен вӑхӑтӗнче ӗҫлекен тухтӑрсем тата васкавлӑ пулӑшӑвӑн икӗ бригади ҫине тӑрсан та ачана пулӑшма май килмен. Ача пӗчӗкренех чӗре чирӗпе аптӑранӑ иккен. Инкеке халӗ яваплӑ специалистсем тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Социаллӑ ӗсченсен уявӗ умӗн Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрта «Чи лайӑх социаллӑ ӗҫчен» конкурс ирттересси йӑлара. Кӑҫал та вӑл пулнӑ, ҫак кунсенче ӑна пӗтӗмлетнӗ. Конкурс темиҫе тапхӑрпа иртнӗ. «Манӑн профессире театр ҫулталӑкӗн пӗлтерӗшӗ» тапхӑрта конкурсҫӑсем хӑйсем пирки, професси ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Хӑйӗн ӗҫӗнчи профессионал» тапхӑрта жюри теори пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Унтан конкурсҫӑсем тест ыйтӑвӗсене те хуравланӑ, пултарулӑхне те кӑтартнӑ. Жюри пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, «Чи лайӑх социаллӑ ӗҫчен» ята Надежда Мастерова тивӗҫнӗ. Ӑна республикӑри профсоюз организацийӗ парнепе чысланӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӗнтерӳҫӗ Шупашкар чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗлтӗр ҫуркунне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри полици уйрӑмӗсене пӗр вӑхӑтра тенӗ пек ҫынсенчен пӗрешкел заявлени килнӗ: пурин те банк счечӗ ҫинчен укҫа ҫухалнӑ. Иккӗшӗ – 10 пин тенкӗ, тепри 47 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Анчах укҫа счет ҫинчен пӗтни пирки вӗсем патне СМС-ҫыру килмен. Полицейскисем ҫак ҫынсен телефонӗсене тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: мессенджерсене официаллӑ мар сайтсенчен уҫласа илнӗ чухне вирус телефона сиенлетнӗ. Оперативниксем ку преступление Красноярск тӑрӑхӗнчи ҫын тума пултарнӑ тесе палӑртнӑ. Вӗсем ҫав региона кайса ӑна тытса чарнӑ. 31 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян Шупашкарта пӗр вӑхӑтра тенӗ пек тӗрлӗ вырӑнта икӗ хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет. Паян 16 сехет те 40 минутра Граждан урамӗнчи 28-мӗш ҫурт патӗнче икӗ хӗрача юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ. Вӗсенчен пӗри, шкулта вӗренекен 10-ри хӗрача, «Лада Калина» машина айне лекнӗ. Тепӗр 15 минутран, 17 сехет те 5 минутра, Энгельс урамӗнче ҫакнашкалах пӑтӑрмах пулнӑ. Унта та «Лада Калина» машина хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. 5-мӗш класра вӗренекен хӗрача «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ чухне пулнӑ ку. Халӗ машина урапи айне лекнӗ икӗ хӗрача пульницӑра, вӗсене тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкара ӗнер Франци турисчӗ килнӗ. Хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑна Туризмпа информаци центрӗнче пулнӑ. Тери Дулубелмои Раҫҫее темиҫе ҫул ӗнтӗ килнине пӗлтернӗ. Унччен вӑл Якут Республикинче, Чукоткӑра, Урал, Кавказ, Ҫӗпӗр тата Камчатка тӑрӑхӗсенче пулнӑ. Кӑҫал вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласемпе паллашасшӑн. Хрантус турисчӗ халӑхсен этнографийӗпе кӑсӑкланать. «Шупашкар – питӗ таса тата хитре хула. Паян эп сӑра музейӗнче пуҫласа пултӑм. Мана унти экспозицисем питӗ килӗшрӗҫ», – тенӗ Тери. Шупашкарта вӑл икӗ кун пулӗ. Ҫав вӑхӑтра Чӑваш наци музейне, Трактор музейне, Чӑваш тӗррин музейне, «Амазони» этнокомплекса, Шупашкарӑн Мускав ҫыранне ҫитсе курма тата илемлӗ ытти вырӑна ҫитме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Елена Еньккан «Алфавит вӑййисем» кӗнеки чӗлхене аталантарма пулӑшать. Ҫакӑн пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтерет. Елена Еньккан «Алфавит вӑййисем» ҫӗнӗ кӗнеки икӗ чӗлхе – вырӑс тата чӑваш – пӗлӗвне аталантарма пулӑшать. Кӑларӑм нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Ӑна «Эпир – билингвӑсем» серипе хатӗрленӗ. Чӑваш Республикинче икӗ патшалӑх чӗлхи пулнӑ май чылайӑшне халӗ билингвсем тесе хӑюллӑнах калама пулать тесе палӑртать кӗнеке издательствин ӗҫченӗ. «Алфавит вӑййисем» кӑларӑм икӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗш пайӗнче – вун ултӑ тӗрлӗ ӳкерчӗк. Ачасен кашни ӳкерчӗкпе усӑ курса автор палӑртнӑ ӗҫе тӗрӗс пурнӑҫламалла. Кӗнекен иккӗмӗш пайне «Чӗрчунсен алфавичӗ» ят панӑ. Кунта вара ӳкерчӗксене пӑхса клеткӑсене вӑл е ку чӗрчун ятне чӑвашла, вырӑсла ҫырмалла. |
Культура
![]() «Асран кайми Элкер сӑнарӗ» литература фестиваль саманчӗ Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Семен Васильевич Элкерӗн тӑван ялӗнче Пысӑк Упакассинче «Асран кайми Элкер сӑнарӗ» литература фестивалӗ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫакӑн пирки Шупашкарти паллӑ вӗрентекенсенчен пӗри Геронтий Никифоров хыпарланине Фейсбукра асӑрхарӑмӑр. Ҫав хыпарпа паллашнӑ май пултаруллӑ ҫыравҫӑ тата журналист Николай Максимов хӑйӗн шухӑшне палӑртса комментари ҫырнӑ. «Йӗпреҫ район хаҫачӗ ҫумӗнчи литпӗрлешӗве Элкер ҫав тери нумай пулӑшнӑ. Ун чухне литпӗрлешӗве ҫӳренӗ ҫынсенчен виҫҫӗшӗ пурӑнаҫҫӗ-ха: Н. Теветкел, Гаврил Луҫ поэтсем, Н. Максимов прозаик. Юрать, Максимова унашкал мероприятисене хутшӑнтарма юрамасть тейӗпӗр. Анчах Теветкелпе Луҫ, чӗннӗ пулсан, пыратчӗҫех. Ман шутпа, вӗсем Элкерпа сыхӑнман такам-тӗкемсенчен кӑсӑкларах япаласем каласа кӑтартатчӗҫ», — тенӗ калем ӑсти. Сӑмах май, шел те, Гаврил Луҫ кӑҫалхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ иккен. Ҫавна Геннадий Кириллов уҫӑмлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 21 сехет те 35 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑмпа ачана машина ҫапса хӑварнӑ. Хайхискерсем Совет урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ачаллӑ хӗрарӑма «Фольксваген Поло» ҫапса хӑварнӑ. Водитель вара авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ. Ӑна тепӗр 2 сехетрен тупнӑ, анчах вӑл, 28 ҫулти арҫын, медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ача, телее, суранланман. Хӗрарӑм вара урине хуҫнӑ. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсенче Чӑваш Енре 11 авари пулнӑ. Ҫул-йӗр ҫинч инкекре 1 ҫын вилнӗ, 14-ӑн суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре роминг пулмӗ. Постановление, «Ҫыхӑну пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнӗскер, РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Чӑннипе, роуминга пӗтересси пирки пӗлтӗр раштав уйӑхӗнчех сайтра пӗлтернӗччӗ, халӗ тепӗр хутчен аса илтерер. Ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен абонентсен ытти региона шӑнкӑравланӑшӑн укҫа ытларах тӳлеме тивмӗ – пур ҫӗрте те пӗр тариф пулӗ. Ҫавӑн пекех Крымра пурӑнакансем вӗсем патне шӑнкӑравланӑшӑн укҫа тӳлемӗҫ. Аса илтерер: роуминга пӗтересси пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче саккун алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |